Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Фараон патӗнчен тухсассӑн, вӗсем хӑйсене кӗтсе тӑракан Моисейпе Аарона тӗл пулнӑ, 21. вара вӗсене каланӑ: сире Ҫӳлхуҫа Турӑ курса сут тутӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир пире фараонпа унӑн чурисем умӗнче курайман ҫынсем турӑр, пире вӗлермешкӗн вӗсен аллине хӗҫ тыттартӑр, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей Иофорӑн — хӑй хунӗн, Мадиан священникӗн — сурӑхӗсене кӗтсе ҫӳренӗ.1. Моисей пас овец у Иофора, тестя своего, священника Мадиамского.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Мадиан священникӗн ҫичӗ хӗр [пулнӑ], [вӗсем хӑйсен ашшӗн Иофорӑн сурӑхӗсене кӗтсе ҫӳренӗ].16. У священника Мадиамского [было] семь дочерей, [которые пасли овец отца своего Иофора].
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Иосиф хӑйӗн чаплӑ урапине кӳлтернӗ те хӑйӗн ашшӗне Израиле кӗтсе илмешкӗн Гесем ҫӗрне кайнӑ; ашшӗне курсассӑн, ӑна ыталаса илнӗ те унӑн ытамӗнче чылайччен йӗнӗ.
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл: эпӗ хамӑн пиччесене шыратӑп; кала-ха мана, вӗсем ӑҫта кӗтӳ кӗтсе ҫӳреҫҫӗ? тенӗ.16. Он сказал: я ищу братьев моих; скажи мне, где они пасут?
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Израиль Иосифа каланӑ: пиччӳсем Сихемра кӗтсе ҫӳремеҫҫӗ-ши? кайса кил-ха, сана вӗсем патне яратӑп, тенӗ.13. И сказал Израиль Иосифу: братья твои не пасут ли в Сихеме? пойди, я пошлю тебя к ним.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн пиччӗшӗсем ашшӗн выльӑхне кӗтсе ҫӳреме Сихема кайнӑ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иосиф вунҫиччӗре чухне, яш ача чухне, хӑйӗн пиччӗшӗсемпе, ашшӗ арӑмӗсен Валлӑпа Зелфӑн ывӑлӗсемпе пӗрле, [ашшӗн] выльӑх-чӗрлӗхне кӗтсе ҫӳренӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпах ҫак Ана ӗнтӗ Цивеонӑн, хӑйӗн ашшӗн, ашакӗсене кӗтсе ҫӳренӗ чухне пушхирте ӑшӑ шывлӑ ҫӑл тупнӑ.Это тот Ана, который нашел теплые воды в пустыне, когда пас ослов Цивеона, отца своего.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна Турӑ Ангелӗсем кӗтсе илнӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иаков Лаванӑн ытти вак выльӑхне кӗтсе ҫӳренӗ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ маншӑн эпӗ мӗн каланине тӑвас пулсассӑн, эпӗ каллех санӑн сурӑхусене кӗтсе, астуса ҫӳрӗп.Если только сделаешь мне, что я скажу, то я опять буду пасти и стеречь овец твоих.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иаков вӗсемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра ашшӗн вак выльӑхӗпе Рахиль [Лаван хӗрӗ] пырса ҫитнӗ; вӑл [ашшӗн вак выльӑхне] кӗтсе ҫӳренӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. [Иаков] каланӑ: акӑ каҫ пуласси часах мар-ха; выльӑхсене пухма вӑхӑт ҫитмен-ха; сурӑхӑрсене шӑварӑр та кайӑр, кӗтсе ҫӳрӗр, тенӗ.7. И сказал [Иаков]: вот, дня еще много; не время собирать скот; напойте овец и пойдите, пасите.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лот курнӑ та вӗсене кӗтсе илме ура ҫине тӑнӑ, вара вӗсене ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 2. каланӑ: ырӑ ҫыннӑмсем!Лот увидел, и встал, чтобы встретить их, и поклонился лицем до земли 2. и сказал: государи мои!
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та [каллех] кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; кӑвакарчӑн вара ун патне каялла таврӑнман.12. Он помедлил еще семь дней других и [опять] выпустил голубя; и он уже не возвратился к нему.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та карап ӑшӗнчен каллех кӑвакарчӑна кӑларса янӑ.10. И помедлил еще семь дней других и опять выпустил голубя из ковчега.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ада Иавала ҫуратнӑ: вӑл кӗтӳ кӗтсе чатӑрта пурӑнакансенӗн ашшӗ пулнӑ.20. Ада родила Иавала: он был отец живущих в шатрах со стадами.
Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ ав 600 ытла юрӑ валли кӗвӗ хатӗр, вӗсем сӑввисене кӗтсе, пулӑҫ тытнӑ пулӑсем пекех, «морозильникре» выртаҫҫӗ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Пушкӑртстанри Кӑрмӑскал районӗнчи Суук Чышма ялӗнче концерт лартрӑмӑр та ушкӑнпа Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме пуҫтарӑнтӑмӑр.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№