Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вера ҫаксене йӑлтах асӑрхарӗ; унӑн чирлӗ питне тарӑн куляну пуснӑ; вӑл чӳрече патӗнче мӗлке ӳкнӗ ҫӗрте сарлака кресло ҫинче ларать…
Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кӑмӑлӑм уҫӑлнипе эпӗ нимӗн хатӗрленмесӗрех тӗрлӗрен тӗлӗнмелле историсем каласа патӑм: княжна мана хирӗҫ ларнӑ та эпӗ сӳпӗлтетнине тарӑннӑн тимсӗлсе те ачашшӑн итлесе ларать, ҫавӑнпа манӑн именмелле те пулчӗ.
Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӑхатӑп: ҫавӑн уҫӑ сулхӑнӗнче чул тенкел ҫинче пӗр хӗрарӑм ларать, улӑм шлепкепе вӑл, хура явлӑкпа пӗркеннӗ, пуҫне кӑкӑрӗ ҫинелле уснӑ; шлепки унӑн питне хӳтӗлет.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ку сценӑра вылякансем акӑ мӗн тӑваҫҫӗ: княгиня Мускав вӗҫкӗнӗпе галлерейӑра ларать, вӗсем иккӗшӗ те темӗн ҫинчен питӗ тимлӗн калаҫатчӗҫ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗвеланаҫӗнче пилӗк тӑрӑллӑ Бешту кӑвакарса ларать, «палланӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗ» пек, ҫурҫӗр енче перссен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ евӗрлӗ Машук тӑвӗ ҫӗкленет, ҫак енчи тӳпене вӑл пӗтӗмӗшпех хупӑрласа илнӗ; хӗвелтухӑҫнелле пӑхма савӑнӑҫлӑрах: ман умра аяларахра вӗр-ҫӗнӗ хула тӗрленсе ларать, симлӗ ҫӑл куҫӗсем юхаҫҫӗ, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх шавлать, — лере тата, катара, амфитеатр пек кӗпӗрленсе, кӑвакарса, тӗтреленсе тусем тӑсӑлаҫҫӗ, тавра курӑм хӗрринче юрпа витӗннӗ ту тӑррисен кӗмӗл тӗпекӗ тӑсӑлать.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Спасск башни чылай ҫӳлӗ вырӑнта ларать, ҫырма хӗрринчен ҫав башня патӗнченех шывалла чӑнкӑ ҫыран анать, унта тӗрлӗ чулсем сапаланса выртаҫҫӗ.Спасская башня стояла высоко над рекой, и от нее спускался к берегу косогор, усеянный камнями.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах эпӗ калаҫма пуҫласанах вӑл, йӗкӗлтенӗ пек, кулса илет те ман умран тара ларать.Но только я начинал говорить, она убегала, коварно улыбаясь.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чул хумӗпе ҫавӑрса тунӑ кил картинче пӳртрен те пӗчӗккӗ кивӗрех кӑна тепӗр лаҫӑ пӑхса ларать.На дворе, обведенном оградой из булыжника, стояла избочась другая лачужка, менее и древнее первой.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ирӗксӗрех чӗре хытса ларать, чун хупӑнать…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл хӑй Бальзакӑн вӑтӑр ҫулхи вӗҫкӗн хӗрарӑмӗ, бал хыҫҫӑн ывӑнса ҫитсе, хӑйӗн ҫемҫе пуканӗ ҫинче ларнӑ пекех ларать.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сӗтел ҫинче хупахпа витнӗ салтак котелокӗ ларать, унта тутлӑ шӑршӑллӑ хӑмла ҫырли тултарнӑ.На столе стоял солдатский котелок, накрытый лопухом, наполненный ароматной малиной.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр ирхине кӗретӗп те вӗсем патне — хальхи пекех куҫ умӗнче-ха: Бэла хура пурҫӑн бешмет тӑхӑннӑ, кравать ҫинче ларать, шуралса кайнӑ хӑй, салху: эпӗ хӑрасах ӳкрӗм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Ҫак алӑк леш енче вӑл; эпӗ хам та паян ирпе кӑлӑхах курасшӑн пултӑм ӑна: пӗркенчӗкне пӗркеннӗ те ларать кӗтесре, калаҫмасть те, пӑхмасть те, хир качаки пек, хӑравҫӑ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ман хыҫҫӑн тӑватӑ казак вӗҫтерсе пыратчӗҫ; хыҫӑмра гяурсем кӑшкӑрашнине те илте пуҫларӑм эпӗ, хам умрах тата ҫӑра кӑна сӗм вӑрман сарӑлса ларать.За мной неслись четыре казака; уж я слышал за собою крики гяуров, и передо мною был густой лес.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Вӑт, ачам, ҫав пуҫ касакансем пире шӑлтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ-ҫке, халь ӗнтӗ вӗсем, мухтав турра, кӑштах лӑпланнӑ темелле, анчах ӗлӗкрех крепоҫ картинчен ҫӗр утӑма та пулин уйӑрлас пулсан, сана пӗр-пӗр эсрелӗ сыхласах ларать: кӑшт асӑрханмасан, кӗтсех тӑр вара — е пӑяв ывӑтса мӑйӑйтан пӑваҫҫӗ, е ӗнсӳне пульӑ туянӑн.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ халӗ те Петров кабинӑра ҫаврӑнкалать, аллисене сӑтӑркалать, кулать, пуҫсем ҫийӗпе ярӑнса иртекен «ил»-сене кӑшкӑрса ӑсатать, Алексей машинӑри сӑранпа витнӗ лармалли сак ҫинче канлӗн кӑна тайӑнса ларать.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кам пӗлет, тен вӑл самолёт ӑшӗнче шӑпах паян ҫав ҫинҫешке те хитре, лайӑх тӗлӗкре курӑннӑ пек туйӑннӑ хӗре вӗлернӗ тӑшман летчикӗ ларать пулӗ, — унӑн ҫавсене пӗтерсе тӑкас килчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ула-чӑла платьепе, урисене усса ларать.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑсланкӑ техник Юра ҫемҫе те ҫунатсӑр, тӗлӗнмелле самолёт кабининче ларать.Долговязый технарь Юра в кабине странного, мягкого и бескрылого самолета.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун ҫумӗнче аманнӑ воин асапланса тӑрать, ӑна тӗрткелеҫҫӗ, анчах ку, сывӑскер, хӑнк та тумасӑр ларать.Возле увечный воин стоит, мается, затолкали совсем, а он, здоровый, сидит и ухом не ведет.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950