Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялсем (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа вӑл ялсем тӑрӑх кӗл тума кайса ҫӳрет.

Ездит на ней по селам Богу молиться.

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Болгарире те кунти пекех, хуласемпе ялсем пур вӗт.

А в Болгарии такие же города, как и здесь.

XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл уйсем урлӑ, парксемпе вӑрмансем витӗр, авалхи замоксемпе хальхи виллӑсем умӗпе, садсемпе ялсем хӗррипе иртет.

Дорога бежит среди полей и парковых лесов, мимо старинных замков и современных вилл, богатых фруктовых садов и обычных деревень.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хуларан тахҫанах тухрӑмӑр ӗнтӗ, эпир халь шоссе тӑрӑх ялсем, хирсем, вӑрмансем ҫумӗпе иртетпӗр.

Город давным-давно кончился, и мы продвигались по шоссе вдоль деревень, полей и перелесков.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тавралӑх тӗлӗнмелле хитре пек: вӑрмансем те, хуласемпе ялсем те, Мускав та…

И все так красиво вокруг: и леса, и города, и деревни, и Москва…

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Колонна пит йӗркеллӗн, лайӑх организациленсе, совет чикки юписем ҫуммипе ирте-ирте, чике икке уйӑрса тӑракан ялсем тӑрӑх ҫӳреме тытӑнать.

Соблюдая строжайший порядок и организованность, колонна начала свое шествие по советской земле, вдоль пограничных столбов, направляясь к селам, разделенным надвое границей.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Пирӗн ялсем поддубецсемпе ҫапӑҫаҫҫӗ… йӑрансем пирки!

— Наше село с поддубцами бьется… за межи!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пулӑсем шӑхӑрмаҫҫӗ, снарядсенчен нӳхрепсене пытанма кирлӗ мар, снарядсем шартлатмаҫҫӗ, ялсем ҫунмаҫҫӗ.

Не визжат пули, не грохают снаряды, не горят деревни.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Ҫавӑнпах эрех сӗрсе ҫӳрекенсене пирӗн ялсем «Тилишух» теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Анчах пуҫа ҫӗклесенех, куҫ умне сарлака та саралма пуҫланӑ хирсем тухса тӑрсан, хирсенчен лерелле, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте ялсем, вӑрмансем тухса тӑрсан, эпӗ тӗнче анлӑ та пысӑк иккенне, маншӑн вӑл халлӗхе ӑнланмалла мар иккенне курсан, мана ҫак пӗчӗк садра сывлӑш ҫитмен пек туйӑнать.

Но стоило мне поднять голову — и когда передо мной раскидывались широкие желтеющие поля, когда за полями, на горизонте, голубели деревеньки, леса, рощи, когда я видел, что мир широк, огромен и мне еще непонятен, тогда казалось, что в этом маленьком саду мне не хватит воздуху.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Пульӑсем шӑхӑрмаҫҫӗ, снарядсем ҫурӑлмаҫҫӗ, ялсем ҫунмаҫҫӗ.

Не визжат пули, не грохают снаряды, не горят деревни.

Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.

Чӑнкӑ ҫыранлӑ пӗчӗк юханшывсем, начар пӗвеленӗ пӗчӗк пӗвесем, час-часах ҫурри таран тӑрри сӗвӗнсе ӳкнӗ тӗксӗм пӳртсемпе пӗчӗк ялсем, ҫатан тытса тунӑ пушӑ итемсем хӗрринче анасласа ларакан пӗчӗк хапхаллӑ тайӑлчӑк авӑн лупасӗсем тӗл пулаҫҫӗ.

Попадались и речки с обрытыми берегами, и крошечные пруды с худыми плотинами, и деревеньки с низкими избенками под темными, часто до половины разметанными крышами, и покривившиеся молотильные сарайчики с плетенными из хвороста стенами и зевающими воротищами возле опустелых гумен.

III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫак виҫӗ кун хушшинче эпӗ мӗн курни, мӗн туйни-сисни, мӗн илтни пурте ҫав туйӑма пӗрлешрӗ; вӑрмансенчи ырӑ сухӑр шӑрши, улатаккасем ҫуйхашса таккани, хӑйӑрлӑ тӗпӗсенче чӑпар кӗркке пулӑ усракан пӗчӗк ҫутӑ ҫырмасем шӑнкӑртатса выртни, пит уҫӑмлах курӑнман сӑртсем, тӗксӗм ту хысакӗсем, чиркӳсене чыслӑн упраса пурӑнакан йывӑҫлӑ таса пӗчӗк ялсем, улӑхсенчи аистсем, вӑр-вар урапаллӑ хӑтлӑ армансем, ял ҫыннисен тарават сӑнӗсем, вӗсен кӑвак камсулӗсемпе сӑрӑ чӑлхисем, самӑр лашасем е хӑш-пӗр чух ӗнесем мӑраннӑн туртса пыракан чӑрик-чарик лавсем, икӗ енӗпе улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисем ӳсекен таса ҫулсем, вӗсем тӑрӑх утакан вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫулҫӳренсем…

В этом чувстве слилось все, что я видел, ощутил, слышал в эти три дня, — все: тонкий запах смолы по лесам, крик и стук дятлов, немолчная болтовня светлых ручейков с пестрыми форелями на песчаном дне, не слишком смелые очертания гор, хмурые скалы, чистенькие деревеньки с почтенными старыми церквами и деревьями, аисты в лугах, уютные мельницы с проворно вертящимися колесами, радушные лица поселян, их синие камзолы и серые чулки, скрипучие, медлительные возы, запряженные жирными лошадьми, а иногда коровами, молодые длинноволосые странники по чистым дорогам, обсаженным яблонями и грушами…

VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Чӑн-чӑн партизансене, пичче, халӑх пӗлет; вӗсем ялсем тӑрӑх ҫаратса ҫӳремеҫҫӗ, вӗсене мӗн кирлине халӑх хӑех леҫсе парать.

А настоящих партизан, дядя, народ знает, они не ходят по деревням, народ сам доставляет им все, в чем нуждаются.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унта вӑл лаша кӗҫеннине те илтмен, тислӗк шӑршине те туйман, чӗрӗ ялсем тӑрӑх мар, вилӗ ялсем хушшипе утса иртнӗ пекех ҫӳрерӗ.

Там и ржания конского ни разу не слышала, ни разу не обдало запахом свежего навоза, точно не по живым селениям проходила, а по вымершим.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ку ӗҫ ӑнӑҫса пырать-ха: ялсенче нимӗҫсем вырнаҫнӑ ҫурт-йӗрсене вут тӗртсе ҫунтараҫҫӗ, ҫынсем кӗпер тунӑ ҫӗртен тараҫҫӗ, ялсем пушана-пушана юлаҫҫӗ…

А идет дело хорошо: горят дома, занятые немцами, бегут люди со строительства, пустеют деревни…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Нимпе тӑранса пурӑнма та ҫук вӗт, акӑ ялсем тӑрӑх пуҫтарса ҫӳретӗп.

Пропитаться нечем, и хожу по деревням, побираюсь.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

«Вӑл районти ялсем ҫийӗн вӗҫнӗ пулсан, ҫак хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ ҫунатсене пурте курнӑ пулӗччӗҫ», — шухӑшларӗ Катя.

«Пролетел бы над всеми деревнями и селами района, чтобы все увидели эти краснозвездные крылья», — подумала Катя.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпӗ фронт урлӑ каҫатӑп, унтан пурне те пӗлсе килӗп те, хам мӗн илтнине, мӗн курнине ялсем тӑрӑх ҫӳресе пур халӑха та каласа парӑп.

Я перейду линию фронта, разузнаю все там и пойду по селам, расскажу им все, что сама видела и слышала.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӗр ялсем!

Односельчанка!

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех