Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Пай: Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Максим Данилов-Чалдун

Ҫӑлкуҫ: Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫул: 1948; Хушнӑ: 2020.06.12 16:24

Пуплевӗш: 1119; Сӑмах: 10708

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫамрӑклӑх ҫӗнтерчӗ. Корчагина тиф вӗлереймерӗ. Павел вилӗм чикки урлӑ тӑватӑ хутчен каҫрӗ, халь акӑ ӗнтӗ самайланса пырать. Пӗр уйӑх выртнӑ хыҫҫӑн вӑл начарланса, шуралса кайнӑскер, хӑйӗн тӗрексӗр урисем ҫине тӑчӗ те, амӑшӗ пулӑшнипе, чӳрече патне ҫитрӗ, чылайччен ҫул ҫине пӑхса тӑчӗ. Тулта юр ирӗлнипе кӳлленсе ларнӑ шыв унта та кунта йӑлтӑртатать. Урамра ҫуркунне умӗнхи пирвайхи ӑшӑ ҫанталӑк.

Чӳречене хирӗҫ, чие туратти ҫинче, Павел ҫине хӑйӗн йӑскӑн куҫӗсемпе шиклӗн пӑхкаласа, сӑрӑ пӗсехеллӗ ҫерҫи тӗкӗсене тӑратса ларать.

— Хӗле ҫапах та пурӑнса ирттертӗмӗр пулать эпир иксӗмӗр? — терӗ Павел хуллен, чӳречене кӑшт шаккаса илсе.

Амӑшӗ ун ҫине шикленсе пӑхса илчӗ.

— Кампа калаҫатӑн эсӗ унта?

— Ҫерҫипе эпӗ… Вӗҫсе кайрӗ, йӑскӑнскер, — терӗ те Павел кӑшт ҫеҫ кулса илчӗ.

Ҫуркунне кӗрлесе ҫитрӗ. Корчагин хулана таврӑнасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. Вӑл ӗнтӗ утса ҫӳремелӗх ҫителӗклех вӑй илчӗ, анчах организмӗнче тем ырӑ мар япала пулса пырать. Пӗррехинче, садра уткаласа ҫӳренӗ хушӑра, ун ҫурӑм шӑмми кӗтмен ҫӗртен ыратса кайрӗ те вӑл ҫӗре тӑсӑлса ӳкрӗ. Аран-аран пӳрте ҫитсе выртрӗ. Тепӗр кунне ӑна тухтӑр питӗ те тӗплӗн пӑхрӗ. Вӑл ҫурӑм шӑмми тӗлӗнче темӗнле путӑк тупрӗ те, тӗлӗнсе:
— Ха… Мӗнле пулнӑ япала ку сирӗн? — тесе ыйтрӗ.

— Вӑл, тухтӑр, мостовой чулӗн йӗрри. Ровно хули ҫывӑхӗнче ман хыҫра шоссене снаряд сирпӗнтерсе кӑларчӗ…

— Епле ҫӳренӗ эсир халиччен? Сире вӑл кансӗрлеместчӗ-и?

— Ҫук. Ун чухне эпӗ пӗр-ик сехет выртрӑм та каллех лаша ҫине утлантӑм. Акӑ халь вӑл пуҫласа хӑй ҫинчен аса илтерчӗ.

Тухтӑр, салхуланса, путӑка тата тепӗр хут пӑхрӗ.

— Ҫапла, тусӑм, пит лайӑх мар япала. Ҫурӑм шӑмми ҫавнашкал кисрентернине юратмасть. Анчах малашне вӑл хӑй ҫинчен аса илтермӗ тесе шанӑпӑр. Тумланӑр, Корчагин юлташ.

Тухтӑр хӑйӗн пациенчӗ ҫине шеллесе тата куҫа курӑнмаллах хурланса пӑхса илчӗ.

Артём хӑйӗн сӑн-сӑпат тӗлӗшӗнчен савӑнтармаллах мар ҫамрӑк арӑмӗн, Стёшӑн, килӗнче пурӑнать. Стёша кил-йышӗ чухӑн хресченрен. Пӗрре Павел Артём патне пычӗ. Пӗчӗк те пылчӑклӑ картишӗнче вараланса пӗтнӗ хӑнчӑр куҫлӑ ача чупса ҫӳрет. Вӑл Павела курчӗ те нимӗн именмесӗр куҫӗсемпе тӗллерӗ, ҫине тӑрсах пӳрнипе сӑмси шӑтӑкне чаваласа, Павелтан ыйтрӗ:

— Мӗн кирлӗ сана? Эсӗ мӗн те пулин вӑрлама килмен-и? Тухса кай часрах, атту пирӗн анне ҫиленет!

Лутра кивӗ пӳртӗн пӗчӗк ҫеҫ чӳречи уҫӑлчӗ те Артём чӗнсе илчӗ:

— Кӗр, Павлуша!

Кӑмака умӗнче, аллине ухват тытса, пергамент пек сарӑхнӑ карчӑк тем аппаланать. Вӑл Павела кӑмӑлламан куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те, хӑнана хӑй патӗнчен ирттерсе ярса, чугунӗсене кӗмсӗртеттерме пуҫларӗ.

Икӗ хӗрача, кӗске ҫивӗтлӗскерсем, кӑмака ҫине хӑвӑрт хӑпарса кайса, унтан кайӑксем пек сӑнама тытӑнчӗҫ.

Сӗтел хушшинче кӑшт именнӗ Артём ларать. Вӑл авланнине амӑшӗ те, шӑлнӗ те ырламаҫҫӗ. Тӗп пролетари ҫынни Артём, тем пирки чипер сӑн-сӑпатлӑ ҫӗвӗҫ-работница Гальӑпа виҫӗ ҫул хушши пынӑ туслӑха татрӗ те пилӗк ҫынлӑ, пӗр ӗҫлекен ҫук ҫемьене, нимӗнпе те палӑрса тӑман Стёша патне, киле кӗчӗ. Ак халь ӗнтӗ вӑл кунта депори ӗҫ хыҫҫӑн хӑйӗн мӗнпур вӑйне плуга кӳлсе, юхӑннӑ хуҫалӑха ҫӗнетме тӑрӑшать.

Артём хӑй, Павел калашле, «вакбуржуаллӑ стихия еннелле куҫнине» шӑлнӗ ырламаннине пӗлет, ҫавӑнпа вӑл халь шӑлнӗ кунти пурӑнӑҫа мӗнле хак парасса сӑнать.

Курнӑҫнӑ чух калаҫакан яланхи пек сӑмахсемпе пуплешкелесе ларнӑ хыҫҫӑн, Павел кайма тӑчӗ.

Артём чарчӗ:

— Тӑхта, апат ҫи пирӗнпе. Стёша халех сӗт илсе килет. Апла ыран каятӑн пулать? Анчах сывлӑху хавшакрах-ха санӑн, Павка.

Пӳрте Стёша кӗчӗ, Павела сывлӑх сунчӗ, Артёма анкартине кайса, темскер тума чӗнчӗ.

Чӳречерен чан сасси илтӗнчӗ. Карчӑк ухватне тӑратрӗ те кӑмӑлсӑр пулса:
— Воспоти сусе, шуйттан ӗҫӗпе кӗл тума та ереҫместӗн, — тесе мӑкӑртатса илчӗ.
Унтан вӑл ӗнси ҫине анса ларнӑ тутӑрне салтрӗ, килнӗ хӑна ҫине чалӑшшӑн пӑхса, тӗксӗмленнӗ святойсен сӑнӗсене лартса тултарнӑ кӗтессе пычӗ. Виҫӗ ырхан пӳрнине пӗр чӗптӗме чӑмӑртаса, сӑхсӑхма пуҫларӗ.

— Эй, ҫӳлти аттемӗр, санӑн яту хисеплентӗр, — пӑшӑлтатма тытӑнчӗ карчӑк хӑйӗн типсе кайнӑ тутисемпе.

Картишӗнче ача усӑк хӑлхаллӑ сысна ҫине сиксе утланса ларчӗ. Хартлатса, вӗткеленсе ҫаврӑнкалакан сыснана вӑл, аллисемпе шӑртӗнчен ҫатӑртаттарса тытса, ҫара урисемпе хӗстерсе хыттӑн тӑкӑрлать те:
— Ноо, яра пар! Тпру, ан ашкӑн! — тесе кӑшкӑрать.

Сысна, ачана хӑй ҫинчен ӳкерсе хӑварма тӑрӑшса, карташ тӑрӑх чупать, анчах хӑнчӑр куҫлӑ куштан ун ҫинче питӗ ҫирӗп ларать.

Карчӑк кӗл тума пӑрахса, чӳрече патне пычӗ.

— Эп сана катаччи чуптарӑп, тытамак персе ӳкересшӗ! Ан сысна ҫинчен, мур илесшӗ, ҫӗр ҫӑтман ачи!

Сысна юлашкинчен ачана хӑй ҫинчен ывӑтса хӑварать, ҫакна кура кӑмӑлӗ тулнӑ карчӑк каллех турӑшсем еннелле ҫавӑрӑнса тӑчӗ. Вӑл сӑн-питне йӑвашлатса, каллех кӗлтума пуҫлать:

— Санӑн патшалӑху килтӗр…

Алӑкран макӑракан ача пырса кӗрет. Ыраттарнӑ сӑмсине ҫаннипе шӑлкаласа вӑл:
— Анне-е-е, хуран кукли пар! — тесе ӗсӗклет.

Карчӑк ҫилӗллӗн ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Кӗлтума та памасть, хӑнчӑр шуйттан. Акӑ эпӗ сана, йытӑ ҫурине, халех ҫитерсе ярам… — Карчӑк сак ҫинче выртакан чӑпӑрккана ярса тытрӗ.

Ача пӗр самантрах куҫран ҫухалчӗ.

Кӑмака ҫинчи хӗрсем хуллен кулса илчӗҫ.

Карчӑк виҫҫӗмӗш хут кӗлтума пуҫларӗ.

Павел ура ҫине тӑчӗ те, пиччӗшне кӗтмесӗрех, тухса кайрӗ. Калинккене хупнӑ хушӑра хӗрринчи чӳречере карчӑк пуҫӗ курӑнчӗ. Вӑл Павел тухса кайнине асӑрхать иккен.

«Мӗн мурӗ сӗтӗрсе килнӗ ҫакӑнта Артёма? Виличчен те тухасси пулмасть ӗнтӗ унӑн ҫакӑнтан. Акӑ Стёша ҫулсерен пӗрер ача туса пама пуҫлӗ. Вара Артём нӑра пекех навус ӑшне путать. Ҫитменнине депора ӗҫлеме те пӑрахӗ, — шухӑшлать хуйӑха ӳкнӗ Павел, хулан пушӑ урамӗсемпе утса пынӑ май. — Эпӗ ӑна политикӑллӑ пурӑнӑҫа хутшӑнтарас теттӗм».

Вӑл ыран хулана, хӑй тусӗсемпе хӑйне ҫывӑх ҫынсем пурӑнакан пысӑк хулана тухса каяссине аса илсе савӑнать. Пысӑк хула ӑна хӑйӗн хӑвачӗпе, чӗрӗ пурӑнӑҫӗпе, урамсенче вӗҫӗмсӗр ҫын хӗвӗшнипе, трамвайсем кӗмсӗртетнипе, автомобильсем кӑшкӑрнипе хӑй еннелле туртать. Пуринчен ытла унӑн пысӑк корпуссене, хӑрӑмланнӑ цехсене, машинӑсем патне, чӗнсем шӑппӑн чӑштӑртатса чупнӑ ҫӗре тавӑрӑнас килет. Кӑмӑл туртӑнать — катмар маховиксем васкаса чупакан ҫӗре, сывлӑшра машинӑсене сӗрекен ҫу шӑрши ҫапнӑ ҫӗре, хӑйне тӑванӑн туйӑнакан вырӑна. Кунта акӑ, шӑп ларакан хулара, урамсем тӑрӑх ҫӳресе, Павела темӗн пусса тӑнӑн туйӑнать. Ку пӗчӗк хула ӑна юттӑн та кичемӗн туйӑнни тӗлӗнтермест те ӗнтӗ? Ара, кӑнтӑрласенче урама тухса ҫӳреме те аван мар пек пулса ҫитрӗ. Крыльцасем ҫинче ларакан пакӑлти хӗрарӑмсем умӗнчен иртсе каймассерен, Павел вӗсем васкаса калаҫнине илтет.

— Пӑхӑр-ха, хӗрарӑмсем, ӑҫтан килнӗ-ха ку ярханах?

— Беркулезнӑй пулмалла, чихоткӑллӑ вӑл.

— Тужурки пит чаплӑ вара, тем каласан та, вӑрланӑскер пулас.

Ҫакӑн пек кӑмӑла кӳрентерекенни кунта урӑххи те темӗн чухлех.

Павел кунтан уйӑрӑлнӑранпа чылай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ. Халь уншӑн пысӑк хула ҫывӑхрах та тӑванрах туйӑнать. Унта ҫирӗп кӗлеткеллӗ, яланах пурӑнӑҫа хавас юлташсем.

Корчагин хӑй сисмесӗрех хыр ращи патне ҫитрӗ те ҫул юппи тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ. Сылтӑм енче — ҫӳлӗ те шӗвӗр тӗкмепе вӑрмантан уйӑрӑлса тӑракан кивӗ салху тӗрме, ун хыҫӗнче больницӑн пысӑк ҫурчӗсем. Ҫакӑнта ӗнтӗ, аслӑ площадьре, Вальӑпа унӑн юлташӗсем мӑйкӑчра пӑвӑнса вилнӗ. Павел вилӗм каштисем лартнӑ ҫӗрте шӑппӑн чарӑнса тӑчӗ те чӑнкӑ ҫыран патнелле утрӗ. Аяла анчӗ, тӑван масар тӳремлӗхне тухрӗ.

Такамӑн ӗҫчен аллисем пӗчӗк масара ешӗл картапа ҫавӑрнӑ, чылай вилтӑприсене чӑрӑш лӑссинчен тунӑ кӑшӑлсемпе илемлетнӗ. Ҫӳллӗ ҫыран ҫинче яштак хырсем ҫӳлелле кармашса лараҫҫӗ. Ҫамрӑк курӑк сӑрт ҫамкине симӗс пурҫӑн сӑрнӑ пек витсе илнӗ.

Кунта хула хӗрри. Лӑпкӑ та салху. Вӑрман хуллен кӑштӑртатать, сывлӑшра чӗрӗлнӗ ҫӗрӗн ҫуркуннехи шӑрши сисӗнет. Кунта — ҫуклӑхпа чухӑнлӑхра ҫуралнисене, ҫуралсанах чуралӑха кӗнисене пурне те илемлӗ пурӑнӑҫ туса парассишӗн хӑйсене шеллемесӗр вилнӗ хамӑр тӑвансем.

Павелӑн алли пуҫ ҫинчи картузне хуллен хыврӗ те чӗрене хурлӑх, пысӑк хурлӑх ҫавӑрса илчӗ.

Ҫыншӑн чи хакли вӑл — пурӑнӑҫ. Вӑл ӗмӗрте пӗрре пӗрре ҫеҫ килет, ӑна пӗлсе пурӑнса ирттермелле, — нимӗн тӗлсӗр иртнӗ ҫулсемшӗн чӗрене ыраттарса ӳкӗнмелле ан пултӑр, иртнӗ кунсенчи йӗрӗнчӗк те вак ӗҫсем сана намӑслантарса ан ҫунтарччӑр, вилес умӗн санӑн: пӗтӗм пурӑнӑҫупа пӗтӗм вӑйна тӗнчери чи ырӑ ӗҫе — этемлӗхе ирӗке кӑларассишӗн кӗрешес ӗҫе патӑм — тесе калама тивӗҫ пултӑр. Тепӗр енчен, пурӑнма та васкамалла. Мӗншӗн тесен, санӑн пурӑнӑҫна пӗр-пӗр сӗмсӗр чир е ӑнсӑртран килсе тухнӑ инкек татма пултарать.

Ҫак шухӑшсемпе Корчагин тӑван масар ҫинчен тухса утрӗ.

Амӑшӗ килте ывӑлне ҫула ӑсатса яма хурлансах хатӗрленет. Павел курать: амӑшӗ унран хӑй куҫҫульне пытарма тӑрӑшать.

— Тен каймӑн та-и, Павел? Кичем мана ватӑлӑхра пӗччен пурӑнма. Ачасем ҫителӗклӗ, анчах ӳссе ҫитеҫҫӗ те саланса пӗтеҫҫӗ. Мӗн туртать сана хулана? Кунта та пурӑнма пулать-вӗт. Е унта ху валли тӗкне касса янӑ путене ами тупрӑн-и? Нихӑшӗ те мана, карчӑка, нимӗн каласа памасть. Артём авланчӗ — пӗр сӑмах шарламарӗ, сан ҫинчен калаҫмалли те ҫук ӗнтӗ. Эпӗ сире пӗр сусӑрлансан ҫеҫ куратӑп, — терӗ амӑшӗ хуллен, ывӑлӗн мӗнпур пек пурлӑхне таса сумкӑна майласа чике-чике хунӑ май.

Павел ӑна хулпуҫҫийӗсенчен тытрӗ те хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ.

— Путене ами таврашӗ ҫук, анне! Эсӗ пӗлетӗн: кайӑксем хӑйсем валли ама юлташа хӑйсен йӑхӗнчен шыраҫҫӗ. Апла пулсан, сан шухӑшупа эпӗ путене аҫи пулатӑп-и?

Амӑшӗ ирӗксӗрех йӑлкӑшса илчӗ.

— Эпӗ, анне, буржуйсене тӗнчипе пӗтерсе ҫитериччен хӗрсене ачашламастӑп тесе хама-хам сӑмах панӑ. Мӗн, чылай кӗтмелле пулать тетӗн-и? Ҫук, анне, буржуй нумайлӑха тытӑнса тӑмасть… Пӗтӗм этемшӗн пӗр республика пулать, сире — ӗҫҫынни карчӑкӗсемпе старикӗсене — Италие яратпӑр, ҫавӑн пек ӑшӑ ҫӗршыв пур, вӑл тинӗс хӗрринче сарӑлса выртать. Унта нихӑҫан хӗлле пулмасть. Сире унта буржуйсен керменӗсене вырнаҫтарӑпӑр та ӑшӑтса пурӑнӑрах вара хӗвел ҫинче хӑвӑрӑн вата шӑмӑр-шакӑрсене. А эпир Америкӑна кайӑпӑр, буржуйсене пӗтерме.

— Пурӑнаймӑп ҫав эпӗ, ывӑлӑм, сан юмахри кунсене ҫитиччен. Сан пекех пысӑк ӗмӗтленекен ҫынччӗ санӑн кукаҫу та, моряк пулнӑ вӑл, шывсем тӑрӑх ишсе ҫӳретчӗ. Чӑн-чӑн разбойникчӗ, тур каҫартӑрах! Севастополь вӑрҫинчен, хӑйӗн чӑрсӑрлӑхне пула, урасӑр та алӑсӑр киле тавӑрӑнчӗ. Умне икӗ хӗрес те икӗ аллӑпуслӑх патша укҫи ҫакса янӑччӗ. Хӑй ҫапах та питӗ начар пурӑнӑҫпа вилчӗ. Хаяр ҫынччӗ вӑл, темӗнле влаҫа пуҫӗнчен туяпа ҫапнӑ та, тӗрмере пӗр ҫула яхӑн ларчӗ. Пӑкӑласах лартрӗҫ, хӗресӗсем те пулӑшаймарӗҫ. Пӑхатӑп та эпӗ сан ҫине, эсӗ те кукаҫунах хывнӑ.

— Мӗн вара эпир, анне, уйӑрӑлас куна кичемлететпӗр капла? Пар-ха хуткупӑса, чылайранпа алла тытман ӑна.

Пуҫне перламутр клавишсен речӗ ҫине усрӗ. Амӑшӗ унӑн музыкин ҫӗнӗ ҫеммисене итлесе, тӗлӗнсе кайрӗ.

Ӗлӗкхи пек мар калать Павел. Ҫук халь ӗнтӗ ун музыкинче ӗлӗкхи пек асар-писер тӑвӑл, маттурӑн ахӑрттарса яни, сассене кӑмӑла ҫӗклесе ямалла вӗлтӗртеттерсе илни, ӳсӗр ҫын пек пуҫсӑрланса янӑратни; ҫавна пула-ҫке ҫамрӑк купӑсҫӑ Павка ӗлӗк пӗтӗм хулипе чапа тухнӑччӗ.

Халӗ унӑн музыки йӗркеллӗн кӗвӗленсе пырать. Вӑл хӑйӗн вӑйне ҫухатман, анчах халӗ темӗнле тарӑнрах илтӗнет.

Вокзала пӗччен пычӗ.

Амӑшне каллех ӳкӗтлесе хӑварчӗ, сывпуллашнӑ чух ӑна куҫҫуль юхтарттарас мар терӗ.

Поезд ҫине пурте чӑрсӑрланса кӗрсе тулчӗҫ. Павел чи ҫӳлти ирӗк вырӑна йышӑнчӗ те унтан проходсенчи кӑшкӑрашакан, лара-тӑра пӗлмен ҫынсене сӑнама тытӑнчӗ.

Пурте михӗсем сӗтӗре-сӗтӗре кӗреҫҫӗ, вӗсене сак айӗсене тӗркелесе чикеҫҫӗ.

Поезд тапрансан, кӑшт лӑпланчӗҫ, яланхи пекех антӑхса апат ҫиме тытӑнчӗҫ.

Павел часах ҫывӑрса кайрӗ.

Вӑл чи малтан кӗрес тенӗ ҫурт хула варринче, Крещатик урамӗнче ларать. Хуллен хӑпара пуҫларӗ картлашка тӑрӑх. Пурте ӗлӗкхиех, нимӗн те улшӑнман. Аллине яка карлӑк тӑрӑх шутарса, кӗпер ҫийӗпе утрӗ.

Кӗпер вӗҫне тухрӗ, халӗ аялалла анмалла. Чарӑнчӗ, кӗпер ҫинче пӗр чун та ҫук. Вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпере тӗттӗм ҫӗр куҫ умне тӗлӗнмелле картина тӗрлесе хунӑ. Пӗтӗм горизонта хура пуставпа карса илнӗ, фосфорит ҫуттипе вӗлтлетеҫҫӗ шутсӑр нумай ҫӑлтӑрсем. Аяларах, пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ тӗлте, хӑйӗн миллион ҫутипе тӗттӗмре хула ялкӑшать…

Корчагина хирӗҫ картлашка тӑрӑх темиҫен хӑпараҫҫӗ. Хӗрсе тавлашакан ҫынсем кӑшкӑра-кӑшкӑра калаҫни каҫхи шӑплӑха ҫурса пӑрахать. Павел, хула ҫутисем ҫинчен куҫне илсе, аялалла ана пуҫларӗ.

Крещатик урамӗнче, округри Уйрӑм пайӑн пропусксем паракан бюровӗнче, дежурнӑй комендант Корчагина Жухрай хулара чылайранпа ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ.

Павела тӗрлӗ ыйтусем паркаласа, чылайччен пӑркаларӗ вӑл, вара Жухрайпа чӑнах та пӗлӗшлӗ иккенне пӗлсе ҫитсен тин, тӗрӗссине каласа пачӗ: Фёдора Ташкента, Туркестан фронтне, ӗҫлеме куҫарнӑ. Павел, чунӗ ыратнипе, малалла ыйтса та тӑмарӗ, нимӗн чӗнмесӗр ҫаврӑнчӗ те урама тухрӗ. Шӑмшак сасартӑках йывӑрланса ҫитни ӑна крыльца картлашки ҫине лартрӗ.

Урамра чанкӑртатса, кӗмсӗртетсе трамвай иртсе кайрӗ. Тротуарсем тӑрӑх вӗҫӗмсӗр этем юхать. Чӗрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнан хула — пӗрре хӗрарӑмсен телейлӗ кулли, тепре арҫынӑн хулӑн басӗ, е яш-кӗрӗмӗн янравлӑ сасси, е ватӑ ҫыннӑн хӑйӑлтатса тухакан ӳслӗкӗ илтӗнсе каять. Этем юххи вӗҫӗмсӗр, утӑмсем яланах васкавлӑ. Ҫап-ҫутӑ трамвайсем, автомобиль хунарӗсем йӑлтӑртатса илни, ҫывӑхри кино умӗнчи реклама тавра ҫунакан электролампӑсен пушарӗ. Ӑҫта пӑхнӑ унта этем, урама чарӑнми калаҫупа тултаракан ҫынсем. Ҫапла пулнӑ пысӑк хула каҫӗ.

Аслӑ урамри шавпа хӗвӗшӳ Фёдор хуларан тухса кайнине пӗлнӗрен чунӗ ыратнине кӑшт туйӑнми турӗҫ. Анчах ӑҫта каяс? Туссем пурӑнакан Соломенкӑна тавӑрӑнас — инҫе. Павел куҫӗ умне хӑй тӗллӗнех кунтан инҫех те мар, Ҫавра-Университет урамӗнче ларакан ҫурт тухса тӑчӗ. Паллах, вал халех унта каять. Ара, Фёдор хыҫӗнчен курас тенӗ пӗрремӗш юлташ Рита-ҫке. Унтах, Аким патӗнче, ҫӗр каҫма та пулать.

Инҫетренех ҫӳлте, кӗтесри чӳречере, ҫутӑ пуррине курчӗ. Хӑйне хӑй лӑпкӑрах тытма тӑрӑшса, юман алӑка хӑй енне туртрӗ. Площадка ҫинче пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ. Алӑкӑн шал енче, Рита пӳлӗмӗнче, сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, такам гитара калать.

«Охо, апла пулсан Рита гитарӑна та хирӗҫ мар-мӗн? Пурӑнӑҫ йӗркисене лӑнчӑлатнӑ» — шухӑшласа илчӗ те Корчагин, алӑка чӑмӑрӗпе хуллен шаккарӗ. Хӑй хумханнине сиссе, тутине ҫыртрӗ.

Алӑка тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗ кӑтраланса тӑракан палламан ҫамрӑк хӗрарӑм уҫрӗ. Вӑл Корчагин ҫине темӗн ыйтас пек тӗллесе пӑхрӗ.

— Сире кам кирлӗ?

Хӗрарӑм алӑка хупмасӑр тӑрать. Павелшӑн, пӳлӗм урӑхланнине кӑшт курса илнипех, ответ мӗнле пуласси паллӑ пулчӗ.

— Устиновича курма пулать-и?

— Вӑл ҫук, январьтех Харькова кайнӑ, Харьковран Мускава куҫнӑ тенине те илтнӗччӗ.

— А Аким юлташ кунта пурӑнать-и е вӑл та кайнӑ?

— Аким юлташ та ҫук. Халь вӑл Одессӑра, губкомол секретарӗ.

Павелӑн каялла ҫаврӑнса каясси ҫеҫ юлчӗ. Хулана килнипе савӑнасси тӗксӗмленчӗ.

Халӗ ӗнтӗ унӑн ӑҫта ҫӗр каҫасси ҫинчен лайӑхах шутламалла.

— Капла туссене шыраса ҫӳресе пӗтӗм урусене ҫӗмӗрсе пӗтерӗн, тупасса никама тупаймӑн, — мӑкӑртатса илчӗ Корчагин, кӑмӑлне пусарма тӑрӑшса. Ҫапах та вӑл тата тепӗр хут телей шыраса пӑхма — Панкратова шыраса тупма шухӑш тытрӗ. Грузчик пристань ҫывӑхӗнче пурӑнать, ун патне кайма Соломенкӑна каяссинчен ҫывӑхрах.

Анчах ывӑнса ҫитнӗ Корчагин юлашкинчен Панкратов хваттерӗ патне ҫитрӗ те, охрӑпа сӑрланӑ алӑка шаккаса, татӑклӑнах шутласа хучӗ: «Ку та пулмасан, текех сӗтӗрӗнсе те ҫӳреместӗп. Пӗр-пӗр кимӗ айне кӗрсе выртатӑн та ҫӗр каҫатӑп».

Алӑка пуҫне янах айӗнченех тутӑр ҫавӑрса ҫыхнӑ Панкратов амӑшӗ уҫрӗ.

— Игнат килте-и, асанне?

— Тин ҫеҫ килчӗ. Эсир ун патне-и?

Вӑл Павела паллаймарӗ, каялла ҫаврӑнчӗ те:
— Генька, кунта сан патна килчӗҫ, — тесе чӗнчӗ.

Павел унпа пӗрлех пӳрте кӗрсе, хутаҫҫине урайне хучӗ. Сӗтел хушшинче ларакан Панкратов, ҫӑкӑр чӗллин юлашкине чӑмласа, пуҫне ун енне ҫавӑрчӗ.

— Ман пата килнӗ пулсан, лар та кала, эпӗ ҫак тирӗк борща ҫавӑрса хурам-ха, атту иртенпе шывсӑр пуҫне нимӗн те курман. — Ҫапла каларӗ те аллине пысӑк йывӑҫ кашӑк тытрӗ.

Павел ун аяккине шӑтӑк пукан ҫине ларчӗ. Пуҫӗнчи картузне хывса, ӗлӗкхи йӑлипе унпа ҫамкине шӑлса илчӗ.

«Генька та паллаймарӗ, ниушлӗ эпӗ ҫав териех улшӑннӑ?»

Панкратов ик-виҫӗ кашӑк сыпрӗ те, хӑнаран нимӗнле ответ илтейменнине кура, пуҫне ун енне ҫавӑрчӗ.

— Ну, кала, мӗн унта санӑн?

Ҫӑкӑр чӗллине тытнӑ алли ҫӑварӗ патне пынӑ ҫӗртех чарӑнчӗ. Панкратов куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ.

— Е… тӑхта-ха… Тьфу, ку епле капла!

Унӑн пичӗ тинкерсе пӑхнипе хӗрелсе кайнине кура, Корчагин чӑтса тӑраймарӗ, ахӑлтатса ячӗ.

— Павка! Ара эпир сана пӗтнӗ тесе шутланӑ-ҫке!.. Чим! Мӗн ятлӑччӗ-ха эсӗ?

Панкратов кӑшкӑрашса калаҫнине илтсе, юнашар пӳлӗмрен аппӑшӗпе амӑшӗ чупса тухрӗҫ. Юлашкинчен виҫҫӗшӗ те хӑйсен умӗнче чӑн-чӑн Корчагинах тӑнине хӑйсен куҫӗпех курчӗҫ.

Пӳртре пурте ҫывӑраҫҫӗ, Панкратов ҫаплах юлашки тӑватӑ уйӑх хушшинче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа ларать.

— Жаркий, Митяй хӗллех Харькова кайрӗҫ. Пули-пулми ҫӗре мар тата, мурилесшӗсем, Коммунистла университета. Ванькӑпа Митяй университета кӗме хатӗрлекен курса кайрӗҫ. Эпир пӗр вунпилӗк ҫын пухӑнтӑмӑр. Ал хӗрсе кайнӑ май эпӗ те заявлени ҫырса патӑм. Пуҫ мимине кӑшт ҫӑралатас тенӗччӗ-ҫке, атту вӑл ман кӑшт шӗвӗрех. Анчах комиссире мана хӑйӑр ҫине лартрӗҫ.

Панкратов ҫилӗллӗн мӑшлата-мӑшлата малалла калать:

— Малтан ман ӗҫсем яп-яках пычӗҫ. Статьисем пурте шӑп та шай килсе пыраҫҫӗ: партбилет пур, комсӑра тӑнӑ стаж ҫителӗклӗ, мӗнле ӗҫре тӑнисемпе мӗнле йӑхран тухнисем пирки никам та пырса ан тӗкӗн, анчах ӗҫ политпроверкӑна ҫитрӗ те — манӑн вара кунта ӗҫсем чиперех пулаймарӗҫ.

Комиссири пӗр юлташ ҫирӗ ман пуҫа. Вӑл ман умма кӑштӑрт пӗр ыйту кӑларса хучӗ: «Калӑр-ха, Панкратов юлташ, философирен эсир мӗн-мӗн пӗлетӗр?» А пӗлесси ӗнтӗ манӑн, паллах, нимӗн те пулман. Анчах ҫавӑнтах аса илетӗп, пирӗн пӗр грузчик пурччӗ, гимназист, ҫапкаланчӑк. Грузчике вӑл вӗҫкӗнленсе ҫеҫ кӗнӗ. Пӗрре вӑл пире акӑ мӗн каласа пачӗ: тахҫан авал Грецире хӑйсене хӑйсем пит нумай пӗлекен ҫынсем тесе шутлакан учӗнӑйсем пулнӑ, философсем тенӗ вӗсене. Ҫавсенчен пӗри, хушаматне халь астумастӑп, Идеоген пулас, пӗтӗм пурӑнӑҫне пичкере пурӑнса ирттернӗ, ну тата ытти те… Вӗсем хӑйсен хушшинче: кам хурана шурӑ, шурра хура тесе хӗрӗх хутчен ӗнентерме пултарать, ҫавна чи лайӑх спец тесе шутланӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем суеҫӗсем пулнӑ. Ну вот, ҫав гимназист каласа панине аса илетӗп те шухӑшлатӑп: «Е-хе, ку комисси членӗ мана ав хӑш енчен чӗпӗтесшӗн», тетӗп. А лешӗ ман ҫине пӑха-пӑха илет. Ну, эпӗ лаплаттарса хутӑм: «Философи вӑл пӗр пушӑ сӑмаха ҫапни ҫеҫ, чӑн япалана тӗтрелетни кӑна, — терӗм. — Манӑн, — терӗм, — юлташсем, ун пек лӑпӑр-лапӑрпа аппаланма пӗртте кӑмӑл туртмасть. Парти историйӗ пулсан, чунтанах», — терӗм. Ак тытӑнчӗҫ вара хайхисем мана лутӑркама, ӑҫтан тупнӑ эсӗ философи ҫинчен кун пек сӑмахсене, теҫҫӗ. Эпӗ гимназист каланисене аса илсе тата тем япала хушса хутӑм, куна илтсен, пӗтӗм комисси ахӑлтатса кулса ячӗ. Кӗрсе лартӑм вара, лармаллипех. «Мӗн эсир мана ухмах вырӑнне хуратӑр-им?» тетӗп. Ҫӗлӗке тӑхӑнатӑп та килелле уттаратӑп.

Кайран ҫав комисси членӗ мана губкомра тӗл пулчӗ те пӗр виҫӗ сехет пулӗ калаҫса ларчӗ. Гимназист арпаштарса пӗтернӗ-мӗн. Философи — пысӑк та ӑслӑ ӗҫ-мӗн.

Дубавӑпа Жаркий авӑ чиперех ирттерсе ячӗҫ. Ну, Митяй хытӑ вӗренетчӗ, Жаркий вара манран инҫех каяйман. Тем тесен те ӑна орденах пулӑшрӗ пулмалла. Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ типпе ларса юлтӑм. Мана кунта пристаньсем ҫинче хуҫалӑхпа ҫавӑрттарма тӑратрӗҫ. Халь эпӗ тавар пристанӗн начальникӗн заместителӗ пулса ӗҫлетӗп. Ӗлӗксенче эпӗ пуҫлӑхсемпе яланах ҫамрӑксен тӗрлӗ ыйтӑвӗсем пирки тытӑҫса пурӑнаттӑм, халь акӑ хуҫалӑх ӗҫне хамӑн ертсе пымалла пулчӗ. Халь тепӗр чухне ҫакӑн пек япала та пулать: сӑмахран, сан аллу айне пӗр-пӗр кахал е мӑран сӗлеке ҫакланать те, ну, пӗҫертме тытӑнатӑн вара ӑна — начальник ячӗпе те, секретарь ячӗпе те. Тӳрех калас пулать, ун пеккисем мана ниепле те лартас ҫук. Хам ҫинчен кайран. Мӗн-мӗн ҫинчен. каласа параймарӑм-ха тата эпӗ сана? Аким ҫинчен пӗлетӗн, ӗлӗкхисенчен губкомра пӗр Туфта ҫеҫ хӑй вырӑнӗнче ларать. Токарев Соломенкӑра парти райкомӗнче секретарь пулса ӗҫлет. Райкомолра Окунев, сан коммунщику. Политҫут — Таля. Мастерскойӗнче сан вырӑнта — Цветаев, эпӗ ӑна сахал пӗлетӗп, губкомра пӗр-пӗрне куркалатпӑр, ухмах мар пулас, анчах хӑйне хӑй асла хураканскер. Анна Борхарта астӑватӑн пулӗ, вӑл та Соломенкӑра, парти райкомӗн хӗрарӑм пай пуҫлӑхӗ. Ыттисем ҫинчен эпӗ сана каласа патӑм. Ҫапла, Павлуша, парти пайтахӑшне вӗренӳ ӗҫне куҫарчӗ. Кӗпӗрнери совпартшколта ӗлӗкхи актив пӗтӗмпех кӗнеке тытса ларать. Килес ҫул мана та вӗренме ярас тесе калаҫаҫҫӗ.

Ҫурҫӗр иртнӗ хыҫҫӑн чылай вӑхӑтран ҫеҫ ҫывӑрса кайрӗҫ. Ирхине, Корчагин вӑраничченех, Игнат пристане тухса кайнӑ. Унӑн аппӑшӗ Дуся, шӑлнӗпе пӗр сӑнлӑрах тӗреклӗ хӗр, тӗрлӗ пули-пулмисем ҫинчен калаҫкаласа, хӑнана чей ӗҫтерчӗ. Панкратовӑн ашшӗ, пароход ҫинче машинист пулса ӗҫленӗскер, таҫта кайнӑ-мӗн.

Корчагин тухса кайма хатӗрленчӗ. Сывпуллашнӑ чух, Дуся ӑна:
— Ан манӑр, эпир сана кӑнтӑрлахи апата кӗтетпӗр, — тесе асӑрхаттарчӗ.

Губкомра яланхи пекех халӑх хӗвӗшет. Алӑкӗ канӑҫ пӗлмест. Коридорсемпе пӳлӗмсенче халӑх туллиех, ӗҫсен управлени алӑкӗн шал енче машинӑсем ҫатӑртатаҫҫӗ.

Павел, пӗр-пӗр паллакан ҫынна тӗл пулмӑп-и тесе, коридорта пӑхкаласа тӑчӗ те, никамах та ҫуккине кура, секретарь пӳлӗмне кӗчӗ. Пысӑк ҫыру сӗтелӗ хушшинче кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ губком секретарӗ ларать. Вӑл Корчагин ҫине кӑшт пӑхса илчӗ те, пуҫне ҫӗклемесӗрех, малалла ҫыра пуҫларӗ.

Павел ӑна хирӗҫ ларчӗ, Аким заместительне тинкерсе пӑха пуҫларӗ.

— Мӗнле ыйтупа? — тесе ыйтрӗ секретарь, ҫырса тухнӑ хут вӗҫне пӑнчӑ лартса.

Павел ӑна хӑйӗн историне каласа пачӗ.

— Мана, юлташ, ҫӗнӗрен чӗрӗ ҫынсен списокне кӗртмелле те мастерскойсене ӗҫлеме ямалла. Пар-ха ҫавӑн пек хушу.

Секретарь пукан хыҫӗ ҫинелле тайӑнса ларчӗ. Татӑклӑнах мар ответ пачӗ:

— Паллах, сана комсомола тавӑратпӑр, ун ҫинчен калаҫмалли те ҫук. Анчах мастерскойсене яма аванах мар, унта халь Цветаев ӗҫлет, губкомӑн юлашки составӗн членӗ. Эпир сана урӑх вырӑн паратпӑр.

Корчагинӑн куҫӗсем хӗсӗнчӗҫ:

— Эпӗ мастерскойсене Цветаева ӗҫлеме кансӗрлеме мар каясшӑн. Цеха эпӗ коллективӑн секретарӗ пулма мар, хамӑн специальноҫпе каятӑп, халлӗхе манӑн вӑй-халсем хавшакрах, ҫавӑнпа мана урӑх ҫӗре ан ярӑр тесе ыйтатӑп.

Секретарь килӗшрӗ. Хут ҫине пӗр-икӗ сӑмах ҫырчӗ.

— Парӑр Туфта юлташа, вӑл пӗтӗмпех майлаштарӗ.

Учраспредра Туфта хӑйӗн помощникне — учётчика — тӗк татнӑ пек тӗпӗртеттерет. Павел ку харкашӑва ҫур минута яхӑн итлесе тӑчӗ, анчах вӗсен шӑй-шайӗ вӑраха каясса шутласа илсе, хӗрсе кайнӑ учраспредчика чарчӗ.

— Кайран вӑрҫса пӗтерӗн, Туфта. Акӑ сана записка, атя-ха манӑн документсене йӗркене кӗртер.

Туфта пӗрре хут ҫине, тепре Корчагин ҫине пӑха-пӑха чылайччен тӗлӗнсе тӑчӗ. Юлашкинчен тӑна кӗчӗ.

— Э! Апла эсӗ вилмен пулать? Анчах мӗнле тӑвас ӗнтӗ халь? Сана эпир списоксенчен кӑларса пӑрахнӑ карточкуна эпӗ Цекана хамах ярсаччӗ. Тепӗр енчен тата эсӗ пӗтӗм Российӗпе пулса иртнӗ перепиҫе те кӗмен. Комсомолӑн Центральнӑй Комитечӗ янӑ циркуляр тӑрӑх, перепиҫре пулманнисене кӑларса пӑрахмалла. Ҫавӑнпа халь сана валли пӗр май ҫеҫ юлать, — санӑн ыттисемпе пӗр танах ҫӗнӗрен кӗмелле пулать, — терӗ Туфта нимӗн хирӗҫлеме паман сасӑпа.

Корчагинӑн питҫӑмартисем турткаланса илчӗҫ.

— Эсӗ ӗлӗкхи пекех-им? Ху ҫамрӑк каччӑ, анчах кӗпӗрне архивӗнчи ватӑ йӗкехӳререн те усалрах. Хӑҫан ҫын пулӑн эсӗ, Володька?

Туфта пӑрҫа ҫыртнӑ пекех сиксе ӳкрӗ.

— Мана нотацисем вуласа ан тӑр, хам ӗҫшӗн, эпӗ хам ответ тытатӑп. Циркулярсене пӑсса пурӑнма ҫырмаҫҫӗ. А «йӗкехӳре» тесе кӳрентернӗшӗн эпӗ сана ответ тыттаратӑп.

Юлашки сӑмахӗсене Туфта юнанӑ майлӑн каларӗ, хӑй ҫавӑнтах калаҫу пӗтнине пӗлтерсе, аллине юлашки почтӑпа килнӗ хутсем еннелле тӑсрӗ.

Павел васкамасӑр алӑк патнелле утрӗ, анчах тем аса илчӗ те, сӗтел патне ҫаврӑнса, Туфта умӗнче выртакан секретарь ҫырса панӑ хута илчӗ. Учраспредчик Павел мӗн хӑтланассине сӑнаса тӑрать. Туфта, усал та чӑкраш ҫамрӑк старик, пысӑк та ҫивӗч хӑлхаллӑскер, куҫа йӗрӗнтерет, ҫав вӑхӑтрах ун ҫине пӑхса кулса ярас килет.

— Юрать, — терӗ Павел йӗкӗлтемелле лӑпкӑн. — Мана «статистикӑна йӗркерен кӑларнӑшӑн», паллах, айӑплама пулать, анчах ҫын чирлеме те, вилме те пултарать, вӑл тӗлӗшрен нимӗнле цируляр та ҫук пулас. Ҫавӑн пек пӗр-пӗр ҫын заявлени памасӑрах вилнӗ пулсан, ун пеккине эсӗ мӗнле майпа айӑплама ӑс ҫитеретӗн?

— Ха-ха-ха! — тесе ахӑрса ячӗ Туфта помощникӗ, текех сас памасӑр чӑтса тӑма пултараймасӑр.

Туфта аллинчи кӑранташ вӗҫӗ шатӑрт хуҫӑлчӗ. Вӑл ӑна урайне вӑркӑнтарчӗ, анчах ҫиленнӗ ҫынна ответ парса ӗлкереймерӗ. Пӳлӗме хыттӑн калаҫса, кулса, темиҫе ҫын пырса кӗчӗҫ. Вӗсем хушшинче Окунев та пур. Тӗлӗнсе хавасланасси, тӗпчесе пӗлессин вӗҫӗ те тупӑнмасть. Тата темиҫе минутран каллех тепӗр ушкӑн ҫамрӑксем кӗчӗҫ, ҫамрӑксем хушшинче Юренева та пур. Вӑл Павелӑн аллине, нимӗнле мар пулса, анчах хавассӑн вӑрахчен чӑмӑртаса тӑчӗ.

Павела каллех хӑй ҫинчен пӗтӗмпех каласа партарчӗҫ. Юлташӗсем чунтан савӑнни, пӗтӗм кӑмӑлтан туслӑн йышӑнни, ӑна хӗрхенни, алла хыттӑн чӑмӑртани, ҫурӑмран витӗмлӗн те туслӑн лӑпкани — ҫавсем пурте Павела Туфта ҫинчен мантарсах ячӗҫ.

Юлашкинчен Павел Туфтӑпа мӗнле калаҫни ҫинчен те каласа пачӗ. Ку пурне те ҫилентерсе ячӗ. Ольга Туфта ҫине ҫисе ярас пек пӑхса илчӗ те секретарь пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ.

— Атя Нежданов патне! Вӑл унӑн сӑмсине часах тӳрлетсе ярӗ. — Ҫапла каларӗ те Окунев, Павела хулӗнчен тытрӗ, вӗсем пӗтӗм ушкӑнӗпех Ольга хыҫҫӑн кӗрсе кайрӗҫ.

— Ӑна вырӑнтан кӑлармалла та Панкратов патне пӗр ҫуллӑха пристань ҫине грузчика ямалла. Туфта вӗт вӑл чӑн-чӑн бюрократ! — хӗрсех кӑшкӑрать Ольга.

Окунев, Ольга тата ыттисем те Туфтӑна учраспредран кӑларма ыйтнине губком секретарӗ лӑпкӑн итлесе ларать, ларсан-ларсан йӑл кулса илет.

— Корчагина каялла илесси ҫинчен калаҫмалли те ҫук, член билечӗ ӑна халех ҫырса параҫҫӗ, — тесе лӑплантарать Ольгӑна Нежданов. — Туфтӑна эсир формалист тенипе эпӗ те килӗшетӗп. Ку унӑн тӗп ҫитменлӗхӗ. Анчах вӑл учёт ӗҫне лайӑхлатса ҫитернине йышӑнмаллах. Ӑҫта кӑна ӗҫлемен эпӗ, пур ҫӗрте те комсомол комитетӗнчи учёт ӗҫӗ — сӗм вӑрман, пӗр цифрине те ӗненмелле мар. Анчах пирӗн учраспредра вӑл ӗҫ лайӑх пулса пырать. Хӑшпӗр чухне Туфта хӑйӗн пӳлӗмӗнче ҫӗрлеччен ларнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: вырӑнтан ӑна кирек хӑҫан та кӑларма пулать, ну, калӑпӑр, ун вырӑнне эпир уҫӑ кӑмӑллӑ, анчах ниме юрӑхсӑр учётчика лартӑпӑр, бюрократизм вара, паллах пулас ҫук, анчах учёт та пулас ҫук. Ан тив, ӗҫлетӗр. Эпӗ ӑна пӗр-пӗр чухне лайӑх кӑна мунча кӗртӗп. Мунча кӗртни ӑна пӗр вӑхӑтлӑха пулӑшма тивӗҫ, кайран унта курӑпӑр.

— Юрӗ, ҫӑва патне ӑна, — килӗшрӗ Окунев. — Атя, Павлуша, Соломенкӑна. Паян пирӗн клубра актив пуххи. Сан ҫинчен унта никам та пӗлмест-ха, тӗлӗнмелле пулать вӗт, сасартӑках: «Сӑмах Корчагин илет» тесен. Маттур эсӗ, Павел, вилмен. Мӗн усси пулӗччӗ вара пролетариата эсӗ вилнӗ пулсан? — шӳтлесе илчӗ Окунев Корчагина ытамласа, коридоралла тӗртсе кӑларса.

— Ольга, эсӗ пыратӑн-и?

— Пыратӑп.

Панкратовсем Павела кӑнтӑрлахи апата кӗтсе илеймерӗҫ, каҫ пулсан та тавӑрӑнмарӗ вӑл. Окунев хӑйӗн тусне хӑй патне илсе кайрӗ. Совет ҫуртӗнче унӑн уйрӑм пӳлӗм. Мӗн пур пеккипе хӑналарӗ те, ун умне пӗр купа хаҫат тата райкомол бюровӗн заседанийӗсен протоколӗсене ҫырса пынӑ икӗ хулӑм кӗнеке хурса, вулама сӗнчӗ:

— Ҫак пӗтӗм продукцие пӑхса тух. Эсӗ тифпа вӑхӑта сая ярса выртнӑ хушӑра кунта сахалах мар шыв-шур юхса иртнӗ. Вула, мӗн пулнипе мӗн пуррине пӗл. Каҫ пуласпа эпӗ килеп, вара клуба кайӑпӑр, ывӑнсан — вырт та харлаттар.

Райкомол секретарӗ кӗсъисене тӗрки-тӗркипе документсем, справкӑсем, отношенисем чике-чике тултарчӗ те (Окунев портфельне хисеп тумасть, вӑл унӑн кровать айӗнчех выртать), пӳлӗм тавра юлашки хут утса ҫавӑрӑнса, тухса кайрӗ.

Каҫхине, вӑл киле таврӑннӑ тӗле, унӑн пӳлӗмӗ пӗтӗмпех улшӑнса тӑнӑ: урай аслӑшпех хаҫатсем сарӑлса выртаҫҫӗ, кровать айӗнчен пӗр купа кӗнеке туртса кӑларнӑ. Кӗнекесен пӗр пайне сӗтел ҫине шаршанласа хунӑ, Павел кровать ҫинче тин ҫеҫ ЦК янӑ ҫырусене вуласа ларать, вӗсене вӑл хӑйӗн тусӗн минтерӗ айӗнче тупнӑ.

— Мӗн туса хутӑн эсӗ ман пӳлӗмрен, разбойник? — Юри ҫиленнӗ пек кӑшкӑрса пӑрахрӗ Окунев. — Е, тӑх-та-ха, тӑхта юлташ. Ара эсӗ секретлӑ документсене вулатӑн-ҫке! Вот хваттер яр сан пек ҫынна.

Павел, кулкаласа, аллинчи ҫырӑва аяккалла хучӗ.

— Кунта нимӗнле секрет та ҫук, анчах ав лампа ҫине абажур вырӑнне эсӗ чӑнах та никама пӗлтерме юраман документа ҫакса янӑ. Вӑл хут санӑн хӗррисенчен кӑшт ҫунма та ӗлкӗрнӗ. Куратӑн-и?

Окунев хута илсе, заголовкине вуласа пӑхрӗ те хӑйне хӑй ҫамкинчен ҫапрӗ.

— А эпӗ ӑна, ҫӗр ҫӑтасшӗне, виҫӗ кун шыраса тертлентӗм, шыва путнӑ пекех таҫта кайса кӗчӗ. Халь акӑ астуса илтӗм, унтан виҫӗмкун Волынцев абажур турӗ те кайран хӑех ҫичӗ хут тарличчен шырарӗ. — Окунев хута тирпейлӗн хутлатса, матрац айне хучӗ. — Кайран пӗтӗмпех йӗркелӗпӗр, халь пӑртак чӑмлакалар та клуба уттарар. Лар, Павлуша!

Окунев пӗр кӗсъинчен хаҫатпа чӗркенӗ вӑрӑм вобла, тепринчен икӗ чӗл ҫӑкӑр туртса кӑларчӗ. Хутсене сӗтелӗн пӗр кӗтессине шутарса хучӗ, пушӑ вырӑна хаҫат сарчӗ, унтан воблӑна пуҫӗнчен тытрӗ те сӗтел ҫине ҫатлаттара пуҫларӗ.

Савӑк кӑмӑллӑ Окунев, сӗтел ҫине хӑпарса ларса, ҫинӗ хушӑрах, ӗҫлӗ сӑмаха шӳтпе хутӑштарса, Павела кунти хыпарсем ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ.

Клубра Окунев Корчагина ӗҫпе ҫӳремелли алӑк витӗр тӳрех кулиса хыҫне илсе кайрӗ. Пысӑк залӑн кӗтессинче, сценӑран сылтӑм енче, пианино патӗнче, чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен комсомолецсем тата Таля Лагутинӑпа Борхарт лараҫҫӗ. Аннӑна хирӗҫ, пукан ҫинче ярӑнса, август уйӑхӗнчи панулми пек хӗрлӗ сӑн-питлӗ ҫамрӑк, ӗлӗк хура пулнӑ, халь тивӗҫсӗр таткаланса пӗтнӗ сӑран тужурка тӑхӑннӑ депори комсомол ячейкин секретарӗ Волынцев ларать. Волынцевӑн ҫӳҫӗсем те, куҫхаршисем те сарӑ тулӑ тӗслӗ.

Ун ҫумӗнче, чавсипе пианино ҫине тӗреленсе, Цветаев ларать, вӑл илемлӗ ҫырӑ ҫын, тути хӗррисем унӑн калама ҫук уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ. Кӗпи ҫухавине вӑл вӗҫертнӗ.

Ҫак компани патне пырса тӑнӑ хушӑра Окунев хӑлхине Аннӑн юлашки сӑмахӗсем кӗрсе кайрӗҫ:

— Хӑш-пӗрисем ҫӗнӗ юлташсене комсомола илес ӗҫе пур майпа та йывӑрлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Цветаевӑн вара ку уҫҫӑнах палӑрать.

— Комсомол — витӗр ҫӳремелли картиш мар, — ответлерӗ Цветаев юриех тӳркессӗн те хыттӑн.

— Пӑхӑр-ха, пӑхӑр! Николай паян тин ҫеҫ тасатнӑ самовар пекех йӑлтӑртатать! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Таля, Окунева курса.

Окунева хӑйсен хушшине туртса кӗчӗҫ те вӗҫӗмсӗр ыйтусем пара пуҫларӗҫ.

— Ӑҫта ҫӳретӗн?

— Айтӑр, пуҫлар.

Окунев вӗсене лӑплантарас тенӗ пек аллине тӑсрӗ:

— Ан вӗчӗркенӗр-ха, атьсемӗр. Халех Токарев килет те, пуҫлатпӑр.

— Акӑ вӑл, килчӗ те, — терӗ Анна.

Чӑнах та вӗсен енне райпартком секретарӗ пырать. Окунев ӑна хирӗҫ чупса кайрӗ:

— Атя-ха, пичче, кулиса хыҫне, унта эпӗ сана хӑвӑн пӗр хурӑнташна кӑтартӑп. Ну, тӗлӗнет ӗнтӗ вара!

— Мӗн тата унта? — мӑкӑртатса илчӗ старик, пирусне ӗмсе. Окунев ӑна ку хушӑра ҫавӑтса та кайрӗ.

Окунев аллинчи шӑнкӑрав калама ҫук хытӑ шӑнкӑртатать, унӑн сассине илтсе, чарӑна пӗлми калаҫма юратаканскерсем те шӑпланчӗҫ.

Токарев хыҫӗнче, симӗс чӑрӑш туратӗнчен тунӑ чаплӑ рама ӑшӗнче «Коммунистла манифест» ҫыракан генийӗн арӑслан пуҫӗ пек сӑнӗ.

Окунев пухӑва уҫнӑ хушӑра, Токарев Корчагин ҫине пӑхса ларчӗ.

— Юлташсем! Организацин черетлӗ задачисене сӳтсе-явма тытӑниччен кунта пӗр юлташ черетсӗр калама сӑмах ыйтрӗ, эпир Токаревпа иксӗмӗр, ӑна сӑмах парас тетпӗр.

Залран хапӑлланӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах Окунев:
— Салам калама Павка Корчагина сӑмах паратӑп! — тесе лӑплантарса та хучӗ.

3алри ҫӗр ҫынран сакӑрвуннӑшӗ Корчагина пӗлекен ҫынсем. Рампа ҫине ҫӳллӗ те шурӑ сӑнлӑ палланӑ кӗлетке тухса тӑрсанах, залрисем ӑна хаваслӑн кӑшкӑрса, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ.

— Хаклӑ юлташсем!

Корчагинӑн сасси тикӗс тухрӗ, анчах хӑй пӑлханнине вӑл ҫапах та пытараймарӗ.

— Ӗҫсем ҫапла ҫавӑрӑнса килчӗҫ, тусӑмсем, — эпӗ сирӗн хушша тавӑрӑнтӑм та стройра халь каллех хам вырӑнта тӑратӑп. Тавӑрӑннӑшӑн эпӗ тем пекех телейлӗ. Кунта эпӗ хам туссене темӗн чухлех куратӑп. Эпӗ Окунев патӗнче акӑ мӗн-мӗн вуласа пӗлтӗм: пирӗн Соломенкӑра хамӑр йышӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ ҫӗнӗ юлташсем хутшӑннӑ иккен, мастерскойсемпе депора зажигалкӑсем тӑвакансене чарнӑ-мӗн, паровозсен масарӗнчен вилесене юсама иле-иле каяҫҫӗ-мӗн. Ку пирӗн ҫӗршыв ҫӗнӗрен ҫуралнине, вӑл вӑй пухнине пӗлтерет. Тӗнчере мӗншӗн пурӑнмалли сӑлтав пур, юлташсем! Ара, епле вилме пултарӑп-ха эпӗ ҫакӑн пек вӑхӑтра! — Корчагинӑн куҫӗсем телейлӗн кулса, хӗмленсе кайрӗҫ.

Корчагин хӑйне саламланӑ сасӑсем янранӑ хушӑра зала анчӗ те Борхартпа Таля ларакан ҫӗрелле утрӗ. Ҫавӑнтах темиҫе ҫын алӑ пачӗҫ. Тусӗсем кӑшт хӗсӗнчӗҫ, Корчагин ларчӗ. Ун алли ҫине Таля алли выртрӗ, хыттӑн чӑмӑртарӗ.

Аннӑн куҫӗсем чарӑлса пӑхаҫҫӗ, куҫ тӗкӗсем кӑштах чӗтреҫҫӗ, ун ҫине вӑл тӗлӗнсе, ӑшшӑн пӑхать.

Кунсем шӑваҫҫӗ. Вӗсене халь кунсем теме ҫук. Кашни кун мӗнле те пулсан ҫӗнӗ хыпар илсе килет. Корчагин ирсерен вӑхӑта мӗнле ирттермеллине шутласа хурать, анчах кашнинчех вӑл, талӑкра вӑхӑт сахаллине тата шухӑшласа хунисене туса пӗтерме май ҫуккине кура, кӑмӑлсӑрланать.

Павел пурӑнма Окунев патнех юлчӗ. Ӗҫлеме мастерскойне, электромонтёр помощникне кӗчӗ.

Павела Николайпа чылаях тавлашма тиврӗ, лешӗ ӑна ертсе пырас ӗҫрен вӑхӑтлӑха та пулин канма парасшӑн мар пулса тӑчӗ.

— Пирӗн ҫынсем ҫитмеҫҫӗ, эсӗ цехра канӑҫлӑн вырнаҫса ларасшӑн. Эсӗ чир ҫине ан пер, эпӗ хам та тиф хыҫҫӑн райкома пӗр уйӑх туяпа ҫӳрерӗм. Эпӗ сана пӗлетӗп, Павка, сӑлтавӗ — чир мар. Эсӗ мана сӑлтавӑн тӗн тымарӗ ҫинчен каласа пар, — тесе хӗстерет Окунев.

— Тымарӗ пур, Коля, — вӗренес тетӗп.

Окунев ҫӗкленсе кайса кӑшкӑрса ячӗ.

— А-а!… Авӑ епле! Эсӗ вӗренес тетӗн, а манӑн вӗренес килмест-и? Ку, ачам, эгоизм пулать. Пирӗн туртана кӳлӗнмелле, санӑн — вӗренмелле апла? Ҫук, тӑванӑм, ыранах оргинстр патне каятӑн.

Анчах чылай дискуссиленӗ хыҫҫӑн, Окунев парӑнчӗ.

— Икӗ уйӑх хушши сана тӗкӗнмӗп. Ман ырӑ кӑмӑла пӗлсех тӑр. Анчах Цветаевпа иксӗрӗн килӗштерсе ӗҫлесси пурӗпӗр пулас ҫук, хӑйне асла хуракан ҫын вӑл.

Корчагин мастерскойсене таврӑннине Цветаев асӑрханарах йышӑнса илчӗ. Вӑл Корчагин килсен ертсе пырас ӗҫшӗн кӗрешӳ пуҫланса каясса кӗтнӗ, ҫавӑнпа, хӑйне ытах та юратаканскер, хирӗҫ тӑма хатӗрленсе тӑнӑ. Анчах вӑл хӑй йӑнӑш шухӑшланине пирвайхи кунах курчӗ. Коллектив бюровӗ хӑйне бюрона кӗртме шухӑшланине пӗлсенех, Корчагин отсекр патне пычӗ те вӑл ыйтӑва, Окуневпа килӗшсе татнӑ тесе шантарсах каласа, повесткӑран кӑларса пӑрахтарчӗ. Цех ячейкинче Корчагин хӑй ҫине политграмота кружокне ертсе пырас ӗҫе илчӗ, анчах бюрора ӗҫлессишӗн ҫунсах каймарӗ. Ҫапах та, Павел ертсе пырас ӗҫрен официально пӑрӑнчӗ пулин те, вӑл килни коллективӑн пӗтӗм ӗҫӗнче палӑра пуҫларӗ. Цветаева вӑл темиҫе хутчен те нимӗн палӑртмасӑр, юлташла, йывӑр самантсенчен хӑтарса пычӗ.

Пӗррехинче Цветаев цеха кӗчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: ячейкӑра тӑракан пӗтӗм ҫамрӑксем тата партире тӑманнисем те, пӗр вӑтӑр ҫынна яхӑн пухӑнса, цехра чӳречесене ҫӑваҫҫӗ, машинӑсем ҫинчи темиҫе ҫул хушши хытса ларнӑ пылчӑка хырса тасатаҫҫӗ, пӗтӗм ӑҫтиҫука тата татӑк-кӗсӗксене пӗтӗмпех тулалла йӑтаҫҫӗ. Павел швабра тытнӑ та унпала мазутла тата ҫупа вараланса пӗтнӗ урайне мӗнпур вӑйӗпе пусса ҫӑвать.

— Мӗне кура эсир хитреленме тытӑннӑ? — тесе ыйтрӗ тӗлӗнсе кайнӑ Цветаев Павелран.

— Пылчӑкра ӗҫлес мар тетпӗр. Кунта ҫирӗм ҫул хушши никам килсе ҫуман, эпир акӑ пӗр эрнере цеха вӗрҫӗнӗ туса хуратпӑр, — терӗ Корчагин кӗскен.

Цветаев хулпуҫҫисене пӗрсе илчӗ те тухса кайрӗ.

Электротехниксем кунпа ҫеҫ ҫырлахмарӗҫ, вӗсем карташне те тасатма тытӑнчӗҫ. Ку аслӑ карташне ӗлӗкренпех кирлӗ-кирлӗмар япаласемпе тултарса пурӑннӑ. Мӗн кӑна пулман унта? Темиҫе ҫӗр вагон кустӑрмисем, купи-купипе тутӑхнӑ тимӗр, рельссем, буферсем, букссем — темиҫе пин тонна металл уҫӑ ҫӗрте тутӑхса выртать. Анчах та ҫак ӑпӑр-тапӑра тасатма тытӑнас ӗҫе администраци чарса лартрӗ.

— Унтан та пысӑкрах ӗҫсем пур, карташ тирпейлӗхӗ пире хыҫран хӑваламасть-ха.

Ҫакӑн хыҫҫӑн электриксем хӑйсен цехӗ умӗнчи уҫӑ вырӑна чул сарчӗҫ те, унта урасене хырма пралукран тунӑ сетка хунипе ҫырлахрӗҫ. Анчах цехра вӗсем кайран та, ӗҫ хыҫҫӑн юла-юла, чылай ӗҫлерӗҫ. Тепӗр эрнерен цеха аслӑ инженер Стриж пырса кӗчӗ, цех ҫап-ҫутӑ ҫуталса ларать. Тимӗр рамӑллӑ тем пысӑкӑш чӳречесене ӗмӗр-ӗмӗр мазутпа хутӑш ларса тулнӑ тусанран тасатнӑ, ку чӳречесенчен халь хӗвел ҫутти кӗрсе, машинӑсен йӗс пайӗсем ҫине ӳкет, вӗсем ҫинче ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатать. Машинӑсен катмар пайӗсене симӗспе сӑрланӑ, тахӑшӗ тата кустӑрма шӑлӗсем ҫине те тӑрӑшса илемлӗ сарӑ стрелкӑсем туса тухнӑ.

— М-да… — тӗлӗнсе кайрӗ Стриж.

Цехӑн аякри кӗтессинче темиҫе ҫын хӑйсен ӗҫӗсене пӗтерсе пыраҫҫӗ, Стриж унталла утрӗ. Ӑна хирӗҫ, тулли банка краска йӑтса, Корчагин пырать.

— Чимӗр-ха, чипер каччӑ, — тесе чарчӗ ӑна инженер. — Эсир тӑвакан ӗҫе эпӗ ырлатӑп. Анчах кам краска пачӗ сире? Эпӗ ӑна хам ирӗк памасӑр тӑкаклама чарнӑччӗ-ҫке — краска вӑл дефицитлӑ тавар. Паровозсен пайӗсене сӑрласси эсир тӑвакан ӗҫрен чылай кирлӗрех ӗҫ, — терӗ.

— Краскӑна эпир кӑларса пӑрахнӑ банкӑсенчен хыра-хыра тупрӑмӑр. Пӑрахӑҫ япаласемпе икӗ кун хушши асаплантӑмӑр та пӗр ҫирӗм пилӗк крепенке турӑмӑр. Кунта, технорук юлташ, пурте законлӑ пулса пырать.

Инженер тата ӑхӑмлатса илчӗ, анчах хальхинче унӑн сасси кӑшт лӑпкӑрах тухрӗ.

— Апла пулсан, паллах, ӗҫлӗр. М-да… Ҫапах та интереслӑ. Мӗн хистенӗ пулать-ха сире, мӗнле калас, хӑвӑр ирӗккӗн ҫапла цехра тасалӑх тытассишӗн ҫунма? Эсир ӑна пурне те ӗҫ хыҫҫӑн тунӑ вӗт-ха?

Технорукӑн сасси тӗлӗннӗн тухнине Корчагин часах туйса илчӗ.

— Паллах, ӗҫ хыҫӗнчен. Урӑхла мӗнле пулма пултартӑр тата.

— Ҫапла, анчах…

— Вот сире «анчах», Стриж юлташ. Большевиксем ҫав пылчӑка хускатмасӑр хӑварӗҫ, тесе кам каларӗ сире? Акӑ тахтӑр-ха пӑртак, ку ӗҫе эпир тата та ытларах сарса яратпӑр. Пулать-ха кунта сирӗн валли пӑхмалӑх та, тӗлӗнмелӗх те.

Ҫапла каларӗ те Корчагин, инженера мазутпа варалас мар тесе, ун тавра сыхланса ҫавӑрӑнса, алӑк патнелле кайрӗ.

Каҫсерен Корчагин чылайччен библиотекӑра ларать. Кунта вӑл виҫӗ библиотекаршӑпа та ҫывӑх паллашса ҫитрӗ те, пур майпа та пропагандӑласа, хӑйне библиотекӑри пур кӗнекесене те пӑхса ҫӳреме ирӗк ыйтса илчӗ. Кӗнеке шкапӗсем умне пусма тӑратса, Павел хӑй валли интереслӑ та кирлӗ кӗнеке шыраса, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке иле-иле пӑхса, ҫав пусма ҫинче темиҫе сехетшер ларать. Кӗнекесенчен нумайӑшӗ кивелнӗ, ҫӗнӗ литература мӗн пурӗ те пӗр пӗчӗк шкапа ҫеҫ вырнаҫнӑ. Кунта граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче кӑларнӑ брошюрӑсем, Марксӑн «Капитал», унтах «Железная пята» тата ӑнсӑртран ҫакланнӑ темиҫе кӗнеке. Кивӗ кӗнекесем хушшинче Корчагин «Спартак» романа тупрӗ. Ӑна икӗ каҫра вуласа тухса, каялла илсе кайрӗ те М. Горькин кӗнекисем ҫумне вырнаҫтарчӗ.

Ҫавӑн пек интереслӑ та чӗрене ҫывӑх кӗнекесене Павел кайран та пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна нумай куҫарчӗ.

Библиотекаршӑсем ӑна ун пек тума кансӗрлемеҫҫӗ, — вӗсемшӗн пулсан апла та капла та пурӗпӗрех.

Комсомол коллективӗнчи пӗр евӗрлӗ тӳлек пурӑнӑҫ малтанлӑха пысӑках та мар пек туйӑнакан пӗр ӗҫ пулса тӑнипе сасартӑках хускалса кайрӗ: вӑтам ремонт тӑвакансен ячейка бюровӗн членӗ Костька Фидин — каҫӑр сӑмсаллӑ та шатра чирӗ чӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ, лӳппертерех ача — тимӗр плита шӑтарнӑ чухне хаклӑ тӑракан американски пӑрана хуҫса пӑрахнӑ. Хуҫасса хӑйӗн тарӑхтармалла тирлейсӗрлӗхӗ пирки хуҫнӑ. Ку та сахал — юри тенӗ пекех хуҫнӑ. Ку ирхине пулнӑ. Вӑтам ремонт мастерӗ Ходоров Костькӑна плитана темиҫе тӗлтен шӑтарма хушнӑ пулнӑ. Вӑл малтан килӗшмен, анчах мастер хистенипе плитана илнӗ те пӑралама пуҫланӑ. Ходорова ытлашши чӑкраш пирки, цехрисем юратман. Вӑл тахҫан ӗлӗк меньшевик пулнӑ-мӗн. Обществӑллӑ ӗҫе вӑл пачах хутшӑнман, комсомолецсем ҫине чалӑшшӑн пӑхнӑ, анчах хӑй ӗҫне лайӑх пӗлнӗ, ӑна тӗрӗс туса пынӑ. Мастер Костька пӑрана ҫупа сӗрмесӗрех, «типӗлле» шӑтарнине асӑрханӑ та, ун патне васкаса пырса, шӑтармалли станока чарса лартнӑ.

— Эсӗ мӗн, суккӑр-и е кунта ӗнер ҫеҫ килнӗ-и? — тесе кӑшкӑрса пӑрахнӑ вӑл Костька ҫине, ҫапла тыткаланипе пӑра пӑсӑласса пӗлсе.

Костька мастера кӳренмелле сӑмахсем каласа тӑкнӑ та станокне каллех ӗҫе янӑ. Ходоров цех начальникӗ патне жалобӑпа кайнӑ, Костька, начальство килнӗ ҫӗре пурте йӗркеллӗ пултӑр тесе, масленка шырама чупнӑ станокне чарман. Вӑл масленка тупса килнӗ ҫӗре пӑри хуҫӑлса та кайнӑ. Цех начальникӗ Фидина ӗҫрен кӑларма ыйтса рапорт панӑ. Комсомол ячейкин бюровӗ, Ходоров ҫамрӑксен активне хӗсет тесе, Костька хутне кӗнӗ. Администраци парӑнасшӑн пулман, вара ӗҫ коллективӑн бюровне ҫитнӗ. Ҫакӑнтан пуҫланса кайнӑ та ӗнтӗ пӗтӗм ӗҫ.

Бюрон пилӗк членӗнчен виҫҫӗшӗ Костькӑна выговор парса, урӑх ӗҫе куҫарасшӑн пулнӑ. Ҫак виҫӗ ҫынтан пӗри Цветаев пулнӑ. Ытти иккӗшӗ Костькӑн нимӗнле айӑп, та ҫук, тесе шутланӑ.

Бюро заседанийӗ Цветаев пӳлӗмӗнче пуҫтарӑннӑ. Кунта — хӗрлӗ материпе витнӗ пысӑк сӗтел, столярнӑй мастерскойри ачасем хӑйсемех тунӑ темиҫе пуканпа тенкел, стенасем ҫинче ҫулпуҫсен портречӗсем, сӗтел хыҫӗнче коллективӑн пӗтӗм стена сарлакӑшӗпе сарса, ҫакна ялавӗ.

Цветаев — ытти ӗҫрен хӑтарнӑ работник. Унччен тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗскер, вӑл хӑйӗн пултарулӑхне пула, юлашки тӑватӑ уйӑх хушшинче ҫамрӑксен коллективӗнче ертсе пырас ӗҫ патнех тухса тӑчӗ. Ӑна райкомол бюровне тата губком составне те суйларӗҫ. Тимӗрҫре вӑл механически заводра ӗҫленӗ, ҫавӑнпа кунти мастерскойсенче ҫӗнӗ ҫын шутӗнче тӑнӑ. Малтанхи кунсенчех вӑл тилхепене лайӑх ҫавӑрса тытнӑ. Хӑйне хӑй шанаканскер тата хӑюллӑскер, вӑл сасартӑках ҫамрӑксен ӗҫ пуҫарулӑхне пӗтерсе лартнӑ, пур ӗҫе те тума тӑрӑшнӑ, анчах: пӗтӗм ӗҫе ярса илме пултарайман, вара хӑйӗн помощникӗсене ӗҫлеместӗр, тесе вӑрҫма пуҫланӑ.

Хӑйӗн пӳлӗмне те пулин вӑл хӑй сӑнаса тӑрса йӗркеленӗ.

Цветаев, хӗрлӗ кӗтесрен илсе килнӗ пӗртен-пӗр ҫемҫе кресла ҫинче ирӗклӗн ларса, заседание йӗркелесе пырать. Заседани — хупӑ. Парторг Хомутов сӑмах ыйтрӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫаклатса хунӑ алӑка такам шаккарӗ. Цветаев питҫӑмартисене кӑмӑлсӑррӑн турткаласа илчӗ. Алӑка каллех шаккарӗҫ. Катюша Зеленова тӑчӗ те ҫекӗле вӗҫерчӗ. Алӑкран Корчагин кӗчӗ. Катюша ӑна ирттерсе ячӗ.

Павел пушӑ ларакан тенкел патне утма ҫеҫ тытӑннӑччӗ, Цветаев ӑна чарчӗ:

— Корчагин! Пирӗн кунта хупӑ бюро.

Павелӑн питҫӑмартисене хӗрлӗ тӗс карса илчӗ, майӗпен сӗтел енне ҫаврӑнчӗ.

— Пӗлетӗп. Манӑн Костька ӗҫӗ ҫинчен эсир мӗн шухӑшланине пӗлес килет. Эпӗ вӑл ыйту майпе ҫӗнӗ ыйту лартасшӑн. Эсӗ, мӗн, эпӗ килнине хирӗҫ-им?

— Эпӗ хирӗҫ мар, анчах эсӗ хупӑ заседанисенче бюро членӗсем анчах пулнине хӑвах пӗлетӗн. Ҫын нумай чухне сӳтсе-явма кансӗр. Анчах, килтӗн пулсан, ларах.

Ку Корчагиншӑн пуҫласа туяннӑ ҫупкӑ пулчӗ. Ҫамка ҫинче, куҫхаршисем хушшинче, пӗр хутлам тӑсӑлса выртрӗ.

— Мӗне кирлӗ ун пек формальность? — каласа хучӗ Хомутов, анчах Корчагин ӑна аллипе паллӑ туса чарчӗ те пукан ҫине ларчӗ. — Эпӗ акӑ мӗн ҫинчен каласшӑнччӗ, — терӗ малалла Хомутов. — Ходоров тӗлӗшпе тӗрӗс те ӗнтӗ, вӑл татӑлса кайнӑ ҫын, анчах пирӗн дисциплина чаплах мар. Комсомолецсем пӑрасене пурте ҫапла вата пуҫласан, вара пирӗн нимӗнпе ӗҫлеме те пулмасть. Партире тӑманнисемшӗн нимӗне юрӑхсӑр тӗслӗх. Ман шухӑшпа, ку ҫамрӑка асӑрхаттарасах пулать.

Цветаев ӑна каласа пӗтерме памарӗ, хирӗҫле калама пуҫларӗ. Пӗр вунӑ минута яхӑн итлесе ларнӑ хыҫҫӑн, Корчагин бюро мӗн шухӑшланине ӑнланса илчӗ. Лешсем сасӑлама тытӑнсан, вӑл сӑмах ыйтрӗ. Цветаев, хӑйне хӑй хытаркаласа, ӑна сӑмах пачӗ.

Корчагинӑн сасси хӑй шухӑшланинчен те ытларах хыттӑн тухрӗ.

— Костька ӗҫӗ вӑл — сигнал, тӗп сӑлтавӗ кунта унра мар. Эпӗ ӗнер кӑшт-кашт цифрӑсем пухкаларӑм, — Павел кӗсъинчен вак-тӗвексем ҫырса пымалли кӗнекине кӑларчӗ, — вӗсене табельщиксем пачӗҫ. Итлӗр лайӑхрах: комсомолецсенчен ҫирӗм проценчӗ ӗҫе кунсеренех пилӗк минутран пуҫласа вунпилӗк минут таран кая юлса килет. Ку закон вырӑнчех темелле. Комсомолецсенченех вунҫичӗ проценчӗ уйӑхра пӗр кун е икӗ кун пачах ӗҫе тухмасть, ҫав вӑхӑтрах партире тӑман ҫамрӑксем хушшинче прогульщиксем вунтӑватӑ процент пулса тӑраҫҫӗ. Цифрӑсем чӑпӑрккаран та вирлӗрех. Ал айне килнӗ чух эпӗ тата хӑшпӗр япаласем ҫырса хутӑм: партиецсем хушшинче уйӑхне пӗрер кун прогул тӑвакансем тӑватӑ процент, ӗҫе кая юлса тухакансем те тӑватӑ процентах, партире тӑман ҫитӗннӗ ҫынсем хушшинче уйӑхне пӗрер кун сиктерсе хӑварнисем вунпӗр процент, кая юлса тухаканнисем — вунвиҫҫӗ. Инструментсене пӑсаканнисенчен тӑхӑрвун проценчӗ ҫамрӑксем, кусенчен тин ҫеҫ ӗҫе кӗнисем — ҫичӗ процент. Ҫакӑнтан вывод тухса тӑрать: эпир партиецсенчен тата ҫитӗннӗ рабочисенчен нумай начар ӗҫлетпӗр. Анчах ҫак каланисем пур ҫӗрте те пӗр пек мар. Сӑмахран, тимӗрҫӗсен ӗҫне мухтамалла ҫеҫ, электриксен аптӑрамасть, ыттисен пурин те пӗр майлӑрах. Хомутов юлташ дисциплина ҫинчен калама тивӗҫлинчен чӗрӗкне анчах каларӗ. Пирӗн умра ҫак кукӑр-макӑрсене тӳрлетесси тӑрать. Эпӗ агитацилесшӗн мар, митангласшӑн та мар, анчах пирӗн ӗҫ ҫине ҫапла йӗркесӗр пӑхнине мӗнпур хаярлӑхпа ҫапса хуҫас пулать. Ватӑ рабочисем тӳрех калаҫҫӗ: хуҫа патӗнче, капиталист валли лайӑхрах ӗҫлеттӗмӗр, халӗ, хамӑр хуҫа пулнӑ хыҫҫӑн, кун пек япалана каҫарма ҫук, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Коська е кам та пулин урӑххи мар, чи малтан эпир хамӑр айӑплӑ, мӗншӗн тесен эпир ҫав сиенпе кӗрешмен ҫеҫ мар, пачах урӑхла, Костька пеккисене тепӗр чухне тӗрлӗ сӑлтавсемпе хамӑрах хӳтӗлесе пынӑ.

Кунта халь ҫеҫ Самохинпа Бутыляк Фидина хамӑр ҫын терӗҫ. Хамӑр ҫын пулсан, каҫарма юрать: активист, нагрузкӑллӑ ҫын, тенӗ пек тухать. Ну, пӑрана хуҫса пӑрахнӑ, — мӗнех вара вӑл, кампа пулмасть ун пек япала. Ходоровпа никам та ӗҫлемен, халь те ӗҫлемеҫҫӗ… Анчах ҫав чӑкраш ҫын вӑтӑр ҫул хушши рабочи пулса ӗҫленӗ! Политика тӗлӗшӗнчен вӑл мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен калаҫмӑпӑр. Ку енчен вӑл чӑнахах ют ҫын, анчах государство пурлӑхне сыхлать, эпир ют ҫӗршывсенчен илсе килнӗ инструментсене пӑсатпӑр. Ӗҫ ҫавӑн пек пулса тӑнине мӗнле ят памалла? Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: пирӗн ҫакӑнта пуҫласа лайӑх ҫапмалла та, ҫак участокра наступлени пуҫласа ямалла.

Фидина эпӗ, кахал, тирпейсӗр пулнӑшӑн тата производствӑна йӗркесӗрленӗшӗн комсомолран кӑларма сӗнетӗп. Ун ҫинчен стена хаҫатне ҫырмалла тата умстатьяра, ҫынсем мӗн калӗҫ тесе хӑрамасӑрах, уҫҫӑн ҫак цифрӑсене кӗртмелле. Пирӗн вӑйсем пур, пирӗн кам ҫине тайӑнса ӗҫлемелли пур. Комсомолецсен тӗп масси — лайӑх производственниксем. Вӗсенчен утмӑлӑшӗ Боярка витӗр тухрӗҫ. Боярка вӑл — чи тӗрӗс шкул. Вӗсем хутшӑнса ӗҫленипе, вӗсем пулӑшнипе эпир ҫак кукӑр-макӑрсене тӳрлететпӗрех. Ӗҫ ҫине хальхи пек пӑхнине пӗтерсе хумалла ҫеҫ.

Яланах лӑпкӑ та чӗнмесӗр ҫӳрекен Корчагин халӗ хӗрсе кайса, хыттӑн каларӗ. Цветаев электрик чӑннипе мӗнле ҫын иккенне пуҫласа курчӗ. Вӑл Павел тӗрӗс каланине туять, анчах унпа килӗшме ӑна Павел ҫине сыхланарах пӑхниех кансӗрлет. Вӑл Корчагин каланине пӗтӗм организацири лару-тӑрӑва хыттӑн критикленӗ пек тата Цветаевӑн авторитетне пӗтерме тӑрӑшнӑ пек ӑнланчӗ, ҫавӑнпа вӑл монтёра ҫӗмӗрсе тӑкма шутласа хучӗ. Хӑйӗн сӑмахне вӑл, Корчагин Ходоров меньшевика хӳтӗлеме тӑнӑ пек кӑтартса, ӑна айӑплассипе пуҫларӗ.

Виҫӗ сехет хушши пычӗ хӗрӳ дискусси. Чылай ҫӗрле пулсан, унӑн результачӗсене хисепе илчӗҫ: фактсен ӳкӗте кӗмен логики ҫӗмӗрсе тӑкнипе, ҫынсем Корчагин енне куҫнипе хай майлӑ тӑма пултаракансене ҫухатнӑ Цветаев тӗрӗс мар утӑм турӗ, вӑл татӑклӑн сасӑлас умӗн Корчагина тухса кайма хушса, демократие пӑсса хучӗ.

— Юрать, эпӗ тухатӑп, анчах ку сана, Цветаев, пӗрре те чыс тумасть. Эпӗ сана малтанах каласа хуратӑп — енчен эсӗ хӑвӑннех йышӑнтарасшӑн хӑтланса пӑхатӑн пулсан, эпӗ ыран пухура тухса калатӑп, унта эсӗ ху валли хӳтлӗх тупас ҫуккине шансах тӑратӑп. Эсӗ, Цветаев, тӗрӗс мар хӑтланатӑн. Ман шухӑшпа, Хомутов: юлташ, санӑн ку ыйтӑва пуху пуҫтариччен партколлективра лартмалла.

Цветаев чӑрсӑрлансах кӑшкӑрса пӑрахрӗ.

— Мӗнпе хӑрататӑн эсӗ мана? Унта кайма эпӗ сансӑрах ҫул пӗлетӗп, эпир сан ҫинчен те калаҫса пӑхӑпӑр-ха. Ху ӗҫлеместӗн пулсан, ыттисене ан кансӗрле.

Павел хӑй хыҫҫӑн алӑка хупрӗ те пӗҫерекен ҫамкине шӑлса илчӗ, пушӑ контора витӗр тулалла утрӗ. Урамра тулли кӑкӑрпа сывласа ячӗ. Пирус тивертсе ярса, Батыев тӑвӗ ҫинче ларакан Токарев пурӑнакан пӗчӗк пӳрт еннелле утрӗ.

Корчагин пынӑ тӗле слесарь каҫхи апат ҫисе ларать.

— Каласа пар, итлӗпӗр мӗн-мӗн ҫӗнӗ хыпар пуррине. Дарья, пар-ха ӑна пӗр миска пӑтӑ, — терӗ Токарев, Павела сӗтел хушшине лартса.

Токарев арӑмӗ Дарья Фоминична, упӑшки пек мар ҫӳллӗ те тӑн-тӑн хӗрарӑм, Павел умне турилккепе вир пӑтти лартрӗ те, шур саппунӗпе нӳрлӗ тутисене шӑлса:
— Ҫи, ачам, — терӗ кӑмӑллӑн.

Ӗлӗкрех, Токарев мастерскойсенче ӗҫленӗ чухне, Корчагин кунта час-часах килкелесе ҫӗрлечченех ларатчӗ, халь акӑ, хулана тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн, старик патне вӑл пуҫласа килчӗ.

Слесарь Павела тинкерсе итлесе ларать. Хӑй нимӗн те калаҫмасть, хм-хм текелесе ҫеҫ кашӑкне тӑрӑшса калле-малле чуптарать. Пӑтта ҫисе янӑ хыҫҫӑн вӑл сухалне тутӑрпа шӑлчӗ те ӳсӗрсе илчӗ.

— Эсӗ тӗрӗс калатӑн. Пирӗн ку ӗҫе тахҫанах майласа ямалла пулнӑ. Мастерскойсем вӗсем — районра тӗн коллектив пулса тӑраҫҫӗ, ӗҫе ҫакӑнтан пуҫламалла. Апла эсир Цветаевпа иксӗр тытӑҫса илтӗр пулать. Ырах мар. Унӑн сӑмси каҫӑртарах, анчах эсӗ ачасемпе ӗҫлеме пултараттӑн-ҫке. Сӑмах майӗпе каласан, мӗн тӑватӑн эсӗ мастерскойсенче?

— Эпӗ цехра ӗҫлетӗп, пур ӗҫре те тӗрткеленетӗп пӑртак. Хамӑр ячейкӑра политграмота кружокне ертсе пыратӑп.

— Бюрора мӗн тӑватӑн?

Корчагин нимӗн калама аптӑраса тӑчӗ.

— Эпӗ малтанлӑха, вӑй сахалтарах чухне, ертсе пырас ӗҫе официаллӑ хутшӑнман, вӗренес тесе те шутланӑччӗ…

— Ак тамаша! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Токарев ырламан сасӑпа. — Ак мӗн, ачам, сана лайӑх ятласа ӑса вӗрентесрен пӗр япала ҫеҫ хӑтарса тӑрать, вӑл — санӑн ҫирӗпленсе ҫитеймен сывлӑху. Халь мӗнле-ха, самайланатӑн-и?

— Самайланатӑп.

— Ну вот, тытӑн ӗҫлеме, пикенсех. Ҫитет шыв сӑрӑхтарса ларни. Кам курнӑ халиччен тӗрткеленнипе ҫеҫ пӗр-пӗр путлӗ ӗҫ тунине? Сана вӗт кашниех ответлӑхран пӑрӑнатӑн тесе калама пултарать, а санӑн хирӗҫ калама нимӗн те ҫук. Ыран лере тунӑ ӗҫсене юсакала, эпӗ Окуневӑн хӳрине кӑшт пӑрӑп, — тесе пӗтерчӗ хӑйӗн сӑмаххине Токарев кӑмӑлсӑр сасӑпа.

— Эсӗ ӑна ан тив, эпӗ хам унран ытлашши нагрузкӑран хӑтарма ыйтрӑм, — терӗ Павел.

Токарев тӑрӑхланӑ пек шӑхӑрса илчӗ.

— Эсӗ ыйтнӑ, вӑл сан кӑмӑлна юранӑ, ҫапла-и? Ну, юрать, мӗн тӑвас тен сирӗнпе, комсӑпа… Ме-ха, ачам, ӗлӗкхи пек хаҫатсем вуласа пар. Куҫсем ман кӑшт ухсахлаҫҫӗ.

Партколлектив бюровӗ ҫамрӑксен бюровӗ нумай сасӑпа йышӑннине ырларӗ. Партипе комсомол коллективӗсем умне ҫакӑн пӗк задача лартрӗҫ: кашни парти членӗпе кашни комсомолецӑн ӗҫ дисциплинине ҫирӗплетсе пымалла. Бюрора Цветаева лайӑхах лӑскарӗҫ. Малтанлӑха Цветаев хирӗҫ ҫаптаркаласа пычӗ, анчах ответлӑ секретарь — туберкулез ҫунтарнипе сӑнӗ сарӑхса кайнӑ, чылай ҫула ҫитнӗ Лопахин лайӑхах ҫапса хӗстернӗ хыҫҫӑн, вӑл парӑнчӗ те хӑйӗн йӑнӑшӗсене ҫурмалла тенӗ пек йышӑнчӗ.

Тепӗр кунне мастерскойсенчи стена хаҫачӗсенче пӗтӗм рабочисене тинкерсе пӑхтаракан статьясем тухрӗҫ.

Костькӑна комсомолтан кӑларчӗҫ, коллектив бюровне тепӗр ҫӗнӗ юлташа, политҫутӑн ҫӗнӗ пуҫлӑхне Корчагина кӗртрӗҫ.

Калама ҫук шӑппӑн та чӑтӑмлӑн итлерӗҫ Нежданов сӑмахне. Вӑл ҫӗнӗ задачӑсем ҫинчен, чугун ҫул мастерскойӗсем ҫӗнӗ тапхӑра кӗни ҫинчен каларӗ.

Пуху хыҫҫӑн Корчагин урамра Цветаева кӗтсе тӑчӗ.

— Пӗрле кайӑпӑр, пирӗн иксӗмӗрӗн калаҫмалли нумай, — тесе вӑл отсекр патне пычӗ.

— Мӗн ҫинчен пулать сан сӑмаху? — ыйтрӗ Цветаев илтӗни-илтӗнми сасӑпа.

Павел ӑна хул айӗнчен тытрӗ те, унпа темиҫе утӑм кайнӑ хыҫҫӑн, тенкел тӗлӗнче чарӑнчӗ.

— Ларар-ха пӑртак. — Ҫапла каларӗ те, лешӗ ларасса кӗтмесӗрех, ларчӗ.

Цветаевӑн ҫӑварӗнчи пирусӗ пӗрре ялтӑртатса илет, тепре курӑнми пулать.

— Кала-ха, Цветаев, мӗншӗн ҫиленетӗн эсӗ мана? — Темиҫе минута хушши чӗнмерӗҫ.

— Ав мӗн ҫинчен эсӗ, эпӗ — ӗҫ ҫинчен тесе! — Цветаевӑн сасси тикӗс мар, вӑл юриех тӗлӗннӗ пек тухать.

Павел хӑй аллине ун чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫирӗппӗн хучӗ.

— Димка, пӑрах-ха эсӗ сиктӗрме ҫинче ярӑнса ларма. Апла дипломатсем ҫеҫ хӑтланаҫҫӗ. Эсӗ мана акӑ мӗн ҫинчен каласа пар: мӗншӗн эпӗ сан кӑмӑлна каймарӑм?

Цветаев кӑшт турткаланса илчӗ.

— Мӗн ҫыпӑҫрӑн? Мӗн ҫиленесси? Хамах вӗт сана ӗҫлеме сӗнтӗм. Ху килӗшмерӗн, халь акӑ эпӗ сана ӗҫрен пӑрса пыратӑп пулать.

Павел унӑн сӑмахӗнче чӗререн тухакан сасӑ илтеймерӗ, вӑл аллине Цветаев чӗркуҫҫийӗ ҫинчен илмесӗрех, пӑлханса калама пуҫларӗ:

— Эсӗ калас теместӗн пулсан, хам калӑп. Эсӗ мана хӑвӑн ҫулна пӳлесшӗн, ӑна тӗлӗкре те ответсекретарӗн вырӑнӗ курӑнать тесе шутлатӑн-и? Апла шухӑшламан пулсан, Костькӑшӑн тӗпӗртетсе илесси те пулман пулӗччӗ-ҫке. Пӗр-пӗринпе капла хӑтланни вӑл пӗтӗм ӗҫе пӑсать. Вӑл пирӗн иксӗмӗр хушӑмӑрти ӗҫе кӑна пӑсас пулсан, ҫӑва патнеччӗ — пысӑк япала мар ун ҫинчен ху пӗлнӗ пек шутлама пултаратӑн. Ну ак итле. Пирӗн пӗр-пӗрин хушшинче нимӗн пайламалли те ҫук. Иксӗмӗр те эпир — рабочисем. Саншӑн пирӗн ӗҫ хаклӑрах пулсан, пар аллуна, вара ыранах юлташла килӗшсе ӗҫлеме пуҫлӑпӑр. Анчах ҫав ҫӳп-ҫапа пуҫӑнтан кӑларса пӑрахмасӑр малалла та хирӗҫӳ ҫулӗпе каятӑн пулсан, асту — ӗҫре ҫакӑн пирки пулма пултаракан кашни кӑлтӑк пиркиех хытӑ ҫапӑҫмалла пулать. Акӑ сана ал тыт ӑна, вӑл юлташу алли пулнӑ чухне.

Цветаевӑн хытӑ аллисем хӑйӗн аллаппи ҫине выртсан, Павелӑн кӑмӑлӗ ҫитрӗ.

Пӗр эрне иртрӗ. Парти райкомӗнче ӗҫ кунӗ пӗтсе пырать. Райком пайӗсенчи шав шӑпланать. Анчах Токарев ҫаплах каймасть. Старик кресло ҫине ларнӑ та халь ҫеҫ илнӗ материалсене тимлӗн вулать. Алӑка шаккарӗҫ.

— А-ха! — терӗ Токарев.

Корчагин кӗчӗ те секретарь умне ҫырса тултарнӑ икӗ анкета хучӗ.

— Мӗн ку?

— Ку, мучи, ответсӑрлӑха пӗтерни пулать. Вӑхӑт ҫитрӗ пулӗ тесе шухӑшлатӑп. Эсӗ те ҫаплах шутлатӑн пулсан, санран пулӑшма ыйтатӑп.

Токарев анкета ҫине пӑхса илчӗ, унтан куҫне каччӑ ҫине куҫарса, темиҫе секунда хушши чарӑнса тӑчӗ те аллине ручка тытрӗ. Вара Павел Андреевич Корчагин юлташа РКП(б) кандидатне илме сӗнекенӗн партстажӗ тесе ҫырнӑ графана ҫирӗппӗн «1903 ҫултанпа» тесе лартрӗ, ун ҫумне хӑйӗн хушаматне ҫырса хучӗ.

— Ме, ачам. Шанатӑп, эсӗ манӑн кӑвакарнӑ пуҫӑма нихӑҫан та мӑшкӑл тӑвас ҫук.

Пӳлӗмре пӑчӑ, пуҫра пӗр шухӑш: часрах, часрах каясчӗ лере, вокзал ҫумӗнчи Соломенкӑри каштан аллейине.

— Пӗтер, Павка, текех чӑтса тӑма хал ҫук, — йӑлӑнчӗ тар юхтарса ларакан Цветаев. Катюшӑпа ыттисем те ҫаплах ыйтрӗҫ.

Корчагин кӗнекене хупрӗ. Кружок хӑйӗн ӗҫне пӗтерчӗ.

Пурте ура ҫине тӑчӗҫ, ҫав вӑхӑтра стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан кивӗ «эриксон» чӑнкӑртатса илчӗ. Пӳлӗмре калаҫакансен сассисене хуплама тӑрӑшса, Цветаев хыттӑн калаҫма тытӑнчӗ.

— Вокзалра Польша консульствин дипломатиллӗ вагонӗсем икӗ вагон тӑраҫҫӗ. Вӗсенче ҫутӑ сӳннӗ, поезд тепӗр сехетрен каять, электричество проводне тӳрлетсе памалла. Павел, инструмент ещӗкне ил те, кайса кил-ха ҫавӑнта. Васкавлӑ ӗҫ.

Вокзалӑн пӗрремӗш перронӗ патӗнче государствӑсем хушшинче ҫӳрекен поездӑн икӗ йӑлтӑркка ҫутӑ вагонӗ тӑрать. Анлӑ чӳречеллӗ салон-вагонра ҫап-ҫутӑ. Анчах ун ҫумӗнчи вагонра сӗм-тӗттӗм.

Павел чаплӑ пульман вагонӗ патне ҫитрӗ те, вагона кӗрес тесе, карлӑкран тытрӗ.

Вокзал стени ҫумӗнчен пӗр ҫын хӑвӑрт уйӑрӑлса пырса, ӑна хулпуҫҫинчен тытрӗ.

— Эсир ӑҫта, гражданин?

Палланӑ сасӑ. Павел ҫаврӑнса пӑхрӗ. Сӑран куртка, сарлака картуз сӑмси, ҫӳхе те курпун сӑмса, шанмасӑр, сыхлавлӑн пӑхакан куҫсем.

Артюхин Павела тин палласа илчӗ, — алли хулпуҫҫи ҫинчен шуса анчӗ, сӑн-пичӗ ҫемҫелчӗ, анчах куҫӗсем, ещӗк ҫине тинкерсе тем ыйтас пек чарӑнса тӑчӗҫ.

— Ӑҫта каятӑн эсӗ?

Павел кӗскен ӑнлантарса пачӗ. Вагон хыҫӗнчен тепӗр кӗлетке тухрӗ.

— Халех эпӗ вӗсен проводникне чӗнсе тухатӑп.

Корчагин проводник хыҫҫӑн салон-вагона кӗчӗ, кунта тем тӗрлӗ капӑр ҫул тумӗ тӑхӑннӑ темиҫе ҫын ларать. Розӑсемпе тӗрленӗ пурҫӑн ҫитти витнӗ сӗтел хушшинче алӑка тӳртӗн хӗрарӑм ларать. Корчагин кӗнӗ вӑхӑтра вӑл хӑйне хирӗҫ тӑракан ҫӳллӗ офицерпа калаҫатчӗ. Монтёр кӗрсенех калаҫу чарӑнчӗ.

Хӗрринчи лампочкӑран коридора тухакан провода хӑвӑрт пӑхса илсе, вӑл тӗрӗсех иккенне пӗлчӗ те Корчагин, малалла пӑсӑк тӗл шыраса, салон-вагонран тухрӗ. Ун хыҫӗнчен пӗр утӑм юлмасӑр боксёрӑнни пек тачка мӑйлӑ мӑнтӑр проводник пырать, проводник ҫинче пӗр пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк кӗлетки ӳкернӗ шутсӑр нумай шултӑра йӑс тӳмесем.

Тепӗр вагона кайса пӑхӑпӑр, кунта пурте йӗркеллӗ, аккумулятор ӗҫлет. Лере пӑсӑлнӑ пулмалла.

Проводник алӑк ҫӑраҫҫине пӑрчӗ те вӗсем тӗттӗм коридора кӗчӗҫ. Провода электричество хунарӗпе ҫутатса пырса, Павел часах икӗ провод пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ларнӑ тӗле тупрӗ. Тепӗр темиҫе минутранах коридорта лампочка ҫутӑлса кайрӗ, коридора ҫемҫе ҫутӑ ӳкрӗ.

— Купене уҫма тивет, унти лампӑсене улӑштармалла, вӗсем ҫунса кайнӑ, — терӗ Корчагин хӑй хыҫҫӑн ҫӳрекен проводника.

— Апла пулсан, пание чӗнмелле пулать, ҫӑраҫҫи унра. — Проводник Корчагина пӗччен хӑварас мар тесе, ӑна та хӑй хыҫҫӑнах ертсе кайрӗ.

Купене малтан хӗрарӑм кӗчӗ, ун хыҫӗнчен Корчагин. Проводник алӑка хупӑрласа, алӑк патӗнче юлчӗ. Купере икӗ капӑр сӑран чемодан, диван ҫинче тирпейсӗр хывса пӑрахнӑ пурҫӑн манто, чӳрече патӗнчи сӗтел ҫинче пӗр флакон духи тата малахитран тунӑ пӗчӗкҫӗ пудреница. Хӗрарӑм диван кӗтессине ларчӗ те хӑйӗн йӗтӗн тӗслӗ ҫӳҫне тӳрлеткелесе, монтёр ӗҫленине сана пуҫларӗ.

— Панирен пӗр минутлӑха кайма ирӗк пама ыйтатӑп, пан майор сивӗ сӑра ӗҫесшӗн, — терӗ проводник, йӑвашшӑн пуҫ тайса, пуҫ тайнӑ хушӑра хӑйӗн вӑкӑрӑнни пек хулӑн мӑйне аран-аран авса.

— Кайма пултаратӑр, — юрланӑ пек юри черченленсе тӑсрӗ хӗрарӑм.

Сӑмахӗ вӗсен полякла пулчӗ.

Коридортан кӗрекен ҫутӑ пайӑрки хӗрарамӑн хулпуҫҫиӗ ҫине ӳкет. Панин калама ҫук капӑр, чи лайӑх лион пурҫӑнӗнчен Парижри чи лайӑх мастерсем ҫӗленӗ платье унӑн хулпуҫҫийӗсемпе аллисене витмесӗр хӑварнӑ. Пӗчӗк хӑлхи айӗнче пӗрре ҫуталса, тепре вут пек хыпса кайса, тумлам пек бриллиант йӑлтӑртатса тӑрать. Корчагин хӗрарӑмӑн слон шӑммисенчен ҫавӑрса тунӑ пек курӑнакан хулпуҫҫийӗсемпе аллисене ҫеҫ курать. Пичӗ курӑнмасть. Отвёрткипе хӑвӑрт ӗҫлесе, Павел мачча ҫинчи розеткӑна улӑштарчӗ те купере тепӗр минутранах ҫутӑ пулса тӑчӗ. Малалла хӗрарӑм ларакан диван тӗлӗнче, лапочкӑна пӑхасси ҫеҫ юлчӗ.

— Манӑн ҫав лампочкӑна тӗрӗслемелле, — терӗ Корчагин, хӗрарӑм ҫумнелле пырса.

— Э, эпӗ сире кансӗрлетӗп-ҫке, — ответлерӗ пани тап-таса вырас чӗлхипе, хӑй ҫав вӑхӑтрах диван ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, Корчагинпа ҫуммӑнах тенӗ пек пырса тӑчӗ. Халь Корчагин ӑна пӗтӗмпех курать. Ӗлӗкех палланӑ ухӑ йӗппи пек ҫинҫе куҫхаршисем мӑнкӑмӑллӑн хӗстернӗ тутасем. Иккӗленмелли пулма та пултараймасть: ун умӗнче Нелли Лещинская тӑрать. Адвокат хӗрӗ вӑл тӗлӗнсе пӑхнине курмасӑр тӑма пултараймарӗ. Анчах Корчагин ӑна палларӗ пулсан, Лещинская тӑватӑ ҫул хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ монтёр, никам та мар, унӑн канӑҫсӑр кӳрши иккенне тавҫӑрса илеймерӗ.

Павел тӗлӗнсе пӑхнипе куҫхаршисене йӗрӗнчӗклӗн хускатса илсе, вӑл купе алӑкӗ патне кайса тӑчӗ те лакпа витнӗ пӗчӗк туфлин вӗҫӗпе урайне тӳсӗмсӗр шӑкӑлтаттарма пуҫларӗ. Павел иккӗмӗш лампочкӑна тӗрӗслеме тытӑнчӗ. Вӑл ӑна пӑрса кӑларчӗ, ҫутӑ ҫине тытса пӑхрӗ, унтан хӑй кӗтмен ҫӗртенех, Лещинская та ҫакна пачах кӗтмен ӗнтӗ, полякла:
— Виктор та кунта-и? — тесе ыйтрӗ.

Хӑй, ыйтрӗ пулсан та, ҫаврӑнса пӑхмарӗ. Вӑл Нелли питне курмасть, анчах лешӗ чылайччен нимӗн чӗнеймесӗр тӑнине кура, Лещинская нимӗн калама аптӑраса тӑнине сисрӗ вӑл.

— Эсир ӑна пӗлетӗр-им?

— Питӗ лайӑх пӗлетӗп. Эпир сирӗнпе кӳршӗсем пулсаччӗ-ҫке. — Павел ун еннелле ҫаврӑнчӗ.

— Эсир — Павел, куршӗри… — Нелли каласа пӗтереймесӗрех чарӑнчӗ.

— Кухарка ывӑлӗ, — терӗ уншӑн Корчагин.

— Епле пысӑкланса кайнӑ эсир! Астӑватӑп сире, ютшӑнакан ачаччӗ.

Нелли нимӗн именмесӗр ӑна уринчен пуҫласа пуҫне ҫити пӑхать.

— Мӗншӗн интереслентерет-ха сире Виктор? Эпӗ эсир унпа питех килӗштерсе пурӑнман пек астӑватӑп, — терӗ Нелли хӑйӗн янӑравлӑ сопранипе, кӗтмен ҫӗртен тӗл пулнин кичемлӗхне сирес тесе.

Отвертка шурупсене часах пӑрса кӗртрӗ.

Виктор ҫинче парӑм юлчӗ. Эсир ӑна тӗл пулас пулсан, калӑр, эпӗ унпа татӑлас ӗмӗте халь те пӑрахмастӑп-ха.

Мӗн чухлӗ памалла вара унӑн сире? Эпӗ тӳлӗп уншӑн. Лещинская Корчагин мӗнле «расчёт» ҫинчен каланине пӗлет. Вӑл петлюровецсемпе мӗнле ӗҫсем пулса иртнине лайӑх пӗлсе тӑрать, анчах хӑй умӗнче тӑракан «йӗкӗте» мӑшкӑласа пӑхас килчӗ унӑн.

Корчагин вӑл йӗкӗлтенине нимӗн чӗнмесӗрех ирттерсе ячӗ.

— Каласа парӑр-ха, пирӗн киле чӑнах та ҫаратса, ватса пӗтереҫҫӗ-и? Беседкӑсемпе клумбӑсене пачах айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттарса пӗтернӗ пуль? — тесе ыйтрӗ хурланнӑ сасӑпа Нелли.

— Вӑл ҫурт халь пирӗн, сирӗн мар, ӑна ҫӗмӗрме пирӗн нимӗнле расчёт та ҫук.

— Охо, сире те вӗрентнӗ курӑнать! Анчах, сӑмах майӗпе каласан, кунта Польша миссин вагонӗ, купере эпӗ хуҫа, эсир ав чура пулнӑ, чурарах юлнӑ. Акӑ халь те эсир ман купене ҫутӑ пама, мана ҫак диван ҫинче вуласа ларма лайӑх пултӑр тесе ӗҫлетӗр. Ӗлӗк сирӗн аннӳ пирӗн кӗпе-йӗме ҫӑватчӗ, эсир шыв тултараттӑр. Халь акӑ каллех ҫав майлах тӗл пултӑмӑр.

Ку сӑмахсене вӑл чунтан килленсе каларӗ. Павел, ҫӗҫӗпе провод вӗҫне тасатса, полька ҫине нимӗн пытанмасӑр кулса пӑхать.

— Эпӗ, гражданка, сирӗншӗн пулсан, тутӑхнӑ пӑта та ҫапса парас ҫук. Анчах буржуйусем дипломат йышшисене шухӑшласа кӑларнӑ пулсан, эпир чыслӑха уятпӑр, пуҫӑрсене касмастпӑр, ку та сахал — сирӗн пек хытӑ сӑмах каласа та кӳрентерместпӗр.

Неллин питҫӑмартисем хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗҫ.

— Мӗн тунӑ пулӑттӑр-ши эсир мана, енчен сире Варшавӑна илме май килес пулсан? Мана та котлет валли туранӑ пулӑттӑр-и е хӑвӑр патӑра чура тума илнӗ пулӑттӑр-и?

— Кама кирлӗ эсир? Пирӗн хӗҫсӗрех, хӑвӑр кокаинӑртанах кӑнса выртӑр. Эпӗ сана, ҫавӑн пекскере, хӗрарӑм вырӑнне хурса та кӑмӑллас ҫук!

Ещӗк алӑра, алӑк еннелле икӗ утӑм. Нелли пӑрӑнчӗ, коридор вӗҫне ҫитсен тин пыр тӗпӗпе хӗстерсе:
— Пшеклентый большевик! — тени хӑлхана ҫитсе ҫапӑнчӗ.

Тепӗр кун каҫхине, библиотекӑна кайнӑ май, Корчагин Катюшӑна тӗл пулчӗ. Зеленова унӑн блузин ҫаннине ярса тытрӗ те ҫула пӳлчӗ.

— Ӑҫта васкатӑн, политика тата ҫутӗҫӗ?

— Библиотекӑна, тӑхлачӑ, ан чарса тӑр, — терӗ те Катюша майлах, ӑна хулпуҫҫинчен тытса, мостовой ҫине ларса тӑратрӗ. Корчагин аллисенчен вӗҫерӗннӗ хыҫҫӑн Катюша унпа ҫуммӑн утрӗ.

— Итле-ха, Павлуша! Мӗн пӗрмай вӗренетӗн… Итле-ха, атя паян улаха, Зина Гладыш патӗнче ҫамрӑксем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хӗрсем мана тахҫанах сана ертсе пыма хушнӑччӗ. Эсӗ пӗтӗмпех политика ӑшне путнӑ, ниушлӗ санӑн савӑнас, ҫӳрес килмест? Ну, ан вула паян, ара хӑвӑн пуҫнах ҫӑмӑлрах пулать-ҫке, — ҫине тӑрсах ӳкӗтлет ӑна Катюша.

— Мӗнле улах? Мӗн тӑваҫҫӗ унта?

Катюша тӑрӑхласа каларӗ.

— Мӗн тӑваҫҫӗ! Турра кӗлтумаҫҫӗ ӗнтӗ, вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттереҫҫӗ — ҫав ҫеҫ. Эсӗ баян калатӑн вӗт? Эсӗ каланине эпӗ нихҫан та илтмен. Маншӑн та пулин пыр ӗнтӗ. Зина пиччӗшӗн баян пур, анчах вӑл начар калать. Санпа хӗрсем интересленеҫҫӗ, а эсӗ кӗнеке ҫинче типсе ларатӑн. Комсомолецсене савӑнма юрамасть тесе ӑҫта ҫырни пур? Ӳкӗтлесе йӑлӑхтариччен атя луччӗ, атту пӗр уйӑх ҫиленсе ҫӳретӗп сана.

Пысӑк куҫлӑ малярка Катя — лайӑх юлташ тата начарах мар комсомолка. Корчагинӑн ӑна кӳрентерес килмест, ҫавӑнпа, халиччен ун пек ҫӗре ҫӳремен пулин те, килӗшрӗ.

Паровоз машинистчӗ Гладыш хваттерӗнче шавлӑ, ҫынсем нумай, ҫитӗннисем, ҫамрӑксене кансӗрлес мар тесе, иккӗмӗш пӳлӗме куҫрӗҫ, малти пысӑк пӳлӗме тата пӗчӗк сада тухакан веранда ҫине каччӑсемпе хӗрсем, пӗр вунпилӗк ҫын пулӗ, пухӑнчӗҫ. Катюша Павела сад урлӑ веранда ҫине ертсе пычӗ, кунта «кӑвакарчӑн ҫитермелле» теекен вӑйӑ выляҫҫӗ. Веранда варринче икӗ хыҫлӑ пукана пӗр-пӗрне тӳртӗн лартнӑ. Вӗсем ҫине, вӑййа ертсе пыракан хозяйка чӗнсе кӑларнипе, каччӑпа хӗр ларнӑ. Хозяйки: «кӑвакарчӑнсене ҫитерӗр!» тесенех, пӗрне-пӗри тӳртӗн ларакан каччӑпа хӗр пуҫӗсене каялла ҫавӑраҫҫӗ те, вӗсен тутисем тӗлме тӗл пулаҫҫӗ, вара пӗтӗм халӑх умӗнче пӗрне-пӗри чуптӑваҫҫӗ. Малалла «ҫӗрӗлле», «почтальонла» выляма пуҫларӗҫ, кашни вӑййинчех чуптумалли пырса тухать, «почтальонла» тенинче вара чуптума та ҫутӑ веранда ҫинче мар, пӳлӗме кӗрсе чуптумалла, чуптунӑ чухне ҫутта сӳнтермелле. Ку вӑйӑсемпе кӑмӑлӗсене тултарайманнисемшӗн кӗтесри ҫаврака сӗтел ҫинче — «чечеклӗ флирт» карточкисен купи выртать. Павелпа ҫуммӑн ларакан пӗр вунулттӑсене ҫитнӗ хӗр, хӑйне Мура ятлӑ тесе паллаштарнӑскер, сенкер куҫӗсене выляткаласа, Павел енне карточка.. тӑсрӗ те шӑппӑн:
— Фиалка, — терӗ.

Темиҫе ҫул ӗлӗкрех Павел ҫакӑн пек улахсене куркаланӑччӗ, ун чухне вӑл, хӑй вӗсенче пулман пулин те, ун пек япала пӑсӑк мар тесе шутланӑ. Анчах халӗ, пӗчӗк хулан мещенлӗ пурӑнӑҫӗнчен ӗмӗрлӗхех уйӑрӑлнӑ хыҫҫӑн, ку улах ӑна темӗнле киревсӗр те кулӑшла туйӑнса кайрӗ.

Анчах епле пулсан та, «флирт» карточки ун аллинче.

«Фиалка» тесе ҫырни тӗлӗнче вӑл: «Эсир мана питӗ килӗшетӗр» тенине вуларӗ.

Павел хӗр ҫине пӑхса илчӗ. Лешӗ ун ҫине нимӗн именмесӗр пӑхрӗ.

— Мӗншӗн?

Ыйту кӑшт килӗшӳсӗртерех пулчӗ. Ӑна хирӗҫ Мура ответ хатӗрлесе те хунӑ.

— Роза, — терӗ вӑл ӑна, тепӗр карточка парса.

Роза тенине хирӗҫ: «Эсир ман идеал» тесе ҫырнӑ. Корчагин хӗр енне ҫаврӑнчӗ те, сассине ҫемҫерех кӑларма тӑрӑшса:
— Мӗн эсӗ ҫак кирлӗ-кирлӗмарпа аппаланатӑн? — тесе ыйтрӗ.

Мура, нимӗнле мар пулса, аптӑраса тӑчӗ. Унӑн тутисем юнтармӗшле пӗрӗнсе ларчӗҫ.

— Ӗ сире эпӗ чӗрене уҫса пани килӗшмест-и?

Корчагин унӑн ыйтуне нимӗнле ответ та памарӗ!

Анчах унӑн хӑйпе калаҫакан кам иккенне пӗлес килчӗ. Вӑл ыйтусем пама тытӑнчӗ, хӗр унӑн ыйтӑвӗсене хирӗҫ уҫҫӑн ответлесе пырать. Темиҫе минутранах Корчагин акӑ мӗн пӗлчӗ: хӗр шкулта вӗренет, унӑн ашшӗ вагонсем пӑхакан, хӑй вӑл Корчагина тахҫантанпах пӗлет, унпа вӑл паллашасшӑн пулнӑ-мӗн.

— Хушамату мӗнле санӑн? — ыйтрӗ Корчагин.

— Волынцева Мура.

— Сан пиччӳ депори ячейка секретарӗ-и?

— Ҫапла.

Халь Корчагин хай кампа калаҫнине пӗлчӗ. Районри чи активлӑ ӗҫлекен комсомолец Волынцев хӑйӗн йӑмӑкне пачах асран янӑ курӑнать, ҫавӑнпа йӑмӑкӗ пачах мещенле ӳсет. Юлашки вӑхӑтри вӑл хӑйӗн тусӗсем патӗнче пулса иртекен чуптумалли улахсене ҫӳре пуҫланӑ. Корчагина вӑл пиччӗшӗ патӗнче темиҫе те курнӑ.

Халь ак Мура хӑйӗн кӳрши ӑна ырласах кайманнине сисрӗ те, хӑйне «кӑвакарчӑн ҫитерме» чӗнсен, пачах килӗшмерӗ.

Тата темиҫе минута ларчӗҫ. Мура хӑй ҫинчен каласа парать. Вӗсем патне Зеленова пычӗ.

— Баян илсе килем-и, калӑн-и? — тесе ыйтрӗ те, хӑй куҫӗсене чеен хӗссе, Мура ҫине пӑхрӗ. — Паллашрӑр-им ?

Павел Катюшӑна хӑй ҫумне лартрӗ те, йӗри-тавра кулнӑ, шавланӑ хушӑра ӑна:
— Баян каламастӑп, эпир Мурӑпа иксӗмӗр кунтан халех каятпӑр, — терӗ.

— Охо! Ҫавӑрчӗ пулас ку сана? — тӗртсе каларӗ Зеленова.

— Ҫапла, ҫавӑрчӗ. Кала-ха, кунта иксӗмӗртен пуҫне урӑх комсомолецсем пур-и? Е ку «кӑвакарчӑн йӑвине» эпир ҫех кӗрсе лартӑмӑр-и?

— Ухмахланма пӑрахрӗҫ ӗнте, халех ташлама тытӑнатпӑр, — терӗ Катюша кӑмӑла пусармалла. Корчагин ура ҫине тӑчӗ.

— Юрать, ташла, тӑхлачӑ, эпир Волынцевӑпа кунтан ҫапах та каятпӑр.

Пӗр каҫхине Окунев патне Борхарт кӗчӗ. Пӳлӗмре Корчагин пӗчченехчӗ.

— Санӑн ӗҫ нумай-и, Павел? Атя хула Совечӗн пленумне кайса килер. Иккӗн пире савӑнӑҫлӑрах пулӗ, киле ҫӗрле таврӑнма тивет.

Корчагин хӑвӑрт тумланчӗ. Кровачӗ тӗлӗнче маузер ҫакӑнса тӑрать, анчах вӑл ытла йывӑр. Павел сӗтелрен Окунев браунингне илсе, кӗсъене чикрӗ. Окунев валли хут ҫырса хӑварчӗ. Пӳлӗм уҫҫине пӗлекен ҫӗре пытарчӗ.

Театрта Панкратовпа Ольгӑна тӗл пулчӗҫ. Пурте пӗрле ларчӗҫ, перерыв чухне площадьре уҫӑлса ҫӳрерӗҫ. Анна каланӑ пек, заседани нумая пычӗ.

— Хамӑр патӑра кӗрсе ҫывӑрӑр. Вӑхӑт нумай пулчӗ, кайма инҫе сире, — терӗ Юренева.

— Ҫук, эпир ун ҫинчен калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ, — терӗ Анна. Панкратовпа Ольга урам тӑрӑх аялалла анса кайрӗҫ, соломенецсем ту ҫинелле хӑпарчӗҫ.

Пӑчӑ та тӗттӗм каҫ. Хула ҫывӑрать. Пленумра пулнӑ ҫынсем лӑпкӑ урамсем тӑрӑх саланчӗҫ. Вӗсем калаҫса пыни майӗпен илтӗнми пулчӗ. Павелпа Анна центрти урамсенчен хӑвӑрт тухрӗҫ. Пушӑ пасар тӗлӗнче вӗсене патруль тытса чарчӗ. Документсем тӗрӗслерӗҫ те ирттерсе ячӗҫ. Бульвар урлӑ каҫса, ҫын ҫӳремен тӗттӗм урама тухрӗҫ. Сулахая пӑрӑнчӗҫ те шоссе тӑрӑх чугун ҫулӑн тӗп склачӗсем ҫумӗпе утрӗҫ. Бетонран тунӑ тӗксӗм те салху ҫуртсем вӗсем. Аннӑн ирӗксӗрех чунӗ ҫӳҫенет. Вӑл тӗттӗмелле тинкерсе пӑхать, Корчагинпа темле пӑт-пат сӑмах хушса илет. Шиклентерекен мӗлке телефон юпи пулнӑ мӗн, Борхарт кулса ячӗ те хӑй хӑрани ҫинчен Корчагина каласа пачӗ. Ӑна хул хушшинчен тытса, ун ҫумне тӗшӗнчӗ те лӑпланчӗ.

— Эпӗ ҫирӗм виҫҫӗре ҫеҫ-ха, нервсем енчен карчӑк темелле. Эсӗ мана хӑравҫӑ тетӗн пуль. Апла мар. Паян ман темшӗн чун шикленет. Ак халӗ, сан ҫумра чухне, хӑрас шухӑш та ҫук, хӑм шикленни хамах аван мар пек туйӑнать.

Павел лӑпкӑ пырать, пирусӗ ялкӑшса илнӗ хушӑра пӗр самант ун пичӗ, паттӑр сӑн кӗртекен авӑнчӑк куҫхаршисем курӑнса каяҫҫӗ — ҫаксем ӗнтӗ тӗттӗм каҫ, тискер пушӑ вырӑн тата ӗнер Подолра пӗр ҫынна пит тискер вӗлерни ҫинчен театрта илтнӗ хыпар шиклентернине сирсе яраҫҫӗ.

Складсен хыҫа юлчӗҫ. Пӗчӗк шыв урлӑ хывнӑ кӗпертен иртрӗҫ те вокзал ҫумӗнчи шоссепе туннель патнелле утрӗҫ; туннель — аялта, чугун ҫул айӗнче, вӑл хулан ҫак пайне чугун ҫул районӗпе ҫыхӑнтарать.

Вокзал аякка, сылтӑма юлчӗ. Туннель депо хыҫне илсе тухать. Кунта ӗнтӗ палланӑ вырӑнсем. Ҫӳлте, чугун ҫулсем иртекен тӗлте, стрелкӑсемпе семафорсен тӗрлӗ тӗслӗ ҫуттисем ялтӑртатаҫҫӗ, депо умне, йывӑррӑн сывласа, «маневрик» канма пырать.

Туннеле кӗнӗ тӗле тутӑхнӑ ҫекӗлрен хунар ҫакса янӑ. Вӑл ҫилпе майӗпен сулланса тӑнӑран ун тӗксӗм сарӑ ҫутти туннелӗн пӗр стени ҫинчен тепӗр стени ҫине куҫать.

Туннеле кӗриччен пӗр вунӑ утӑмра, шоссе хӗрринчех, пӗччен пӳрт ларать. Икӗ ҫул маларах ӑна пысӑк снаряд пырса тивсе, малти пайне ишсе антарнӑ, халӗ вӑл пысӑк ҫӑварне карса, ҫул ҫинчи ыйткалакан пек, ҫӗтӗк-ҫурӑкне кӑтартса ларать. Ҫӳлте чугун ҫулпа поезд иртсе кайрӗ.

— Халӗ ӗнтӗ киле ҫитнӗпе пӗрех, — терӗ Анна ҫӑмӑллӑн.

Павел аллине систермесӗр хул хушшинчен илесшӗн пулчӗ. Анчах Анна ун аллине ямарӗ. Ишӗлнӗ ҫурт тӗлӗнчен иртрӗҫ.

Хыҫра сасартӑк темӗн хускалчӗ. Пит хӑвӑрт чупса килни, хӑрӑлтатса сывлани илтӗнчӗ. Вӗсене хуса ҫитрӗҫ.

Корчагин аллине туртрӗ, анчах Анна хӑранипе ӑна хӑй ҫумне пӑчӑртаса тытрӗ. Вӑл аллине вӑйпах туртса илчӗ, анчах кая пулчӗ: Павела мӑйран ярса та илчӗҫ. Карт туртӑнчӗ те — Павел хӑйне тапӑнакан енне ҫаврӑнчӗ. Лешӗ ун гимнастёркин ҫухине пӗтӗрсе тытса, ӑна карланкӑран ярса илчӗ те пичӗ умнех револьвер илсе пычӗ.

Электрик мӗнпур вӑйне пухса, револьвер ҫинчен куҫ сиктермерӗ. Вилӗм куҫранах пӑхать, револьвер ҫӑварӗ ҫинчен пӗр секундлӑх та куҫа илме хал ҫитмест, перессе кӗтрӗ вӑл. Анчах лешӗ пемерӗ, Павелӑн чарӑлса кайнӑ куҫӗсем бандитӑн питне асӑрхарӗҫ. Пысӑк пуҫ, сарлака янах, хырман сухалӗ хура, картузӗн сарлака сӑмси айӗнчен куҫӗсем курӑнмаҫҫӗ.

Корчагин куҫ хӳрипе Аннӑн шуралса кайнӑ питне асӑрхарӗ, ӑна ҫавӑнтах виҫҫӗшӗнчен пӗри ҫурт ишӗлчӗкне сӗтӗрсе кӗчӗ. Аллисене пӑрса, ҫӗре ӳкерчӗ. Павел патнелле тата тепӗр мӗлке мӗлтлетрӗ, вӑл ӑна туннель стени ҫинче ҫеҫ курса юлчӗ. Хыҫра, пӳрт ишӗлчӗкӗнчен кӗрешӳ пырать. Анна ҫине тӑрса кӗрешет, пӑвса ӳкернӗскерӗн сассине ҫӑварне картузпа хупласа чарчӗҫ. Пысӑк пуҫлин, Корчагина ярса тытнин, тискер кайӑка чӗрӗ аш илӗртнӗ пек, хӗре тапӑннӑ ҫӗре каяс килет. Ку — вӗсен пуҫлӑхӗ пулас, кунта тӑрса юлни ӑна килӗшмест. Хӑй аллинчи ача шӗвӗркке ҫеҫ, «депори каҫӑр сӑмса» пек анчах туйӑнать. Ку ачаран хӑрамалли нимех те ҫук.

«Ҫамкаран пӗр-иккӗ лайӑхрах тивертес те ҫулне кӑтартса ярас — вара ури ҫӗре тивмӗ, хулана ҫитмесӗр те ҫавӑрӑнса пӑхмӗ». Аллине ячӗ вӑл.

— Кай кунтан… Кай хӑв ҫулупа, ҫӑвар уҫсанах — пуля лекӗ. — Ҫапла каларӗ те, пысӑк пуҫли Корчагина ҫамкаран пӑшал кӳпчекӗпе тӗкре. — Яра пар, — тесе хӑрӑлтатса илчӗ те, парабеллумне усрӗ.

Корчагин хыҫалалла сиксе ӳкрӗ, пӗр-ик утӑм вӑл айккӑн, пысӑк пуҫлине куҫран ямасӑр кайрӗ. Бандит ача ҫавах хӑрать тесе пулас, пӳрт енне пӑрӑнчӗ.

Корчагин кӗсьине ярса тытрӗ. «Ӗлкӗресчӗ, ӗлкӗресчӗ!». Хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те, сулахай аллине малалла тӑсса, пысӑк пуҫлине тӗллесе печӗ. Бандит хӑй йӑнӑшне пӗлчӗ те, анчах кайран пулчӗ. Аллине ҫӗклеме ӗлкӗриччен ун аякне пуля пырса та лекрӗ.

Вӑл туннель стени ҫумне сулӑнса кайрӗ, мӗкӗрсе ярса, стенаран тытма хӑтланса, вӑл майӗпен ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ. Пӳрт ишӗлчӗкӗнчен пӗр мӗлке тухса аялалла, шырлана сирпӗнчӗ. Корчагин каллех персе ячӗ. Тепӗр мӗлке, пӗшкӗнсе, туннель шӑтӑкӗ патне виркӗнчӗ. Каллех пӑшал сасси. Пуля лексе тӗпреннӗ бетон тусанӗ айне пулса, мӗлке айккинелле сиксе ӳкрӗ те тӗттӗме чӑмса ҫухалчӗ. Ун хыҫҫӑн браунинг сасси виҫӗ хутчен каҫ шӑплӑхне ҫура-ҫура кайрӗ. Стена ҫумӗнче пысӑк пуҫли ӑман пек авкаланса выртать.

Корчагин Аннӑна ҫӗклесе тӑратрӗ, вӑл ҫав тери хӑранӑ, авкаланса выртакан бандита курчӗ те, хӑй ҫӑлӑннине ӗненес те килмерӗ ун.

Корчагин вӑйпах ӑна тӗттӗмрен илсе тухса, каялла хулана илсе кайрӗ. Вӗсем вокзал патне чупрӗҫ. Туннель патӗнче ҫутӑсем мӗлтлете пуҫларӗҫ, чугун ҫул ҫинче, тревога парса, винтовка сасси кӗрлесе кайрӗ.

Анна хваттерне ҫитнӗ ҫӗре Батый тӑвӗ ҫинче автансем авӑтса ячӗҫ. Анна кровать ҫине сӗвӗнчӗ. Корчагин сӗтел умӗнче ларать. Вӑл пирус чӗртнӗ те, ҫӳлелле ярӑнса хӑпаракан кӑвак тӗтӗм ҫаврашкине пӑхса, шухӑша кайнӑ… Халӗ ҫеҫ вӑл хӑй пурӑнӑҫӗнче тӑваттӑмӗш ҫынна вӗлерчӗ.

Ним хӑраман хӑюллӑ ҫын пур-ши тӗнчере? Ҫавӑн чух хӑй мӗн-мӗн шухӑшланине аса илчӗ те, малтанах секундӑра револьвер кӗпҫи ун чӗрине чӑнахах пӑр пек шӑнтса янине астурӗ. Тата ҫав икӗ мӗлки тарса ҫухалнишӗн куҫ курманни тата сулахай алӑпа пени кӑна айӑплӑ-ши вара? Ҫук. Пӗр-ик утӑмри япалана тӗл пеме пулнах, анчах васкани кансӗрленӗ, васкани вӑл ҫухалса кайнине пӗлтерет.

Павел пуҫӗ ҫине сӗтел ҫинчи лампа ҫути ӳкнӗ.

Анна ун ҫине, пичӗ ҫинчи пӗр хусканӑва куҫран ямасӑр, сӑнаса пӑхать. Павелӑн куҫӗсем лӑпкӑ пӑхаҫҫӗ, ҫамки ҫинчи хутлам кӑна вӑл тарӑн шухӑша кайнине систерет.

— Мӗн шухӑшлатӑн, Павел?

Ҫак ыйту ун шухӑшӗсене сирсе ярать, вӑл ҫавӑнтах пуҫа мӗн килнине калать:

— Ман комендатурӑна кайса килмелле. Ҫав ӗҫ ҫинчен пӗлтерес пулать.

Каяс килмесӗр, ывӑннине пӑхмасӑрах, ура ҫине тӑчӗ.

Анна ун аллине чылайччен тытрӗ — пӗччен юлас килмерӗ. Алӑк умне ҫити ӑсатрӗ те алӑкне Корчагин тӗттӗмре курӑнми пулсан тин хупрӗ, мӗн тери ҫывӑх та тӑван вӑл халӗ уншӑн.

Корчагин комендатурӑна пырсан, чугун ҫул хуралӗ ӑнланма пултарайман вилӗм паллӑ пулчӗ. Вилене тӳрех палларӗҫ: вӑл вӑрласа, ҫын вӗлерсе ҫӳрекенскер, рецидивист Фимка Череп пулнӑ, уголовнӑй розыск ӑна лайӑх пӗлнӗ.

Туннель патӗнче пулнӑ ӗҫ ҫинчен тепӗр кун пурте пӗлчӗҫ. Ҫавӑн пирки Павелпа Цветаевӑн кӗтмен ҫӗртен тӗл пулмалла пулчӗ.

Хӗрсе ӗҫленӗ хушӑра цеха Цветаев пырса кӗчӗ те Корчагина чӗнсе илчӗ. Цветаев ӑна коридора илсе тухрӗ, ҫын ҫӳремен кӗтесре тытса чарчӗ те, сӑмах тупма аптӑраса, аран-аран каларӗ:

— Ӗнерхи ҫинчен каласа пар-ха.

— Эсӗ пӗлетӗн вӗт.

Цветаев тӳсеймесӗр хулпуҫҫисене сиктеркелесе илчӗ. Туннель патӗнчи ӗҫ Цветаева ыттисенчен ытларах кӳрентернине Павел пӗлмен. Борхарт ҫак тимӗрҫе кӑмӑла кайнӑ-мӗн, анчах вӑл ӑна ҫынна кӑтартма тӑрӑшман. Аннӑна кӑмӑллакансем татах та пулнӑ, анчах Цветаевӑн ҫав кӑмӑл темле кӑткӑсрах пулнӑ. Лагутина туннель патӗнчи ӗҫ ҫинчен каласа парсан, пӗр ыйту ӑна канӑҫ паман. Ун ҫинчен вӑл Павелтан тӳрех ыйтма вӑтаннӑ, анчах ун пӗлесех килнӗ. Хӑй шикленни эгоистла вак-тӗвек пулнине вӑл кӑштах ӑнланнӑ, анчах ӑшне ҫунтаракан тӗрлӗ шухӑшсенчен унра ҫавах примитивлӑ, кайӑкла туйӑмӗсем ҫиеле тухрӗҫ.

— Итле-ха, Корчагин, — терӗ вӑл шӑппӑн. — Калаҫу хамӑр хушӑрта пултӑр. Пӗлетӗп, Аннӑна хурлантарас тесе мар, эсӗ ун ҫинчен никама та калас ҫук, анчах мана шанса калама пултаратӑн: сана бандит тытса тӑнӑ чухне ыттисем Аннӑна тапӑнчӗҫ-и?

Юлашки сӑмахне каланӑ чух Цветаев тӳсеймерӗ, куҫне пытарчӗ.

Корчагин кӑштах ӑнланса илчӗ. «Анна уншӑн нимех те мар пулсан, Цветаев ун пек пӑлханас ҫук. Анна уншӑн хаклӑ пулсан…» Павел Аннӑшӑн кӳренсе кайрӗ.

— Мӗншӗн ыйтатӑн эс ҫавна?

Цветаев ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илчӗ, хӑй шухӑшне ӑнланнине сиссе, вӑл ҫиленсе кайрӗ.

— Мӗн пӑркаланатӑн? Эпӗ санран ответ кӗтетӗп, эсӗ мана тӗпчеме пуҫларӑн?

— Эсӗ Аннӑна юрататӑн-и?

Чӗнмерӗ. Унтан Цветаев аран-аран сӑмах хушрӗ:

— Юрататӑп.

Ҫав тери ҫиленсе, Корчагин унран пӑрӑнчӗ те, хыҫалалла пӑхмасӑр, коридор тӑрӑх утрӗ.

Пӗр каҫхине Окунев, хӑй тусӗн кровачӗ умӗнче урисене ылмаштарса тӑркаларӗ те, аллине Павел вулакан кӗнеке ҫине хучӗ.

— Акӑ мӗн, Павлуша, сана пӗр истори ҫинчен каласа памаллах пулать. Пӗр енчен пӑхсан, вӑл пустуй ӗҫ пек туйӑнать, анчах, чӑннипе, пачах урӑхла. Пирӗн Таля Лагутинӑпа иксӗмӗр хушӑмӑрта темӗнле япала пулса тӑчӗ. Малтанлӑха вӑл мана килӗшрӗ. — Окунев, айӑплӑ пек пулса, тӑнлавне кӑтӑрттарса илчӗ, анчах тусӗ кулманнине курчӗ те кӑшт хӑюлланчӗ. — Кайран Таля… ну, ҫав майлӑскер пулса тӑчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ сана пурне те каласа та тӑмастӑп, вӑл хунарсӑр та курӑнать. Ӗнер эпир телей тупма шут тытрӑмӑр, мӑшӑрлӑ пурӑнас терӗмӗр. Эпӗ ҫирӗм иккӗре, эпир иксӗмӗр те сасӑлас право илнӗ ҫынсем. Эпир Тальӑпа хамӑр пурӑнӑҫа пӗртанлӑх тивӗҫлӗхӗпе йӗркелесе ярасшӑн. Мӗнле шухӑшлатӑн эсӗ ҫавӑн пирки?

Корчагин шухӑша кайрӗ.

— Мӗн калас ман, Коля? Эсир иксӗр те ман туссем, ӑрат енчен пӗр йӑхран. Ытти тӗлӗшрен те пӗр пекех, Таля пит лайӑх хӗр… Кунта пурне те ӑнланмалла.

Тепӗр кунне Корчагин япалисене хӑй юлташӗсем патне, депо ҫумӗнчи общежитие куҫарчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эрнерен Анна хваттерӗнче ӗҫмелли-ҫимеллисӗр вечер — Тальӑпа Николай туслӑ пурӑнӑҫ пуҫласа янӑ ятпа пухнӑ коммунистла улах пулса иртрӗ. Ку — иртнисене асӑнмалли, кӑмӑла чи ҫӗклентерсе яракан кӗнекесенчи сыпӑксене вуламалли каҫ пулчӗ. Хорпа нумай лайӑх юрӑсем юрларӗҫ. Инҫете илтӗнчӗҫ ҫапӑҫу юррисем, каярахпа Катюша Зеленовӑпа Волынцева баян илсе килчӗҫ, пӳлӗм баянӑн хартлатакан хулӑм басӗсемпе тата кӗмӗл чӗлӗхӗсен вӗлтӗртетӗвӗпе тулса ларчӗ. Ҫак каҫ Павел купӑсне нихӑҫанхинчен лайӑх каларӗ, ҫавӑнтах тата тӑсланкӑ Панкратов пурне те тӗлӗнтерме тенӗ пекех ташша янӑ хыҫҫӑн, Павка пушшех ҫӗкленсе кайрӗ, вӑл малтанхи кӗввине татрӗ, купӑсне тата хытӑрах туртса ячӗ.

Эх, урам, урам!

Усал Деникин куҫ хӗсет,
Ҫӗпӗрти Чека пекех
Колчакпа ылмаштарчӗ…

Иртнисем ҫинчен, ҫулӑмлӑ ҫулсем ҫинчен тата паянхи туслӑх, кӗрешӳ, хаваслӑх ҫинчен юрларӗ купӑс. Купӑс Волынцев аллине куҫсан, слесарь вутлӑ «яблочко» кӗвве ахӑрттарса янӑ хыҫҫӑн, асар-писер ташша никам та мар, электрик пуҫласа ячӗ. Анран яракан хӑвӑрт чечёткӑна вӑл каҫ Корчагин ӗмӗрӗнче виҫҫӗмӗш хут, хӑй пурӑнӑҫӗнче юлашки хут ташларӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех