Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуп сăмах пирĕн базăра пур.
чуп (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тытам та чуп тӑвам ӗнтӗ пӗрех хут.

И дай лучше я тебя поцелую.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

— Апла пулсан, чуп часрах, чунсӑр ашак, ӑна пулӑшма, тата кала ӑна, васкатӑр вӑл.

 — Так беги же скорей, бессердечный осел, к нему на помощь, да скажи ему заодно, чтобы он поторапливался.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

— Юрӗ, юрӗ, тухса чуп! — йӑл кулса каларӗ вӑл.

— Ладно, ладно, проваливай, — улыбнулась мать.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

— Нюрка, чуп!

— Бежим, Нюрка!

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.

Кайса тӑр, тӑванӑм, кайса тӑр; йывӑҫ хыҫнех тӑма та, хӑлхасене хуплама та пултаратӑн, куҫсене анчах ан хуп; кам та пулсан кайса ӳксен — ҫӗклеме чуп.

Отойди, братец, отойди; можешь даже за дерево стать и уши заткнуть, только глаз не закрывай; а повалится кто, беги подымать.

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Мӗн эсӗ, кукӑр ураллӑ йӗксӗк, чуп тенӗ! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ашшӗ, хапха умӗнче тӑракан Степкӑна курсан.

— Ты что же, кривоногая тля, марш! — закричал отец, увидев стоящего у ворот Степку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ӑна вӗҫертрӗн-тӗк, касса ваклӑп сана, Вӑл ҫуртран ӑҫта та пулин тухса каяс пулсан, эсӗ те ун хыҫҫӑн чуп.

Упустишь ежели — на куски разорву, выйдет со двора, а ты — за нею.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Халех Кулагинсем патне чуп

— Скорее ко двору Кулагиных…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Чуп, Петька, Кари Савельевич патне, ман ятран хӑйӗн Полканне тӗпсакайне хупса хума хуш.

— Беги, Петька, к Карпу Савельичу и от моего имени прикажи, чтобы он своего Полкана в подпол посадил.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Чуп хӑвӑртрах, сӗт илсе кил, эпӗ тумланам.

Беги скорей за молоком, а я оденусь пока.

Шӑши таппи // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Хӑвӑртрах килне чуп.

Беги скорей домой.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Васютка, чуп хӑвӑртрах, трактористкӑсене вӑрат! — кӑшкӑрчӗ вӑл.

— Васютка, беги скорей, побуди трактористок! — крикнула она.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Эх мар, ҫӗнӗ каҫчумупа шӑлаварна тӑхӑн та тухса чуп хӑвӑртрах клуба.

— Не вздыхай, надень пиджак, новые штаны и беги скорее в клуб.

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

Чуп, сӑмакун тупса кил.

Сбегай за самогонкой.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чуп аннӳ патне.

К мамке беги.

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ну, чуп часрах, тупса кил, уру ҫӗре ан перӗнтӗр!

Ну, сбегай добудь, да чтобы на одной ноге обернулась!

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чуп, чӗнсе кил Капитоновна кинемӳне, хӑвӑрт!

— Беги, кличь бабку Капитоновну, живо!

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем тӑванла ыталашса чуп турӗҫ…

Они обнялись, по-родственному расцеловались.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫаплах каларӗ-и? — терӗ Аниҫҫе, хӑй хӗрелсе кайрӗ, куҫӗсенче куҫҫуль курӑнчӗ, вӑл хӗрӗ патнелле пӗшкӗнчӗ те ӑна ҫамкинчен чуп турӗ.

— Так и сказала? — вспыхнув до слез, проговорила Анисья и, наклонясь к дочери, поцеловала ее в лоб.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл Корнея ытамласа, упа пек хытӑ тытса чӑмӑртарӗ, виҫӗ хут чуп турӗ — куна вара Корней пачах та кӗтменччӗ, пур енчен те курӑнать, кӗрӳшӗ вӑл таврӑннишӗн чунтанах савӑнать пулмалла.

Он по-медвежьи сжал Корнея в объятиях и, чего уж тот совсем не ждал, троекратно расцеловал — по всему было видать, зять искренне рад его возвращению.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех