Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпарсем (тĕпĕ: хыпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан вӗсенчен пӗри, мана курчӗ те, ҫивитти карлӑкӗ урлӑ уртӑнса: — Эй вунҫиччӗмӗш ҫурт ҫинчи хӗрача! Аялта, Мускавра, хыпарсем мӗнле? — тесе хыттӑн кӑшкӑрчӗ.

Потом одна из них, увидев меня, перегибается через ограду крыши и кричит: — Эй, на доме семнадцать, девушка! Что там внизу, в Москве, хорошего слышно?

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ывӑҫи-ывӑҫипе типӗтнӗ хӗнелҫаврӑнӑш салатать, акӑш-макӑш хыпарсем пӗлтерет, тин ҫеҫ тухнӑ ҫӗнӗ сӑмахсене татти-сыпписӗр акать: «точно», «порядочек», «культурненько».

Он сыпал налево и направо калеными семечками подсолнухов, новыми военными словечками: «точно», «порядочек», «культурненько».

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Стариксем вара лӑпланса, ырӑ хыпарсем илессе шансах кӗтнӗ.

Старики успокоились и с нетерпением стали ждать благоприятных вестей.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унтан вӑл мана тата ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерчӗ.

Но потом она объяснила мне, в чем тут дело.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Туссем ман пата килех тӑраҫҫӗ, Катя та час-часах пулкалать, класра мӗн-мӗн пулса иртнине, шкулта мӗнле хыпарсем пуррине вӑл мана пӗлтерет.

Меня навещали друзья, часто приходила Катя, рассказывала о том, что происходит в классе, какие новости в школе.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Усал хыпарсем хӑрушӑран хӑрушӑ ҫӳре пуҫларӗҫ, аслати вӑйлӑран вӑйлӑ авӑтать — француз ҫывхарать.

Все тревожнее становятся эти слухи, все сильнее слышится гром — французы приближаются.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унта эсӗ пире ӗҫсӗр аптӑраса аппаланакан Пугачевпа унӑн ҫарӗ ҫинчен тӗрӗс хыпарсем пӗлтерсе пама пултаратӑн.

Ты можешь нам дать верные сведения о бездельнике Пугачеве и об его войске.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ав епле хыпарсем халӗ!

Вишь какие новости!

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Башкирсем пирки малтанах хыпарсем ҫӳрекеленӗ пулин те, вӗсем пӑлханасси-тӑвасси ҫук-ха.

Несмотря на предсказания, башкирцы не возмущались.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫапла вара пирӗн хушшӑмӑрта сисӗмсемпе шухӑшсене улӑштарасси пулма пултараймасть: пӗр-пӗрин ҫинчен эпир питӗ лайӑх пӗлсе ҫитрӗмӗр, ытлашшине пӗлме кирлӗ те мар пире, халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтересси ҫеҫ юлать.

Итак, размена чувств и мыслей между нами не может быть: мы знаем один о другом все, что хотим знать, и знать больше не хотим, остается одно средство: рассказывать новости.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл ҫынсене юратакан, ҫӗнӗ ҫынсемпе калаҫма, вӗсенчен ҫӗнӗ хыпарсем ыйтса пӗлме тӑрӑшакан этем пулнӑ пулас.

Он был, видимо, из тех, кто любит людей, кого неудержимо тянет поболтать, со свежим человеком и обязательно выспросить у него все, что тот знает.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тепӗр тесен тата, хыпарсем пирӗн пата питӗ кая килсе ҫитеҫҫӗ-ҫке.

Впрочем, до нашего брата вести поздно доходят.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Нимӗҫсене Сталинград патӗнче аркатса тӑкни, нимӗҫсен улттӑмӗш армине аркатни, Паулюса тыткӑна илни ҫинчен калакан хыпарсем те иртсе кайса кивелчӗҫ.

Уже отшумели вести о разгроме немцев у Сталинграда, о гибели Шестой немецкой армии, о пленении Паулюса.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пакетсене яланах ҫавӑнтах уҫатчӗҫ, ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтеретчӗҫ.

Пакеты обыкновенно тут же распечатывались, новости сообщались.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хамӑр авторӑн хисеплӗ тусӗ ыйтине вырӑна хурса, эпӗр ӑна кирлӗ хыпарсем янӑшӑн тав тӑватпӑр, ҫав хыпарсене чӑнах та пӗтӗм кӑмӑлтан каласа панине вулакансем тивӗҫлӗ хак парӗҫ тесе шанса тӑратпӑр.

Почитая долгом уважить волю почтенного друга автора нашего, приносим ему глубочайшую благодарность за доставленные нам известия и надеемся, что публика оценит их искренность и добродушие.

Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫак кунтан пуҫласа, мана кашни кун тенӗ пекех «Тӑватҫӗрмӗшне» илсе кайрӗҫ, вара эпӗ кашнинчех ҫӗнӗрен ҫӗнӗ япаласем — тата йывӑртарах, чӗрене тата хытӑрах ыраттаракан хыпарсем пӗлтӗм.

Начиная с этого дня меня почти ежедневно водили в «Четырехсотку», и всякий раз я узнавал новые подробности – печальные и устрашающие.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Унтан, тата шӑппӑнтарах калаҫса, темиҫе сӑмахпа мана ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен пӗлтерет.

Потом еще тише рассказывает мне в нескольких словах свежие новости.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ытти хыпарсем тӑрӑх, Дубровский, чикӗ урлӑ каҫса, урӑх патшалӑхра пытанса пурӑнни ҫинчен пӗлнӗ.

По другим известиям узнали, что Дубровский скрылся за границу.

XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хупса лартнӑ Машӑна ку хыпарсем пушшех тарӑхтарса ячӗҫ.

Ее слова ожесточили молодую затворницу.

XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр танкист кӑна ҫак савӑнӑҫлӑ минутсенче, палатӑри ҫынсем хаваслансах пӗр-пӗрине ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтернӗ чух, татах та ытларах салхуланнӑ, стена еннелле ҫаврӑнса, одеялӗпе пуҫӗ ҫинченех витӗнсе выртнӑ: ун патне ҫыру ҫыракан никам та пулман.

Только один танкист в радостные минуты, когда в палате шел оживленный обмен полученными новостями, становился еще мрачнее, отворачивался к стене и натягивал на голову одеяло: некому было ему писать.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех