Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ешӗл вӑл ӑнланман пулсан, эпӗ вара вӑйсӑр!..
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ, эсӗ шухӑшланӑ пекех вӑйсӑр мар.
Ҫиччӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Малтан чиперкке хирӗҫлерӗ, вӑйсӑр аллисемпе Кольӑна чарма хӑтланчӗ, анчах хӑйне ҫунат хушнӑ кайӑк евӗр туйса ҫан-ҫурӑмне лаштӑрах ячӗ, турткаланма пӑрахрӗ те пӗр сассӑр каччӑ ытамне путрӗ.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
Ҫакса ярасшӑн пулчӗ мучи хӗҫ, анчах вӑл ытла та вӑйсӑр, хӗҫе ҫӗклеме те вӑйӗ ҫитмерӗ.Хотел дед саблю нацепить, да такой он слабый, что не нацепит.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Эп вӑйсӑр.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Вӑйсӑр ҫутипе сӗртӗнчӗ те, Улмуҫҫи ҫакӑншӑн савӑнсах кайрӗ.Оно худо-бедно грело одинокую Яблоньку, и это сильно радовало ее.
Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.
Эпир пурӑнакан пӳлӗмрен мар, чӳречи чӑх вити еннелле тухакан пушӑ пӳлӗмрен, алӑк хушӑкӗ витӗр вӑйсӑр кӑна ҫутӑ курӑнать.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Халӗ, вӑйсӑр ҫутӑпах нӳхрепӗн цементран тунӑ нӳрлӗ стенисене те, ҫирӗп тимӗр каштасенчен тунӑ маччине те курма пулать.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Халӗ, вӑйсӑр ҫутӑпа нӳхрепӗн цемӗнтран тунӑ нӳрлӗ маччи те курӑнать, маччине ҫирӗп тимӗр каштасенчен тунӑ.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Вӑл — аллея тӑрӑх лартнӑ хурӑнсене ҫил вӑйлӑ силленипе йӑваран ӳкнӗ те — тин ҫеҫ тӗкленме пуҫланӑ ҫунаттисене вӑйсӑр сарса, пӗр тапранмасӑр ларнӑ.
Салакайӑк // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 34–35 с.
Анчах пӑрушӗ нимӗн те ӑнланайман, е вӑйсӑр пулнӑ-ха.
Чӳлмек ҫурални // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 35–38 с.
Базаров пуҫӗпе хӑйӗн уҫӑлса кайнӑ вӑйсӑр ӳчӗ ҫине кӑтартрӗ.Базаров указал головою на свое распростертое бессильное тело.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑйсӑр ҫил, каврӑҫ ҫулҫисене чӑштӑртаттарса, ун витӗр ӳкекен шупка ылтӑн ҫутӑ пӑнчӑсене тӗттӗм ҫул тӑрӑх та, Фифин сарӑ ҫурӑмӗ тӑрӑх та каялла малалла хуллен шутарать.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хӑй упӑшкине, Одинцова, вӑл аран чӑтса пурӑннӑ (вӑл ӑна мулӗшӗн кӑна качча тухнӑ, тата ӑна ырӑ ҫын тесе шутламан пулсан, унӑн арӑмӗ пулма килӗшмен те пулӗччӗ-и, тен), вара пур арҫынсенчен те вӑрттӑн йӗрӗнекен пулнӑ, вӗсене вӑл тирпейсӗр те йывӑр, лӳппер, йӑлӑхтаракан вӑйсӑр чӗрчунсем тесе шутлама пуҫланӑ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Рафаэля кӑшт кӑна ухмах вырӑнне хумаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл авторитет, имӗш, анчах хӑйсем вӑйсӑр та ирсӗрлӗхе ҫитиех пултарусӑрскерсем; хӑйсен фантазийӗ.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
«Эпӗ ҫемҫе, вӑйсӑр ҫын, хамӑн ӗмӗре тӗттӗм кӗтесре пурӑнса ирттертӗм, — тенӗ вӑл, — эсӗ вара ахаль мар ҫынсемпе нумай пурӑннӑ, вӗсене аван пӗлетӗн: эсӗ ӑмӑрткайӑкла пӑхатӑн», — тенӗ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Куҫҫулӗ ҫуса тасатмасть, куҫҫулӗ ҫунтарать, — терӗ те вӑл, камин енне ҫаврӑнса, чечеке вӑйсӑр ҫулӑм ӑшне пӑрахрӗ.
Роза // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 169–170 с.
Чарӑнми ҫил витӗр мана вӑйсӑр сасӑсем илтӗннӗ пек туйӑнчӗҫ: пуртӑ асӑрханса туратсене иртет, кустӑрмасем чӗриклетеҫҫӗ, лаша тулхӑрать…
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Унтан вӑл ӑна вӑйсӑр пӳрнисемпе ярса илчӗ те тек вӗҫертмерӗ.Потом она схватила его своими слабыми пальцами и уже не разжала их более.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Анчах эпӗ сӑмах хушма ӗлкӗриччен те пулмарӗ — ман хӑлхара вӑйсӑр, ҫапах та таса та тӗрӗс сасӑ вӑрӑммӑн чӗтренсе кайрӗ.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.