Шырав
Шырав ĕçĕ:
— «Эсӗ вӗреннӗ ҫын! Ме сана укҫа, виҫӗ карланкӑ чухлӗ кӳп, хӑвӑн арӑмна тӑхӑнса савӑнмалӑх пурҫӑн чӑлхасем илсе пар, анчах хӑвӑн пуҫ мимине тӗнчери революцие усӑ кӳме ӗҫлеттер, хӑвӑн инженер ӗҫӗсене ту!» — теҫҫӗ.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак каҫ капланса килекен тӗтресен хуп-хура пурҫӑн пӗркеленчӗкӗсене шӑплӑха путнӑ ҫурхи ҫилсем ҫупӑрлаҫҫӗ.Эта ночь была окутана черными шелками наплывавших туманов, тишины, овеяна вешними ветрами.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӑслӑ патша тытнӑ та ҫурӑка пурҫӑн хуртне кӗртсе янӑ, ҫавӑ вара, ун тӑрӑх тухса, хӑй хыҫҫӑн ҫинҫе кӑна йӑлтӑрти йӗр тӑсӑлтарса хӑварнӑ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫак алмаз витӗр пурҫӑн ҫип тирмелле иккен.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Андрее вӑл тӗрлӗ тӗслӗ пурҫӑн татӑкӗсенчен хитре енчӗксем тӗрлесе ҫӗлесе пачӗ, унӑн кашни хусканӑвне чунтан парӑннӑ ҫын пек асӑрхаса илме тӑрӑшрӗ, йӑпӑлтатрӗ, кайран ун чӗринче калама ҫук вӑйлӑ кӳлешӳ тата Андрее ҫухатасран хӑрас туйӑм вӑранса кайрӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл хӑйне валли мӗнпур тутлӑ япаласене, илемлӗ хӗрарӑмсене, чечек сӑнлӑ ачасене, кӳмесене, ҫиҫсе тӑракан пурҫӑн таврашне тытса илнӗ те кама парас тенӗ — ҫавна парать, анчах «Мов»-а мар.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Хӑйӑр хӗвел ҫинче ӑшшӑн йӑлтӑртатса выртать, ылтӑн пек йӑлкӑшать вӑл, ун тӑрӑх лартса тухнӑ витӗр курӑнакан ҫуртсем пир ҫине пурҫӑн ҫиппе тӗрленӗ тӗрӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Чечексем ҫине пӑхса тӑнӑ чухне те вӑл питӗ кӑмӑллӑ, — чечексем шӑнкӑр шыв юхӑмӗ пек курӑнаҫҫӗ, вӗсем умӗнче вара ҫак ача карӑннӑ хӗлӗх пек тӑрать, вӑл тинӗс ҫилӗпе ҫӳҫенсе чӗтренекен пурҫӑн ҫулҫӑсене итленӗ пек туйӑнать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Акӑ вӑл ӗнтӗ хӑйне ҫуратиччен тӑхӑр уйӑх малтан пӗлнӗ ҫын умӗнче, яланах хӑй чӗринче усранӑ ҫын умӗнче тӑнӑ — тумӗ ун пурҫӑн та бархат, хӗҫпӑшалне хаклӑ чулсемпе эрешленӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӑл ӳсӗрӗлсех кӑйманччӗ-ха, анчах кӑвак куҫӗсем унӑн ҫиҫсе-йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, кӑкӑрӗ ҫине пурҫӑн пек саркаланса ӳкнӗ капӑр сухалӗ хускалкаласа илет — янахӗ ҫиленнӗ чухнехи пек чӗтрет хӑйӗн.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Коновалов ҫурӑмӗпе стенана тӗренсе, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хурса, пӳрнисемпе пурҫӑн сухалне майлаштаркаласа ларать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Йӑм-хура та пурҫӑн ҫӳҫӗсем сапаланчӑк, ӑшӑ та ҫӑп-ҫӑмӑл ҫил вӗсемпе вылять те, ҫӳҫ-пуҫа эрешлеме ҫакса тултарнӑ тенкӗсем чӑнкӑртатаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Челкаш хӑйне лӑплантаракан тӑван сывлӑшӑн ачаш варкӑшӑвӗ перӗннине туйрӗ, вӑл варкӑшу унӑн хӑлхисем патне амӑшӗн ачаш сӑмахӗсене, чунӗ-чӗрине хресчен пулнӑ ашшӗ калакан селӗм сӑмахсене, нумай манса кайнӑ сасӑсене, халь кӑна ирӗлсе тухнӑ, халь кӑна сухаласа пӑрахнӑ, халь кӑна ешӗл-симӗс пурҫӑн пек кӗр калчисемпе витӗннӗ ҫӗр-аннен сӗткенлӗ шӑршине илсе пычӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫырма леш енчи ҫаранлӑхра каю тапса тухнӑ, ӗнесемпе пӑрусем ӑна тем пек лӑскасан та, вӑл хӑйӗн йӑлтӑркка ешӗл пурҫӑн сӑнне ҫухатмасть.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Молотилка вӗҫӗнчен пурҫӑн пек ҫӑп-ҫӑмӑл улӑм тухса тӑчӗ, аяккинчен ӑшӑ тырӑ юхса тӑчӗ.Из хвоста молотилки вылетала легкая шелковистая солома, сбоку вытекало смуглое теплое зерно.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑйне валли вӑл ҫӳҫеллӗ, пурҫӑн енчӗк тупрӗ, килте лартнӑ хаяр табак туртма тытӑнчӗ, пластмассӑран тунӑ чие ҫырли тӗслӗ тура, кӗсье куҫкӗски туянчӗ, ирсерен ҫӳҫне шывпа йӗпетсе аяккинелле тураса яракан пулчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Авӑ мӗнле шурӑ ӳтлӗ вӑл, пиҫсе ҫитнӗ пек; ури-алли мӗнле пӗчӗк, ҫӳҫӗ пурҫӑн пек.Вон он какой беленький, точно наливной; какие маленькие ручки и ножки, а волоски как шелк.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кил хуҫи арӑмӗн пысӑк шкап пур, унта пурҫӑн платьйӑсем, мантильйӑсем, салопсем; чепецсене Нева леш енче, Литейнӑй патӗнчепе пӗрех ятран ҫӗлетеҫҫӗ, пушмаксене Апраксин ретӗнче мар, Гостинӑй ретре туянаҫҫӗ, шлепкине вара — астӑвӑр-ха, Морская урамӗнчи магазинтан!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юр пек шурӑ минтерсем маччана ҫитиех хӑпарса тӑраҫҫӗ; утиялсем — пурҫӑн, ваткӑ хурса ҫӗленӗскерсем.Подушки белели, как снег, и горой возвышались чуть не до потолка; одеяла шелковые, стеганые.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга чӗнмерӗ, анчах каллех темле канӑҫсӑррӑн хускалса илчӗ, тӗттӗмре вӑл хускални курӑнмарӗ, пурҫӑн платье чӑштӑртатни ҫеҫ илтӗнчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956