Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Салакайӑк

Автор: Василий Хударсем

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 34–35 с.

Ҫул: 1941; Хушнӑ: 2020.05.19 20:38

Пуплевӗш: 21; Сӑмах: 213

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ухутаран тавӑрӑннӑ чухне эпӗ садри аллея тӑрӑх утса пыраттӑм. Йытӑ манран малтарах чупса пычӗ. Вӑл сасартӑк хӑйӗн утӑмне вӑрӑмлатрӗ те, темӗнле кайӑк пулнине сиснӗ пек, сыхланса ута пуҫларӗ.

Эпӗ аллея айӑккинелле пӑхрӑм та ҫамрӑк салакайӑка курах кайрӑм. Тути унӑн сарӑ, пӗчӗк пуҫӗ ҫинче — мамӑк. Вӑл — аллея тӑрӑх лартнӑ хурӑнсене ҫил вӑйлӑ силленипе йӑваран ӳкнӗ те — тин ҫеҫ тӗкленме пуҫланӑ ҫунаттисене вӑйсӑр сарса, пӗр тапранмасӑр ларнӑ.

Манӑн йыттӑм ун патне хуллен ҫывхарса пычӗ. Сасартӑк ҫывӑхри йывӑҫ ҫинчен хура пӗсехеллӗ ватӑ салакайӑк умне ӳкрӗ, — вӑл, тӗкӗсене тӑратса, шӑртланса, хӑраса ӳкнӗ сасӑпа чӗриклетсе, йыттӑн карнӑ. , ҫивӗч шӑллӑ ҫӑварӗ еннелле пӗр-ик хутчен сикрӗ.

Вӑл хӑйӗн ачине ҫӑлма чупрӗ, ӑна кӗлеткипе пырса хупларӗ… Пӗчӗк кӗлетки унӑн хӑранипе чӗтрерӗ, сасси тискерленчӗ те ҫӗтрӗ, — салакайӑк вара ҫавӑнтах вилсе кайрӗ, ачишӗн хӑйӗн чунне пачӗ.

Мӗнле пысӑк япала пулнӑ уншӑн йытӑ. Ҫапах та кайӑк хӑйӗн ҫӳлӗ те хӑрушлӑхсӑр турачӗ ҫинче чӑтса ларайман… Ӑна унтан хӑйӗн ирӗкӗнчен те пысӑк вӑй илсе пӑрахнӑ.

Манӑн Трезор чарӑнчӗ, каялла чакрӗ… Вӑл та ҫак вӑя сисрӗ курӑнать.

Эпӗ тӗлӗнсе кайнӑ йытта хӑвӑрт чӗнсе илтӗм те — кайӑка ырласа, ӑна чунӑмпа парӑнтӑм.

Ҫапла, ан кулӑр. Ҫак пӗчӗк, паттӑр кайӑк юратӑвӗ умӗнче эпӗ, ӑна чунтан парӑнса, питех те ҫӳле хурса, ырларӑм.

Юрату, шухӑшларӑм эпӗ, вилӗмрен те, вилӗм хӑрушлӑхӗнчен те вӑйлӑрах. Ҫавӑнпа ҫеҫ, юратупа кӑна пурнӑҫ тытӑнса тӑрать, пурнӑҫ малалла каять.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех