Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗлтӗм (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ санран телеграмма илтӗм, сана читлӗхе тытса хупнине пӗлтӗм.

Я от тебя получил телеграмму, узнал, что Токколоро посадили в клетку.

Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив

Вӑл ытла та ывӑнассине эпӗ малтанах пӗлтӗм

Я так и думала, что она устанет до полусмерти.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсӗ мӗн те пулин хушса калассине эпӗ малтанах пӗлтӗм.

Я так и думал, что оно немножко длиннее.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— 1944 ҫулхи хӗлле пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Вӗсенчен Стамбул университечӗнче вӗренме мӗнле экзаменсем тытмалли пирки тӗплӗн ыйтса пӗлтӗм те Стамбула турккӑлла ҫыру ҫырса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Кайран пӗлтӗм: вӑл институт директорӗ А.Т.Кайдаров пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Малти чӳрече умӗнче мӗншӗн «Николаев урамӗ» ҫырса ҫапнине те ун чухне кӑна пӗлтӗм

И зачем на переднем стекле написали "улица Николаева", только тогда узнал...

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Бригадиртан пӗлтӗм: пичче таврӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Вӗреннӗ чух пӗлтӗм: пирӗн ялти Ю. Скворцов Шупашкарта пединститутра вӗренет иккен.

Во время учебы узнал: с нашей деревни Ю. Скворцов учится в пединституте Чебоксарах.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Шупашкарта артиста вӗренме илесси пирки конкурс пыни ҫинчен ӑнсӑртран пӗлтӗм.

О том что в Чебоксарах идет конкурс на прием учиться на артиста узнал случайно.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

«Вилӗмсӗр полк» акци пирки эпӗ пуҫласа 2 ҫул каялла телевизорпа курсан пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Александр Куприяновичпа чуна уҫса вӑрах калаҫма май килмерӗ пулин те /ӗҫри ҫынна нумайччен епле чӑрмантарас?/ вӑл пыл хурчӗ пекех ӗҫчен кил хуҫи пулнине, пурнӑҫӗнче мӗн те пулин улӑштарма май пулас тӑк мӑшӑрне никампа та улӑштармассине пӗлтӗм.

Мне не удалось подолгу поговорить по душам с главой семьи Александром Куприяновичем /занятого человека зачем беспокоить?/, но сразу видно, что он работящий человек, трудится как пчела и при этом очень любит свою супругу.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Черетлӗ хутчен хамӑн вӑй-хала шанми пулса ҫитнӗ самантра Раифа мӑнастирӗ ҫинчен вуласа пӗлтӗм.

— Когда в очередной раз не осталось сил для поддержания себя, я прочитала про Раифский монастырь.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Архиври награда хучӗсемпе паллашнӑ май хамӑр районти виҫӗ офицер Александр Невский орденне илме тивӗҫлӗ пулнине пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Александр Невский орденне тивӗҫнӗ офицерсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Владимир Никифоровичран КПСС Тӗп Комитечӗн Политвӗренӳ ҫуртӗнче ентешсен тӗлпулӑвӗсем, уявсем иртнине пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Уйрӑласси пирки упӑшка шарламан, почтальон судран янӑ ҫыру илсе килсен кӑна пӗлтӗм.

О разводе муж не заикался, когда почтальон принес письмо из суда, только тогда и узнала.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Уйрӑласси пирки упӑшка шарламан, почтальон судран янӑ ҫыру илсе килсен кӑна пӗлтӗм.

О разводе муж не говорил; узнала, когда почтальон принёс письмо из суда.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Акӑ мӗн пӗлтӗм эпӗ асӑннӑ сайтпа ӗҫленӗ хыҫҫӑн Штанаш ял тӑрӑхӗнчи ҫынсем ҫинчен: Штанашри Александр Василь-евич Кашкирова «Хӑюлӑхшӑн» медальпе 1943 ҫулта наградӑланӑ иккен, салтак 1944 ҫулхи июлӗн 30-мӗшӗнче Польша ҫӗрӗ ҫинче ҫапӑҫса пуҫне хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Тата тепӗр ҫемье те ялта тӗпленме хатӗрленнине пӗлтӗм.

Узнала, что и еще одна семья собирается обосноваться в деревне.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

25. Эй тӳрӗ Аттемӗм! тӗнче Сана пӗлмерӗ; Эпӗ пӗлтӗм Сана, вӗсем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ; 26. Эсӗ Мана юратни вӗсенче те пултӑр тесе, Эпӗ вӗсен ӑшӗнче пулам тесе, Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп, тенӗ.

25. Отче праведный! и мир Тебя не познал; а Я познал Тебя, и сии познали, что Ты послал Меня; 26. И Я открыл им имя Твое и открою, да любовь, которою Ты возлюбил Меня, в них будет, и Я в них.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех