Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк

Пай: Чайка –> Иккӗмӗш пай. Куҫа-куҫан

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.05.08 10:00

Пуплевӗш: 189; Сӑмах: 1673

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫутӑлас умӗн кӑна юр ҫума чарӑнчӗ. Вӑрманти ҫӗр ҫемҫен те кӑпӑшка юрпа витӗнчӗ. Пӗчӗк шӑтӑксем те, сукмаксем те курӑнмаҫҫӗ, Зимин аташса ҫӳрес мар тесе хӑй унччен асӑрханӑ йывӑҫсемпе уҫланкӑсем тӑрӑх чухласа утрӗ.

Йывӑр ун чӗрине: пуласси хӑй кӗтнинчен те хурлӑхлӑрах килсе тухрӗ.

Отрядра радиоприемник ҫукки нимӗҫсене чылай усӗ пачӗ. Мускава илнӗ тесе иртен пуҫласа каҫчен суя хыпар сараҫҫӗ. Одесса ҫинчен аса илтереҫҫӗ, ҫак икӗ хулашӑн пулса иртнӗ ҫапӑҫусене танлаштараҫҫӗ. Суйнине ӗнентерме ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, Одесса ҫинчен хамӑр хаҫатсем ҫине ҫырнӑ пек каласа параҫҫӗ. Нимӗҫ ҫарӗ вӑйли ҫинчен, вӑл малалла хӑвӑрт кайни ҫинчен каланӑ чух Певск районӗнче Атӑл урлӑ пӗр каҫрах каҫса кайни ҫинчен аса илтереҫҫӗ. Ҫынсем итлеҫҫӗ те вара ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: Мускав ҫинчен эпир нимӗн те пӗлместпӗр, Одесса ҫинчен калани тӗрӗс. Хамӑр совет хаҫачӗсем те шӑпах ҫапла ҫырса пӗлтеретчӗҫ… Атӑл урлӑ каҫнӑ тени те тӗрӗс, хӑйсен куҫӗпе хӑйсем курнӑ, пӗр каҫрах, ҫапӑҫусӑр-мӗнсӗр тенӗ пек каҫса кайрӗҫ…

Вара асапланса пӗтнӗ ҫынсен чӗрине нимӗҫ суйин наркӑмӑшӗ сӑрхӑнса кӗрет. Ҫынсем тарӑхса унталла-кунталла пӑхса илеҫҫӗ: кам-ха ку апла мар, нимӗҫ суять тесе, калӗ? Ирхине, кӑшт ҫутӑ кӗрсенех вӗсем хапхисенчен тухса хӳмесем ҫине пӑхаҫҫӗ — советсен сводкисем ҫук-ши, иртнӗ вӑхӑтра партизансем кашни каҫ тенӗ пек ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара хӑваратчӗҫ. Сводкӑсем ҫук, анчах вӗсен вырӑнне Мускавран килнӗ «беженцӑсем» курӑнкала пуҫларӗҫ. Каҫсенче вӗсем ҫӗр каҫма тесе килсене кӗрсе, нимӗҫсем Мускава мӗнле ишӗлтерни ҫинчен куҫҫуль витӗр кала-кала кӑтартаҫҫӗ…

Мускав… Нимӗҫсемпе ҫак «беженцӑсен» суя хыпарӗсем тӗрӗс, тесе шухӑшласан, Хӗрлӗ Ҫара аркатса тӑкнӑ тенине те ӗненме пулать: ӑна аркатман пулсан, Мускава ниепле те нимӗҫсене паман пулӗччӗҫ! Тӑван ҫар пӗтнӗ тени вара — фашистсемпе килӗшни пулать, совет ҫыннисем вӑй пӗтсе фашистла чуралӑха пӑхӑнни тата юлашки шанчӑка, юлашки ҫутта чӗрере упраманни пулать.

Зимин партизансенчен хӑшпӗрисем ахальтенех тарӑхма, пӑшӑрханма тытӑннине асӑрхарӗ: Мускавпа радиоҫыхӑну пӗтрӗ те тӗнче тӗттӗмленнӗ пек пула пуҫларӗ.

«Пӗтӗмпех нимӗн пӗлейменнинчен килет, — шухӑшларӗ Зимин, кӑчӑртатса тӑракан юр тӑрӑх утса. — Халӑха тӗттӗмрен кӑлармалла. Анчах мӗнле тумалла-ха ҫакна? Ахаль сӑмахсем мар, тӗслӗхсем, тӗслӗхсем кирлӗ! Ҫак асапланса пӗтнӗ ҫынсене кашни кунах: Хӗрлӗ Ҫар вӑйӗ ӳссе, ҫирӗпленсе пынине, хӑйсен шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсем фронт леш енче тӑрӑшса ӗҫленипе ирӗке тухас сехете ҫывхартнине, ҫак сехет ҫитессине тӗплӗн пӗлтерсе тӑмалла. Ҫапла тумалла!.. Шӑпах ҫапла!.. Ҫакна тума Мускавпа ҫыхӑну тытни, ун урлӑ халӑха пӗлтерсе тӑни кирлӗ».

Мал енчен кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

— Хамӑрӑннисем! — терӗ Зимин, уҫланка хӑвӑрт ҫитсе тухнинчен тӗлӗннӗ май. Ун умне ҫуртне ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Залесскинчен килнӗ Карп Савельевич тухса тӑчӗ.

— Чайка таврӑнчӗ-и?

— Таврӑнчӗ, командир юлташ, пӗр сехет каялла таврӑнчӗ.

Тата икӗ патрультен иртсен Зимин пуртӑ сассипе пӑчкӑ янӑранине, ҫынсем калаҫнине илтрӗ. Йывӑҫсем хушшинчен пура шуррӑн курӑнать. Пура патӗнче партизансемпе партизанкӑсем ӗҫлеҫҫӗ — кунта мунча пуранӑ. Хӑшпӗрисем ҫӗнӗ кӗрӗкпе.

«Карп Савельевич нимӗн те каламарӗ — апла пулсан Михеич тӗрӗс-тӗкелех хӑтӑлнӑ», — шухӑшларӗ Зимин, вӑл чарӑнса ӗҫлекенсен шавне киленсех итлесе тӑчӗ. Сивӗ сывлӑшра пуртӑ сасси кӑмӑллӑн янӑрать, пӑчкӑсем янӑраса илеҫҫӗ, ҫынсен сассисем хаваслӑн илтӗнеҫҫӗ. Мӗнпур стройкӑран хаваслӑх сарӑлать, йӗри-тавра нимӗҫ иртӗхмен пекех туйӑнса тӑрать.

«Вӑрҫӑ хыҫҫӑн невропатолога ӗҫлеме каятӑп, хам патӑма пыракан чирлӗ ҫынсене имҫам вырӑнне хӑшне пуртӑпа, хӑшне пӑчкӑпа ӗҫлеме тесе ҫырса парӑп. Нервӑсене ҫирӗплетмелли питӗ паха мел! — кулкаларӗ вӑл хӑйӗн шухӑшӗпе йӑпанса. — Ҫапӑҫусем пулман кунсенче партизансене ӗҫлеттермелле иккен. Лайӑх, ачасем, лайӑх. Чӗрене хавхалантарни — ҫур ҫӗнтерӳ пулать… Кирлӗ пулсан кашни валлиех пӗрер мунча тӑвӑпӑр, сиен пулмасть. Нимӗн пӗлейменни, тесен? Кх-м… паллах, малалла ун пек пулма пултараймасть. Приёмник тупмаллах пулать, нимӗҫсен Певскри радиоузелӗ ҫине тапӑнмалла пулсан та тупасах пулать».

— Тата, пӗр харӑс… Тата тепӗр хут! — илтӗнчӗ стройка патӗнчен Николай Васильев сасси.

Ҫӳлӗ хыр сулӑнкаларӗ те кӗрӗслетсе ӳкрӗ. Ҫемҫе юр ҫавраҫил пек ҫӳлелле ҫӗкленчӗ.

Катя сасси илтӗнмерӗ. Зимин ҫутӑлакан тӳпене пӑхса илчӗ. Хӗвелтухӑҫ енче кӑвак-сенкер курӑнать, йывӑҫ тӑрри тӗлӗнче кӗренрех; хӗвеланӑҫнерех — вараланчӑк мамӑк евӗр пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ.

«Ҫичӗ сехет ҫитет те пулас», — шухӑшларӗ Зимин, уҫланкӑ еннелле утнӑ май.

Сывлӑшра юр пӗрчисем ҫаврӑнкаласа вӗҫеҫҫӗ. Вӗсем хуллен анса туратсем ҫине, юрпа витӗннӗ ҫӗр ҫине, ҫӗр пӳрт патӗнче юр купи тӑвакан Васькӑпа Ванюшка Кузнецов пуҫӗсем ҫине лараҫҫӗ. Ачасем хӗрелсе кайнӑ. Васька пиҫиххи хушшине пуртӑ чикнӗ, стройка патӗнчен тин ҫеҫ чупса килнӗ вӑл, е унта кайма пуҫтарӑннӑ.

Аллинчи турпас татӑкӗпе ҫаврашка юр муклашки ҫинче «пит-куҫ» тунӑ май ҫапла калаҫкаласа илет:

— Эсӗ, Ваня, тӑхта-ха, аяккинче тӑр. Пит-куҫ тӑвасси вӑл сана фрица персе ӳкересси мар. Фриц кирек мӗнле вилсен те пурпӗрех, вилтӗр ҫеҫ, пит-куҫ тӑвасси вара ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ку ӗҫре пуҫри мӗнпур шариксем пулемет пек ӗҫлени кирлӗ… Акӑ пӑх-ха!

— Катя ҫӗрпӳртре-и?

Васька хӑвӑрттӑн ҫаврӑнчӗ те хӑйне Зимин ача-пӑча ӗҫӗпе аппаланнӑ вӑхӑтра курнӑшӑн вӑтанса аллисене ҫурӑм хыҫне тытрӗ.

— Ҫавӑнта, командир юлташ. — Эпир акӑ, — вӑл кулкаласа тӑракан Ванюшка енне пуҫне сулчӗ, — унӑн пуҫӗнче те вӑйӑ шухӑшӗ кӑна, мӗн тӑвас тен ӑна! Юр курчӗ те, командир юлташ, савӑнсах кайрӗ, юр кӗлетке купаласшӑн, аллисем ҫеклӗ пек, ним тума пӗлмеҫҫӗ, вӑт унпа аппалан!

Зимин кулса ячӗ те ҫӗрпӳрт алӑкне тӗртсе уҫрӗ.

Ҫӗрпӳрт стенине чавса тунӑ шӑтӑкра чӗпкуҫ ҫунать, вӑл партизансене сарӑ ҫутӑпа ҫутатать. Кунта партизансем нумаях мар: Катьӑпа пӗрле Михеича кӗтсе илме кайнисемпе аманнисем кӑна. Катя ҫӳлти нар ҫинче, ӗнер ҫеҫ тунӑ кӑмака ҫине пӑхса выртать, кӑмака типсе ҫитеймен пирки тӗтӗм йӑсӑрланать.

Зимин нар ҫине Катя ури вӗҫне ларса, унӑн тӗксӗмленнӗ пит-куҫӗ ҫине нумайччен пӑхрӗ.

— Чайка, юлашки кунсенче эсӗ мана темӗн килӗшми пула пуҫларӑн-ха.

— Эпӗ хама хам та кӑмӑлламастӑп, Зимин, — ывӑннӑн ответлерӗ Катя. — Акӑ вӑт ҫывӑрас тетӗп, — пултараймастӑп. Куҫа кӑна хупатӑп — шухӑшра Михеич… Хӑлхара унӑн: — «Ҫынсем Атӑла сиксе вилеҫҫӗ» тенӗ сӑмахӗсем янӑраса тӑраҫҫӗ. Эпӗ вара ҫывӑраймастӑп.

Зимин ун аллине ачашшӑн шӑлса илчӗ.

— Илтетӗн-и, пирӗн строительсем мӗнле шавлаҫҫӗ? Каяр-ха, пӗр-ик хыр касса ярар.

— Тухас килмест…

— Михеич ҫинчен те каласа парӑн, ӗҫ пирки сӑмахлӑпӑр. Эпир Михеич ҫине тапӑннине нимӗҫсем ӗненнӗ-и?

Катя пуҫне сулкаларӗ.

— Юрать. Каяр, пурне те тӗплӗн каласа парӑн.

Вӑл урайне сиксе анас шутпа нар хӗрринчен тытрӗ.

— Эпӗ кунтах каласа паратӑп, — чарчӗ ӑна Катя. — Ну, «тапӑну» ҫинчен-и, мӗн вара… Кунта, телее пула, пурте лайӑх иртсе кайрӗ, нимӗҫсем Михеича ӗненчӗҫ… Эпӗ урӑххи ҫинчен каласшӑн… Михеичпа калаҫрӑм. Илтетӗн-и, вӑл тӗрӗс каларӗ: халь, тет, эпир те, эсир те пӗр пӗкех тӗттӗмре, тет. Мӗнле-ши халь унта, Мускав патӗнче? Чӗре шикленет… Эпир кӗпер юсаса пӗтерессе чарса тӑратпӑр, вӑхӑт ирттерсе ямастпӑр. Ытти районсем яраҫҫӗ. Эпӗ сана каларӑм-ҫке-ха, Великие Лукипе Ржев хушшинче поездсем ҫӳреҫҫӗ, тесе. Мускав тытӑнса тӑраймасан вара… Эпӗ санран ыйтасшӑн… — Вӑл ларчӗ те Зимин ҫине йӑлӑннӑ пек пӑхма пуҫларӗ. — Яр мана!

— Ямалла-и?

— Ямалла. Эпӗ фронт урлӑ каҫатӑп, унтан пурне те пӗлсе килӗп те, хам мӗн илтнине, мӗн курнине ялсем тӑрӑх ҫӳресе пур халӑха та каласа парӑп.

Зимин шарламарӗ. Ку шухӑш начар мар, хӑй нимӗҫсенчен радио туртса илес тесе шухӑшласа хунинчен те лайӑхрах пулас. Певска радиоузел ҫине тапӑнма хӑрушӑ, раци вара… Ӑна вӗт хамӑр ҫынсенчен илсе килме пулать. Анчах ку ӗҫе Катя тумалла мар.

Зимин шӑпланнине ӑнланса илеймесӗр, Катя шуралса кайрӗ.

— Эсӗ, атте, темӗн ан шутла. Манӑн…

Нар ҫинче выртакансем хускалкаласа илчӗҫ. Ҫӗрпӳртӗн тепӗр енче Саша бинтпа чӗркенӗ пуҫне ҫӗклерӗ, анчах Катя ӑна асӑрхамарӗ, пӑлханнипе унӑн пичӗ ҫине хӗрлӗ пӑнчӑсем тухрӗҫ.

— Пӗлетӗп: шалчи тулать ҫав ылханлӑ чунсен, анчах халь акӑ пӑчӑ, сывлӑш сахалланнӑ пек… Яратӑн-и?

Зимин пуҫне сулкаласа илчӗ.

— Сана яма пултараймастӑп.

Тултан тӗрлӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Ҫӗрпӳрт алӑкӗ яри уҫӑлчӗ те хаваслӑ пит-куҫлӑ Васька курӑнса кайрӗ.

— Хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ самолет! «У-2а» — кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

Зиминпа Катя пӗр самантра сиксе анчӗҫ. Ҫӗрпӳртре пурте вӑранчӗҫ. Саша, ӗнер ҫеҫ стенаран тыткаласа утма пуҫланӑскер, сывӑ ҫын пекех урайне сикрӗ, урине такамӑн калушне тӑхӑнса кӗске йӗм вӗҫҫӗнех алӑк патнелле чупрӗ. Зоя кӳреннипе макӑрса ячӗ: вӑл ҫӗкленме пултараймасть.

Уҫланкӑра ҫутӑ куҫа йӑмӑхтарать, юр ялтӑртатса выртать.

Мунча патӗнче ӗҫлекенсем уҫланка чупса тухрӗҫ. Малта, ҫӗлӗкне сулкаласа, Николай Васильев пырать.

Катьӑн сенкер кӗпи ҫухине ҫил вӗлкӗштерет. Сивӗпе унӑн ҫара хулӗсем кӑвакарса кайрӗҫ, Катя ҫакна туймарӗ.

— Тӑвансем! — кӑшкӑрса ячӗ те Катя, шӑпланчӗ: ҫын сасси ҫӗр ҫинчен пилот патне ҫитме пултарать-и вара?

Самолет саламласа ҫуначӗсене сулкаласа илчӗ, уҫланкӑ тӗлӗнче ҫаврӑнчӗ, ҫавӑнтах вара унран шурӑ кайӑксем уйрӑлса сывлӑшра вӗҫе пуҫларӗҫ. Партизансем: «Листовкӑсем!» тесе кӑшкӑрашса вӑрманалла чупрӗҫ.

— Кай, тӑхӑнса тух! — ачашшӑн каларӗ Зимин Катьӑна.

Катя вӗҫсе анакан листовкӑсем ҫине, самолет ҫине куҫҫуль витӗр пӑхса йӑл кулчӗ:

— Нимех те мар, атте, нимех те мар… Самолет пӗлӗт хушшинелле шавлӑн хӑпарса ҫуначӗсене, сывпуллашнӑ чухнехи пек, сулкаласа илчӗ те малалла, хӗвеланӑҫ еннелле вӗҫсе кайрӗ.

«Вӑл районти ялсем ҫийӗн вӗҫнӗ пулсан, ҫак хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ ҫунатсене пурте курнӑ пулӗччӗҫ», — шухӑшларӗ Катя.

— Тупрӑм! — илтӗнчӗ вӑрмантан Люба Травкина сасси.

— Тупрӑм! — тепӗр ҫӗртен янрарӗ Васька сасси. Сасӑсем, кӑмпа пуҫтаракансен сассисем пекех, пур ҫӗртен те илтӗнсе тӑчӗҫ.

Уҫланка чи малтан Васька чупса ҫитрӗ. Вӑл аллине брошюра тытнӑ, кӗсйинчен тата та курӑнса тӑрать.

— Сталин!

— Мӗн — Сталин? — пӗр харӑссӑн ыйтрӗҫ Зиминпа Катя.

Васька брошюрӑна сулкаласа кӑтартрӗ. Катя ӑна алла илсе ҫавӑрсанах сулахай страници ҫинче ҫулпуҫӑн сӑнарне курчӗ. Катя васкавлӑн вуласа тухрӗ:

— «Государствӑн Оборона Комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ Мускав хула Совечӗн тата Мускав хулинчи партипе обществӑллӑ организацисен чаплӑ ларӑвӗнче 1941 ҫулхи ноябрӗн 6-мӗшӗнче тунӑ доклачӗ…»

Катя хӑвӑрттӑн вулама пуҫларӗ. Часах пӗтӗм уҫланка партизансем ҫитсе тулчӗҫ. Вӑйлӑ вӗре пуҫланӑ ҫил туратсем ҫинчен юр тӑкать, ӑна ҫӗр ҫинче ҫавӑркаласа шӑпланса тӑнӑ ушкӑн ҫине вӗҫтерет.

«Великобритани, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штачӗсем тата Совет Союзӗ…»

Часовойсен ури сассисем те илтӗнмеҫҫӗ, хырсем кӑна канӑҫсӑр шавлаҫҫӗ; Катя сассипе ҫулпуҫ сӑмахӗсем вӑл чӗнсе каланисем уҫланкӑ ҫийӗн вӗҫӗмсӗр янраса тӑраҫҫӗ:

«…Пирӗн Тӑван ҫӗршыва оккупантсем пулса килне нимӗҫсене пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе тӑкӑр».

Каҫа хирӗҫ вӑрманта ҫил-тӑман пуҫланса кайрӗ. Ҫӗрпӳртре мӑрьерен ҫил улани илтӗнсе тӑрать.

— Ӑшӑрах тумлан — юр вӗҫтерет, — терӗ Зимин кӑвак тутӑрне ял хӗрарӑмӗсем пек ҫыхакан Катьӑна ачашшӑн пӑхкаласа.

Катя йӑл кулса Михеич парнеленӗ кӗрӗкне нар ҫинчен туртса антарчӗ.

— Кунтан та ӑшӑрах епле тумланӑн.

Партизансем урайӗнче те тӑраҫҫӗ, нар ҫинче чавсаланса выртнӑ, хӑшпӗрисем лараҫҫӗ. Чӗпкуҫ лампи Катя тантӑшӗсен пит-куҫне тӗксӗмӗн ҫутатать. Пурин те чӗрисем пӑлханаҫҫӗ, анчах тӗрлӗрен: Люба тӗксӗмленет, Зойӑпа Верунька Никоновӑн пичӗсем ҫинче пӑшӑрханни палӑрать. Алӑк патӗнчех пиччӗшӗпе тӑракан Нина Васильевӑн куҫӗнче куҫҫуль йӑлтӑртатать.

Васька вара Катя ҫине куҫхарши айӗн пӑхса чӗрнине кышлать.

Катя кӗрӗкӗн ҫухи патӗнче тӳмелемен йӑллине асӑрхасан, Зимин тӳмелерӗ.

Катя унӑн аллине чӑмӑртарӗ.

— Тепре куриччен, юлташсем! Тен, нумайччен пӗр-пӗрне кураймӑпӑр.

Партизансем шавлама тытӑнчӗҫ.

— Катюша, луччӗ кам та пулин урӑххи каймаллаччӗ. Сӑмахран, эпӗ… — терӗ Николай Васильев, сывпуллашмалли черет хӑй патне ҫитсен. — Нимӗҫсем — тискер кайӑксем, эсӗ вара пӗччен… тискер кайӑк шӑтӑкнех…

— Нимӗн те мар, — терӗ Катя.

…Ҫӗр ҫинче шурӑ тусан ҫаврӑнать. Ҫӗрпӳрт патӗнчи пӗр-пӗччен ларакан хурӑн ҫара турачӗсемпе ҫӗр ҫинелле тайӑла-тайӑла илет.

Зимин хура пӗлӗт ҫине пӑхать, тӳпере уҫнӑ чӳрече витӗр курӑннӑ евӗр, икӗ ҫӑлтӑр йӑлкӑшса илчӗҫ те сӳнсе ларчӗҫ.

«Ирччен те кӗтсе тӑраймарӗ»… шухӑшларӗ Зимин, унтан малалла утса:
— Катя! Кирлӗ мар чух хӑрушлӑха ан кӗр! Илтетӗн-и? Хӑрушлӑх пулсанах каялла кай, — тесе кӑшкӑрчӗ.

— Юрать, — ҫил улани витӗр илтӗнчӗ Катя сасси. Вӗсем, ӑшӑ тумтир тӑхӑнманскерсем, асар-писер ҫил-тӑман ҫавӑрнине пӑхмасӑр ҫӗрпӳрт алӑкӗ умӗнче тӑрса юлчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех