Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Нематодaран хaтaлмаллах

Автор: Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх

Ҫӑлкуҫ: «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Хушнӑ: 2016.07.31 13:03

Пуплевӗш: 66; Сӑмах: 534

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Ҫӗрулмине нематода чирӗ ернӗ. Унпа мӗнле кӗрешмелле, ҫӗрулми анине епле тасатмалла?

Валентина РОМАНОВА, Куславкка районӗ.

Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫӗрулмин нематода чирӗ вӑйлӑ сарӑлса пырать. Унӑн сиенне, паллисене пӗлменни чире сарӑлма май парать. Вӑйлӑ сиенленнӗ ана ҫинче ҫӗрулми пулмасть, хуҫи вара сӑлтавне ӑнкармасть те. Ҫанталӑк, вӑрлӑх, тӑпра япӑххипе сӑлтавлать пӗлмен ҫын улма тухӑҫӗ пӗчӗккине.

Нематода — ҫӗрулмин хӑрушӑ сӑтӑрҫи, тӑпрара пурӑнать, /ҫӗрулмине золотистая картофельная нематода сиенлет/ ҫуркунне вӑйлӑ ӗрчеме пуҫлать. Ҫак вӗтӗ ҫавра хуртӑн тӑршшӗ пурӗ те 0,5-2 мм ҫеҫ. Апла пулин те пӗр ама 300-500 ҫӑмарта хума пултарать. Ҫӑмартаран 7-9 кунран вӗтӗ хурт тухать те ҫӗрулми тымарӗ ҫумне ҫыпҫӑнса ларать, тымарти сӗткене ӗмсе пурӑнать. 43 кунра ӳссе ҫитсе ҫӗнӗ ӑру пама пуҫлать. Нематодӑна ӗрчеме ҫумӑрлӑ, кӑшт уҫӑрах — 15 градуса яхӑн — ҫанталӑк лайӑх. Ҫуркуннепе кӗркунне хӑвӑрт аталанса ӗрчет. Нематодӑпа вӑйлӑ сиенленнӗ анара ҫӗрулми тухӑҫӗ 70-80 процентах сахалланма пултарать.

Нематодӑпа сиенленнӗ ҫӗрулми тӗмӗ вӑйлӑ аталанаймасть. Лайӑх ҫитӗннӗ ҫӗрулми речӗсенче нематодӑпа сиенленнӗ тӗме асӑрхама йывӑр мар. Ҫеҫке имшер, ҫулҫӑсем шурӑрах тӗслӗ, ҫӗртме уйӑхӗнчех сарӑхма, типме пуҫлаҫҫӗ. Ҫакнашкал тӗме кӑларса тӗрӗслемелле. Тӗмӗн тымарӗ йышлӑ, ҫинҫе, тикӗс мар, шатраллӑ пулсан ку хуртлӑ тӗм. Тымар ҫинче вӗтӗ шурӑ ҫаврасем ҫыпӑҫса тӑраҫҫӗ. Кусем — хурт ҫӑмартисем. Вӗсене ҫак тапхӑрта ахаль куҫпах курма пулать.

Кӗркунне ҫанталӑк сивӗтнӗҫемӗн хурт амисем цистана ҫаврӑнаҫҫӗ. Циста — ҫӑмарта хума хатӗр организм. Вӑл тӑпрара хӗл каҫать. Ҫуркунне меллӗ ҫанталӑк ҫитсен цистаран 200-300 ҫӑмарта тухать. Циста хӑйне юрӑхлӑ саманта кӗтсе тӑпрара 7-8 ҫул та выртма пултарать. Ӑна шӑрӑх та, сивӗ те хӑшпӗр хими имҫамӗ те витереймест. Шӑпах ҫак сӑлтава пула нематодӑна йӑлтах пӗтерме йывӑртарах.

Нематодӑпа мӗнле кӗрешмелле-ха?

Кашни ҫулах пӗр вырӑна ҫӗрулми лартакан тӑпрара нематода хӑвӑрт сарӑлать. Енчен те ана ҫинче шаннӑ тӗмӗ чылай пулсан тепӗр ҫул улмана урӑх вырӑна лартмалла. Хурт ҫӑмарти тӑпрара ҫеҫ мар, ҫӗрулмире те хӗл каҫма пултарать. Ҫавӑн пекех чирлӗ тӗмсемпе ӗҫленӗ чухне усӑ курнӑ ӗҫ хатӗрӗ урлӑ та сарӑлать сӑтӑрҫӑ. Улма лартнӑ чухне сывӑ вӑрлӑх суйламалла. Чир вӑйлӑ сарӑлнӑ пулсан ҫав анаран вӑрлӑх хӑвармасан лайӑхрах. Ҫуркунне ҫӗнӗ вӑрлӑх туянмалла.

Ҫӗрулми анине улӑштарсан, сывӑ вӑрлӑх туянса лартсан нематода чирӗ сарӑлаймасть. Чирлӗ вырӑна ҫӗнӗрен 2-3 ҫултан ҫеҫ таврӑнмалла. Ку тӑпрана сыватма май парать.

Ҫулла ҫӗрулми кассисене тӗрӗслесе тухмалла. Япӑх аталаннӑ тӗмсене кӑлармалла, тымарне тӗплӗн тӗрӗслемелле, нематода чирӗ иккенне ҫирӗплетсен тымара тӗп тумалла, тӗм вырӑнне вӗрекен шыв е извеҫ, кӗл сапмалла. Чӑх каяшне 1:10 виҫепе шывпа хутӑштармалла. Чирлӗ тӗпе кӑларнӑ хыҫҫӑн пӗр тӑваткал метр тӑпрана 4 литр каяш шӗвекне сапмалла.

Ҫак меслетсемпе хуртпа ҫуллахи вӑхӑтра кӗрешме меллӗ.

Кӗркунне улма кӑларнӑ чухне те тимлӗ пулмалла. Вӗтӗ йышлӑ тымарлӑ, пӗчӗк улмаллӑ тӗпсене уйрӑм, лайӑх тӗрӗслесе пуҫтармалла. Мӑкланнӑ тымарлӑ тӗпсен тӗлӗсене извеҫ е кӗл сапса пымалла.

Кӗркунне анана сухаласа хӑвармалла. Ҫакӑ ҫумкурӑкран, колорадӑран, нематодӑран хӑтӑлма май парать. Хуртпа кӗрешмелли хими имҫамӗсен шутне «Нематоцид», «Фосфамид», БАК «Экогель», «Нематофагин БТ», «Фитоверм» кӗреҫҫӗ.

«Фосфамид» ҫыншӑн, чӗрчунсемшӗн хӑрушах мар, анчах мӗнпур кӑпшанкӑшӑн сиенлӗ. Усӑллӑ хурт-кӑпшанкӑна, вӗлле хурчӗсене те пӗтерет.

«Экогель БАК» экологи тӗлӗшӗнчен таса, ӳсен-тӑрана тӗрлӗ сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран хӳтӗлет. Ҫӗрулмине лартиччен экогелӗн 1% хутӑшӗпе йӗпетмелле. Сиенлӗ хурта та, ун ҫӑмартине те пӗтерет.

«Нематофагин БТ» препарат кӑмпа-паразитсенчен тӑрать. Ӑна тӑпрана 15-20 см тарӑнӑшне хывмалла. Нематодӑна пӗр-икӗ талӑкрах тӗп тӑвать.

«Фитовермӑн» 0,2% порошокне хуртпа сиенленнӗ тӑпрана инструкципе килӗшӳллӗн хывмалла.

Ҫӗрулми кӑларнӑ хыҫҫӑн кӗрхи ыраш акма юрать. Вӑл сидерат шутланать тата нематода ыраш ӳсекен вырӑнта ӗрчеймест. Нимӗҫ пӑрҫи /бобы/, календула, импӗр, бархатцы — ҫаксем те нематодӑн тӑшманӗсем.

Ҫӗрулмин ҫак сорчӗсене хурт питех сиенлеймест: Витал, Альвара, Кристалл, Жуковский ранний, Пикассо, Лукьяновский, Рикеса, Фрегата, Фреско.

Пусӑ ҫаврӑнӑшне пӑхӑнмалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех