Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашнинчех (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шубин, Зоя ҫумне ларса, ӑна эрех тултарса тӑчӗ; Зоя ӗҫесшӗн мар, Шубинӗ ӗҫтересшӗн пулчӗ, анчах кашнинчех хӑй ӗҫсе ячӗ, каллех тултарса Зойӑна сӗнчӗ; ҫавӑн пекех тата вӑл пуҫне ун чӗркуҫҫи ҫине хурасси килни ҫинчен пӗлтерчӗ, Зоя вара «ҫакӑн пек ирӗклӗхпе» ниепле те килӗшесшӗн мар пулчӗ.

Шубин присоседился к Зое и беспрестанно наливал ей вина; она отказывалась, он ее потчевал и кончал тем, что сам выпивал стакан и потом опять ее потчевал; он также уверял ее, что желает преклонить свою голову к ней на колени; она никак не хотела позволить ему «этакую большую вольность».

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена кашнинчех кӑмӑллӑн кӗтсе илет, вӗсем хушшинчи калаҫу та яланах чӑн-чӑн интереслӗ пулать, апла пулсан та килне Берсенев час-часах хурланнӑ сӑн-питпе таврӑнать.

Елена всегда ему была рада, всегда завязывалась между им и ею живая и интересная беседа, и все-таки он возвращался домой часто с печальным лицом.

XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Увар Иванович табак тӗслӗ шалпар сюртук тӑхӑнса ҫӳрет, мӑйне шурӑ тутӑр ҫыхать, час-час тата нумай ӗҫсе ҫиет, аптраса ӳкнӗ йывӑр вӑхӑтсенче, тепӗр майлӑ каласан, хӑйӗн мӗнле те пулин шухӑшне каласа пӗлтересси килсен, вӑл кашнинчех сылтӑм аллинчи пӳрнисене — малтан пуҫ пӳрнинчен пуҫласа кача пӳрни патне ҫити, унтан кача пӳрнинчен пуҫласа пуҫ пӳрни патне ҫити, — хӑвӑрттӑн сывлӑшра ҫавӑркаласа илет те аран-аран: «кирлӗччӗ… мӗнле те пулсан… ара…» тесе мӑкӑртатать.

Увар Иванович носил просторный сюртук табачного цвета и белый платок на шее, ел часто и много, и только в затруднительных случаях, то есть всякий раз, когда ему приходилось выразить какое-либо мнение, судорожно двигал пальцами правой руки по воздуху, сперва от большого пальца к мизинцу, потом от мизинца к большому пальцу, с трудом приговаривая: «Надо бы… как-нибудь» того…»

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кашнинчех ӑна хӗстерме хӑтланать.

Каждый раз пытается его прижать.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тая хӑйӗн тусӗ хӑрушӑ сехетсем хыҫҫӑн кашнинчех вилнӗ ҫын пек шурӑхса кайнине курать, анчах Павел хӑйне яланах чӗрӗ, яланах лӑпкӑ тыткалать.

Тая находила своего друга после страшных часов ожидания мертвенно-бледным, но живым и, как всегда спокойно-ласковым.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫакӑн пек вылява курма кашнинчех нумай халӑх пухӑнать.

Смотреть эти партии постоянно собиралось много народу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кулӑшла хушаматлӑ ординатор Иерусалимчик — кӑмӑллӑ партийка — ӑна кашнинчех аран шыраса тупать те хӑйпе пӗрле пӗр-пӗр специалист патне пыма ӳкӗтлет.

Ординатор со странной фамилией Иерусалимчик, симпатичная партийка, с трудом находила своего пациента и терпеливо уговаривала пойти с ней к тому или другому специалисту.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл хӑйне хупӑрласа илнӗ ҫынсем витӗр ҫӗмӗрсе тухса тарма тапӑнса пӑхнӑ, анчах хролинсем ӑна флигеле каялла хӑваласа кӗртнӗ, ҫиччӗшӗнчен пӗрне персе ӳкернӗ Антонюк кунашкал перкелешӗве пӗрре анчах лекмен, анчах яланах терес-тӗкел тухса пынӑ: кашнинчех ӑна гранатӑсем тата тӗттӗм ҫӗр хӑтарнӑ.

Рванулся было напролом, но загнали его обратно хролинцы во флигель, проткнув одного из семерки пулей, не раз попадался Антонюк в такие перепалки и всегда уходил цел: выручали ручные гранаты и ночь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Исполком председателӗ, хӑйпе пӗрле Корчагина тата виҫӗ коммуниста илсе, икӗ хутчен бандитӑн ҫӗнӗ йӗрӗсем ҫине ҫитсе пуснӑ, анчах Антонюк кашнинчех тара-тара хӑтӑлнӑ.

И дважды кидался предисполкома на свежий след бандита, захватив с собой Корчагина и еще трех коммунистов, но Антонюк уходил.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Корчагин ирсерен вӑхӑта мӗнле ирттермеллине шутласа хурать, анчах кашнинчех вӑл, талӑкра вӑхӑт сахаллине тата шухӑшласа хунисене туса пӗтерме май ҫуккине кура, кӑмӑлсӑрланать.

Распределяя утром свое время, Корчагин с огорчением отмечал, что времени в дне мало и что-то из задуманного остается недоделанным.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Я Сана кашнинчех мухтать.

Не нахвалится.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сан патӑнтан тухсан, кашнинчех Токарев патне кайса унпа тепӗр хут вӗренетӗп.

От тебя каждый раз к Токареву ходил, чтобы разобраться.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫавӑн пекех тата сӑмахӗсем виҫҫӗшӗнче те пурпӗрех, вӗсене пӗр-пӗринчен ҫеҫ куҫарса ҫырни паллӑ, мӗншӗн тесен йӗркесен хисепӗ кашнинчех пӗр пек.

Очевидно, каждый из них является дословным переводом других, ведь количество строк везде одинаковое.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӗн чухлӗ ҫапӑҫма тӗл килмен унӑн тӑшмансемпе, кашнинчех ҫиеле тухнӑ.

Сколько ему приходилось биться с врагами, а всегда его верх был.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпир ӑна пилӗк хут ялавсем карса хупӑрларӑмӑр, кашнинчех вӑл ялавсем урлӑ сиксе каҫрӗ.

Пять раз мы пытались его зафлажить, и все пять раз он у нас махал через флаги.

VI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Кашнинчех ҫак ответа илтсен, эпӗ ӑна ӗненместӗп…

Всякий раз, когда я слышу этот ответ, я ему не верю…

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

«Пӑрахрӗ, пӑрахрӗ пире!» тесе пӑшӑлтатса илчӗ: «пӑрахрӗ, кичем пулчӗ ӑна пирӗнпе. Пӗччен, тӑлӑх пӳрне пек пӗччен юлтӑм ӗнтӗ!» — тесе илчӗ темиҫе хут, кашнинчех шӗвӗр пӳрнине уйӑрса тытнӑ аллипе малалла хӑлаҫланса.

«Бросил, бросил нас, — залепетал он, — бросил; скучно ему стало с нами. Один, как перст теперь, один!» — повторил он несколько раз и каждый раз выносил вперед свою руку с отделенным указательным пальцем.

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эпӗ кӳлешеттӗм, хам нимӗн тӗшне те тӑманнине тавҫӑраттӑм, ухмахла кӳренеттӗм — ҫав вӑхӑтрах ӑна чуралла юрама тӑрӑшаттӑм, ҫӗнтерме ҫук хӑват пурпӗрех мана ун патнелле туртатчӗ — вара кашнинчех ун пӳлӗмӗн алӑкӗнчен ирӗксӗр ҫӳҫенсе кӗреттӗм.

Я ревновал, я сознавал свое ничтожество, я глупо дулся и глупо раболепствовал — и все-таки непреодолимая сила влекла меня к ней — и я всякий раз с невольной дрожью счастья переступал порог ее комнаты.

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Кашнинчех картинӑна хаклӑ хакпа туянса хӑй килне тирпейлӗн илсе ҫитерчӗ те унтан вара ун ҫине тигр пекех сиксе ӳксе ӑна ҫура-ҫура вакларӗ, урисемпе таптаса киленчӗ, савӑннипе ахӑлтатса кулчӗ.

Купивши картину дорогою ценою, осторожно приносил в свою комнату и с бешенством тигра на нее кидался, рвал, разрывал ее, изрезывал в куски и топтал ногами, сопровождая смехом наслажденья.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Вӗсем чӑнах та усӑллӑ, эпӗ ӑна чухлатӑп; вӗсенчен пӗрне те ахаль туман, вӗсенче кашнинчех мӗн те пулин вӗреннӗ.

Они полезны, конечно, я это чувствую: каждая из них предпринята недаром, в каждой из них я что-нибудь узнал.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех