Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пулт 8

Пай: Библи –> Пултарни

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.27 19:22

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 416

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Турӑ Ноя тата унпа пӗрле карап ӑшӗнче пулнӑ пур тискер кайӑка, пур выльӑх-чӗрлӗхе, [пур вӗҫен кайӑка, шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана] асне илнӗ; вара Турӑ ҫӗр ҫине ҫил янӑ та, шыв тулма чарӑннӑ. 2. Тӗпсӗр авӑрӑн ҫӑлӗсем, пӗлӗт чӳречисем хупӑнса ларнӑ, вара тӳперен ҫумӑр ҫума чарӑннӑ. 3. Шыв майӗпен ҫӗр ҫинчен каялла кайнӑ, ҫӗр аллӑ кун иртсессӗн шыв чака пуҫланӑ. 4. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вунҫиччӗмӗш кунӗнче, карап Арарат тӑвӗ ҫине пырса чарӑннӑ. 5. Вуннӑмӗш уйӑха ҫитиччен шыв пӗрмаях чакса пынӑ; вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче ту тӑррисем курӑна пуҫланӑ.

6. Хӗрӗх кун иртсессӗн Ной хӑй тунӑ карап чӳречине уҫнӑ та 7. [ҫӗр ҫинчен шыв чакнине пӗлмешкӗн] ҫӑхана кӑларса янӑ; вӑл вӗҫсе тухнӑ та ҫӗр ҫинчи шыв типичченех пӗр аяккалла вӗҫсе кайнӑ, пӗр каялла вӗҫсе килнӗ. 8. Унтан ҫӗр ҫинчен шыв кайса пӗтнине пӗлмешкӗн Ной кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; 9. анчах кӑвакарчӑнӗ урине пусса ларса канма вырӑн тупайман та ун патне каялла карап ҫине вӗҫсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пур тӗлте те шыв тӑнӑ; Ной аллине тӑснӑ та ӑна ярса тытса хӑй патне карап ӑшне кӗртнӗ. 10. Тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та карап ӑшӗнчен каллех кӑвакарчӑна кӑларса янӑ. 11. Кӑвакарчӑн ун патне каҫ пуласпа каялла вӗҫсе ҫитнӗ, акӑ сӑмсипе вӑл ҫу йывӑҫҫин ешӗл чӗрӗ ҫулҫине хыпса килнӗ; Ной вара ҫӗр ҫинчен шыв чакса кайнине пӗлнӗ. 12. Вӑл тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та [каллех] кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; кӑвакарчӑн вара ун патне каялла таврӑнман.

13. [Ной пурӑнӑҫӗн] ултҫӗр пӗрремӗш ҫулӗнче, пӗрремӗш уйӑхӑн [пӗрремӗш] кунӗ тӗлне, ҫӗр ҫинче шыв юлман; Ной карап тӑррине уҫса пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр ҫийӗ кушӑхнӑ. 14. Иккӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗ тӗлне, ҫӗр пӗтӗмпех типсе ҫитнӗ. 15. Вара [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: 16. эсӗ хӑв та тух, санӑн арӑму та, ывӑлусем те, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшӗнчен тухчӑр; 17. хӑвӑнпа пӗрле пулнӑ пур чӗрчуна та — вӗҫен кайӑксене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана — хӑвӑнпа пӗрле илсе тух; вӗсем ҫӗр тӑрӑх саланччӑр, ҫӗр ҫинче ӗрчеччӗр, хунаса пыччӑр, тенӗ. 18. Вара Ной тухнӑ, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, арӑмӗ те, ывӑлӗсен арӑмӗсем те тухнӑ; 19. карап ӑшӗнчен мӗнпур тискер кайӑк, [мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх,] мӗнпур ҫӗлен-калта, мӗнпур вӗҫен кайӑк — ҫӗр ҫинче мӗн ҫӳрекенни пурте — ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе тухса кайнӑ.

20. Вара Ной Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ; кашни таса выльӑх ӑрӑвӗнчен, таса вӗҫен кайӑксен мӗнпур ӑрӑвӗнчен илсе, вӗсене парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ. 21. Ырӑ шӑршӑ Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулнӑ, вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Хӑй ӑшӗнче каланӑ: этем пирки ҫӗре урӑх ылханмӑп ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн этем кӑмӑлӗ мӗн ҫамрӑкранах усал; халӗ тунӑ пек тумӑп, пӗтӗм пурӑнакана урӑх нихӑҫан та пӗтермӗп: 22. ҫӗр сывӑ чухне акассипе вырасси, сивӗпе шӑрӑх, ҫупа хӗл, кунпа каҫ нихӑҫан та чарӑнса лармӗҫ, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех