Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑваттӑмӗш блиндаж

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.05.21 21:39

Пуплевӗш: 527; Сӑмах: 4298

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Колька ҫиччӗре. Нюрка саккӑрта. Васька пурӗ те улттӑра кӑна.

Колькӑпа Васька кӳршӗллӗ пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурӑнакан икӗ дача та юнашар лараҫҫӗ. Вӗсен дачисене пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑракан хӳме ҫинче шӑтӑк пур. Ҫав шӑтӑк витӗр икӗ ача пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳреҫҫӗ.

Вӗсене хирӗҫ Нюрка пурӑнать. Чи малтанах вӗсем Нюркӑпа килӗшеймен. Ку, пӗр енчен — Нюрка хӗрача пулнӑран, тепӗр енчен — Нюркӑсен килкартинче усал йытӑ пулнӑран, тата — Коляпа Васька Нюркӑсӑрах савӑнӑҫлӑ пулнӑран килнӗ.

Вӗсем акӑ мӗнле туслашрӗҫ.

Пӗрре Васька патне Мускавран чи юратнӑ юлташӗ Исайка Гольдин килчӗ.

Исайка Васькӑпа пӗр ҫулта, вӑл Васька пекех. Анчах унран сарлакарах, ҫӳҫӗсем те Исайкӑн хурарах пулнӑ. Унсӑр пуҫне тата унӑн пробкӑпа перекен пӑшал пур, ун пек пӑшал Васькӑн ҫук.

Исайка ашшӗпе пӗрле канмалли кун килчӗ. Ачасем пӗрлешсе лапталла выляма шутларӗҫ. Лапталла, паллах ӗнтӗ, виҫҫӗн вылямаҫҫӗ, — епле пулсан та тӑваттӑмӗш кирлӗ.

Ачасем Павлик Фомин патне кайрӗҫ. Анчах Павликӑн вар ыратнӑ. Ӑна выляма ямарӗҫ, вӑл килте ҫав тери салхуллӑн ларчӗ, мӗншӗн тесен ӑна тин ҫеҫ касторка ӗҫтернӗ пулнӑ.

Мӗн тӑвас тетӗн? Тӑваттӑмӗшне ӑҫтан тупмалла-ха?

Вара Васька:
— Нюркӑна чӗнсен мӗн пулать? — терӗ Колькӑна.

— Чӗнер, унӑн урисем мӗнле вӑрӑм, вӑл чупасса та качакаран кая чупмасть, — килӗшрӗ Колька.

Исайка та ҫакӑнпа килӗшрӗ.

— Анчах, — терӗ Исайка, — манӑн урасем кӗске пулсан та, эпӗ аван чупатӑп, мӗншӗн тесен Нюрка сиккелемесӗр чупать, эпӗ сиккелесе чупатӑп.

— Нюрка пирӗнпе лапталла выляма тух, — чӗнчӗҫ вӗсем Нюркӑна.

Малтанах Нюрка тӗлӗнсе тӑчӗ. Унтан ачасем ҫине тӑрсах чӗннине кура:
— Эпӗ выляма тухнӑ пулӑттӑм, анчах манӑн хӑярсене шӑвармалла. Унсӑрӑн хӗвел тухса сарӑлать те, лартнӑ хаяр шанса каять, — терӗ.

Ачасем Нюркӑн ӗҫӗ нумая пыма пултарнине чухласа илчӗҫ. Инкекрен мӗнле хӑтӑлса тухмаллине Исайка шухӑшласа кӑларчӗ:

— Айтӑр, кайса пулӑшар. Пӗри шыв йӑтаканӗ пулсан, иккӗмӗшӗ хӑярне шӑварсан, ӗҫ те часах пӗтет. Эпир пулӑшмасан, вӑл кӑнтӑрлачченех аппаланать, — терӗ.

Ҫапла турӗҫ те. Пӗр канмасӑрах вунӑ хутчен лапталла вылярӗҫ. Ҫырмана шыва кӗме кайса килчӗҫ. Кайран Исайка ашшӗпе хулана тухса кайрӗ.

Шӑпах Васькӑпа Колька ҫак кунтан пуҫласа Нюркӑпа килӗштерсе пурӑнма пуҫларӗҫ.

* * *

Вӗсем Мускавран инҫетерех мар ларакан посёлокра чи хӗрринче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурӑннӑ ҫӗртен вӗтлӗх каталлӑ уй пуҫланса каять. Тата леререх, ту ҫинче, арманпа чиркӳ, хӗрлӗ тӑрӑллӑ темиҫе пӳрт курӑнса лараҫҫӗ — те станица вӑл, те пӗчӗк ял — аякран уйӑрса та илейместӗн.

Пӗррехинче Васька ашшӗнчен ҫак ял мӗн ятли ҫинчен ыйтрӗ.

— Вӑл ял мар, — терӗ ӑна ашшӗ, — ӑна ахаль анчах: ял пек туса лартнӑ.

— Епле-ха ял мар? — тӗлӗнчӗ Васька. — Мӗнле-ха ял мар: арман та, чиркӳ те, пӳртсем те пур вӗт? Пурте курӑнаҫҫӗ.

— Ҫаплах, чӑн-чӑн ял мар, — терӗ ашшӗ кулса. — Кунтан арман пек те, пӳртсем евӗрлӗ курӑнать… Патнерех пырса пӑхсассӑн — унта нимӗн те ҫук.

Васька тӗлӗнсех кайрӗ, анчах ҫапах та ӗненмерӗ. Вӑл вара ашшӗ тӑрӑхласа е ахальтен ҫеҫ, хӑйӗнчен урӑх ан ыйттӑр тесе, каларӗ пулӗ тесе шутларӗ.

Васька хӳме ҫинчи шӑтӑк витӗр Коля патне каҫрӗ. Пӑхрӗ те Кольӑпа Нюрка хӳме тӑрринчен уялла темскер интереслӗ япала ҫине тинкерсе ларнине курчӗ.

Хӑйне систерменшӗн кӳренчӗ вӑл:

— Эсир мӗн, хӑвӑр интереслӗ япала ҫине пӑхатӑр, мана чӗнместӗр?

— Эпӗ паҫӑрах сан патна чупса пырас тесе шутланӑччӗ.

— Хӑвӑртрах хӳме ҫине хӑпар-ха. Пӑх-ха, красноармеецсем тупӑсемпе килчӗҫ, — терӗ Коля.

Васька та хӳме ҫине хӑпарса ларчӗ те йывӑҫ тӗмӗсем хушшинче лашасем, икӗ кустӑрмаллӑ урапасем, тупӑсем тӑнине курчӗ.

— Ну, ну! — тӗлӗнчӗ Васька. — Малалла мӗн пулать-ши?

— Курӑпӑр ак. Эпир паҫӑртанпах мӗн пуласса кӗтсе ларатпӑр, — терӗ Нюрка.

— Юрӗ-ха, тепӗр чухне эпӗ те сиртен малтан хӑпарса ларса, сире систермӗп, — астутарчӗ Васька, кӳреннӗ пек пулса.

Ҫапах та ку хутра вӗсем вӑрҫмарӗҫ, мӗншӗн тесен тӗмсем хушшинче темӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ пуҫланса кайрӗ.

Кашни тупӑ патӗнчех ултшар лаша — тупӑ пуҫне виҫшер мӑшӑр. Вӗсем тупӑсем ҫумӗнчен темӗнле хӑвӑрттӑн вӗҫерӗнчӗҫ. Красноармеецсем тупӑсем патӗнче чупкаласа ҫӳреме пуҫларӗҫ, темскер ҫаврӑнчӗҫ, унтан каялла чупса кайрӗҫ. Тупӑ патне пӗри ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Лешӗ вара, тупӑ патне юлни, аллинче тупӑран кӑкарнӑ вӑрӑм шнур тытса тӑрать.

— Эсӗ, Колька, вӑл ҫав шнурока мӗншӗн тытса тӑнине пӗлетӗн-и? — терӗ Васька, лайӑхрах майланса ларса.

— Пӗлместӗп, тытса тӑрать пулсан, ҫавӑн пек кирлӗ пулӗ, — пӗр тунмасӑр каларӗ Колька.

— Ҫапла ҫав, ҫавӑн пек кирлӗ те, — ҫирӗплетрӗ Нюрка.

— Ҫаплах ҫав, — килӗшрӗ Васька та. — Тытса тӑман пулсан, паллах вара…

Шӑпах ҫак вӑхӑтра телефон трубкинчен каярах тӑракан командир, красноармеецсене темӗн ҫинчен пӗлтерсе хыттӑнах кӑшкӑрчӗ. Тупӑ патӗнчерехри командирӗ те темӗн кӑшкӑрса аллипе сулчӗ те, красноармеец шнурока туртрӗ.

Чи малтанах вӑйлӑ ҫулӑм ҫутӑлса илчӗ. Унтан, кӑмака мӑрйи тӗлӗнче аҫа ҫапнӑ пекех, хыттӑн янӑраса кайрӗ.

Ачасем хӑранипе хӳме ҫинчен курӑк ҫине персе анчӗҫ.

— Вӑт мӗнле кӗрӗслеттерчӗ! — терӗ Васька, ӳкнӗ вырӑнтан тӑрса.

— Питӗ хытӑ кӗрӗслеттерчӗ! — килӗшрӗ Нюрка.

— Шнурока туртсанах кӗрӗслеттерет, — тесе ӑнлантарчӗ Колька. — Эсир пур, текех «мӗн тума кирлӗ-ха ҫав шнурок?» тесе минрететӗр. Эпӗ халӗ тӳрех шутласа илтӗм мӗншӗн кирлине… Кала-ха, Васька, мӗншӗн эсӗ хӳме ҫинчен ӳкрӗн, мана та, Нюркӑна та ҫавӑрса антартӑн?

— Эпӗ ӳкмен, — кӳренчӗ Васька. — Чи малтан Нюрка кайса ӳкрӗ те, хӳме силленчӗ, вара ун хыҫҫӑн эпӗ те йӑваланса антӑм.

— Чи малтан эпӗ мар, — хирӗҫлерӗ Нюрка. — Чи малтан ӳкнӗ пулсан, епле-ха эпӗ Колька ҫурӑмӗ ҫине ӳкме пултарнӑ? Вӑл хӑй чи малтан ӳкрӗ.

— Вӑт епле! — терӗ тарӑхса ҫитнӗ Колька. — Эсӗ вӗт, хӑв, вӗлтӗрен ҫине ӳкес мар тесе, юриех ман ҫурӑм ҫине персе аннӑ. Эпӗ вӗт, пӗрре те хӑрамарӑм, пӗтӗм алла вӗлтӗренпе хӑпалантарса пӗтертӗм! — Унтан вӑл Вася патнелле ҫаврӑнса, ӑна ҫапла каларӗ:  — Хӗрачасем вӗсем пурте вӗлтӗренрен хӑраҫҫӗ. Ӑҫта вӗсене.

* * *

Ҫавӑнтанпа час-часах унта красноармеецсем тупӑсемпе пеме пуҫларӗҫ. Тунтикунпа юнкун ҫеҫ пеместчӗҫ, ытти кунсенче яланах тупӑсемпе кӗрӗслеттеретчӗҫ.

Артиллеристсем килсенех ачасем тӗмсем патне чупаҫҫӗ. Тӗмеске ҫине лараҫҫӗ те, текех пӑхса лараҫҫӗ. Унтан пурте курӑнать, илтӗнет те. Телефонист трубкӑна итлесе, командира ҫапла пӗлтерет:
— Прицел 6 — 5, трубка 7 — 2, — тет.

Унтан командир:
— Иккӗмӗш оруди!.. Прицел 6 — 5, трубка 7 — 2, — тет.

Красноармеецсем тӳрех иккӗмӗш туппи патне чупаҫҫӗ. Туппи патне ҫитсен, темӗнле пысӑк урапине ҫавӑраҫҫӗ те, туппи ҫӳлелле ҫӗкленет. Тепӗрне ҫавӑраҫҫӗ — туппин кӗпҫи аяккалла пӑрӑнать. Артиллеристсем тӗллесе ҫитерсен, командир аллине сулать те, красноармеец-наводчик шнурока туртать. Вӑт сана вара трах-ба-бах!

Снаряд епле вӗҫни ачасене курӑнмасть. Анчах снаряд тӗлленӗ вырӑна ҫитсе саланать те, вара ачасем ҫав вырӑнта пӗлӗт пек тусанлӑ хура тӗтӗм хӑпарнине кураҫҫӗ.

Снарядсем пурте чиркӳ ҫывӑхне ӳкеҫҫӗ е арман патӗнче, е тата пӗчӗк ту ҫинче ларакан пӳртсен ҫывӑхӗнче ӳксе саланаҫҫӗ.

— Ҫав пӗчӗк ялта пурӑнма хӑрушӑ вӗт, — терӗ Нюрка пӗррехинче. — Эпӗ ҫав ялта пурӑнма ниепле те килӗшес ҫук. Эсӗ мӗнле Васька?

— Эпӗ те юлас ҫук, — терӗ Васька. — Мӗншӗн-ха мана атте унта нимӗнле ял та ҫук, ял пек ҫеҫ курӑнать, терӗ.

— Ялӗ пур, анчах та пӑшал пеме тытӑниччен унтан, пурте тухса тараҫҫӗ, — терӗ Колька.

— Лашисене ӑҫта яраҫҫӗ?

— Лашисене те илсе тухса каяҫҫӗ.

— Ӗнесене те-и — ыйтрӗ Васька.

— Ӗнесене те, сыснасене те, сурӑхӗ-мӗнӗпех илсе тухаҫҫӗ.

— Чӑххисене те илсе тухаҫҫӗ-и? — пӗлесшӗн пулса ыйтрӗ Нюрка. — Кӑвакалсене те… пӗтӗмпех-и?

— Пӗтӗмпех пулӗ, — терӗ те Колька шӑпланчӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек туни ӑна хӑйне те тӗлӗнтерчӗ.

Тупӑ персе чарӑнчӗҫ те, красноармеецсем патне урапа ҫинче хуран-кухньӑ турттарса пычӗҫ. Поварӗ красноармеецсен котелокӗсем ҫине тем яшки — те кӗрпе яшки, те купӑста шӳрпи ярса пама тытӑнчӗ. Красноармеецсем ҫавӑнтах ешӗл ҫерем ҫине ларса апат ҫиме пуҫларӗҫ.

Вӗсене курса Васька та:
— Айтӑр, киле чупатпӑр, манӑн хамӑн та апат ҫиес килсе кайрӗ, — терӗ.

Анчах Колька чарчӗ:
— Тӑхтӑр-ха кӑштах, пирӗн пата юланутпа командир килет, — терӗ вӑл.

Командир юланутпа ҫитрӗ. Ҫавӑнти тӗмеске патӗнчех чарӑнчӗ те, табак туртма шутларӗ. Вӑл пирусне, спичкине кӑларнӑччӗ, анчах спичкине чӗртме тӑрсан, лаши те пӑван ҫыртнипе, те ахаль ашкӑнчӗ, малалла туртӑнчӗ те тулхӑрса илчӗ.

Командир чӗлпӗрне ярса тытрӗ.

— Тӗк тӑр! Мӗн ҫаврӑнкалатӑн? Ав спичкӑна та ӳкерттертӗн. Ачасем, спичка илсе парӑр-ха, — терӗ вӑл.

Васька пуринчен те ҫывӑхра тӑратчӗ. Вӑл спичкӑна илчӗ те ури шунипе персе анчӗ. Васька илсе пама тӑни Колькӑна кӳрентерчӗ. Вӑл, Васька патне чупса пырса, ун аллинчен коробкине туртса илчӗ. Васька ҫухӑрса ячӗ те Кольӑна пуҫран тӳпелеме тытӑнчӗ. Вара вӗсен тавлашу пуҫланса кайрӗ. Ҫав вӑхӑтра Нюрка ерипен хӑяккӑн утса пырса спичка илчӗ те командира пачӗ. Вӑт ӑна лӑпкӑ хӗрача те!

Командир ачасенчен кулкаласа, «спаҫҫипӑ» терӗ те аяккалла вӗҫтерчӗ.

Вара Колькӑпа Васька ҫапӑҫма чарӑнчӗҫ, спичкӑна командире пуринчен малтан илсе панӑшӑн тарӑхса, Нюркӑна хӗнеме шутларӗҫ.

Нюрка хӑранипе аяккалла тарчӗ. Ӑна, вӑрӑм ураллӑскере, хӑваласа ҫитӗн-и?

Ҫакӑншӑн харкашса кайрӗҫ те ӗнтӗ ачасем.

Тепӗр кунне Васька та Колька патне хӳме шӑтӑкӗ витӗр каҫмарӗ, Колька та Васька патне каҫмарӗ.

Нюрка та хӑйсен килкартинче ҫӳрет. Васька картишӗнче ҫӳрерӗ, ҫӳрерӗ, ҫӳрерӗ — кичем! Унтан аллине туя илсе, ун ҫине утланчӗ те килкарти тавра пӗр виҫҫӗ ҫаврӑнчӗ, пурпӗрех кичем.

Шӑтӑк витӗр пӑхрӗ те, Колька ухӑ йӑтса утса ҫӳренине курчӗ. Картузӗ ҫине тӗк чиксе лартнӑ — индеец тейӗн ҫав. Кӳреннӗ пек пулчӗ Васька. Унтан пуҫне шӑтӑка чиксе:
— Колька, тӗкне пар! Вӑл санӑн мар, пирӗн. Эсӗ ана пирӗн автан хӳринчен татса илнӗ, — терӗ.

Колька йӑран ҫинчен тӑпра муклашки илсе печӗ те тӳрех Васька хырӑмне лектерчӗ! Ыраттармарӗ пулсан та Васька ҫухӑрса ячӗ.

Васька амӑшӗ алӑк умне сиксе тухрӗ те Колькӑна ятлама тытӑнчӗ. Васькӑна та лекрӗ. Иккӗмӗш кунне ачасем тӑшмансем пек ҫӳрерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне те ҫавах.

* * *

Ак кӑмпа татас вӑхӑт та ҫитсе килчӗ. Ҫывӑхри урамри ачасем ир-ирех пуҫтарӑнаҫҫӗ те Борков вӑрманне е Лӑпкӑ вара каяҫҫӗ. Пӑхатӑн, кӑнтӑрла тӗлне корзинӑпа е чӗреспе кӑмпа йӑтса та килеҫҫӗ. Ах, кӑмписем мӗнле — шап-шурӑ. Кӑмпа мар, сахӑр темелле.

Васькӑна пӗччен кайма кичем, вӑл каймасть. Колька та каймасть. Нюрка, паллах, пӗччен каяс ҫук, кичем.

Пӗрре Васька хӑйсен картишне тухса ларчӗ те поездла выляма пуҫларӗ. Пӑравусӗ ун чӑнниех мар, теттесенчен туни ҫеҫ, ҫапах та интереслӗ. Унта сӑмаварӑн кивӗ трубине лартнӑ та: ту-у-у-ут тутарса кӑшкӑртать. Хӑй пӗрмаях тайкаланать. Арчисем хӑйсем каймаҫҫӗ пулсан та, пӗр-пӗрне перӗнсе: тӑк-так-тӑк-так! тутараҫҫӗ. Ну, чӑн-чӑн вагон пекех!

Васька ҫав вӑхӑтра хӑйӗн патне темӗн пырса ӳкнине сисрӗ. Пӑхать — ухӑ йӗппи. Колька, пуҫне хӳме шӑтӑкӗнчен чикнӗ те, тӑра парать. Ӑнсӑртран вӗҫсе кайнӑ ухӑ йӗппи шел ӑна, анчах каҫма та хӑрать. Васька ун ҫине пӑхрӗ те:
— Колька, эпӗ сана ухӑ йӗппине илсе парам-и? — тесе ыйтрӗ.

Унтан пӑравус ҫинчен анса ухӑ йӗппине илчӗ те Колькӑна пачӗ. Колька ухӑ йӗппине илчӗ, ним каламасӑрах аяккалла пӑрӑнчӗ.

Утса ҫӳресен-ҫӳресен пуҫне каллех шӑтӑка чикрӗ те:
— Васька, ман кондуктор шӑхличи пек шӑхличӗ пур.
Кирлӗ-и, сана выляма парам? Анчах пуҫӗпех мар, — тесе кӑшкӑрчӗ.

Колька шӑхличне илсе килсен Васькӑсем патӗнчен урӑх каймарӗ. Вылярӗҫ-вылярӗҫ те, ыран ирпе кӑмпана кайма шухӑшларӗҫ. Колька хӳме патне пырса:
— Нюрка, ыран кӑмпана пыратӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

Нюрка хӑрать.

— Эсир, каллех вӑрҫма пуҫлатӑр, — терӗ вӑл.

— Ну тата вӑрҫма! Мӗн, эпир хулигансем-и-мӗн? Хулигансем ҫеҫ кашни кун вӑрҫаҫҫӗ. Эпир кашни куш мар вӗт.

Вӗсен кӑмӑлӗсем ҫаврӑнчӗҫ.

* * *

Васька хут пӗлеймест, вӑл ҫамрӑк-ха. Колька вара кӑштах пӗлкелет. Каҫхине, ҫывӑрас умӗн, календарь патне пырса пӗр листине татса илчӗ те вуласа тухрӗ: «Юнкун».

«Ыран юнкун ӗнтӗ» терӗ те Колька мухтанса илчӗ:

— Анне, юнкуна мӗншӗн юнкун тенине эпӗ пӗлетӗп. Мӗншӗн тесен вӑл эрне варринче килет. Эпӗ тӗрӗс калатӑп-и?

— Тӗрӗс, — терӗ амӑшӗ, — Эсӗ луччӗ ҫывӑрма кай.

Коля ҫывӑрса кайсанах, ашшӗ темӗнле пухуран таврӑнчӗ. Вӑл календарь ҫине пӑхрӗ те:
— Ыран юнкун-и вара пирӗн? — тесе ыйтрӗ.

«Ку та тӗрӗс, — шутласа илчӗ. — Ыран кӑмпана кайма иртерех тӑмалла, ултӑ сехетре».

— Ҫук, ыран ытларикун анчах-ха. Колька ытлашши листине татса илнӗ, ҫавӑнпа ыран юнкун пулчӗ ӗнтӗ, — терӗ амӑшӗ.

* * *

Паллах, Нюрка вӑратман пулсан, Колькӑпа Васька ҫывӑрса юлатчӗҫ пулӗ.

Хӗвел тин ҫеҫ тухрӗ-ха, курӑксем ҫинче сывлӑм та типеймен, йӗпе курӑк ҫара урасене шӑнтать.

Тухрӗҫ те вӑрманалла утрӗҫ. Вӑрман хӗрринче кӑмпасем сахал тупӑннӑран, вӗсем Лӑпкӑ вар ҫыранӗсем патне, йывӑҫ тӗмсем йӑвӑрах вырӑна, типӗрех ҫӗре кайрӗҫ.

Нюркӑпа Колька корзинкӑсем ҫине пӗр-икӗ кӑмпа татса хучӗҫ, Васькӑн пӗрре те ҫук-ха.

— Эсӗ, Нюрка, манпа юнашар ан пыр. Яланах манран малтан татса илетӗн. Ав, айккинчен шыраса пыр.

— Эсӗ ҫӑварна карса ан пыр, — терӗ те Нюрка, тӗмсем ӑшне чупса кӗрсе, унтан пысӑк хурӑн кӑмпи татса тухрӗ. — Акӑ, пӑх, эсӗ мӗнле кӑмпана татмасӑр хӑвартӑн!

— Татмасӑр хӑварман ӑна, — терӗ Васька салхуллӑн, — эпӗ халӗ ҫеҫ тӗм ӑшне пӑхас тенӗччӗ, эсӗ унтан чупса та тухрӑн.

Лӑпкӑ вар патӗнче кӑмпасем нумайрах курӑнма пуҫларӗҫ. Васька та тӑватӑ ӑвӑс кӑмпи, пӗр шурӑ кӑмпа тупрӗ, ку хуртланманскерех пулчӗ.

Тӗмсем хушшипе кӑмпа шыраса вӑрман хӗрне тухиччен, хӗвел те хӑпарчӗ, сывлӑм та типрӗ.

— Пӑхӑр-ха, пӑхӑр-ха, — терӗ Колька, — пӑхӑр, ӑҫта кӗрсе кайнӑ эпир!

Вӗсем ҫӳлӗ хунав хушшинчен тухрӗҫ. Малалла, тӗмескеллӗ, лутра хунавпа витӗннӗ хир сарӑлса выртать. Ҫак хир урлӑ иртсе ҫӳремелли пӗр ҫул та, пӗр сукмак та ҫук, йӗри-тавра тӗмсемпе курӑк ҫеҫ. Ҫак уйра хӑпарса пӑхмалли темиҫе ҫӳлӗ йывӑҫ башньӑ пур, вӗсен ҫийӗ халӗ пушах. Сылтӑм енче вара, пӗр километра яхӑн аякра, ачасем хӑйсен посёлкинчен курӑнакан чиркӳллӗ, арманлӑ яла асӑрхарӗҫ.

— Айтӑр кайса пӑхар, — терӗ Колька. — Эпир часах… Пӑхӑпӑр та ту айӗпе тӳрех киле кайӑпӑр… Шӑпах ял патне тухатпӑр.

— Пеме тапратсан вара.

— Красноармеецсем килсен, мӗнле вара? — пӗр сасӑпа ыйтнӑ пек ыйтрӗҫ Васькӑпа Нюрка.

— Паян килмеҫҫӗ. Паян юнкун, — лӑплантарчӗ вӗсене Колька. — Айтӑр, пӑхар та киле каяр.

Вӗсене хунавлӑ уйпа кайма тиврӗ. Ял патне ҫывхарнӑҫем курӑк та шӑтма ӗлкӗреймен ҫӗнӗ шӑтӑксем ҫумӑр шывӗпе тулнӑ тарӑн та ҫинҫе канавсем тӗл пула пуҫларӗҫ.

Ҫак ирӗк те лӑпкӑ хирте тахҫан пӗр пысӑк арлан чакаланнӑ тейӗн.

— Ку вӑл снарядсенчен, — чухласа илчӗ Колька. — Снаряд ҫӗре ӳксе ҫурӑлать те — акӑ шӑтӑк пулчӗ те. Ҫаксем акӑ окопсем. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче салтаксем унта пульӑсенчен пытанаҫҫӗ.

— Ытла та пылчӑк унта, Колька, — терӗ Нюрка, тӑмлӑ канавалла пӑхса. — Кунта пытансан, пӗтӗмпех вараланса пӗтӗн.

Васька ӗнтнӗ пек хуралса ларнӑ ҫулҫӑллӑ тӗм патӗнче чакаланкаларӗ те, ҫухӑрса ячӗ:

— Ну, тупрӑм! Ну, тупрӑм та!

Хӑй ҫавӑнтах, аллинче темскер тытса юлташӗсем патне чупрӗ.

Малтан ачасем Васька пысӑк кӑмпа йӑтса пырать пулӗ тесе шутларӗҫ, анчах ун патне пырсан, кӑмпа мар, тикӗс мар хӗрриллӗ, хулӑм тимӗр татӑкӗ пулнине пӗлчӗҫ.

— Ку снаряд катӑкӗ, — терӗ Колька. — Ӑна мана пар-ха эсӗ, Васька. Эпӗ сана уншӑн виҫӗ кӑмпа парӑп… тӗксе пӑх-ха, Нюрка, епле йывӑр вӑл.

Анчах Нюрка хӑвӑрттӑн тӗксе илчӗ те Васька ҫурӑмӗ хыҫне пытанчӗ.

— Пӑрах ӑна, Коленька, — йӑлӑнса ыйтрӗ вӑл, — вӑл, тен, сасартӑк персе яма та пултарать.

— Айван! Персе яни вӑл, — лӑплантарчӗ ӑна Колька. — Епле-ха вӑл тарсӑрах петӗр? Пар мана ӑна, Васька, пар, эпӗ уншӑн сана виҫӗ кӑмпа парӑп. Унсӑр пуҫне, киле ҫитсен, урӑх парӑп.

— Мӗн вӑл кӑмпа! — терӗ Васька, снаряд катӑкне хӑйӗн корзини ӑшне хурса. — Кӑмпасене ҫиетӗн те, нимӗн те юлмасть. Эпӗ сана памастӑп ӑна, Колька. Вӑл хамрах пултӑр… Унтан, пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн ҫапла хушса хучӗ: Эсӗ ман пата пыратӑн та пӑхатӑн. Эпӗ сана курма паратӑп. Мана шел-им вӑл? Пӑх, мӗн чухлӗ пӑхас тетӗн, ҫавӑн чухлех пӑх.

Вӗсем пӗчӗк ял патне пычӗҫ. Ялта стариксем те, ачасем те курӑнмаҫҫӗ. Сыснасем те нӗрӗклетмеҫҫӗ, ӗнесем те мӗкӗрмеҫҫӗ, йытӑсем те вӗрмеҫҫӗ, пурте вилсе пӗтнӗ пекех.

— Каларӑм-ҫке сире, кунтан пурте тухса кайнӑ тесе! — лӑпкӑн сӑмах хушрӗ Колька. — Кунта ӑҫтан пурӑнма май пултӑр: пӑх, снаряд ҫӗре мӗнле сирпӗте-сирпӗте кӑларнӑ.

Темиҫе утӑм утсанах вӗсем куҫӗсене чарса пӑхрӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ. Ку вырӑнта ниепле ял та ҫуккине халӗ тин ҫеҫ курчӗҫ вӗсем. Арманне те, чиркӳне те, пӳрчӗсене те ҫӳхе хӑмасенчен кӑна тунӑ иккен.

Такам, пысӑк хачӑпа сӑрӑллӑ ӳкерчӗксене касса кӑларса, симӗс тӗспе витӗннӗ хир варринчи юпасем ҫине ҫыпӑҫтарнӑ пек курӑнса лараҫҫӗ.

— Акӑ епле ял! Акӑ епле арман! — кӑшкӑрчӗ Васька. — Эпир шухӑшларӑмӑр, шухӑшларӑмӑр…

Ачасем кула-кулах тетте яла кӗрсе кайрӗҫ. Йӗри-тавра вӑрӑм курӑк ӳсет, ниҫта та пӗр сас-чӳ илтӗнмест. Уйра илемлӗ лӗпӗшсемпе тӗкӗлтурасем сӗрлени кӑна илтӗнет.

Ачасем сӑрласа хитрелетнӗ тетте ял йӗри-тавра чупрӗҫ, пӗчӗк яла пур енчен те пӑхса тухрӗҫ. Ун патнех юпасем чавса лартнӑ. Ҫав чавса лартнӑ юпа ҫине йывӑр та хулӑн хӑмасем ҫапнӑ. Вӑл хӑмасене хӑш-пӗр тӗлтен снарядсем аркатнӑ. Ку мишенсем пулнӑ иккен, вӗсем ҫине артиллеристсем пенӗ. Ҫак суя ял умӗнчен ишӗлсе пӗтнӗ окопсем икӗ рет тӑсӑлса выртаҫҫӗ, вӗсен тавра тутӑхса пӗтнӗ йӗплӗ пралукпа тытса ҫавӑрнӑ.

Часах ачасем темӗнле нӳхреп патне пырса ҫитрӗҫ. Нӳхрепе анмалли алӑк уҫах тӑрать. Вӗсем чултан тунӑ картлашкасем тӑрӑх хӑракаласа тарӑн чул нӳхрепе анчӗҫ. Нӳхрепре лармалли тенкелсем те пур. Стена ҫине ҫӳлӗк тунӑ. Ун ҫинче пӗр ҫунса пӗтмен ҫурта татӑкӗ кӑнтса тӑрать.

— Ҫутар-и ҫуртине, — терӗ Колька. — Ман шӑрпӑк та пур. Эпӗ юриех вут хума тесе илнӗччӗ.

Вӑл шӑрпӑкне кӑларчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен лаша ури сасси илтӗнсе кайрӗ.

— Киле чупар мар-и? — шӑппӑн сӑмах хушрӗ Нюрка.

— Халех каятпӑр. Ҫӳлте халӗ такам пур. Вӑл иртсе кайсанах килелле чупатпӑр. Ахалӗн ятлама та пултараҫҫӗ. «Эсир мӗншӗн кунта аннӑ», тейӗҫ.

Лаша ури сасси илтӗнми пулчӗ. Ачасем нӳхрепрен тухса пӑхрӗҫ те, икӗ кавалерист аяккалла сиктерсе кайнине курчӗҫ.

— Вышка ҫине пӑх-ха, ав ҫавӑн ҫине… Унта такам хӑпарса тӑнӑ, — терӗ Васька.

Пӑхрӗҫ — чӑнах та: вышкӑсенчен пӗрин тӑрринче пӗр ҫын ларать, вӑл ачасем патӗнчен, ҫерҫи пекех пӗчӗккӗн курӑнать.

Вӗсем киле чупса каяс тенӗччӗ, анчах та Васька нӳхрепре снаряд катӑкне манса хӑварнӑ та ӗсӗклеме пуҫларӗ.

Каллех каялла анчӗҫ. Ансанах спичка ҫутрӗҫ. Халӗ, вӑйсӑр ҫутӑпах нӳхрепӗн цементран тунӑ нӳрлӗ стенисене те, ҫирӗп тимӗр каштасенчен тунӑ маччине те курма пулать.

Аякран сасартӑк темӗнле сас илтӗнчӗ, ачасем шартах сикрӗҫ! Таҫта инҫетре ҫӗр ҫине темӗнле пысӑк, йывӑр пӗрене ӳкнӗ пекех илтӗнчӗ.

— Коля, мӗн ку? — хуллен ыйтрӗ Нюрка.

— Пӗлместӗп! — терӗ лешӗ те пӑшӑлтатса.

Сасӑ тепӗр хут янӑраса кайрӗ, халь вара вӑл пачах ҫывӑхрах илтӗнчӗ. Халь вара ачасем шӑпланса, пӗр-пӗрин ҫумне лӑпчӑнса ларчӗҫ. Васька ҫӗртен тупнӑ снаряд катӑкне хытӑ пӑчӑртарӗ те, ҫаварне карсах Колька ҫине пӑхрӗ. Колька тӗксӗмленчӗ, Нюркӑн куҫҫулӗ юхса анчӗ.

— Мана, Коля… мана паян пачах юнкун мар пек туйӑнать… — терӗ вӑл макӑрса ярас пек.

— Мана та ҫавах, — терӗ Васька. Унтан сасартӑк хытӑ йӗрсе ячӗ, ун хыҫҫӑн ыттисем те…

Чылай вӑхӑт макӑрса ларчӗҫ кӗтессе хӗсӗннӗ ачасем. Ҫӳлти сасӑ пӗрре те чарӑнмарӗ. Вӑл е ҫывхарать, е инҫерех илтӗнет. Хушӑран кӑшт чарӑнса тӑрать. Ҫавӑн пек самантсенчен пӗринче Колька алӑк хупма тесе ҫӳле хӑпарчӗ. Ҫав самантра ҫывӑхрах, тем ахлатса ҫурӑлчӗ, Колька каялла йӑваланса анчӗ. Вара Васькӑпа Нюрка хуллен саспа макӑрса ларакан кӗтессе упаленсе ҫитсе, вӗсемпе юнашар ларчӗ. Унтан каштах макӑркаланӑ хыҫҫӑн, вӑл каллех ҫӳле, нӳхрепӗн тимӗртен тунӑ йывӑр алӑкӗ патне хӑпарчӗ те ӑна хупса аялалла шуса анчӗ.

Сасӑсем сасартӑк лӑпланчӗҫ: трамвай е грузовик иртнӗ чухне кӗрленӗ пек сасӑ илтӗнни, таҫта снарядсем ҫурӑлнине пӗлтерчӗ.

— Пирӗн пата персе ҫитереймеҫҫӗ вӗсем, — макӑрма чарӑнса юлташӗсене лӑплантарчӗ Колька. Ав, епле тарӑн ҫӗртре ларатпӑр эпир! Стенисене те чултан, маччине те тимӗртен тунӑ. Эсӗ… ан макӑр, Нюрка. Васька, эсӗ те ан макӑр. Кӗҫех пеме чарӑнаҫҫӗ те, вара эпир тухса чупатпӑр.

— Эпир хы-ы… эпир хы-ы-т-ӑ чупса кайнӑ пулӑттӑмӑр… — куҫҫулӗсене ҫӑтса сӑмах хушрӗ Нюрка.

— Эпир епле тухатпӑр, тӳрех киле чупатпӑр, — терӗ Васька. — Эпир киле чупса пыратпӑр та, никама та, нимӗн те каламастпӑр.

Ҫурта ҫунса пӗте пуҫларӗ. Ҫулӑм ҫурта тӗпне ҫавӑрса илсе часах ирӗлтерчӗ. Хӑйӑвӗ ӳкрӗ те сӳнсе ларчӗ. Пӑч тӗттӗм пулчӗ.

— Колька, эсӗ кунтах лар, эпӗ хӑратӑп, — терӗ Нюрка, тӗттӗмре ун аллине тупса.

— Мана хама та хӑрушӑ, — тесе сӑмах хушрӗ те Колька шӑпланчӗ.

Нӳхрепре лӑпкӑ. Ҫӳлтен кӑна такам темӗн пысӑкӑш мӑлатукпа ҫӗр ҫине йывӑр пӑтасем ҫапса кӗртнӗ пек тӑтӑш шакканӑ сасӑ илтӗнсе тӑрать.

— Колька, Васька! — терӗ Нюрка мӗскӗнӗн сасӑпа. — Эсир мӗн калаҫмасӑр ларатӑр? Мӗнле тӗттӗм, эсир ҫапах нимӗн те шарламастӑр.

— Эпир шарламастпӑр мар, — терӗ Колька, — эпир Васькӑпа иксӗмӗр шухӑшласа ларатпӑр. Эсӗ те шухӑшла.

— Эпӗ нимӗн те шухӑшламастӑп, — сӑмах хушрӗ Васька, — эпӗ ларатӑп ҫеҫ. — Вӑл ҫаврӑнкаларӗ, хыпашлакаласа тахӑшӗн урине тупрӗ.

— Ку санӑн ура-и, Нюрка?

— Манӑн! — терӗ хӑраса ӳкнӗ Нюрка, урине илсе. — Мӗн тата?

— Мӗн, — ҫиленсе ответлерӗ Васька, — мӗн… уруна ман корзина ҫинех кӳртсе хунӑ, пӗр кӑмпана лапчӑтрӑн ав.

* * *

Васька кӑмпасем ҫинчен каласанах, Колькӑпа Нюрка та, Васька хӑй те савӑнса кайнӑ пек пулчӗҫ.

— Айтӑр калаҫар, е юрӑ юрлар, — терӗ Колька. — Эсӗ Нюрка ҫинҫе сасӑпа юрла, эпӗ вӑтам сасӑпа юрлатӑп, Васька хулӑн сасӑпа юрлатӑр.

— Эпӗ хулан сасӑпа юрлама пӗлместӗп, — терӗ Васька, хирӗҫлесе. — Исайка хулӑн сасӑпа юрлама пӗлет, эпӗ пӗлместӗп.

— Апла пулсан, вӑтам сасӑпах юрла… Пуҫла Нюрка.

— Эпӗ мӗнле юрӑ юрламаллине те пӗлместӗп, — именчӗ Нюрка. — Эпӗ анне юрлакан юрра ҫеҫ пӗлетӗп.

— Аннӳ юрлаканнине юрла эппин…

Нюрка сӑмсине турткаларӗ те, пичӗ ҫинчи куҫҫулӗсене шӑлса типӗтрӗ, унтан тутине ҫуласа илсе, ҫинҫе сасӑпа пуҫларӗ:

Казак кайрӗ-ҫке вӑрҫа
Хӑй арӑмне пӑрахса,
Пӑрахса хӑй ачине, —
Хӗрне-пӗчӗкҫӗскерне.

— Ну, юлашки сӑмаххисене: «Хӗрне-пӗчӗкҫӗскерне» тенине тепӗр хут юрлӑр, — терӗ Нюрка.

Колькӑпа Васька ҫав сӑмахсене вӗҫленӗ ҫӗре, Нюрка, тата янӑравлӑрах та лӑпкӑрах малалла ҫапла тӑсрӗ:

Ҫулсем иртрӗҫ унтанпа,
Иртрӗҫ васкасах-ҫке.

Вӑрҫа кайнӑ казаксем
Тахҫанах килте-ҫке.

Таврӑнмарӗ-ҫке пӗри,
Мӗскӗнӗм, мӑнтарӑн;
Вилсе юлнӑ чун савни
Э-эх! Юратнӑ мӑшӑрӑм!

Нюрка янӑравлӑрах та янӑравлӑрах юрлать, Васькӑпа Колька вӑтам сасӑпа пулӑшса пычӗҫ. Ҫӳлте темскер хытӑ кӗрӗслетсен ҫеҫ, сасӑсем кӑштах чӗтренкелесе илеҫҫӗ, анчах юрлама чарӑнмаҫҫӗ.

— Аван юрӑ, — терӗ Колька ырласа. — Эпӗ вӑрҫӑ ҫинчен е геройсем ҫинчен калакан ҫакӑн пек юрӑсене юрлама юрататӑп. Аван юрӑ, анчах темшӗн хурлӑхлӑрах.

— Ку анне юрри, — ӑнлантарчӗ Нюрка. — Вӑрҫӑра ман аттене вӗлерсен, анне текех ҫак юрра юрлатчӗ.

— Нюрка, сан аҫу казак пулнӑ-и вара?

— Казак. Анчах ахаль казак мар, хӗрлӗ казак. Пурте шурӑ казаксем пулнӑ, атте пӗчченех хӗрлӗ казак пулнӑран ӑна шурӑ казаксем касса вӗлернӗ. Эпир, эпӗ пӗчӗккӗ чухне, инҫе ҫӗрте — Кубаньре пурӑннӑ. Унтан, аттене вӗлерсен, Хӗветӗр пичче патне, завода куҫса килтӗмӗр.

— Ӑна вӑрҫӑра вӗлернӗ-и?

— Вӑрҫӑра. Вӑл темле отрядра пулни ҫинчен анне каласа паратчӗ. Вӗт, пӗрре ҫавӑн пек, аттепе тепӗр казака начальник пакет пырса панӑ, тет те: «Вӑт, сире пакет. Эсир Усть-Медведински станици патне юланутпа кайса парӑр, пире вӗсем пулӑшу паччӗр», — тенӗ тет. Аттепе тепӗр казакӗ лашисене тем пекех хӑваласа кайнӑ, тет. Вӗсен лашисем те ывӑннӑ. Усть-Медведински аякра пулнӑ. Ҫак вӑхӑтрах шурӑ ҫарти казаксем вӗсене хӑваласа ҫитес тесе хыҫалтан чуптараҫҫӗ, тет. Шурӑ ҫар казакӗсен лашисем вӑйлӑ пулнӑ, хуса ҫитес пекех пынӑ. Атте ҫавна кура тепӗр казакне: «Ак сана, Фёдор, пакет. Эсӗ чуптар малалла, эпӗ кунтах юлатӑп, кӗпер патӗнче,» — тенӗ. Атте ут ҫинчен кӗпер патне аннӑ та шуррисем еннелле пеме тытӑннӑ. Нумай вӑхӑт пенӗ вӑл, казаксем шурлӑх урлӑ тепӗр енчен каҫса, хӑйне вӗлеричченех пенӗ. Вӑл вӑхӑтра Фёдор — тепӗр хӗрлӗ казакӗ — пакета илсе аяккалла тарнӑ, ӑна хӑваласа ҫитеймен. Ав епле казак пулнӑ манӑн атте! — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн калавне Нюрка.

Ҫӳлте хыттӑн кӗрӗслетнӗ сасса пула ачасем кӑшкӑрса ячӗҫ. Ҫӳлти алӑк ҫилпе уҫӑлнӑ пулас, ҫавӑнпа та кӗмсӗртетнӗ сасӑ хытӑрах илтӗнчӗ.

— Колька… х-у-у-уп! — тесе ӗсӗкле-ӗсӗкле кӑшкӑрчӗ Васька.

— Хӑв хуп, ответлерӗ Колька. — Эпӗ пӗрре хупрӑм ӗнтӗ.

— Хуп, Колька! — хыттӑн макӑрса ячӗ Васька.

— Эх, эсӗ! — тесе кӗтмен ҫӗртен сиксе тӑчӗ Нюрка, чун хавалӗпе хавхаланнӑскер.

— Эх, эсир!.. — Вӑл Васька аллине аяккалла сирчӗ те, ҫӳлти алӑк патне хӑпарса, ӑна ҫаклатса лартрӗ.

Кӗмсӗртетни илтӗнми пулчӗ.

Ачасем каллех шӑпланчӗҫ. Хӑй Васькӑпа Нюрка умӗнче айӑплине туйса илнӗ Колька сӑмах чӗничченех, ҫапла ларчӗҫ вӗсем.

— Ҫӳлте урӑх пемеҫҫӗ вӗт.

Итлесе пӑхрӗҫ — ҫӳлте шӑп. Тата вунӑ минут кӗтрӗҫ, унчченхи пекех, нимӗн те илтӗнмест.

— Киле чупатпӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ Коля, савӑнса.

— Киле, киле! — савӑнса кайрӗ Васька. — Тӑр Нюрка!

— Эпӗ хӑратӑп… — тесе туртӑнкаларӗ Нюрка. — Каллех пеме тытӑнсан…

— Чупатпӑр! Чупатпӑр! — тесе пӗр харӑс кӑшкӑрчӗҫ Кольӑпа Васька. — Ан хӑра, чупма тытӑнтӑмӑр-тӑк…

* * *

Ачасем ҫӳле хӑпарчӗҫ. Тӗттӗм нӳхрепрен тухнӑ хыҫҫӑн, кун хӗвел пек ялкӑшнӑн туйӑнчӗ. Таврана пӑхкаларӗҫ.

Нӳхреп ҫывӑхӗнче ларакан йывӑр йывӑҫ щитсем арканнӑ.

Йӗри-тавра турпассем сапаланса выртаҫҫӗ, халӗ ҫеҫ сирпӗтнӗ чӗрӗ тӑпра варринче шӑтӑксем курӑнаҫҫӗ.

— Нюрка, чуп! Кӳр, эпӗ санӑн корзинкуна йӑтам, — хавхалантарчӗ Колька. — Эпир часах…

Окоп урлӑ чупса каҫрӗҫ, йӗплӗ пралук карти хушӑкӗ витӗр тухса, ту айнелле чупрӗҫ.

Мӑнтӑркка Васька малта вирхӗнсе пырать, пӗр аллинче — корзина, тепӗр аллинче — снаряд катӑкӗ.

Колькӑпа Нюрка юнашар чупаҫҫӗ, Колька пӗр аллипе ӑна пысӑк корзинкӑна йӑтма пулӑшать.

Вӗсем тӗме ҫинчен анчӗҫ те вӗтлӗх витӗр чупрӗҫ. Сывлӑш чӗтренсе, шӑхӑрса илчӗ, снаряд ҫӳлтен, ачасен пуҫӗсем ҫийӗн иртсе, вӗсен хыҫӗнче ӳксе ҫурӑлчӗ.

Нюрка хӑйӗн урине снаряд килсе тивнӗ пек, кӗтмен ҫӗртен кукленсе ларчӗ.

— Чупар, — Нюрка! — кӑшкӑрчӗ Коля, хӑйӗн корзинине пӑрахса, ӑна аллинчен ярса тытрӗ. — Пӑрах корзинкуна! Чупар!

* * *

Артиллеристсен наблюдателӗ вышка ҫинчен пӑхса, ҫамрӑк хунавсем хушшинче вӗлтӗртетсе пыракан виҫӗ пӗчӗкҫеҫ япала асӑрхарӗ.

«Качакасем пулас», терӗ вӑл, куҫӗ патне бинокль илсе пырса. Анчах, лайӑхрах пӑхсан ахлатса илчӗ те, хӑвӑртрах телефон трубкине илсе, батарейӑна пеме чарчӗ.

Бинокльпе пӑхса вӑл уйра икӗ арҫын ачапа пӗр хӗрача чупнине асӑрхарӗ, вӗсем пӗрре курӑнаҫҫӗ, тепре тӗмсем тӗлӗнче ҫухалаҫҫӗ.

Пӗр арҫын ачи хӗрача аллинчен хытӑ тытнӑ. Тепри вӑрӑм курӑк ҫинче такӑнкаласа пырать, вӑл кӑкӑрӗ ҫумне икӗ аллипе темскер пӑчӑртаса тытнӑ. Унтан вӑл батарейӑран икӗ кавалерист тухнине, чупакан ачасем патӗнче, тӗмсем хушшинче чарӑнса йӗнерсем ҫинчен аннине курчӗ.

* * *

Икӗ красноармеец ачасене батарея патне илсе пычӗҫ. Командир вӗренмелле перессине чарнӑшӑн ҫиленнӗччӗ, анчах айӑпӗ ҫак хӑраса ӳкнӗ макӑракан виҫӗ ача ҫинче пулнине курсан, кӳренмерӗ, вӗсене хӑй патне чӗнсе илчӗ.

— Хуралсем пур чухне епле каҫса кӗнӗ-ха вӗсем? — ыйтрӗ вӑл.

Ачасем чӗнмерӗҫ. Вӗсемшӗн красноармеецсенчен пӗри ответлерӗ:

— Вӗсем, командир юлташ, — ирех, эпир хурала тӑричченех килнӗ. Пирӗн разъезд тӗмсене пӑхса тухнӑ чухне вӗсем нӳхрепре лартӑмӑр, теҫҫӗ. Эпӗ, вӗсем тӑваттӑмӗш блиндажра пытаннӑ пулӗ, тетӗп. Вӗсем ҫав енчен чупса килчӗҫ, — терӗ.

— Тӑваттӑмӗш блиндажра? — тесе тепӗр хут ыйтрӗ командир. Унтан, Нюрка патне пырса, ӑна ачашларӗ те: — «Тӑваттӑмӗш блиндажра эппин!» — тесе хӑй помощникӗ еннелле ҫаврӑнчӗ. — Эпир шӑпах ҫав участок ҫине петӗмӗр. Эх, мӗскӗн ачасем! — Вӑл Нюркӑн арпашӑннӑ ҫӳҫне аллипе лӑпкаса кӑмӑллӑн ҫапла ыйтрӗ:

— Кала-ха, хӗрӗм, эсир мӗн тума кӗрсе кайрӑр унта?

— Эпир пӗчӗк яла курасшӑнччӗ… — хуллен ответлерӗ Нюрка.

— Эпир ял курас терӗмӗр, — хушрӗ Колька.

— Эпир ӑна чӑн ялах тесе, унта хӑмасем ҫеҫ иккен! — терӗ командир ыр кӑмӑллӑ пулнипе хавхаланнӑ Васька.

Ачасене командир та, красноармеецсем те ачашларӗҫ. Командир ҫурӑмӗ хыҫне тем пытарса тӑракан Васька ҫине пӑхрӗ.

— Сан аллунта мӗн вӑл, ачам?

Васька сӑмсипе нӑшлаттарса туртрӗ, хӗрелчӗ те сӑмах чӗнмесӗрех командира снаряд катӑкӗ тӑсса пачӗ.

— Ӑна вӑл илмен, тӗм айӗнчен тупрӗ, — терӗ Колька, Васька хутне кӗресшӗн пулса.

— Эпӗ ӑна тӗм айӗнчен тупрӑм, — айӑплӑн ответлерӗ Васька.

— Сана мӗн тума кирлӗ-ха вӑл?

Командир каллех кӑмӑллӑн кулкаларӗ, йӗри-тавра тӑракан красноармеецсем кулса ячӗҫ. Васька мӗнрен кулнине ӑнланса илеймесӗр:
— Кун пекки урӑх никамӑн та ҫук, халӗ манӑн пур ӗнтӗ, — терӗ.

— Ну, чуптарӑр, — терӗ командир. — Эх, эсир, ачасем!

Вӑл ҫаврӑнса хӑйӗн ҫырмалли кӗнеки ҫине пӑхрӗ те, урӑхларах, мӑнӑрах сасӑпа хыттӑн кӑшкӑрчӗ:

— Виҫҫӗмӗш орудирен пемелле! Прицел 6 — 6, трубка 6 — 2!

Трах-ба-бах! — тенӗ сасӑ кӗрлесе кайрӗ ачасем савӑннипе килнелле сиккелесе пынӑ чух вӗсен хыҫӗнче. Трах-ба-бах… Анчах халӗ ку хӑрамалла пулмарӗ.

* * *

Канмалли кун Исайка хӑйӗн ашшӗпе яла килчӗ. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле пробкӑпа перекен пӑшал илсе килнӗ те, Васька умӗнче мухтанма тытӑнчӗ. Тӗлӗнмелле: Исайкӑн пӑшал пулнӑ пулин те, Васька ӑна пӗртте ӑмсанмарӗ.

Колькӑпа Нюрка Исайкӑн пӑшалне пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра, Васька киле кайрӗ те, хӑйӗн арчине туртса кӑларчӗ. Унта унӑн хуҫӑлнӑ ҫӗҫӗ, икӗ мечӗк — пӗри пысӑк та шӑтӑкскер, тепри шӑтӑксӑр та пӗчӗккӗскер, мӑлатук, гайка, виҫӗ пӑта тата ытти япаласем выртаҫҫӗ. Вӑл ҫав арчаран йӗркеллӗ чӗркенӗ снаряд катӑкне кӑларса, Исайка патне илсе кайрӗ.

— Пӑх-ха, Исайка, манӑн мӗн пур, — терӗ снаряд катӑкне парса.

Анчах Исайка, те ытла айванран, те юри тӑвас тесе, снаряд катӑкӗ ҫине пӑхкаларӗ те:
— Ну, ку мӗн! Пирӗн чӑланта кивӗ тимӗр татӑкӗсем темӗн чухлех, — терӗ Васьӑна.

Васька уншӑн кӳренмерӗ. Вӑл Нюркӑпа Колька ҫине пӑхса илчӗ, лешсем пӗр-пӗринпе чеен калаҫкаларӗҫ те, тӑваттӑшӗ те ҫар уйӗн хӗрринелле чупрӗҫ.

Артиллеристсем ҫак кун кунта пулман. Ачасем Исайкӑна тупӑсем ӑҫта тӑни ҫинчен, уй варринчи башньӑсем мӗн тума кирли ҫинчен каласа пачӗҫ. Вӗсем сӑртра пӗчӗк ял ларни ҫинчен, ун ҫывӑхӗнче чултан тунӑ тимӗр маччаллӑ нӳхреп «блиндаж» тенӗскер пурри ҫинчен каласа пачӗҫ. Хӑйсем ҫав блиндажа лексе, пеме чарӑниччен ҫаплах унта ларма тивни ҫинчен те каласа пачӗҫ.

Исайка вӗсен сӑмахне интересленсех итлерӗ, анчах каласа пӗтерсен нимӗн пулман пек:
— Сирӗнпе пӗрле пулнӑ пулсан, эпӗ те нӳхрепе аннӑ пулӑттӑм. Айтӑр, выляма каятпӑр, — терӗ вӑл.

Васькӑпа Колька тата Нюрка каллех кӑмӑллӑн кулса илчӗҫ.

Айван, айван Исайка! Вӑл блиндажра ларассине вылясси пекех ҫӑмӑл тет пулӗ. Вӑл тупӑ пенӗ сасса пӗрре те илтмен. Вӑл ҫурӑлакан снарядӑн тӗтӗмне те, вутне те курман. Вӑл блиндажӑн йывӑр алӑкне те Колькӑпа Нюрка пек хупса курман, Васька пек йывӑр снаряд катӑкне йӑтса варинке пек чаваласа пӗтернӗ уй тӑрӑх та чупса курман.

Васькӑпа Нюрка тата Коля мӑнтӑркка та кӑмӑллӑ Исайкӑран ӳснӗ ҫынсем пӗчӗк ачасенчен кулнӑ пек кулчӗҫ.

Хӑйӗнчен мӗншӗн кулнине ӑнланайман Исайка кӳренсе куҫӗсене чарса пӑрахрӗ, анчах ӑна лешсем ҫавӑнтах аллинчен ҫавӑтса выляма илсе кайрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех