Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӳлмек ҫурални

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 35–38 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.17 16:04

Пуплевӗш: 45; Сӑмах: 629

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче эпир чӑпар палансем ӗрчетекен питомникре пултӑмӑр. Вӑл пӑлансем калама ҫук илемлӗ, ҫавӑнпа вӗсене китаецсем «пӑлан-чечек» тесе ят панӑ. Кашни пӑланӑн хӑйӗн ячӗ пур. Нӑйкӑштипе Манька хӑйсен пӑрушӗсемпе килте, алла вӗреннӗ пӑлансем пекех, анчах пӑлансенчен пуринчен те йӑвашраххи Чӳлмек ятлӑ пулнӑ. Ҫав пӑланпа ҫакӑн пек япала та пулать: акӑ вӑл чӳрече патне пырса тӑрать, эсир ун ҫине ҫаврӑнса пӑхмасан, вӑл пуҫне чӳрече ани ҫине хурать те хӑйне ачашласса кӗтет. Унӑн хӑлхисене хыҫкаласа илсен, питех те юратать вара. Чӳлмек вӑл килти пӑлан пӑрушӗ мар, унӑн амӑшӗ хир пӑланӗ пулнӑ иккен.

Чӳлмек акӑ мӗн пирки пит япшар иккен: ӑна ҫуралнӑ кунах тайгаран хӑйӗн амӑшӗнчен — хир пӑланӗнчен уйӑрса илсе килнӗ. Ҫуралсан иккӗмӗш кунӗнче кӑна тытса килнӗ пулсан, вӑл ун пек йӑваш та япшар пулман пулӗччӗ. Ҫуралсан виҫҫӗмӗш кун е тата каярах тытнӑ пӑлан пӑрушӗ ӗмӗрех кӑшт тискертерех пулса юлать.

Пӑлансем май уйӑхӗнче пӑрулама тытӑнаҫҫӗ те июнь уйӑхӗнче пӗтереҫҫӗ. Ку ӗҫ июнӗн ҫурринче пулнӑ. Сергей Федорович, хӑйӗн Тайга ятлӑ йыттине, нимӗҫ овчаркине, пӑлансене тытма вӗрентнӗскере, илсе, тусем хушшине кайнӑ. Бинокль витӗр тусене, айлӑмсене, ҫырма хӗррисене сӑнаса пӑхса, пӗр айлӑмра вӑл сарӑ тӗслӗ купа пекки курнӑ та унта пӑлансем пулнине сиссе илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн, тусем хушӑкӗнче ҫил пулнипе усӑ курса, вӑл пӑлансем патне нумайччен пытанкаласа пынӑ, пӑлансем вӑл пынине туйман та, илтмен те. Вӑл ту айӗпе пырса, пӑлансем патне вӑрттӑн ҫывхарнӑ та пӗр пӑланне бинокль витӗр сӑнама тытӑннӑ: ҫав пӑлан кӗтӳрен юлса, йывӑҫ тӗмӗсем хушшине, ту айккипе юхакан ҫырма еннелле кӗрсе кайнӑ. Вара Сергей Федорович пӑлан йывӑҫ тӗмӗсем хушшинче часах пӑрулать пулӗ, тесе шухӑшланӑ.

Вӑл чӑнах та ҫапла пулнӑ иккен. Пӑлан ами юман вӑрман чӑтлӑхне кӗрсе кайнӑ та, унта пӑруланӑ. Пӑрушӗ сап-сарӑ тир ҫине шурӑ чечек сапаланӑ пек чӑпар пулнӑ. Вӑл малтан ура ҫине тӑрайман, ҫавӑнпа та амӑшӗ пӑрушӗ ҫумне выртса, хӑйӗн ҫиллине ун тути патне илсе пыма тӑрӑшнӑ. Пӑрушӗ амӑш ҫиллине тутисемпе тӗртӗннӗ, чӗчӗ ӗмме хӑтланса пӑхнӑ. Унтан амӑшӗ ура ҫине тӑнӑ, пӑрушӗ те тӑрса ӗмме пуҫланӑ, анчах вӑл пит тӗрексӗр пулнӑ-ха, ҫавӑнпа каллех выртнӑ. Амӑшӗ тепӗр хут пӑрушӗ ҫумне выртнӑ, ҫиллине каллех ун ҫӑварӗ патне илсе пынӑ. Сӗт ӗҫсен вӑл ҫӗкленнӗ, ура ҫинче тӗреклӗнех тӑнӑ, анчах ҫав вӑхӑтра вӑрманта чӑштӑртатнӑ сасӑ илтӗннӗ, пӑлан сӑмсине ҫилпе пӗрле йытӑ шӑрши килсе кӗнӗ. Тайга пӑлан патне ҫывхарса пынӑ…

Амӑшӗ тарма кирлине ӑнланса илнӗ те шӑхӑрса янӑ. Анчах пӑрушӗ нимӗн те ӑнланайман, е вӑйсӑр пулнӑ-ха. Амӑшӗ ӑна сӑмсипе ҫурӑмӗнчен тӗрткелесе пӑхнӑ. Пӑрушӗ сулӑнса кайнӑ. Вара амӑшӗ йытта улталаса, ӑна хӑй хыҫӗнчен хӑвалаттарас, пӑрушне курӑк ӑшне пытарса вырттарас тесе шутланӑ. Ҫапла вара пӑлан пӑрушӗ, хӗвел ҫуттипе тата хӑйӗн чӑпар тирӗпе йӑлтӑртатса тӑраканскер, курӑк ӑшӗнче хускалмасӑр вилнӗ пекех выртнӑ. Амӑшӗ аяккалла чупса кайнӑ та чул ҫине улӑхса тӑрса Тайгана курнӑ. Хӑй ҫине пӑхтарас тесе, вӑл хытӑ шӑхӑрса янӑ, урипе ҫӗре хытӑ тапса малалла чупса кайнӑ. Анчах хӑй хыҫҫӑн хӑваламаннине туйса илсен, вӑл каллех ҫӳлӗ вырӑна тӑнӑ, вара Тайга ун хыҫҫӑн хӑвалама та шухӑшламаннине, вӑл унӑн пӑрушӗ хутланса выртакан йывӑҫ тӗмӗ патне ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пынине курнӑ. Шӑхӑрни те, урапа тапӑртатни те пулӑшман. Тайга йывӑҫ тӗмӗ патне ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пынӑ. Тен, пӑлан хӑйӗн пӑрушне хӑтарма кайнӑ та пулӗччӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах Тайгапа юнашар Сергей Федорович курӑнсан, вӑл хӑранипе инҫетри тусем ҫине ыткӑнса чупнӑ.

Тайга хыҫҫӑн Сергей Федорович пырса ҫитнӗ. Акӑ икӗ хура куҫ ҫеҫ йӑлтӑртатать, ӳчӗ кӑна ӑшӑ ала ҫине тытса илсен те пурпӗрех чӗрӗ мар япала тесе шутлӑн: чул пекех хытса, вилнӗ пек пулса выртать пӑлан пӑрушӗ.

Ҫавӑн пек тытнӑ пӑлан пӑрушӗсене ӗне сӗтне кӗленче ҫине тултарса ӗҫме вӗрентеҫҫӗ: кӗленчене пӑру ҫӑварне ӗмкӗч пек чикеҫҫӗ те сӗт яраҫҫӗ, — ҫӑтас килсен ҫӑт, ҫӑтас килмесен — ан ҫӑт, пурпӗрех ҫиеесӳ килет, хӑҫан та пулсан ҫӑтатӑнах. Анчах ку пӑру, пурне те тӗлӗнтермеллех, тӳрех чӳлмекрен ӗҫме пуҫланӑ. Акӑ ҫакӑншӑн ӑна Чӳлмек тесе ят панӑ та ӗнтӗ.

Ҫав пӑрӑва пӑхса ӳстерме Сергей Федорович хӑйӗн хӗрне, Люсьӑна, хушнӑ, вӑл ӑна яланах ҫав чӳлмекрен сӗт ӗҫтернӗ, унтан ҫамрӑк йывӑҫ турачӗсем пама пуҫланӑ. Ҫапла ӳссе ҫитӗннӗ вара пӑлан пӑрушӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех