Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иккӗмӗш сыпӑк

Пай: Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Максим Данилов-Чалдун

Ҫӑлкуҫ: Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫул: 1948; Хушнӑ: 2020.06.12 15:44

Пуплевӗш: 913; Сӑмах: 8942

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Федор, шухӑша кайса, кӗске чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑларчӗ те чӗлӗмӗнчи кӗле асӑрханса пӳрнипе тӗксе пӑхрӗ. Чӗлӗмӗ сӳннӗ.

Вунӑ пирусран мӑкӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм пӗлӗчӗ сӗт тӗслӗ мачча айӗнче, губисполком председателӗ ларакан пукан тӗлӗнче, ҫавӑрӑнса ҫӳрет. Кабинетӑн кӗтессисенче сӗтелсем хушшинче ларакан ҫынсем шӗвӗ тӗтре ӑшӗнче ларнӑ пек курӑнаҫҫӗ.

Губисполкомӑн председателӗпе юнашар, кӑкӑрӗпе сӗтел ҫине ӳпӗнсе, Токарев ларать. Тарӑхнипе старик хӑйӗн пӗчӗк сухалне тӑрмалать, вӑхӑтран вӑхӑта, ҫинҫе сасӑпа янӑратса, юхтарса кӑларнӑ ҫӑмарта пек пушӑ та вӑрӑм сӑмах калакан, чарӑна пӗлмен кукша пуҫлӑ пӗчӗк ҫын ҫине чалӑшшӑн пӑха-пӑха илет.

Аким, слесарь чалӑшшӑн пӑха-пӑха илнине сисрӗ те, ӑна ача чухнехи аса килчӗ: вӗсен килӗнче «Куҫчаван» ятлӑ ҫапӑҫма юратакан автан пурччӗ. Вӑл сиксе ӳкес умӗн шӑп та шай ҫавӑн пекех пӑха-пӑха илетчӗ.

Парти губкомӗн заседанийӗ иккӗмӗш сехет пырать ӗнтӗ. Ҫут ҫамкаллӑ ҫын — чугун ҫул ҫинчи вӑрман комитечӗн председателӗ. Хӑвӑрт вылянакан пӳрнисемпе хут купине пӑлхатса, кукша пуҫ вӗҫӗмсӗр калаҫать:

— …Ҫакнашкал объективлӑ сӑлтавсем губкомпа ҫул правленин решенийӗсене пурӑнӑҫа кӗртсе пыма кансӗрлеҫҫӗ те ӗнтӗ. Татах калатӑп, тепӗр уйӑхран та эпир вутӑ тӑватҫӗр кубометртан ытла пама пултараймастпӑр. Тепӗр енчен, ҫӗр те сакӑрвунӑ пин кубометр вутӑ пама хушакан задани — вӑл… — кукша пуҫ пӗр самант юрӑхлӑрах сӑмах шыраса тӑчӗ, — вӑл утопи! — ҫапла каларӗ те хӑйӗн пӗчӗк ҫӑварне пӗркеленчӗк тути хӗррисемпе кӳреннӗн пӗрсе хучӗ.

Нумайччен нимӗн шарламасӑр ларнӑн туйӑнчӗ.

Федор чӗрнипе чӗлӗмне шаккакаласа, чӗлӗм кӗлне силлеме тытӑнчӗ. Токарев пыр тӗпӗнчен тухакан хулӑм сасӑпа шӑплӑха ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ.

— Кунта чӑмлак чӑмласа аппаланни те кирлӗ мар. Чугун ҫул ҫинчи вӑрман комитетӗнче нихӑҫан вутӑ пулман, халӗ те ҫук, малашне пуласса та шанма ҫук… Ҫапла-и?

Кукша пуҫ хулпуҫҫийӗсене кӑрт-карт турткаласа илчӗ.

— Каҫарӑр, юлташсем, эпир вутӑ хатӗрлесе хунӑ анчах лавсем ҫук. — Ҫын пӗрӗхсе илчӗ, хӑйӗн йӑлтӑртатса тӑракан пуҫне тӑваткӑл куҫлӑ сӑмса тутрипе шӑлса илчӗ, вара нумайччен кӗсъи тӗлне тупаймасӑр, тутӑрне васкасах портфеле айне хучӗ.

— Мӗн турӑр вара эсир халиччен хатӗрленӗ вутта турттарса килес тӗлӗшпе? Ертсе пыракан специалистсене восстание хутшӑннӑ пирки арестленӗренпе темиҫе кун та иртрӗ-ҫке ӗнтӗ, — терӗ кӗтесрен Денекко.

Кукша пуҫ ун еннелле ҫавӑрӑнса пӑхрӗ:

— Лавсемсӗр нимӗн те тухмасть, тесе эпӗ ҫул правленине виҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ…

Токарев ӑна пӳлчӗ:

— Куна эпир паҫӑрах илтрӗмӗр, — терӗ слесарь тӑрӑхласа, ҫав хушӑрах кукша пуҫ ҫине сиввӗн пӑхса. — Эсир, мӗн, пире сӗм ухмахсемех тесе шутлатӑр-им?

Ку сӑмахсене илтнипе кукша пуҫӗн ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса илчӗ.

— Эпӗ контрреволюционерсен ӗҫӗшӗн ответ тытмастӑп, — терӗ шӑппӑн кукша пуҫ.

— Анчах эсир вутта чугун ҫулран аякра хатӗрленине пӗлнӗ вӗт? — ыйтрӗ Аким.

— Илтнӗ, анчах эпӗ ют участокра йӑнӑш туни ҫинчен пуҫлӑхсене кӑтартса пама пултарайман.

— Сирӗн кантурта миҫе служащи? — ыйтрӗ кукша пуҫран совпроф председателӗ.

— Икҫӗре яхӑн.

— Кашни харампыр пуҫне ҫулталӑка пӗрер кубометр! — тесе урнӑ пек сурса илчӗ Токарев.

— Эпир пӗтӗм Желлескома, рабочисенчен катса юлсах, ударлӑ паёк паратпӑр, а эсир унта мӗн тӑватӑр-ха? Ӑҫта чикрӗр эсир рабочисене валли панӑ икӗ вагон ҫӑнӑха? — тесе тӗпче пуҫларӗ совпроф председателӗ.

Ҫут ҫамка еннелле пур енчен те ыйтусем вӗҫме пуҫларӗҫ, лешӗ ҫине тӑрсах, парӑм тӳлеме хистекен ҫынсенчен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ пек, ответлесе хӑтӑлма тытӑнчӗ.

Ҫӗлен пек пӑркаланать вӑл тӳрӗ ответ парассинчен, анчах куҫӗсем йӗри-тавралла чупкалаҫҫӗ. Сисет вӗт хӑрушлӑх ҫывхарса килнине. Шикленсе ӳкнӗскерӗн, унӑн пӗр шухӑш кӑна: епле те пулсан каҫхи тутлӑ апата ӗлкӗрес тата Поль де-Кок романне вуласа, хӑй таврӑнасса кӗтекен ҫамрӑк арӑмӗ патне часрах ҫитес.

Кукша пуҫ отвечӗсене итлеме чарӑнмасӑрах, Федор блокнот ҫине ҫырса ларать: «Ман шутпа, ку ҫынна лайӑхрах тӗрӗслемелле, кунта ӗҫлеме пӗлменни кӑна мар. Манӑн ун ҫинчен кӑштах хыпарсем пур-ха… Ан тив, калаҫма чарӑнар та, кайтӑр, хамӑр ӗҫлеме тытӑнӑпӑр».

Губисполком председателӗ хӑйне панӑ хута вуласа тухрӗ те Федор еннелле пуҫне тайрӗ.

Жухрай, тӑрса, коридора телефон патне тухрӗ. Вӑл тавӑрӑннӑ ҫӗре губисполком председателӗ резолюцин вӗҫне вуласа ҫите пуҫланӑ:

«… Желлеском пуҫлӑхӗсене, ӗҫе юри юхӑнтарнӑшӑн, ӗҫрен кӑларас. Вӑрман хатӗрлев ӗҫе тӗрӗслӳ органӗсен аллине парас».

Кукша пуҫ тата та усалрах пулассине кӗтнӗччӗ. «Сӑмах та ҫук, ӗҫе юхӑнтарнӑшӑн ӗҫрен кӑларни вӑл хӑйне шанчӑкран тухнине пӗлтерет, анчах ҫапах та ку нимӗнех те мар-ха. Бояркӑри ӗҫе илсен, — уншӑн манӑн нимӗн пӑшӑрханмалли те ҫук, ку ӗҫ манӑн участокра мар. Фу, шуйттан, мана кусем чӑн-чӑн сӑлтавсем патнех ҫитнӗн туйӑнчӗ…»

Хучӗсене портфеле пуҫтарса чикнӗ май, лӑпланма патне ҫитнӗскер, сӑмах хушрӗ вӑл:

— Эпӗ партире тӑман специалист, эсир мана шанмасӑр тӑма та пултаратӑр. Анчах манӑн чӗре таса. Эпӗ туса ҫитереймерӗм пулсан, апла эпӗ пултараймарӑм пулать.

Ӑна хирӗҫ никам та чӗнекен пулмарӗ. Кукша пуҫ тухрӗ те васкасах картлашка ҫинчен анчӗ, урама тухмалли алӑк умӗнче чӗри ҫӑмӑллӑнах тапса ячӗ.

— Сирӗн хушамат, гражданин? — тесе ыйтрӗ унран, шинель тӑхӑннӑ ҫын.

Кукша пуҫӑн чӗри сасартӑках тапма чарӑнчӗ, вӑл аран-аран:
— Чер… винский… — тесе пӗлтерчӗ.
Губисполком председателӗн кабинетӗнче, ют ҫын тухса кайсанах, пысӑк сӗтел йӗри-тавра вунвиҫҫӗн таччӑн пуҫтарӑнса ларчӗҫ.

— Акӑ, куратӑр… — терӗ Жухрай, сарса хунӑ картӑ ҫине пӳрнипе пусса кӑтартса. — Акӑ Боярка станци, ултӑ ҫухрӑмра — вутӑ хатӗрлекен вырӑн, кунта икҫӗр пин кубометр вутӑ шаршанласа хунӑ. Ӗҫ ҫарӗ кунта сакӑр уйӑх ӗҫленӗ, темӗн чухлӗ ӗҫ вӑйне тӑкакланӑ, юлашкинчен — усал ӗҫ пулса тӑнӑ, ҫул та, хула та вутӑсӑр ларать. Ҫак вутта станцине кӑларма ултӑ ҫухрӑм турттармалла. Ӑна турттарма, кунне икшер хут хутласан та, пилӗк пин лавӑн сахалтан пӗр уйӑх хушши ӗҫлемелле. Чи ҫывӑхри ял унтан вунпилӗк ҫухрӑмра ларать. Ҫитменнине, ҫав вырӑнсенче Орлик хӑйӗн бандипе ҫапкаланса ҫӳрет… Ку мӗне пӗлтернине чухларӑр-и?.. Акӑ, пӑхӑр, план тӑрӑх вӑрман хатӗрлес ӗҫе ак ҫакӑнтан пуҫласа, вокзал патнелле илсе пымалла пулнӑ, сӑтӑрҫӑсем ӑна шалалла, вӑрманалла илсе кайнӑ. Тӗрӗс шутланӑ: халь акӑ эпир касса хатӗрленӗ вутта та чугун ҫул патне турттарса пыма пултараймастпӑр. Эпир ҫӗр лав тупаймастпӑр. Акӑ ӑҫтан пырса тивертрӗҫ вӗсем пире!.. Ку восстани пуҫлама хатӗрлекенсенчен каях мар.

Жухрайӑн чӑмӑртаннӑ чышки картӑ ҫине йывӑррӑн анса выртрӗ.

Вунвиҫӗ ҫынтан кашнинех Жухрай каламасӑр хӑварнӑ малашнехи хӑрушлӑх уҫҫӑн курӑнса тӑрать. Хӗл ҫывхарать. Больницӑсем, шкулсем, учрежденисем, хулари темиҫе ҫӗр пин ҫын шӑртлама сивӗ аллине кӗрсе ӳкеҫҫӗ, вокзалсенче — этем кӑткӑ йӑвийӗ, поезд эрнере пӗрре кӑна ҫӳрет.

Кашниех тарӑн шухӑша кайрӗ.

Федор чӑмӑрне лашт ячӗ.

— Пӗр май пур, юлташсем: виҫӗ уйӑх хушшинче станцирен вӑрман хатӗрленӗ ҫӗре, ҫичӗ ҫухрӑм хушшине, ансӑр йӗрлӗ чугун ҫул хывмалла, ӑна уйӑх ҫурӑранах вӑрман каснӑ вырӑна ҫитермелле. Кун ҫинчен эпӗ пӗр эрне шухӑшласа ҫӳретӗп ӗнтӗ. Ҫакна тумашкӑн, — Жухрайӑн сасси типсе кайнӑ пырӗнчен хӑйӑлтатса тухма тытӑнчӗ, — виҫҫӗр аллӑ рабочи тата икӗ инженер кирлӗ. Рельссемпе ҫичӗ паровоз Пуще-Водицӑра пур. Унта вӗсене комсомолецсем складсенче шыраса тупнӑ. Вӑрҫӑ умӗн унта хулана ҫитиччен ансӑр йӗрлӗ чугун ҫул хывма, шутланӑ пулнӑ. Анчах Бояркӑра рабочисене пурӑнма вӑрман шкулӗн ишӗлсе пӗтнӗ ҫурчӗсӗр пуҫне урӑх нимӗнле ҫурт та ҫук. Рабочисене ушкӑн-ушкӑнпа икшер эрнелӗхе яма тивет, икӗ эрнерен ытла чӑтаймаҫҫӗ. Комсомолецсене ярӑпӑр-и унта, Аким? — ответ пуласса кӗтмесӗрех Жухрай малалла калама тытӑнчӗ. — Комсомол унта хӑй пама пултарнӑ вӑйне пӗтӗмпех ярать: чи малтан Соломенка организацине тата хулари организацин пӗр пайне. Питӗ йывӑр задача, анчах ачасене ҫак хулана чугун ҫул ҫӑлса хӑварма тивӗҫҫи ҫинчен ӑнлантарса парсан, вӗсем ӑна тӑваҫҫех.

Чугун ҫул начальникӗ пуҫне шанчӑксӑррӑн пӑркаласа илчӗ.

— Тухӗ-ши вара кунтан мӗн те пулин? Пушӑ вырӑнта, хальхи условисенче, кӗркунне, ҫумӑрпа сивӗре ҫичӗ километр ҫул хывасси питех те йывӑр, — терӗ вӑл ывӑннӑ сасӑпа.

— Санӑн вӑрманне каснӑ чухнех лайӑхрах пӑхас пулатчӗ, Андрей Васильевич. Чугун ҫул ҫине тухмалли ҫула эпир тӑватпӑрах. Алӑсене тӑсса хурса шӑнса вилмелле-и вара? — татса хучӗ Жухрай унӑн сӑмахне, ун ҫине пӑхмасӑрах.

Инструментсем майласа хунӑ юлашки ещӗксене тиесе пӗтернӗ. Поезд бригади хӑйӗн вырӑнне кайса вырӑнаҫрӗ. Йӗпхӳ ҫумӑр пӗрӗхет. Ритӑн йӑлтӑртатакан куртки тӑрӑх ҫумӑр тумламӗсем шӑрҫа пек чупаҫҫӗ.

Токаревпа сывпуллашса, Рита унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ те шӑппӑн:
— Телей пултӑр, — тесе сӑмах хушрӗ.

Старик хӑйӗн кӑвакарнӑ куҫхаршисем айӗпе ун ҫине ӑшшӑн пӑхса илчӗ.

— Да, муталанмалӑх ӗҫ тупса пачӗҫ, шуйттансем, — тесе тавӑрчӗ вӑл хыттӑнах хӑйӗн шухӑшне хирӗҫ. — Эсир кунта пӑхкалӑр. Пирӗн ӗҫ мӗн пирки те пулин чарӑнсан, эсир кирлӗ ҫӗрте хӗтӗртӗр. Хӑвах пӗлетӗн, вӑл йӗксӗксем волокитӑсӑр ӗҫлеме пултараймаҫҫӗ. Ну, ларма вӑхӑт ҫитрӗ, хӗрӗм.

Старик пиншакне туртса тӳмелерӗ.

— Сирӗнпе Корчагин пымасть-им? Вӑл каяканнисем хушшинче курӑнмасть-ҫке, — терӗ юлашкинчен Рита, ӑнсӑртран ыйтнӑ пек туса.

— Вӗсем, технорукпа иккӗшӗ, эпир пынӑ ҫӗре кирлӗ пеккисене хатӗрлесе хума ӗнерех дрезинӑпа кайрӗҫ.

Перрон тӑрӑх вӗсем патнелле Жаркий Дубава тата жакеткине хулпуҫҫи ҫине сӳрӗккӗн уртса янӑ, ҫинҫе пӳрнисем хушшинче сӳннӗ пирусне хӗстернӗ Анна Борхарт пыраҫҫӗ.

Хӑйсем патнелле пыракан ҫынсем ҫинелле пӑхнӑ май, Рита юлашки ыйту пачӗ:

— Сирӗн Корчагинпа вӗренӳ мӗнле пырать-ха? Токарев ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ.

— Мӗнле вӗренӳ? Вӑл сан патӑнта вӗренет-ҫке! Сан ҫинчен вӑл мана темиҫе хутчен те каласа панӑччӗ. Я Сана кашнинчех мухтать.

Рита унӑн сӑмахӗсене ӗненмесӗртерех йышӑнчӗ.

— Ҫапла-ши вара, Токарев юлташ? Ман патӑмран сан патна ҫӳренӗ-ҫке-ха вӑл тӗплӗрех вӗренме.

Токарев кулса ячӗ:

— Ман пата?.. Эпӗ ӑна куҫпа та курман. Паровоз мӗкӗрсе ячӗ.

— Устинович юлташ, тытса ан тӑр ӗнтӗ пирӗн старике, юрамасть апла! Мӗн тума пултарӑпӑр эпир унсӑр? — тесе кӑшкӑрчӗ вагонран Клавичёк.

Чех татах темӗн каласшӑнччӗ, анчах лешсем патне виҫҫӗн пырса тӑнине курсан, чарӑнчӗ. Пӗр самантлӑха унӑн куҫӗ Аннӑн канӑҫсӑр йӑлтӑртатса ҫутӑлакан куҫне тӗл пулчӗ, Анна Дубавӑна ӑсатса йӑл кулса илнине асӑрхарӗ те чӳрече патӗнчен сасартӑк пӑрӑнчӗ.

Кӗрхи ҫумӑр пите касать. Тӗксӗм хура пӗлӗтсем ҫӗр ҫуммипех шуса иртеҫҫӗ. Кӗр вӑрмана ҫаратса хӑварчӗ, хӑйсен пӗркеленчӗк хупписене хӑмӑр мӑк айне пытарнӑ ватӑ грабсем салхуллӑ лараҫҫӗ. Хӗрхенӳсӗр кӗр вӗсен шукӑль тумне сӳсе илнӗ, вӗсене ҫарамаслантарса, ырханлатса хӑварнӑ.

Вӑрман варринче пӗчӗк станци пӗр пӗччен ларать. Тавар тиекен чул платформа патӗнчен вӑрманалла ҫӗре чавса пынӑ ярӑм кӗрсе каять. Вӑл ярӑма ҫынсем кӑткӑ пек сырса илнӗ.

Ҫыпҫӑнакан тӑм атӑ айӗнче чуна ҫӳҫентерсе чаплатать. Ҫынсем, хӗрсе кайсах, ҫул тӗми патӗнче тӑрмашаҫҫӗ. Лумсем халтлатаҫҫӗ, кӗреҫесем чул ванчӑкӗсене хыраҫҫӗ.

Ҫумӑр вӗт ала витӗр юхнӑ пек ҫӑвать, унӑн сивӗ тумламӗсем ӳт патнех ҫитеҫҫӗ. Ҫынсем тунӑ ӗҫе ҫумӑр юхтарсах пырать. Тӗме ҫинчен тӑм нимӗр пек юхать.

Лачкам йӗпеннӗ тумтир йывӑр та сивӗ, анчах ҫынсем ҫанах та тӗттӗм пулсан тин ӗҫрен каяҫҫӗ.

Чавса купаланӑ тӑпра ярӑмӗ вӑрмана кунсерен шалтан шала кӗрсе пырать.

Станцирен инҫех те мар чул ҫурт кӳлепи салхуллӑн курӑнса ларать. Ку ҫуртран хирсе е тӑпӑлтарса илме май пуррине вӑрӑ алли тахҫанах илсе кайнӑ. Халӗ унта чӳречесемпе алӑксем, кӑмака ҫӑварӗн анисем вырӑнне хура шӑтӑксем кӑна тӑрса юлнӑ. Сӳсе илнӗ ҫивитти айӗнчен тӗл-тӗл каштасем, айӑк пӗрчи шӑмми пек, курӑнса тӑраҫҫӗ.

Ҫӗмӗрменни кунта тӑватӑ пысӑк пӳлӗмри бетон урай ҫеҫ юлнӑ. Унта ҫӗрле пулас умӗн лачкам йӗпеннӗ, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ тӑватҫӗр ҫын кӗрсе выртать. Ҫынсем тумтирӗсене алӑк умӗнче пӑраҫҫӗ те, вӗсем ҫинчен пӑтранчӑк шыв шапӑртатса юхать. Хуҫисем ҫумӑрпа шурлӑха чи витерӳллӗ сӑмахсемпе вӑрҫаҫҫӗ. Кӑшт улӑм сарнӑ бетон урайне ӗретӗн-ӗретӗн таччӑн выртса тухаҫҫӗ. Хӑйсен ӑшшипе пӗр-пӗрне ӑшӑтма тӑрӑшаҫҫӗ. Тумтирӗсем пӑсланаҫҫӗ, анчах типмеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӳречене карнӑ михӗсем ҫинчен урайне шыв сӑрхӑнать. Ҫумӑр тимӗр ҫивитти юлашкисем ҫине вӗтӗ пӑрҫа пек тӑкӑнать, шӑтӑк-ҫурӑк алӑк витӗр ҫил вӗрет.

Ирхине кивӗ баракри кухньӑра чей ӗҫеҫҫӗ те каллех ҫул тӗми патне каяҫҫӗ. Кӑнтӑрлара йӑлӑхтарса ҫитернӗ типӗ ясмӑк яшки тата антрацит пек хытӑ кӗрепенке ҫурӑ хура ҫӑкӑр ҫиеҫҫӗ.

Хула пама пултарнӑ апат ҫавӑ ӗнтӗ.

Технорук — пичӗ ҫинче икӗ тарӑн хутламлӑ типшӗм те вӑрӑм старик — Валериан Никодимович Патошкин тата майлаштарсах ҫитереймен сӑн-сӑпатлӑ, пысӑк, тачка сӑмсаллӑ, тӑлпан техник Вакуленко станци начальникӗн хваттерне вырӑнаҫрӗҫ.

Токарев кӗске ураллӑ, чӗркӗмӗл пек чупкаласа ҫӳрекен станцири чекист Холява патӗнче выртса тӑрать.

Строительсен отрячӗ, хӑйӗн мӗнпур хаярлӑхӗпе ҫине тӑрса, сивӗпе кӗрешет.

Ҫул тӗмески кунсеренех вӑрманалла кӗрсе пырать. Отрядран тӑхӑр ҫын пӗркунах пӑрахса тарма ӗлкӗрнӗ. Вӗсем хыҫҫӑн тепӗр темиҫе кунран каллех пиллӗкӗн тарчӗҫ.

Чи пирвайхи инкек строительствӑна иккӗмӗш эрнере ерсе ҫитрӗ: каҫхи поездпа хуларан ҫӑкӑр килмерӗ. Дубава Токарева вӑратрӗ те ҫакӑн ҫинчен пӗлтерчӗ.

Партколлектив секретарӗ, хӑйӗн ҫӑмлӑ урисене ҫӗрелле усса, пикенсех хул айне хыҫма тытӑнчӗ.

— Вӑйӑ пуҫланать! — терӗ вӑл хӑй тӗллӗн, хӑвӑрт тумланма тытӑнса.

Пӳлӗме пичке евӗрлӗ Холява йӑванса кӗчӗ.

— Чуптар телефон патне, мӗнле пулсан та Уйрӑм пайпа ҫыхӑнма тӑрӑш, — терӗ ӑна Токарев. — А эсӗ ҫӑкӑр ҫинчен никама та ан шарла, — тесе асӑрхаттарчӗ вӑлах Дубавӑна.

Лини ҫинчи телефонистсемпе ҫур сехете яхӑн вӑрҫнӑ хыҫҫӑн, харсӑр Холява Уйрӑм пай начальникӗн заместителӗпе — Жухрайпа ҫыхӑнчӗ- ҫыхӑнчех. Вӑл телефон тӑрӑх вӑрҫнине итленӗ май Токарев, чӑтайманнипе, пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине пускаласа тӑрать.

— Мӗн? Ҫӑкӑр илсе килмерӗҫ, тетӗн? Ку кам айӑпӗпе пулнине эпӗ халех пӗлетӗп, — кӗрлесе илчӗ Жухрайӑн юнавлӑ сасси трубкӑра.

— Ҫынсене ыран мӗнпе тӑрантарас пирӗн? Ҫавна кала эсӗ мана, — кӑшкӑрать трубка умӗнче Токарев.

Жухрай кӑшт шухӑшласа тӑчӗ пулмалла. Чылайччен шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн партколлектив секретарӗ унӑн сассине илтрӗ:

— Ҫӑкӑра ҫӗрле илсе пыратпӑр. Эпӗ Литкене машинӑпа яратӑп, вӑл ҫулне лайӑх пӗлет. Ир енне ҫӑкӑр сирӗн патӑрта пулать.

Ирпеле, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман, ҫӑкӑр миххисем тиенӗ машина, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗскер, станци патне пырса чарӑнчӗ. Машинӑран ҫывӑрман пирки шуралса кайнӑ Гуго Литке аран мӗшӗлтетсе тухрӗ.

Строительствӑшӑн кӗрешес ӗҫ ҫивӗчленнӗҫем ҫивӗчленсе пычӗ. Ҫул правленийӗнчен: шпалсем ҫук, тесе пӗлтерчӗҫ. Хулара рельссемпе паровозсене строительствӑна турттарса килме укҫа тупаймаҫҫӗ, ҫитменнине тата паровозсене хӑйсене те самаях юсамалла-мӗн. Пӗрремӗш ушкӑн хӑйне панӑ ӗҫе пӗтерсе пырать, смена ҫаплах ҫук, халран кайнӑ ҫынсене малалла тытса тӑма май килмест.

Кивӗ баракра коптилка ҫуттинче ҫӗрлечченех актив канашларӗ.

Ирхине Токарев, Дубава тата Клавичёк хулана тухса кайрӗҫ, хӑйсемпе пӗрле паровозсене юсама тата рельссене строительствӑна турттарса килме ултӑ ҫын илсе кайрӗҫ. Клавичёка, вӑл ӗлӗк ҫӑкӑр пӗҫерекен пулнӑ пирки, снабжени пайне контролёр пулма ячӗҫ, ыттисем Пуще-Водицӑна кайрӗҫ.

Ҫумӑрӗ ҫаплах ҫӑвать.

Корчагин, урине тӑм ӑшӗнчен аран-аран туртса кӑларчӗ те, ури тӗпне сивӗ ҫапнипе, аттин ҫӗрӗк тӗпӗ вуҫех хӑпӑнса ӳкнине ӑнланса илчӗ. Мӗн кунта килнӗренпех вӑл йӗпе те ялан пылчӑкпа лачӑртатакан ҫӗтӗк аттисем пирки асапланса пурӑнчӗ; халӗ, хӑрах аттин тӗпӗ йӑлтах хӑпӑнса ӳкнӗ хыҫҫӑн, унӑн пӑр пек сивӗ тӑм ҫинче ҫара уранах ҫӳремелле пулса тӑчӗ. Атти ӑна ӗҫрен кӑларса пӑрахасран хӑрать вӑл. Павел пылчӑк ӑшӗнчен атӑ тӗпӗн юлашкине туртса кӑларчӗ те, ун ҫине тарӑхса пӑхса, хӑйне хӑй усал сӑмахсемпе вӑрҫмастӑп тесе панӑ сӑмахне пӑсса хучӗ. Унтан, ҫӗтӗк аттине илсе, барака кӗрсе кайрӗ. Баракра поход кухни патне ларчӗ, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ тӑлине салтрӗ те шӑнса кӳтнӗ урисене кӑмака ҫумне тӗкрӗ.

Кухньӑра, сӗтел патӗнче, повар хӑй патне пулӑшма илнӗ Одарка, ҫул хуралҫин арӑмӗ, чӗкӗнтӗр вакласа тӑрать. Хуралҫӑн ватах мар арӑмне ҫутҫанталӑк пурне те ҫителӗклех панӑ: хулпуҫҫийӗсем арҫынӑнни пекех сарлака, кӑкӑрӗсем улӑпӑнни пек, урисем хулӑм, вӑйлӑ; ҫӗҫӗ ун аллинче выляса ҫеҫ тӑрать, ун умӗнчи сӗтел ҫинче вакласа хунӑ пахча-ҫимӗҫсен купи ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать.

Одарка Павел ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ те кӑмӑлсӑррӑн:
— Мӗн, эсӗ кӑнтӑрлахи апата хатӗрленетӗн-им? — тесе ыйтрӗ вӑл.
— Кӑшт иртерех пуль. Ӗҫрен тартӑн пулмалла, ачам. Урусене ӑҫта чикетӗн эсӗ? Кунта мунча мар вӗт, кухня, — тесе вӑрҫма тытӑнчӗ Корчагина.

Кухньӑна ватӑрах повар кӗчӗ.

— Атӑ пӗтӗмпех тӑпӑлса тухрӗ, — ӑнлантарса пачӗ Павел хӑй мӗншӗн кухньӑра ларнине.

Повар, Павелӑн юрӑхсӑра тухнӑ атти ҫине пӑхса илчӗ те, Одарка еннелле пуҫне сулчӗ.

— Ав ҫавӑн упӑшки атӑ-пушмаксем юсакалать, вӑл сана та пулӑшӗ, урана тӑхӑнмаллисӗр кунта вилӗм, — терӗ.

Повар сӑмахне итленӗ май, Одарка Павел ҫине лайӑхрах пӑхса илчӗ те кӑшт вӑтаннӑ пек пулчӗ.

— Эпӗ сире кахалскер пуль тесе, — терӗ вӑл. Павел, ҫиленмен пек пулса, кулса илчӗ. Одарка унӑн аттине, пӗлекен ҫын пек тытса, ҫавӑркаласа пӑхрӗ.

— Манӑн упӑшкам куна тӳрлетме илес те ҫук, мӗншӗн тесен майӗ те ҫук, эпӗ сана луччӗ уруна амантасран кивӗ калуш илсе килсе парӑп, пирӗн килте ӑпӑр-тапӑрсем хушшинче выртса ҫӳрекенни пурччӗ пулас. Эх, кам хушать-ши сире ҫакнашкал асапланма? Ыран-паян шартлама сивӗсем пуҫланас пек тӑрать, пурсӑр та пӗтетӗр вӗт, — терӗ те хӗрхенсе Одарка, ҫӗҫҫине хурса, тухса кайрӗ.

Часах вӑл тарӑн калушпа пир татӑкӗ илсе килчӗ. Ӑшӑннӑ урана пир татӑкӗпе чӗркесе ӑшӑ калуш ӑшне чикнӗ хыҫҫӑн, хуралҫӑ арӑмӗ ҫине Павел пӗр сӑмахсӑр ырӑ сунса пӑхса илчӗ.

Токарев хуларан ҫиленсе тавӑрӑнчӗ, вӑл Холява пӳлӗмне актива пухрӗ те кӳренмелле хыпарсем пӗлтерчӗ.

— Пур ҫӗрте те кансӗрлӗх. Ӑҫта каятӑн, пур ҫӗрте те кустӑрми ҫаврӑнать, анчах ӗҫӗ пӗр вырӑнтах тӑрать. Сахалтарах пӑртӑмӑр пулас эпир шурӑ хурсен пуҫӗсене, пирӗн ӗмӗре ҫитмеллипех ҫитмелле-ха вӗсем, — тесе каласа пама тытӑнчӗ старик. — Эпӗ, ачасем, тӳррипех калатӑп: ӗҫ нимӗне юрӑхсӑр. Иккӗмӗш сменӑна халӗ пухман та, миҫе ҫын килесси те паллӑ мар. Сивӗсем ыран-паянах пуҫланмалла. Сивӗсем пуҫланиччен, хуть те вил, анчах шурлӑхран пирӗн иртесех пулать, мӗншӗн тесен унти ҫӗре кайран шӑлпа кӑшласан та хӑпӑтас ҫук. Вот мӗн, ачасем, хулара кансӗрлекенсене пурне те ӗнсерен ярса тытаҫҫӗ, а пирӗн кунта хӑвӑртлӑха икӗ хут ӳстерес пулать. Пилӗк хут вилес пулсан та, ҫула туса пӗтересех пулать. Мӗнле большевиксем пулӑпӑр вара эпир ҫакна та тумасан, — большевиксем мар, чӑмлак ҫеҫ пулатпӑр, — тет Токарев, хӑйӗн яланхи хӑйӑлтатакан хулӑмрах сассипе мар, хурҫӑ пек янравлӑ сасӑпа. Унӑн усӑнчӑк куҫхаршисем айӗпе йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсем вӑл татӑклӑ, харсӑр ҫын иккенне уҫҫӑнах палӑртса тӑраҫҫӗ.

— Паянах хупӑ пуху туса ирттеретпӗр, хамӑрӑннисене каласа ӑнлантаратпӑр та ыран пурсӑмӑр та ӗҫе тухатпӑр. Ирхине партире тӑманнисене киле салататпӑр, хамӑр юлатпӑр. Акӑ губком решенийӗ, — терӗ те вӑл, Панкратова тӑваткӑллатса хутланӑ хут татӑкӗ тыттарчӗ.

Грузчикӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ Корчагин хут ҫинче мӗн ҫырнине вуласа илчӗ: «Комсомол членӗсене пурне те строительствӑра ҫӗнӗ чугун ҫул вутӑ пама пуҫличченех хӑвармалла тӑвас. Губкомол секретарӗшӗн Р. Устинович».

Тӑвӑр баракра иртсе-ҫӳреме те май ҫук. Ҫӗр ҫирӗм ҫынпа вӑл лӑках тулса ларнӑ. Ҫынсем стенасем ҫумӗнче тӑраҫҫӗ, хӑшпӗрисем сӗтелсем ҫине хӑпара-хӑпара ларнӑ, теприсем кухньӑна та кӗрсе тӑнӑ.

Пухӑва Панкратов уҫрӗ. Токарев нумаях каламарӗ, анчах унӑн юлашки сӑмахӗсем:
— Коммунистсемпе комсомолецсем ыран хулана каймаҫҫӗ, — тени пурин ӗмӗтне те татрӗ.

Старикӗн алли, сывлӑшра курӑнман йӗр чӗрсе илсе, ҫак решени татӑклӑ иккенне уҫҫӑнах кӑтартса пачӗ. Алла ҫакӑн пек сулни хулана, тӑванӗсем патне таврӑнас, ҫак пылчӑкран тасалас ӗмӗте пӗтӗмпех сирсе пӑрахрӗ. Пӗр самантлӑха кӑшкӑрашусем хушшинче нимӗн те ӑнланса илме май килмерӗ. Ҫынсем хускалнипе шӑши куҫӗ пек лампа канӑҫсӑррӑн мӑч-мӑч выляма тытӑнчӗ. Тӗксӗм ҫутӑра ҫынсен пичӗсем курӑни-курӑнми мӗкӗлтетеҫҫӗ. Сасӑсем вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пыраҫҫӗ. Пӗрисем килти шӑплӑха ӗмӗтленсе калаҫаҫҫӗ, теприсем тарӑхса, ывӑнса ҫитни ҫинчен кӑшкӑраҫҫӗ. Нумайӑшӗ нимӗн те чӗнмеҫҫӗ. Пухӑннисенчен мӗн пурӗ те пӗри ҫеҫ тарасси ҫинчен каларӗ. Ун ҫиленнӗ сасси кӗтесрен ирсӗр сӑмахсемпе хутӑш илтӗне-илтӗне каять:

— Ҫӑва патне! Кунта текех пӗр кун та юлассӑм ҫук! Ҫынсене каторгӑна та яраҫҫӗ, анчах айӑпшӑн. Пире мӗншӗн? Икӗ эрне тытса усрарӗҫ — ҫитет. Текех ухмахсем пулас ҫук. Ан тив, постановлени йышӑнаканнисем хӑйсем килсе ӗҫлетчӗр. Камӑн чаваланас килет — чавалантӑр ҫак пылчӑкра, манӑн пӗр ӗмӗт кӑна. Эпӗ ыран каятӑп.

Хӑй хыҫӗнче кӑшкӑракан дезертира пӑхас тесе, Окунев шӑрпӑк ҫутрӗ. Ҫунакан шӑрпӑк пӗр самантлӑха тарӑхнипе илемсӗрленсе кайнӑ пите тата карса пӑрахнӑ ҫӑвара ҫутатса илчӗ. Окунев палларӗ: ку губпродкомра ӗҫлекен бухгалтер ывӑлӗ.

— Мӗн пӑхатӑн? Эпӗ пытанмастӑп, пытанма эпӗ вӑрӑ мар.

Шӑрпӑк сунчӗ. Панкратов ура ҫине тӑчӗ.

— Кам сӳтӗлсе кайрӗ унта? Камшӑн унта парти заданийӗ каторга пулчӗ? — терӗ вӑл хӑй ҫывӑхӗнче тӑраканнисене йывӑррӑн пӑхса ҫаврӑнса. — Юлташсем, пирӗн хулана кайма юрамасть, пирӗн вырӑн кунта! Эпир кунтан тарсан, ҫынсем шӑнса вилме пултараҫҫӗ. Юлташсем, ӗҫе хӑвӑртрах пӗтерсен, киле те часрах тавӑрӑнӑпӑр, ҫав кӑшкӑракан пӗр шӑрчӑк шухӑшланӑ пек тарма пире пирӗн идея та, дисциплина та хушмасть.

Грузчик вӑрӑм сӑмах калама юратмасть, анчах унӑн ҫак кӗске сӑмахне те паҫӑрхи сасах пӳлсе лартрӗ:

— Ара, партире тӑманнисем каяҫҫӗ-ҫке?

— Каяҫҫӗ, — татса хучӗ Панкратов.

Сӗтел патне кӗске пальто тӑхӑннӑ ача хӗсӗнкелесе пырса тӑчӗ. Пӗчӗк билет, ҫара ҫерҫи евӗр, сӗтел урлӑ вӗҫсе каҫса, Панкратов кӑкӑрне пырса ҫапӑнчӗ те, каялла сиксе ӳксе, сӗтел ҫине хӑяккӑн пырса выртрӗ.

— Акӑ билет, илӗр тархасшӑн, хамӑн сывлӑха ҫак картон татӑкӗпе улӑштарассӑм ҫук!

Унӑн юлашки сӑмахӗсене баракра янӑраса кайнӑ сасӑсем хупласа илчӗҫ.

— Мӗне ывӑтатӑн!

— Ах, кӗҫҫе пит!

— Комсомола хӗсӗнсе кӗнӗ, ӑшӑ вырӑна тӗлленӗ!

— Хӑваласа кӑларӑр ӑна кунтан!

— Ӑшӑ вырӑн кӑтартӑпӑр эпир сана, тиф пыйти! Билетне перекенни, пуҫне чиксе, алӑк патнелле пӗрхӗнчӗ. Ӑна, ерекен чиртен тарнӑ пек пӑрӑнса, ирттерсе ячӗҫ. Алӑк ун хыҫӗнчен чӗриклетсе хупӑнчӗ.

Панкратов ывӑтса янӑ билетне чӑмӑртарӗ те ӑна лампа ҫулӑмӗ тӗлне тытрӗ.

Картон, пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне, кӗлленсе ҫуна пуҫларӗ.

Вӑрманта пӑшал сасси янӑраса кайрӗ. Кивӗ барак патӗнчен вӑрман сӗмлӗхне утлӑ ҫын чӑмрӗ. Шкулран та, баракран та ҫынсем чупа-чупа тухрӗҫ. Тахӑшӗ алӑк ҫурӑкне чиксе хӑварнӑ фанера татӑкне курах кайрӗ. Шӑрпӑк ҫутса пӑхрӗҫ. Ҫил ҫинче вӗлтлетекен ҫулӑма тумтир аркипе хупласа, фанера ҫине ҫырнине вуласа тухрӗҫ, унта: «Станцирен, хӑвӑр ӑҫтан килнӗ, ҫавӑнтах кайӑр. Кам юлать, ҫамкине — пуля. Пӗр ҫын хӑвармиччен вӗлерсе пӗтеретпӗр, никама та каҫару пулмасть. Вӑхӑт сире — ыран каҫчен», — тесе ҫырнӑ. Вӗҫне: «Атаман Чеснок» — тесе алӑ пуснӑ.

Чеснок вӑл Орлик бандинчен.

Рита пӳлӗмӗнче, сӗтел ҫинче, дневник уҫӑлса выртать.

«Декабрӗн 2-мӗшӗ

Ирхине пирвайхи юр ҫурӗ. Халӗ шартлама сивӗ. Картлашка ҫинче Вячеслав Ольшинские тӗл пултӑм.

Пӗрле кайрӑмӑр.

— Пирвайхи юра эпӗ яланах пӑхса савӑнатӑп. Мӗнле сивӗ! Чӑнах та илемлӗ вӗт! — терӗ Ольшинский.

Эпӗ Боярка ҫинчен аса илтӗм те сивӗпе юр мана хаваслантарма мар, кӑмӑла пӑтратаҫҫӗ, терӗм. Мӗншӗнне каласа патӑм.

— Вӑл субъективлӑ шухӑш, — терӗ вӑл. — Сирӗн шухӑшӑра малалла тӑссан, апла, сӑмахран, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кулма та, хавасланма та ҫук иккен. Анчах пурӑнӑҫра ун пек пулмасть. Трагеди фронт ҫывӑхӗнче кӑна. Унта пурӑнӑҫ сисӗмне вилӗм ҫывӑхра тӑни пусарса тӑрать. Ҫапах та ҫынсем унта та кулаҫҫӗ. Фронтран инҫетре — пурӑнӑҫ ҫав-ҫавах: унта ҫынсем кулаҫҫӗ, куҫҫуль тӑкаҫҫӗ, хуйхӑраҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ, илемлӗхе курасшӑн ҫунаҫҫӗ, кӑмӑллаҫҫӗ, пӑлханаҫҫӗ, юратаҫҫӗ…

Ольшинский сӑмахӗнче тӑрӑхласа кулнине уйӑрса илме йывӑр. Ольшинский вӑл — Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен халӑх комиссариачӗн уполномоченнӑйӗ. Партире 1917-мӗш ҫултанпа тӑрать. Вӑл яланах европеецсем пек хӳхӗм тумланса ҫӳрет, сухалне яка хырать. Хӑйӗнчен кӑшт ҫеҫ духи шӑрши кӗрет. Пирӗн ҫуртра, Сегал хваттерӗнче пурӑнать. Каҫсерен ман пата кӗре-кӗре тухать. Унпала калаҫма кӑмӑллӑ, вӑл Парижра нумай пурӑннӑ, Хӗвеланӑҫне пӗлет, анчах та эпӗ унпа лайӑх туслӑ пулассине шанмастӑп. Мӗншӗн тесен: эпӗ уншӑн пулсан чи малтан — хӗрарӑм, унтан — тин парти ӗҫӗнчи юлташ. Чӑн, вӑл хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе шухӑшӗсене пытармасть, — тӗрӗс сӑмаха калама унӑн хӑюлӑх ҫителӗклӗ, хӗрарӑм тӗлӗшпе вӑл хӑйне хӑй чӑрсӑр тыткаламасть, илемлӗ хӑтланать. Анчах ҫапах та вӑл килӗшмест.

Жухрай хӑйне хӑй тӳрккес те, анчах кӑмӑллӑн тыткалани мана Ольшинский хӑйне европеец пек тыткаланинчен ытларах килӗшет.

Бояркӑран кӗске сводкӑсем кӑна илетпӗр. Унта кунсерен ҫӗршер метр тӑршшӗ ҫул хывса пыраҫҫӗ. Шпалсене шӑн тӑпра ҫине тӳрех, лупашкалатса хурса вырнаҫтараҫҫӗ. Унта мӗн пурӗ икҫӗр хӗрӗх ҫын ӗҫлет! Иккӗмӗш смена ҫурри тарса пӗтнӗ. Пурӑнмалли условисем чӑнах та йывӑр ӗнтӗ. Малалла мӗнле ӗҫлӗҫ-ши вӗсем сивӗре?.. Дубава пӗр эрне ӗнтӗ унта пурӑнать. Пуще-Водицӑра сакӑр паровозран пиллӗкӗшне юсаса майлаштарнӑ. Ыттисен пайӗсем ҫук.

Дмитрий ҫинчен трамвай управленийӗ уголовнӑй ӗҫ пуҫласа янӑ: вӑл хӑйӗн бригадипе пӗрле Пуще-Водицӑран хулана килекен трамвай площадкисене пӗтӗмпех вӑйпа тыта-тыта чарнӑ. Унтан, трамвай ҫинчен ҫынсене хӑваласа антарнӑ та, платформӑсем ҫине ансӑр чугун ҫул валли рельссем тиенӗ. Хула линийӗпе вокзал патне вунтӑхӑр платформа илсе пынӑ. Трамвай ҫинче ӗҫлекенсем ӑна ҫине тӑрсах пулӑшнӑ.

Вокзалра хулана юлнӑ Соломенкӑри комсомолецсем вӑл турттарса пынӑ рельссене ҫӗр каҫиччен вагонсем ҫине тиенӗ, Дмитрий рельссене хӑйӗн бригадипе Бояркӑна илсе кайнӑ.

Аким бюрора Дубава ҫинчен ыйту лартма килӗшмерӗ. Трамвай управленинче бюрократизмпа волокита калама ҫук вӑйлӑн сарӑлса кайни ҫинчен Дмитрий пире хӑй каласа пачӗ. Унта ӑна икӗ площадкӑран ытла ниепле те парасшӑн пулман. Туфта Дубавӑна тӗплен вӗрентсе ӳкӗтлерӗ:

— Партизанла хӑтланма пӑрахас пулать ӗнтӗ, ун пек ӗҫсемшӗн халӗ тӗрмене те кӗрсе ларма пулать. Мӗн эсӗ, хӗҫпӑшалпа туртса илмесӗр, сӑмахпа калаҫса татӑлма пулмасть терӗн-им?

Дубава ҫав тери хаярланса кайнине эпӗ унччен курманччӗ.

— А эсӗ, хут мурӗ, мӗншӗн малтанах калаҫса татӑлмарӑн? Ларатӑн кунта чӗлхӳне ҫӗтсе, чернил сӗлӗхӗ. Рельссем памасан, Бояркӑра мана ҫавӑнтах кӳпкесе пӑрахаҫҫӗ вӗт. Сана, кунта ура айӗнче чӑлханса ҫӳриччен, строительствӑна ямалла, Токарев патне, кӑшт типме! — кӑшкӑрчӗ Дмитрий, пӗтӗм губкома янӑратса.

Туфта Дубава ҫинчен заявлени ҫырса пачӗ, анчах Аким мана тухма хушрӗ те унпала пӗр вунӑ минута яхӑн калаҫрӗ. Аким кабинетӗнчен Туфта, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе, ҫиленсе тухрӗ.

Декабрӗн 3-мӗшӗ

Транспортри чекаран губкома ҫӗнӗ ӗҫ килчӗ. Панкратов, Окунев тата темиҫе ҫын Мотовиловка станцине пынӑ та пушӑ ларакан ҫуртсен чӳречисемпе алӑкӗсене тӑпӑлтарса кайнӑ. Ҫак япаласене поезд ҫине тиенӗ чухне вӗсене станцири чекист арестлеме тӑнӑ. Анчах лешсем унӑн наганне туртса илнӗ те, поезд тапранса кайсан тин, патронӗсене кӑларса илсе, каялла панӑ. Алӑксемпе чӳречесене турттарса кайнӑ. Ҫулӑн материалсен пайӗ Токарева Бояркӑри складран ҫирӗм пӑт пӑта илсе тухса кайнӑшӑн айӑплать. Вӑл пӑтана Токарев шпалсем вырӑнне хуракан вутта турттарнӑшӑн хресченсене салатса панӑ-мӗн.

Ҫак ӗҫсем ҫинчен эпӗ Жухрайпа калаҫса пӑхрӑм. Вӑл кулать ҫеҫ: «Ку ӗҫсене эпир татса парӑпӑр», — тет.

Строительствӑра ӗҫсем чӑнахах та питӗ йывӑр, кашни кун хаклӑ. Кашни пӗчӗк япалашӑнах тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекенсене тӗртме, хӗстерме тивет. Ӗҫе кансӗрлекенсене тӑтӑшах губкома сӗтӗретпӗр. Строительствӑра ӗҫлекенсем час-часах формальнӑй рамкӑран тухса каяҫҫӗ.

Ольшинский мана электричествӑпа ӑшӑтакан пӗчӗк кӑмака килсе пачӗ. Эпир, Оля Юреневӑпа иксӗмӗр, ун ҫинче алӑсене ӑшӑтатпӑр. Анчах пӳлӗме вӑл ӑшӑтаймасть. Мӗнле иртӗ-ши ҫак ҫӗр лере, вӑрманта? Ольга: больницӑра питӗ сивӗ, сывмаррисем одеял айӗнчен тухмасӑрах выртаҫҫӗ. Больницӑна виҫӗ кунта пӗрре ҫеҫ хутаҫҫӗ, тет.

Ҫук, Ольшинский юлташ, фронтри трагеди тылра та трагедиех пулса тӑрать.

Декабрӗн 4-мӗшӗ

Ҫӗр каҫах юр ҫурӗ. Бояркӑран, йӑлтах юр хӗвсе кайрӗ, тесе ҫыраҫҫӗ. Ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Халь унта ҫула тасатаҫҫӗ. Паян губком ҫӗнӗ решени йышӑнчӗ: ҫулӑн малтанхи черетне, вӑрман касма пуҫланӑ тӗле ҫитиччен, 1922 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Ҫакна Бояркӑна пӗлтерсен, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Токарев: «Вилсе пӗтмесен, пурӑнӑҫа кӗртетпӗрех» тесе каларӗ, тет.

Корчагин ҫинчен нимӗн те илтӗнмест. Тӗлӗнмелле: ун ҫинчен Панкратова айӑпланӑ «ӗҫ» пекки те ҫук. Вӑл манпа мӗншӗн тӗл пуласшӑн маррине эпӗ халиччен те пӗлместӗп.

Декабрӗн 5-мӗшӗ

Ӗнер банда строительствӑна пырса, хӗҫпӑшалпа тапӑннӑ».

Лашасем ҫемҫе те путакан юр ҫине асӑрханса пусаҫҫӗ. Хутран-ситрен юр айӗнче выртакан хӑрӑк турат, лаша чӗрни пуснипе, ҫӳлелле ҫаврӑнса тухать те шӑтӑртатса илет. Лаша аяккалла сиксе ӳкет, анчах лапчӑтнӑ хӑлхасенчен пӑшал вулли пырса тивет те, лаша каллех сиккипе кайса, малтисене хӑваласа ҫитет.

Вуннӑна яхӑн юланутлӑ ҫынсем юр хӗвсе ӗлкӗреймен хура ярӑм тӑсӑлса выртакан сӑрт урлӑ каҫрӗҫ.

Кунта вӗсем лашисене чарчӗҫ. Йӗнер пуссисем, пӗр-пӗрне перӗнсе, чӑнкӑртатса илчӗҫ. Малта пыраканнин вӑрӑм ҫула килсе тарланӑ ӑйӑрӗ пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе илчӗ.

— Кунта вӗсем темӗн чухлех килсе тулнӑ, — терӗ малта тӑраканни. — Акӑ эпир вӗсене халех пӗҫертме пуҫлӑпӑр. Батько каларӗ: ыран кунта ҫак саранчасенчен пӗри те ан юлтӑр, терӗ, мӗншӗн тесен ав, хӑвӑрах куратӑр, вутӑ патнех ҫитсе пыраҫҫӗ, сволочсем.

Станци патнелле ансӑр йӗрлӗ чугун ҫулӑн хӗррипе умлӑн-хыҫлӑн пычӗҫ. Уттарса, кивӗ шкул ҫывӑхӗнчи уҫӑ вырӑна тухса чарӑнчӗҫ: уҫланкӑна тухмасӑрах, йывӑҫсен хӳттине пытанчӗҫ.

Пӑшал сасси тӗттӗм ҫӗрӗн шӑплӑхне ҫурса пӑрахрӗ. Уйӑх ҫуттинче кӗмӗл тӗслӗ курӑнакан хурӑн ҫинчен юр муклашки пакша пек сиксе анчӗ. Йывӑҫсем хушшинче пӑшалсем хӗлхем сирпӗтме пуҫларӗҫ, пульӑсем штукатуркӑна хӑйпӑта-хӑйпӑта кӑлараҫҫӗ. Панкратов илсе килнӗ кантӑк мӗскӗнӗн чӑнкӑртатса ванма тытӑнчӗ.

Пӑшал сасси ҫынсене бетон урайӗнчен ура ҫине тӑратрӗ, анчах пӳлӗмсенче шӑхӑракан шӑрчӑксем хӑраса ӳкнӗ ҫынсене каллех урайне лапчӑнтарчӗҫ.

Ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине ӳкеҫҫӗ.

— Эсӗ ӑҫта каясшӑн? — Дубава Павела шинелӗнчен ярса тытрӗ.

— Тула.

— Вырт, ухмах! Тухнӑ-тухман персе пӑрахаҫҫӗ вӗт, — татӑкӑн-татӑкӑн пӑшӑлтатса калать Дубава.

Вӗсем иккӗшӗ те алӑк патӗнчех выртаҫҫӗ. Дубава револьвер тытнӑ аллине алӑк еннелле тӑсса, урай ҫумнех ҫыпҫӑнса выртнӑ. Корчагин кукленсе, наган барабанӗнчи патрон хумалли шӑтӑксене пӳрнисемпе хыпашласа ларать. Наганӗнче пӗтӗмпе те пилӗк патрон кӑна. Вӑл пушӑ вырӑнсене хыпашласа тупрӗ те барабана ҫавӑрчӗ.

Лере пӑшал пеме чарӑнчӗҫ. Сасартӑк шӑпланни кунтисене тӗлӗнтерчӗ.

— Ачасем, камӑн пӑшал пур, пухӑнӑр кунта, — тесе шӑппӑн команда пачӗ Дубава урайӗнче выртаканнисене.

Корчагин алӑка ерипен уҫрӗ. Уҫланкӑра никам та ҫук. Хуллен варкӑшса юр ҫӑвать.

Вунӑ юланут ҫав вӑхӑтра вӑрман хушшипе лашисене ҫаптара-ҫаптара вӗҫтернӗ.

Кӑнтӑрлахи апат умӗн хуларан автодрезина вӗҫтерсе ҫитрӗ. Ун ҫинчен Жухрайпа Аким анчӗҫ. Вӗсене хирӗҫ Токаревпа Холява тухрӗҫ. Дрезина ҫинчен перрон ҫине Максим пулемёт, пулемёт ленти коробкисем тата ҫирӗм винтовка кӑларса хучӗҫ.

Ӗҫленӗ ҫӗре васкасах кайрӗҫ. Федорӑн шинель аркисем юр ҫинче кукӑр-макӑр йӗр тӗрлесе пыраҫҫӗ. Вӑл упа пек тайкаланса, урисене саркаласа пусса пырать, вӑл халӗ те миноносецӑн чӳхенекен палуби ҫинче пынӑ пекех туйӑнать. Токарева, хӑйӗн юлташӗсемпе пӗр тан пыма, тӑтӑшах лӗпӗс-лӗпӗс чупса илме тивет; вӑрӑм Аким Федорпа пӗртан пусса пырать.

— Банда килсе тапӑнни вӑл ҫур инкек ҫеҫ-ха. Ак кунта ав пирӗн ҫула урлӑ сӑрт тӑсӑлса выртнӑ. Терт килсе тухать ӗнтӗ кунта, шуйттан кӗвенти! Нумай чаваланма тивет.

Старик чарӑнчӗ, ҫиле тӳртӗн ҫаврӑнса тӑчӗ, ывӑҫ тупанӗсене кимӗ пек тытса, пирус тивертрӗ те, пӑл-пал тӗтӗм кӑларкаласа, малтисене хӑваласа ҫитрӗ. Аким ӑна чарӑнса кӗтсе тӑрать. Жухрай уттине чакармасӑрах малалла утать.

— Каланӑ вӑхӑтра ҫула туса пӗтерме сирӗн вӑй ҫитет-и? — ыйтрӗ Аким Токаревран. Токарев часах ответ памарӗ.

— Пӗтӗмӗшле калас пулсан, ывӑлӑм, — терӗ вӑл юлашкинчен, — ҫула туса пӗтерме май килмест, анчах ӑна туса пӗтермесен те юрамасть. Ҫакӑнта пулать те ӗнтӗ пӗтӗм ӗҫ.

Вӗсем Федора хӑваласа ҫитрӗҫ те унпа юнашар утрӗҫ. Слесарь хӗрсе кайсах калаҫма пуҫларӗ:

— Ак ҫакӑнтан ӗнтӗ пуҫланать те лешӗ, «анчах» текенни. Ҫакӑн пек киревсӗр условисенче, ҫакӑн пек ӗҫ хатӗрӗсемпе, ҫакӑн чухлӗ ӗҫ вӑйӗпе ҫула вӑхӑтра туса пӗтерме май килменнине эпир Патошкинпа иксӗмӗр кӑна пӗлетпӗр. Анчах ҫула туса пӗтермесен — юраманнине пурте, пӗр ҫын юлмиччен пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа эпӗ «шӑнса вилсе пӗтмесен, туса пӗтеретпӗрех», — теме пултаратӑп та. Хӑвӑрах пӗлетӗр, иккӗмӗш уйӑх кунта чаваланатпӑр, тӑваттӑмӗш смена ӗҫлетпӗр, ӗҫлекенсен тӗп составӗ пӗрре те канман, вӗсем хӑйсен ҫамрӑклӑхӗпе кӑна тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен ҫурри шӑнса пӑсӑлса пӗтнӗ. Вӗсем ҫине, ҫав ачасем ҫине пӑхатӑн та, чӗрене юн тапса тулать. Вӗсене нимӗнле хак парса хаклама ҫук… Вӗсенчен пӗрне кӑна мар тупӑка кӗртсе вырттарать пулас ҫак ылханлӑ вырӑн.

Станцирен пӗр километрта туса пӗтернӗ чугун ҫул вӗҫленет.

Малалла, километр ҫурӑ яхӑн, якатнӑ тӑпра ҫине чавса хунӑ вӑрӑм вутӑ сыпписем ҫилпе кайса ӳкнӗ шӑтӑрнак карта евӗрлӗ тӑсӑлса выртаҫҫӗ. Кусем шпалсем. Тата лерелле, тӗмеске патне ҫитичченех, якатнӑ ҫул кӑна тӑсӑлса выртать.

Кунта Панкратов ертсе пыракан строительсен пӗрремӗш ушкӑнӗ ӗҫлет. Хӗрӗх ҫын шпал хурса пырать. Ҫӗнӗ ҫӑпата сырнӑ хӗрлӗ сухаллӑ хресчен кресла ҫуна ҫинчен, васкамасӑр, вутӑ тӑрӑхӗсене иле-иле ҫул ҫине пӑрахать. Кӑшт аяккарах ҫакнашкалах тата темиҫе ҫуна ҫинчен вутӑ пушатаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинче икӗ вӑрӑм тимӗр штанг выртать. Кусем — рельссен формисем, шпалсене вӗсен шайӗпе танаштарса пыраҫҫӗ. Тӑпрана пуртӑсемпе, лумсемпе, кӗреҫесемпе ҫапса тикӗслеҫҫӗ.

Шпал хурасси вӑл — чӑкӑлтӑш, питӗ вӑрах пулса пыракан ӗҫ. Шпалсен ҫӗр ҫинче, пӗр хускалмасӑр, пӗртан выртмалла; рельсӑн кашни шпал ҫине тикӗс выртмалла.

Шпал хурас техникӑна пӗр ҫулйӗр десятникӗ Лагутин кӑна пӗлет. Вӑл, аллӑ тӑватӑ ҫула ҫитнӗ пулин те, пӗр пӗрчӗ кӑвакарман ҫӳҫлӗ, смала пек хура икӗ юплӗ сухаллӑ старик. Лагутин хӑй ирӗкӗпех тӑваттӑмӗш смена ӗҫлет ӗнтӗ, пур нушана та ҫамрӑксемпе пӗр танах чӑтнӑ пирки ӑна отрядра пурте хисеплеҫҫӗ. Ҫак партире тӑман ҫын (Таля ашшӗ) партин пур канашлӑвӗсенче те яланах хисеплӗ вырӑнта ларать. Ҫакӑнпа кӑмӑллӑ пулса, старик строительствӑна пӑрахса каймастӑп, тесе сӑмах пачӗ.

— Калӑр-ха тархасшӑн, мӗнле пӑрахса каяс-ха манӑн сире? Эп пулмасан, шпал сарнӑ чухне пӑтратса пӗтерме те пултаратӑр, ку ӗҫре хӑнӑхнӑ куҫ, практика кирлӗ. Эпӗ хамӑн ӗмӗрте вӑл шпалсене Россия тӑршшӗпе мӗн чухлӗ кӑна хурса тухман… — тет те вӑл кӑмӑллӑн кашни смена килмессеренех, хӑй вара каллех ҫӗнӗ сменӑна ӗҫлеме юлать.

Патошкин ӑна шанать, унӑн участкине хутран-ситрен кӑна пыркаласа пӑхать. Ӗҫлекенсем патне виҫҫӗн пырса ҫитнӗ вӑхӑтра тарласа хӗрелнӗ Панкратов пуртӑпа шпал хумалли вырӑн хатӗрлесе тӑнӑ.

Грузчике Аким аран-аран палласа илчӗ. Панкратов начарланса кайнӑ, унӑн сарлака пит шӑммисем татах та хытӑрах палӑра пуҫланӑ, кӑшт ҫеҫ ҫукаласа тасатнӑ питҫӑмартийӗ тӗксӗмленнӗ, карӑнса туртӑнса кӗнӗ.

— А, кӗпӗрне килнӗ! — терӗ те вӑл Акима хӑйӗн вӗри тарлӑ аллине тыттарчӗ.

Кӗреҫесем таккама чарӑнчӗҫ. Аким йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ, пурте шуралса кайнӑ. Хывса хунӑ шинельсемпе кӗрӗк пиншаксем ӗҫленӗ ҫӗртех юр ҫинче выртаҫҫӗ.

Лагутинпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Токарев, хӑйпе Панкратова илсе, хуларан килнӗ ҫынсене ҫула урлӑ выртакан тӗмескене чавнӑ ҫӗре ертсе кайрӗ. Грузчик Фёдорпа юнашар утрӗ.

— Кала-ха, Панкратов, сирӗн ҫав Мотовиловкӑра чекистпа мӗн пулса иртрӗ? Мӗнле шухӑшлатӑн, лешӗн пӑшалне туртса илнипе йӑнӑш туман-ши эсир унта? — тесе ыйтрӗ Фёдор калаҫма юратман грузчикрен.

Панкратов, именнӗ пек пулса, кулса илчӗ.

— Эпир унӑн пӑшалне хӑй килӗшнипе туртса илтӗмӗр, вӑл хӑй пире ҫапла тума ыйтрӗ. Ара, вӑл хамӑр ҫын-ҫке. Эпир ӑна тӗпӗ-йӗрӗпе каласа патӑмӑр та, вӑл пире: «Эпӗ сире алӑксемпе чӳречесене парса яма пултараймастӑп. Дзержинский юлташ чугун ҫул пурлӑхне ҫаратакансене ответ тыттарма хушакан приказ кӑларнӑ. Кунта эпӗ станци начальникӗпе уҫлӑрах пурӑнатӑп, вӑрлать вӑл, мерзавец, эпӗ ӑна кансӗрлетӗп. Эпӗ сире парса ярас пулсан, вӑл ман ҫинчен кайса пӗлтеретех, мана вара Ревтрибунала чӗнтереҫҫӗ. Эсир луччӗ манӑн пӑшала туртса илӗр те, яра парӑр. Начальник кайса евитлемесен, ӗҫӗ ҫакӑнпах пӗтет вара», — терӗ. Эпир ҫапла турӑмӑр та. Алӑксемпе чӳречесене хамӑр валли илсе кайман-ҫке эпир.

Панкратов Жухрайӑн кулакан куҫӗсенчен пӑхрӗ те:
— Айӑплас пулсан, пире ҫеҫ айӑплӑр, леш ачана ан тивӗр, Жухрай юлташ, — тесе хушса хучӗ.

— Вӑл ӗҫе пӗтернӗ ӗнтӗ. Анчах малашне ун пек тума юрамасть — вӑл дисциплинӑна пӑсать. Пирӗн бюрократизма йӗркеллӗн аркатма та вӑй ҫителӗклех. Юрӗ, халӗ кирлӗреххи ҫинчен калаҫӑпӑр, — тесе Фёдор бандитсем килсе тапӑнни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Станцирен тӑватӑ километр ҫурӑра кӗреҫесем ҫӗре хаяррӑн кышлама тытӑнчӗҫ. Ҫынсем хӑйсен ҫулӗ урлӑ выртакан тӗмене чаваҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах икӗ енче Холявӑн карабинӗпе, Корчагинӑн, Панкратовӑн, Дубавӑн, Хомутовӑн револьверӗсемпе хӗҫпӑшалланнӑ ҫичӗ ҫын хуралта тӑраҫҫӗ. Отрядӑн пӗтӗм хӗҫпӑшалӗ те ҫавӑ кӑна.

Патошкин ҫыру кӗнеки ҫине цифрӑсем ҫырса, сӑрт тайлӑмӗнче ларать. Инженер пӗчченех тӑрса юлнӑ. Вакуленко, бандит пулькинчен виличчен ӗҫрен тарнӑшӑн, суда лекме килӗшсе, ирхине хулана тухса тарнӑ.

— Тӗмене чавма пире ҫур уйӑх кирлӗ пулать, тӑпра шӑннӑ, — терӗ Патошкин шӑппӑн, хӑй ҫумӗнче тӑракан яланах салхуллӑ, калаҫма юратман Хомутова.

— Пире пӗтӗм ҫула туса пӗтерме те ҫирӗм пилӗк кун кӑна параҫҫӗ, эсир пӗр тӗмене чавса тухма вунпилӗк кун шутлатӑр, — терӗ ӑна хирӗҫ Хомутов, уссийӗ вӗҫне тути хӗррипе ҫилӗллӗн хӗстерсе.

— Ку срок чӑн пурӑнӑҫпа килӗшмест, анчах чӑннине каласах пулать, — хам ӗмӗрте эпӗ нихӑҫан та ҫакӑн пек условисенче, ҫакӑн пек ӗҫ вӑйӗпе ӗҫлесе курман. Эпӗ йӑнӑшма та пултаратӑн, халиччен эпӗ икӗ хут йӑнӑшрӑм та ӗнтӗ.

Ҫак вӑхӑтра Жухрай, Аким, Панкратов тӗмене чавнӑ ҫӗрелле ҫывхарчӗҫ. Сӑрт тайлӑмӗ ҫинчисем вӗсем пынине асӑрхарӗҫ.

— Пӑх-ха, кам ҫав? — тесе ҫӗтӗк ҫанӑллӑ кивӗ сӑхман тӑхӑннӑ Петька Трофимов, — мастерскойсенче болтсем тӑвакан ҫӗрте ӗҫленӗскер, — пӳрнипе айлӑмалла тӗллерӗ те Корчагина чавсипе тӗртрӗ. Ҫав самантрах Корчагин, аллинчи кӗреҫине пӑрахмасӑрах, анаталла чупса кайрӗ. Унӑн куҫӗсем шлем сӑмси айӗнчен ӑшшӑн пӑхса илчӗҫ, Фёдор унӑн аллине пуринчен ытларах чӑмӑртаса тӑчӗ.

— Сывӑ-и, Павел? Ак палласа ил ӑна ҫакӑн пек темиҫе тӗрлӗ тумпа.

Панкратов тутисене чалӑштарса кулса илчӗ:

— Комбинаци пырать пек, пилӗк пӳрнерен тунӑ, анчах пиллӗкӗш те ҫара. Ҫитменнине тата унӑн шинельне дезертирсем пӗҫертсе кайрӗҫ. Вӗсем Окуневпа иккӗшӗ коммуна тунӑ: лешӗ ӑна хӑйӗн пиншакне пачӗ. Аптӑрас ҫук-ҫке Павел, вӑл вӗри ача. Акӑ бетон ҫинче пӗр эрне хушши ӑшӑнса выртрӗ, улӑмӗ нимӗн те пулӑшмасть-ҫке, кайран вара «ещӗке кӗрсе выртӗ», — терӗ грузчик Акима салхуллӑн.

Окунев, кӑшт каҫӑртарах сӑмсаллӑскер, чее куҫӗсене хӗстерсе илчӗ те, тавӑрса хучӗ:

— Павела эпир пӗтме памастпӑр. Акӑ, сасӑлатпӑр та — кухньӑна апат пӗҫерме, Одарка патне резерва яратпӑр. Унта вӑл, хӑй ухмах пулмасан, апатне те лайӑхрах ҫийӗ, ӑшӑнасса та ӑшӑнӗ — е кӑмака умӗнче, е Одарка ҫумӗнче.

Пурте пӗр харӑс кулса яни унӑн сӑмахне хупласа илчӗ.

Ҫак кун ҫынсем пуҫласа кулчӗҫ.

Фёдор тӗмене пӑхса ҫаврӑнчӗ, Токаревпа тата Патошкинпа пӗрле вӑрман хатӗрленӗ ҫӗре лашапа кайса килчӗ. Тӗмене паҫӑрхи пекех хастарлӑн чавалаҫҫӗ. Фёдор, вӗлт-вӗлт вылякан кӗреҫесем ҫине, тертленсе пӗкӗрӗлнӗ ҫурӑмсем ҫине пӑхса илчӗ те Акима шӑппӑн каларӗ.

— Митинг кирлӗ мар. Кунта никама та агитацилеме кирлӗ мар. Эсӗ, вӗсене хак пама ҫук ҫынсем тесе, чӑн калатӑн, Токарев. Акӑ ӑҫта хӗрсе пырать вӑл хурҫӑ.

Жухрай ҫӗр чавакансем ҫине хавасланса, кӑмӑллӑн юратса пӑхса илчӗ. Нумаях та пулмасть, пӑлхав каҫхине, ҫак ҫӗр чавакансенчен чылайӑшӗ, аллисене пӑшал тытса, штыксене кӑнтарса тӑнӑ. Халӗ вӗсем пурте юнашар ярт тӑсӑлса выртнӑ хурҫӑ рельссене вутӑ пуянлӑхӗ патне — ӑшӑпа пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ патне ҫитерес шухӑшпа ҫунаҫҫӗ.

Патошкин Фёдора тӗме витӗр чавса тухма икӗ эрнерен кая мар ӗҫлемелле пуласси ҫинчен хуллен те ӗнентерӳллӗ каласа тӑрать. Фёдор вӑл каланине итленӗ хушӑра хӑй ӑшӗнче темӗн ҫинчен шухӑшлать.

— Ҫынсене тӗме ҫинчен илӗр те ҫула малалла тума пуҫлӑр, тӗмине эпир урӑх майпа ҫӗнтерӗпӗр.

Станцире Жухрай нумайччен телефон патӗнче ларчӗ. Холява алӑк патӗнче сыхласа тӑчӗ. Вӑл хӑйӗн хыҫӗнчи Фёдорӑн янӑравсӑр хулӑм сассине итлет:

— Халех, ман ятпа, округри штаб начальникӗпе калаҫ. Пузыревскин отрядне вӑл пӗр тытӑнса тӑмасӑрах строительство ҫывӑхне куҫартӑр. Строительство районне бандӑран тасатмалла. Базӑран бронепоезд, унпа пӗрле подрывниксем ярӑр. Ытти ӗҫсене эпӗ хамах йӗркелӗп. Ҫӗрле тавӑрӑнатӑп. Вуникӗ сехет тӗлне Литкене машинӑпа вокзал патне ярӑр.

Баракра, Акимӑн кӗске сӑмахӗ хыҫҫӑн, Жухрай калаҫма пуҫларӗ. Юлташла калаҫса ларса, пӗр сехет нимӗн сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. Фёдор строительсене чугун ҫула срокра — январӗн пӗрремӗшӗнче туса пӗтересси ҫинчен каласа пачӗ.

— Строительствӑна эпир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йӗркесемпе тума пуҫлатпӑр. Коммунистсем ЧОН ротине пӗрлешеҫҫӗ. Рота командирӗ Дубава пулать. Строительсен ултӑ группи те ҫирӗп заданисем илеҫҫӗ. Рельссем хурас ӗҫе ултӑ пӗр тан пая уйӑратпӑр. Кашни ушкӑна пӗрер пай паратпӑр. Январӗн пӗрремӗшӗнче пур ӗҫсене те туса пӗтермелле. Ӗҫе малтан пӗтерекен ушкӑн канма тата хулана кайма пултарать. Кунсӑр пуҫне губисполком президиумӗ ҫав ушкӑнри пӗр чи лайӑх рабочие Хӗрлӗ ялав орденӗ пама Пӗтӗм Украина Тӗпӗҫтӑвкомӗ умне ыйту тӑратать.

Строительство ушкӑнӗсен начальникӗсене ҫаксене турӗҫ: пӗрремӗш ушкӑнне — Панкратов юлташа, иккӗмӗшӗнне — Дубава юлташа, виҫҫӗмӗшӗнне — Хомутов юлташа, тӑваттӑмӗшне — Лагутин юлташа, пиллӗкмӗшӗнне — Корчагин юлташа, улттӑмӗшӗнне — Окунев юлташа.

— Строительство начальникӗ, ӑна идея енчен ертсе пыраканӗ тата организаторӗ ӗлӗкхи пекех Антон Никифорович Токарев пулать, — тесе пӗтерчӗ Жухрай хӑйӗн сӑмахне.

Кайӑк кӗтӗвӗ вӗҫсе хӑпарнӑ пек алӑсем шапӑлтатса илчӗҫ, салху сӑн-питсем ҫуталса кайрӗҫ, сӑмах вылятма юратман ҫын юлашкинчен юлташла шӳт туса илни нумайччен тимлӗн итлесе ларнӑ ҫынсене ахӑрттарса ячӗ.

Акимовпа Фёдора автодрезина патне ҫирӗм ҫынна яхӑн кӗпӗрленсе ӑсатса ячӗҫ.

Корчагинпа сывпуллашнӑ хушӑра Фёдор унӑн юрпа витӗннӗ калушӗ ҫине пӑхса шӑппӑн каларӗ:

— Атӑ парса ярӑп. Уруна тӑм илмен-и-ха санӑнне?

— Ҫавӑн майлӑрах ҫав, тӑртанма пуҫларӗҫ, — тесе тавӑрчӗ те Павел, ҫав самантрах хӑйӗн тахҫанхи ыйтӑвне аса илчӗ, Фёдорӑн ҫаннинчен ярса тытрӗ:  — Эсӗ мана наган валли кӑштах патрон памӑн-ши? Манӑн шанчӑкли виҫҫӗ кӑна юлчӗ.

Жухрай, хӗрхенсе, пуҫне сулласа илчӗ, анчах Павелӑн куҫӗсем кӳренсе пӑхнине курчӗ те шухӑшласа тӑмасӑрах, хӑйӗн маузерне вӗҫертрӗ.

— Акӑ сана манӑн парнем.

Павел, хӑйне тахҫантанпа ӗмӗтленнӗ япалана панине часах ӗненмерӗ, анчах Жухрай унӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ пиҫиххине ҫакса та ячӗ.

— Ме ӗнтӗ, ил! Эпӗ пӗлетӗп, санӑн куҫусем ун ҫине тахҫантанпах ӑмсанса пӑхаҫҫӗ. Анчах эсӗ ӑна асӑрханарах тыткала, хамӑрӑннисене персе ан пӑрах. Ак тата сана виҫӗ тулли обойма.

Павел ҫине темиҫен уҫҫӑнах ӑмсанса пӑхрӗҫ.

— Павка, атя атӑпа улӑштаратпӑр, ҫине кӗрӗк пиншак паратӑп.

Панкратов, выляса, Павела ҫурӑмӗнчен тӗкрӗ:

— Улӑштар, ухмах, кӑҫатпа. Калушпа ҫӳресе пурӗ-пӗрех сурхуриччен пурӑнаймастӑн-вӗт.

Дрезина пусми ҫине урине пусса, Жухрай парнеленӗ револьвера ҫакса ҫӳремелли разрешени ҫырма тытӑнчӗ.

Ирхине ирех, стрелкӑсем тӗлӗнчен кисренсе иртсе, станци патне бронепоезд пырса чарӑнчӗ. Акӑш мамӑкӗ пек шурӑ пӑс, илемлӗ лапсӑркка султан евӗрлӗ чашлатса тухса, таса сивӗ сывлӑшра ирӗлет. Броньӑпа витнӗ коробка ӑшӗнчен сӑран тумтир тӑхӑннӑ ҫынсем тухаҫҫӗ. Тепӗр темиҫе сехетрен, бронепоездран тухнӑ виҫӗ подрывник теме ӑшне кавӑн пек хура япала чавса хучӗҫ те вӗсенчен вӑрӑм шнурсем тӑсса кайрӗҫ, пӑшал персе сигнал пачӗҫ. Вара ҫак хӑрушӑ тӗме патӗнчен ҫынсем пур еннелле те чӑл-пар чупса саланчӗҫ. Шнур вӗҫӗ, шӑрпӑк ҫулӑмӗнчен тивсе, йӑсӑрланса ҫунма пуҫларӗ.

Темиҫе ҫӗр ҫыннӑн чӗри пӗр самантлӑха тапма чарӑнчӗ. Пӗр-ик минут хушши тимлӗн кӗтсе тӑчӗҫ, вара ҫӗр чӗтренсе кайрӗ, калама ҫук хӑрушӑ вӑй, тӗлӗнмелле пысӑк тӑпра муклашкисем сирпӗтсе, тӗме тӑррине салатса пӑрахрӗ. Иккӗмӗш взрыв малтанхинчен те вӑйлӑрах пулчӗ. Тӗмене татӑкӑн-татӑкӑн салатакан хӑрушӑ сасӑ вӑрман чӑтлӑхне тулса янӑрарӗ, ун тӑрӑх уласа кайрӗ.

Халь кӑна тӗме ларакан вырӑнта тарӑн шӑтӑк пулса тӑчӗ. Йӗри-тавра сарӑлса выртакан сахӑр пек шурӑ юра кӑпӑшка тӑпра витсе хучӗ.

Сирпӗтсе кӑларнӑ хыҫҫӑн пулса юлнӑ шӑтӑка катмаксемпе кӗреҫесем йӑтнӑ ҫынсем чупса пырса тулчӗҫ.

Жухрай кайнӑ хыҫҫӑн строительствӑра малти вырӑна тухассишӗн питӗ вӑйлӑ ӑмӑрту пуҫланса кайрӗ.

Шуҫӑм киличченех Корчагин шӑппӑн, никама вӑратмасӑр тӑчӗ те, йывӑҫ пек хытса ларнӑ урисене сивӗ урайӗнче аран-аран шутаркаласа, кухньӑна кайрӗ. Чей ӗҫме бакра шыв вӗретрӗ, каялла тавӑрӑнса, хӑйӗн ушкӑнӗнчисене вӑратрӗ.

Пӗтӗм отряд вӑраннӑ ҫӗре тул ҫутӑлса та ҫитнӗ.

Баракра, ирхи чей ӗҫнӗ хушӑра, хӑйӗн арсенальщикӗсемпе ларакан Дубава патне, хӗсӗнкелесе, Панкратов пырса тӑчӗ.

— Куртӑн-и, Митяй, Павел хӑйӗн ушкӑнне тул ҫутӑличченех ура ҫине тӑратнӑ. Халиччен вӗсем вунӑ чалӑш та турӗҫ юлӗ ӗнтӗ. Вӑл хӑйӗн ушкӑнӗнчи тӗп мастерскойӗнчен килнӗ рабочисемпе пӗрле хӑйӗн участкине ҫирӗм пиллӗкмӗшӗнче пӗтерме шут тытнӑ, теҫҫӗ ачасем. Пире пурсӑмӑра та сӑмсаран шаклаттарасшӑн курӑнать. Анчах та чӑннипе мӗнле пулассине курӑпӑр-ха! — терӗ вӑл Дубавӑна, пӑлханса.

Митяй йӳҫҫӗн кулса илчӗ. Вӑл тӗп мастерскойсенчи рабочисен ушкӑнӗн ӗҫӗ юханшыв ҫинчи порт коллективӗн секретарне мӗншӗн чӗре патне пынине лайӑх пӗлет. Ҫитменнине ӑна та, Дубавӑна, хӑйӗн тӳсӗ Павел лайӑхах тивертрӗ: никама пӗр сӑмах каламасӑрах, пӗтӗм отрядпа ӑмӑртӑва тытӑнчӗ.

— Туслӑх вӑл туспа, анчах та табак уйрӑм кӗсъере, — кунта ӗҫ «кам кама» тени патнелле пырать, — терӗ Панкратов.

Кӑнтӑрла умӗн Корчагин ушкӑнӗн хӗрӳ ӗҫӗ кӗтмен ҫӗртенех чарӑнчӗ. Винтовкӑсем патне тӑратнӑ хуралҫӑ йывӑҫсем хушшинчен юланутлӑ ҫынсем пынине асӑрхать те пӑшал персе тревога парать.

— Пӑшалсем патне, юлташсем! Банда! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те Павел, кӗреҫине ывӑтса ярса, хӑйӗн маузерӗ ҫакӑнса тӑракан йывӑҫ патне чупрӗ.

Пӑшалсене илсе, ушкӑн ҫул аяккине юр ҫинех кӗрсе выртрӗ. Юланутпа килекеннисенчен малта пыраканнисем ҫӗлӗкӗсене хывса суллама пуҫларӗҫ.

— Стой, юлташсем! Хамӑрӑннисем! — тесе кӑшкӑрчӗ вӗсенчен пӗри.

Хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ будённовкӑсем тӑхӑннӑ юланутсем, пӗр аллӑ ҫынна яхӑн, ҫул патне пырса чарӑнчӗҫ.

Кусем — Пузырев полкӗн взвочӗ-мӗн, вӗсем строительствӑна пӑхма килнӗ. Павел командирӑн лаши татӑк хӑлхаллӑ иккенне асӑрхарӗ. Хушка ҫамкаллӑ сӑрӑ-кӑвак, хитре кӗсре, командир айӗнче «ташласа» кӑна тӑрать. Павел, ун патне чупса пырса, йӗвенӗнчен ярса тытрӗ; лаша хӑраса каялла чакрӗ.

— Лыска, путсӗр, акӑ ӑҫта тӗл пултӑмӑр эпир санпала! Пульӑран хӑтӑлса юлнӑ-мӗн эсӗ, хӑрах хӑлхаллӑ чипер лашам.

Вӑл ӑна, ҫинҫе мӑйӗнчен ачашшӑн ыталаса илсе, ачашлама тытӑнчӗ. Командир Павел ҫине тинкерсе пӑхрӗ, унтан ӑна палласа илчӗ те тӗлӗннипе:
— Ара ку Корчагин-ҫке!.. Лашине палларӗ, а Середана хӑйне асӑрхаймарӗ. Сывӑ-и, тӑванӑм?! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Хулара «пур кнопкӑсене те пусрӗҫ». Ку строительствӑра часах палӑрчӗ. Жаркий, организацин юлашкине те Бояркӑна ӑсатса, райкома пушатсах хӑварчӗ. Соломенкӑра хӗрсем кӑна тӑрса юлчӗҫ. Жаркий ҫулйӗр техникумӗнче вӗренекен студентсенчен те тӗпӗр ушкӑн пухса, строительствӑна ячӗ.

Ҫак ӗҫсем ҫинчен Акима каласа панӑ май, вӑл шӳтлесе тенӗ пек ҫапла каласа хучӗ:

— Эпӗ хӗрарӑм пролетариачӗпе кӑна тӑрса юлтӑм. Хам вырӑна Лагутинӑна лартатӑп та, алӑк ҫине: «Хӗрарӑм пайӗ», тесе ҫырса хурса, хам та Бояркӑна вӗҫтеретӗп. Хӑвах пӗлетӗн, мана, пӗр пӗччен арҫынна, хӗрарӑмсем хушшинче ҫӳреме лайӑх мар. Хӗрсем ман ҫине шанчӑксӑр ҫын ҫине пӑхнӑ пек паха пуҫларӗҫ. Хӑйсем хушшинче: «Пурне те ӑсатса пӗтерчӗ те, халь ӗнтӗ хӑй кӑна тӑрса юлчӗ», теҫҫӗ пулӗ е тата та кӳрентермелле калаҫҫӗ пулӗ. Хама та яма ыйтатӑп.

Аким, кула-кулах, Жаркие строительствӑна яма килӗшмерӗ.

Бояркӑна халӑх кулленех пырать. Ҫулйӗр техникумӗнче вӗренекен студентсем те утмӑлӑн пычӗҫ.

Жухрай ҫул управленийӗ урлӑ ҫӗнӗрен пынӑ рабочисене пурӑнма Бояркӑна тӑватӑ вагон ямалла турӗ.

Дубава ушкӑнне строительствӑран илсе, Пуще-Водицӑна куҫарчӗҫ. Ӑна унтан ансӑр йӗрлӗ чугун ҫул валли паровозсем тата утмӑл пилӗк платформа куҫарса илме хушрӗҫ. Ку ӗҫе участокра ӗҫленипе пӗр танах шутлама йышӑнчӗҫ.

Хӑй тухса каяс умӗн Дубава Токарева, Клавичёка каялла строительствӑна илсе килсе, ӑна ҫӗнӗрен организациленӗ ушкӑн пуҫлӑхӗ тума канаш пачӗ. Токарев, Клавичёк ятлӑ чех тӗнчере пурӑнни ҫинчен ҫак арсенал ҫынни мӗн пирки аса илнин чӑн-чӑн сӑлтавне пӗлмесӗрех, ӑна строительствӑна илсе килмешкӗн приказ пачӗ. Сӑлтавӗ унӑн ҫӗнӗрен килнӗ ҫынсенчен парса янӑ Анна ҫырӑвӗнче пулнӑ-мӗн.

«Дмитрий! — тесе ҫырнӑ Анна. — Эпир Клавичёкпа иксӗмӗр сире валли пӗр купа литература пухса хутӑмӑр. Сана та, Бояркӑри пур штурмовиксене те хӗрӳллӗ салам. Ытла та маттур ҫынсем эсир пурте! Сире вӑй-хӑват тата тимлӗх сунатпӑр. Ӗнер складран юлашки вутта салатса пачӗҫ. Клавичёк сире салам ҫырса пӗлтерме хушрӗ. Тӗлӗнмелле каччӑ вӑл. Сире валли ҫӑкӑр хӑй пӗҫерет. Пекарньӑра ӗҫлекенсене никама та шанмасть. Ҫӑнӑхне хӑй алать, чустине те машинӑпа хӑех ҫӑрать. Таҫтан лайӑх ҫӑнӑх тупнӑ та, ҫӑкӑрӗ, эпӗ илекен ҫӑкӑр пек мар, лайӑх пулать. Каҫсерен ман пата хамӑрӑннисем пухӑнса лараҫҫӗ: Лагутина, Артюхин, Клавичёк тата тепӗр чухне Жаркий те пыркалать. Вӗренӳ малалла пырать, анчах пуринчен ытларах пур япала ҫинчен, ялан тенӗ пекех сирӗн ҫинчен калаҫатпӑр. Хӗрсем хӑйсене строительствӑна илме килӗшменшӗн Токарева вӑрҫаҫҫӗ. Вӗсем строительствӑри йывӑрлӑха ыттисемпе пӗртанах чӑтатпӑр, тесе ӗнентереҫҫӗ. Таля калать: «Аттен тумтиррине тӑхӑнатӑп та атте патне пырса таратӑп, хӑваласа ярса пӑхтӑр вара мана», — тет.

Вӑл ҫапла тӑватех пулас. Манран хура куҫлине салам кала. Анна».

Ҫил-тӑман сасартӑках капланса ҫитрӗ. Тӳпене аялтан иртекен кӑвак пӗлӗтсем хупласа илчӗҫ. Юр вӑйлӑ ҫума пуҫларӗ. Каҫхине ҫил мӑрьере шӑхӑрма тытӑнчӗ, хӑвӑрт вӗҫекен юр пӗрчисене хӑваласа, йывӑҫсем хушшинче улама, хӑрушӑ шӑхӑрса вӑрмана лӑскама пуҫларӗ.

Ҫил-тӑман ҫӗр каҫах уласа шавларӗ. Ҫӗр каҫах кӑмакара вутӑ ҫунчӗ пулин те, ҫынсем вара витмеллех шӑнса кӳтрӗҫ. Станцири ишӗлчӗк ҫурт ӑшша нимӗн чухлӗ те тытаймасть.

Ирхине ӗҫе тухнӑ отряда тарӑн юр ҫинче ашма тиврӗ, йывӑҫсем тӑрринче хӗвел йӑлкӑшать, тӳпере пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмасть.

Корчагин ушкӑнӗ хӑйӗн участокне юртан тасатать. Сивӗ мӗн тери асап кӳнине Павел тин туйса илчӗ. Окуневӑн кивӗ пиншакӗ ӑна вуҫех ӑшӑтмасть, калушӗ ӑшне юр кӗрсе тулать. Калушне вӑл темиҫе хутчен те юр ӑшне ларта-ларта хӑварчӗ. Тепӗр уринчи атти кӗҫ-вӗҫ саланса каяс пек тӑрать. Урайӗнче ҫывӑрнӑ пирки ӗнси ҫине икӗ пысӑк ҫӑпан тухса ларнӑ. Шарф вырӑнне мӑя ҫыхма Токарев ӑна хӑйӗн алшӑллине панӑ.

Павел юра сарлака йывӑҫ кӗреҫепе хыра-хыра илсе, хаяррӑн ывӑта-ывӑта ярать, хӑй вӑл начарланнӑ, куҫӗсем хӑпарса тухнӑ.

Ҫак вӑхӑтра станцине пассажир поезчӗ шуса ҫитрӗ. Ӑна сӳнме пуҫланӑ паровоз аран-аран сӗтӗрсе ҫитерчӗ; тендер ҫинче пӗр вутӑ сыппи те ҫук, кӑмакинче юлашки вутпуҫҫисем ҫунса пӗтеҫҫӗ.

— Вутӑ паратӑр пулсан — каятпӑр, памасан — паровоз сӳнсе лариччен поезда запас ҫул ҫине куҫарӑр! — терӗ машинист станци начальникне.

Поезда запас ҫул ҫинӗ куҫарчӗҫ. Аптӑраса ӳкнӗ пассажирсене поезд мӗншӗн чарӑннине ӑнлантарса пачӗҫ. Лӑк тулнӑ вагонсенче вӑрҫма, кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ.

— Ав, ҫав перрон ҫинче пыракан старикпе калаҫса пӑхӑр. Вӑл строительство начальникӗ. Вӑл паровоз патне вутӑ турттарса килме хушма пултарать. Вӗсем вут сыпписене шпал вырӑнне хураҫҫӗ, — тесе канаш пачӗ станцин начальникӗ кондукторсене. Лешсем Токарев патнелле утрӗҫ.

— Вутӑ паратӑп, анчах ахаль мар. Вутӑ вӑл пирӗн строительство материалӗ. Пире юр хӗвсе кайнӑ. Сирӗн поезд ҫинче тем тесен те ултҫӗр-ҫичҫӗр ҫын пур. Ачасемпе хӗрарӑмсем поезд ҫинчех юлма пултараҫҫӗ, ыттисем аллисене кӗреҫесем тытчӑр та и каҫчен юр хырччӑр. Вара вутӑ илме пултаратӑр. Ӗҫлеме килӗшмеҫҫӗ пулсан, ларччӑр ҫӗнӗ ҫулччен, — терӗ Токарев кондукторсене.

— Пӑхӑр-ха, атьсемӗр, мӗн чухлӗ халӑх килет! — Пӑхӑр-ха, хӗрарӑмсем те пур! — терӗ такам, тӗлӗнсе, Корчагин хыҫӗнче.

Павел ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Ака сана ҫӗр ҫын, ӗҫ пар та вӗсене, асӑрха — ахаль ан ларччӑр, — терӗ Токарев ун патне пырса.

Корчагин ҫӗнӗрен килнисене ӗҫ парать. Темӗнле вӑрӑм ҫын, чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫынсенни пек ҫӑм воротниклӗ шинель, каракуль тирӗнчен ҫӗлетнӗ ӑшӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, аллинчи кӗреҫине ҫавӑркаласа пӑхрӗ те, котик тирӗнчен ҫӗленӗ мамӑк тӑрӑллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнса, ҫапла каласа хучӗ:

— Эпӗ хырмастӑп, — мана никам та юр хыртарма пултараймасть. Эпӗ — ҫулйӗр инженерӗ, манран пулӑшу ыйтас пулсан, эпӗ ӗҫе йӗркелеме, ертсе пыма пултаратӑп, анчах эсӗ те, эпӗ те юр хырма пултараймастпӑр, инструкцире ун ҫинчен нимӗн те каламан. Старик закона хирӗҫ ӗҫ тӑвать. Эпӗ ӑна ответ тыттаратӑп. Кам кунта десятник? — тесе ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен инҫех мар ӗҫлекен пӗр рабочирен.

Вӗсем патне Корчагин пычӗ.

— Эсир мӗншӗн ӗҫлеместӗр, гражданин?

Ҫын Павела уринчен пуҫласа пуҫне ҫитичченех йӗрӗнсе пӑхса илчӗ.

— Эсир кам пулатӑр вара?

— Эпӗ рабочи.

— Апла пулсан, ман сирӗнпе калаҫмалли нимӗн те ҫук. Ярӑр ман пата десятнике е урӑххине кама та пулин…

Корчагин ӑна куҫ айӗн пӑхса илчӗ.

— Ӗҫлес теместӗр пулсан — кирлӗ мар. Эпир паллӑ туман билетпа пурӗ-пӗрех поезд ҫине лараймастӑр.

Строительство начальникӗ ҫавӑн пек приказ пачӗ.

— Эсир те ӗҫрен пӑрӑнатӑр-и, гражданка? — тесе ыйтрӗ Павел, хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнса, анчах хӑй ҫав самантрах тӗлӗнсе хытса кайрӗ: ун умӗнче Тоня Туманова тӑрать.

Тоня ҫак ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫын Корчагин иккенне аран-аран палласа илчӗ. Ун умӗнче ҫине таткаланса пӗтнӗ тумтир, урине тӗлӗнмелле япаласем тӑхӑннӑ, мӑйне таса мар алшӑлли ҫыхнӑ, нумайранпа пит-куҫне ҫуман Павел тӑрать. Павелӑн куҫӗсем ҫеҫ ӗлӗкхи пек сӳнми вутпа йӑлтӑртатаҫҫӗ. Куҫӗсем унӑннах. Ҫак ҫӗтӗк-ҫурӑкскере-ҫке вӑл нумаях та пулмасть юратса пурӑннӑ. Ав мӗнле улшӑнса кайнӑ пурӑнӑҫ!

Тоня, нумаях та пулмасть ирттернӗ туй хыҫҫӑн, упӑшкипе вӑл пурӑнакан пысӑк хулана каять. Упӑшки унӑн ҫав хулара ҫул правленинче ответлӑ вырӑнта ӗҫлет. Акӑ ӑҫта тӗл пулма тиврӗ ӑна хӑйӗн ҫамрӑк чухне юратнӑ ҫынна. Халь акӑ алӑ пама та именмелле. Мӗн шухӑшлӗ Вася? Питех те аван мар-ҫке Корчагин ҫав тери япӑхса кайни. Хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче кочегар ҫӗр чавас ӗҫрен инҫех каяйман пулмалла.

Тоня, нимӗн тума аптӑраса, вӑтаннипе пӗр хӗрелсе, пӗр шуралса каять. Хӑй арӑмӗ ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхакан ҫак ҫӗтӗк-ҫурӑк чӑрсӑр хӑтланкалани инженера шӑртлантарса ячӗ. Вӑл кӗреҫине ывӑтса ячӗ те Тоня патне пырса тӑчӗ.

— Кайӑпӑр, Тоня, эпӗ ҫавнашкал лаццарони ҫине лӑпкӑн пӑхма пултараймастӑп.

Корчагин «Джузеппе Гарибальди» ятлӑ романри лаццарони кам иккене лайӑх пӗлет.

— Эпӗ лаццарони пулсан, эсӗ пусса пӑрахайман буржуй, — терӗ вӑл ӑна, унтан Тоня ҫине пӑхрӗ те: — Кӗреҫе тытӑр та ӗрете тӑрӑр, Туманова юлташ. Ҫак самӑртнӑ буйволран пример ан илӗр. Каҫарӑр, сирӗн тӗлӗшпе вӑл кам пулнине пӗлместӗп, — терӗ.

Унтан Тоньӑн тиртен ҫӗленӗ ботисем ҫине пӑхса, кӑмӑлсӑр кулса илчӗ:

— Поездран тӑрса юлма сӗнместӗп. Нумаях та пулмасть кунта банда килсе кайрӗ, — ӑнсӑртран каланӑ пек, хушса хучӗ.

Ҫапла каларӗ те, ҫавӑрӑнчӗ, калушӗпе шаплаттарса, хӑйсем ӗҫленӗ ҫӗре кайрӗ.

Унӑн юлашки сӑмахӗсем чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен инженера та шиклентерчӗҫ.

Тоня ӑна ӳкӗтле-ӳкӗтле ӗҫлеме юлма килӗштерчӗ.

Каҫхине, ӗҫлесе пӗтерсен, станцине тавӑрӑнчӗҫ, Тоня упӑшки, поездра вырӑн йышӑнас тесе мала иртсе кайрӗ. Тоня чарӑнса тӑрсах рабочисене ирттерсе ячӗ. Пуринчен кайра, кӗреҫипе туяланса, ывӑннӑ Павел пырать.

— Сывӑ-и, Павлуша. Эпӗ тӗрӗссипе каласан сана ҫакӑн пек курасса кӗтменччӗ. Мӗнле вара эсӗ власть умӗнче ҫак ҫӗр чавассинчен ырӑрах ӗҫе тивӗҫлӗ пулаймарӑн? Сан ҫинчен эпӗ, эсӗ тахҫанах комиссар е ҫавӑн евӗрлӗ кам та пулин урӑххи пулса ӗҫлет, тесе шутланӑччӗ. Мӗнле-ха санӑн пурӑнӑҫ ҫав тери тирпейсӗр пулса пырать… — терӗ Тоня, унпа юнашар пынӑ май.

Павел чарӑнчӗ те Тоня, ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Эпӗ те сана ҫакӑн пек… пылланса каясса шанманчӗ, — терӗ вӑл, ҫемҫерех сӑмах тупса.

Тоньӑн хӑлхи хӗррисем хӗрелсе каяҫҫӗ.

— Эсӗ халӗ те ӗлӗкхи пекех чӑрсӑр калаҫатӑн!

Корчагин кӗреҫине хулпуҫҫи ҫине хучӗ те малалла утрӗ. Темиҫе утӑм кайсан тин вӑл Тоньӑна тавӑрса каларӗ:

— Манӑн чӑрсӑрлӑха тӳсме, Туманова юлташ, сирӗн тирпейлӗхе чӑтассинчен темиҫе хут та ҫӑмӑлтарах. Манӑн пурӑнӑҫ пирки пӑшӑрханмалли ҫук, вӑл питӗ йӗркеллӗ пулса пырать. Сирӗн пурӑнӑҫӑр акӑ эпӗ шухӑшланинчен начартарах пулса тӑнӑ. Икӗ ҫул каярах эсӗ хальхинчен лайӑхрахчӗ: рабочие алӑ пама йӗрӗнместӗн. Халӗ санран нафталин шӑрши ҫапма тытӑннӑ. Тӗрӗссипех калатӑп, манӑн санпала нимӗн ҫинчен калаҫмалли те ҫук.

Павел Артёмран ҫыру илчӗ. Пиччӗшӗ, часах хӑйӗн туйӗ пуласси ҫинчен пӗлтерсе, кирек мӗнле пулсан та Павела пыма чӗнет.

Ҫил Корчагин аллинчи шурӑ хут татӑкне туртса илчӗ те кӑвакарчӑн пек ҫӳлелле вӗҫтерсе хӑпартрӗ. Туйра пуласси пулмасть. Ӑҫтан пӑрахса кайӑн? Акӑ ӗнер ҫеҫ упа евӗрлӗ Панкратов унӑн ушкӑнне хӑваласа ҫитсе иртсе кайрӗ те малалла пурне те тӗлӗнтерекен хӑвӑртлӑхпа ӗҫлеме тытӑнчӗ. Грузчик мала тухасси паллах, вӑл, хӑйӗн яланхи лӑпкӑлӑхне пӑрахсах, хӑйӗн ушкӑнӗнчи «пристань» рабочийӗсене виҫесӗр ҫитӗнӳсем тума хистет.

Патошкин строительсем пӗр шарламасӑр тӑрмашнине сӑнаса пырать. Тӗлӗннипе, пуҫне хыҫса, хӑйӗнчен хӑй ыйтать: «Мӗнле ҫынсем кусем? Пуҫпа ҫавӑрса илме ҫук вӑй ку? Лайӑх ҫанталӑк тепӗр сакӑр кун тытӑнса тӑрас пулсан, эпир вӗт вӑрман каснӑ вырӑна ҫитетпӗрех. Чӑнах та мӗн: ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен, юлашкинчен пурӗ пӗрех ухмах юлатӑн. Ку ҫынсем хӑйсен ӗҫӗпе пур расчётсемпе нормӑсене те ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫӗ».

Хуларан Клавичёк килчӗ, вӑл хӑй юлашкинчен пӗҫерсе кӑларнӑ ҫӑкӑра илсе килчӗ. Токаревпа курнӑҫнӑ хыҫҫӑн вӑл ӗҫленӗ ҫӗрте Корчагина шыраса тупрӗ. Пӗр-пӗрне юлташла саламларӗҫ. Клавичёк, кула-кула, хутаҫран сарӑ сӑранран ҫӗленӗ илемлӗ куртка туртса кӑларчӗ те ҫемҫе сӑрана ывӑҫ тупанӗпе ҫатлаттарса каларӗ:

— Ку сана валли. Камран иккенне пӗлместӗн-и? Ха! Ну, тӑмсай та-ҫке эсӗ, тусӑм! Сана, ухмаха, шӑнса ан вилтӗр тесе Устинович юлташ парса ячӗ. Ку курткӑна ӑна Ольшинский юлташ парнеленӗ, вӑл ӑна лешӗн аллинчен илчӗ те, — Корчагина кайса пар, — тесе мана пачӗ. Аким ӑна эсӗ шартлама сивӗре те пӗр пиншак вӗҫҫӗн кӑна ҫӳрени ҫинчен каласа панӑ пулнӑ. Ольшинский кӑштах сӑмсине чалӑштарчӗ. «Эпӗ, — тет, — вӑл юлташ валли шинель парса яма пултаратӑп», тет. Рита кулса ячӗ: юрать капла та, ӗҫлемешкӗн ӑна курткӑпа лайӑхрах пулӗ. Ме, ил! — терӗ.

Павел ҫак хаклӑ япалана тӗлӗнсе тытса тӑчӗ те, хӑюсӑррӑн хӑйӗн шӑнса кӳтнӗ кӗлетки ҫине тӑхӑнтарчӗ. Ҫемҫе ҫӑмлӑ тир хулпуҫҫипе кӑкӑра часах ӑшӑтрӗ.

Рита тӑтӑшах ҫыра-ҫыра хурать:

«Декабрӗн 20-мӗшӗ

Ҫил-тӑман тапхӑрӗ. Юр та ҫил. Бояркӑрисем хӑйсен ӗҫӗн вӗҫнех ҫитсе пынӑ, анчах ҫил-тӑман вӗсене кансӗрленӗ. Юр хӗве-хӗве кайнипе аптӑраҫҫӗ. Шӑн тӑпрана чавма йывӑр. Пӗтӗмпе те виҫ чӗрӗк километр кӑна юлнӑ, анчах ҫак юлашки виҫ чӗрӗк километр чи йывӑрри пулать.

Строительствӑра тиф пуҫланчӗ, виҫӗ ҫын тифпа чирлерӗҫ, тесе пӗлтерет Токарев.

Декабрӗн 22-мӗшӗ

Губкомол пленумне Бояркӑран никам та килмерӗ. Бандитсем, Бояркӑран вунҫичӗ километрта, тырӑпа пыракан поезда йӑвантарса янӑ. Уполнаркомпрод приказ парса пӗтӗм строительство отрядне унта куҫарнӑ.

Декабрӗн 23-мӗшӗ

Бояркӑран хулана тифпа чирленисене тата ҫичӗ ҫын илсе килчӗҫ. Вӗсем хушшинче Окунев та пур. Вокзалра пултӑм. Харьковран килнӗ поездӑн буферӗсем ҫинчен шӑнса хытса кайнӑ вилӗсене антарчӗҫ. Больницӑсенче сивӗ. Ылханлӑ ҫил-тӑман! Хӑҫан чарӑнӗ-ши вӑл?

Декабрӗн 24-мӗшӗ

Тин ҫеҫ Жухрай патӗнчен тавӑрӑнтӑм. Иртнӗ каҫ Орлик хӑйӗн пӗтӗм бандипе чӑнах та Бояркӑна пырса тапӑннӑ-мӗн. Бандӑпа пирӗннисем икӗ сехет хушши ҫапӑҫнӑ. Банда телефонпа телеграф пралукӗсене касса татнӑ пирки, ку ӗҫ ҫинчен Жухрай тӗпӗ-йӗрӗпе паян ирпе тин пӗлнӗ. Бандӑна хӑваласа янӑ. Токарева амантнӑ: пуля кӑкӑрӗ витӗрех тухса кайнӑ. Паян ӑна кунта илсе килеҫҫӗ. Ҫав каҫхине хурал начальникӗ пулнӑ Франц Клавичёка вӗлермеллех касса пӑрахнӑ. Банда килнине, вӑл асӑрхаса тревога панӑ, анчах хӑйне тапӑнакансенчен пере-пере чакнӑ чухне, шкул патне чупса ҫитиччен ӑна касса пӑрахнӑ. Строительство отрядӗнче пӗтӗмпе вунпӗр ҫынна амантнӑ. Халӗ унта бронепоезд тата икӗ эскадрон кавалери тӑрать.

Строительство начальникне Панкратова лартнӑ. Кӑнтӑрлапа Пузыревский бандӑн пӗр пайне Глубокий ятла хутор патӗнче хӑваласа ҫитнӗ те пӗр ҫын хӑварми вакласа тӑкнӑ. Партире тӑман рабочисен пӗр пайӗ, поезда кӗтсе тӑмасӑрах, шпалсем тӑрӑх хулана тухса утнӑ.

Декабрӗн 25-мӗшӗ

Токаревпа ытти аманнӑ ҫынсене илсе килчӗҫ. Вӗсене клиникӑри госпитале вырнаҫтарчӗҫ. Тухтӑрсем старике ҫӑлса хӑварма сӑмах пачӗҫ. Вӑл тӑнсӑр выртать. Ыттисен суранӗ хӑрушах мар.

Бояркӑран губкомпарт та, эпир те телеграмма илтӗмӗр: «Бандитсем тапӑннине ответлесе, эпир, ҫак митинга пухӑннӑ ансӑр йӗрлӗ чугун ҫул тӑвакан рабочисем, «За власть Советов» бронепоездӑн команди тата утлӑ ҫар полкӗнчи красноармеецсем, темӗн пек йывӑрлӑхсем пулсан та, январӗн пӗрремӗшӗ тӗлне хулана вутӑ паратпӑр, тесе шантаратпӑр. Пӗтӗм вӑя пухса, ӗҫе тытӑнатпӑр. Пире ҫак ӗҫе янӑ коммунистсен партийӗ сывӑ пултӑр!

Митинг председателӗ Корчагин. Секретарӗ Берзин».

Соломенкӑра Клавичека ҫар чыслӑхӗсемпе чысласа пытарчӗҫ.

Ӗмӗтленнӗ вутӑ инҫех те мар ӗнтӗ, анчах ҫынсем ун патне калама ҫук ерипен ҫывхараҫҫӗ. Кашни кунах тиф темӗн тери кирлӗ ҫынсене теҫеткешерӗн турта-турта илет.

Ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, урисене лӑнк-ланк пускаласа, Корчагин станци еннелле утать. Чылайранпа ӗнтӗ вӑл вӗри температурӑпа ҫӳретчӗ, анчах паян акӑ унӑн ҫанҫурӑмӗ ытах та пӗҫере пуҫларӗ.

Отряда халсӑрлатса хӑварнӑ вар тифӗ Павела та пырса лекнӗ. Анчах унӑн ҫирӗп кӗлетки парӑнасшӑн мар пулса кӗрешрӗ. Пилӗк кун хушши вӑл улӑм сарнӑ бетон урайӗнчен тӑрса, ыттисемпе пӗрлех ӗҫе кайма вӑй тупса пычӗ. Ӑшӑ куртка та, тӑм илме ӗлкӗрнӗ урисене Федор парса янӑ ҫӑматта тӑхӑнни те ӑна ҫӑлса хӑвараймарӗ.

Кашни ярса пусмассерен кӑкӑрӗнче чикен чиксе каять, шӑлӗсене сивӗ хӑвӑрт чӗтретсе шатӑртаттарать, куҫӗсене тӗксӗмлетет, йывӑҫсем темӗнле карусель ҫинче ҫаврӑннӑ пек курӑнаҫҫӗ.

Аран-аран станцине ҫитрӗ. Кунти темӗнле шав ӑна тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ. Пӑхрӗ те: пӗтӗм станци тӑршшӗпех вӑрӑм состав тӑсӑлса тӑнине курах кайрӗ. Платформӑсем ҫинче пӗчӗк паровозсем тӑраҫҫӗ, рельссемпе шпалсем выртаҫҫӗ, — вӗсене поездпа килнӗ ҫынсем пушатаҫҫӗ. Вӑл пӗр-икӗ хут ярса пусрӗ те сулӑнса, йӑванса кайрӗ. Пуҫӗпе ҫӗре ҫапӑнчӗ, анчах кӑна вӑл кӑшт кӑна туйса илчӗ, вӗри питҫӑмартине уҫӑлтаракан юр сивви пӗҫертсе илчӗ.

Ӑна темиҫе сехетрен тин тупрӗҫ. Барака ҫӗклесе кӗртрӗҫ. Корчагин йывӑр сывлать, хӑйӗн тавра тӑракасене паллаймасть. Бронепоезд ҫинчен фельдшера чӗнсе килчӗҫ. «Ӳпке шӑнса пӑсӑлнӑ тата вар тифӗ лекнӗ. Температура 41,5. Сыпӑсем шыҫнипе мӑйӗ ҫинчи ҫӑпансем ҫинчен каламалли те ҫук, вӗсем — вак япаласем ҫеҫ. Ӳпке пӑсӑлнипе тиф ерни те ӑна леш тӗнчене кайма ҫителӗклӗ» — терӗ фельдшер.

Панкратов тата тин ҫеҫ тавӑрӑннӑ Дубава, Павела ҫӑлса хӑварас тесе, мӗн тума май пуррине пурне те турӗҫ.

Чирлӗ Корчагина хӑйӗн тӑванӗсем патне илсе кайма Корчагинпа пӗр хулара ҫуралнӑ Алеша Коханские хушрӗҫ.

Корчагинӑн пӗтӗм ушкӑнӗ пулӑшнипе, пуринчен ытларах Холява тӑрӑшнипе ҫеҫ, Панкратовпа Дубава Алешӑна тата тӑн ҫухатнӑ Корчагина ҫынпа тулнӑ вагон ҫине лартма пултараҫҫӗ. Тиф ертесрен хӑранипе, вагонри ҫынсем Корчагина лартасшӑн мар тапаҫланчӗҫ, хирӗҫлерӗҫ, тифпа чирленӗскере ҫул ҫинче вагонран кӑларса пӑрахатпӑр, тесе хӑратрӗҫ.

Холява чирлӗ ҫынна вагон ҫине лартма кансӗрлекенсен сӑмсисем умӗнче наганне сулласа кӑшкӑрать:

— Унӑн чирӗ — ерекен чир мар! Сире пурсӑра та вагонран кӑларса сирпӗтсе те пулин эпир ӑна лартатпӑр-лартатпӑрах! Астӑвӑр, путсӗрсем, ӑна кам та пулин алӑпа тӗкӗнсенех — эпӗ пӗтӗм лини тӑршшӗпе пӗлтеретӗп: вара пурне те поездран антаратӑп та, тимӗр решетке хыҫне лартатпӑр. Акӑ, ме сана, Алёша, Павелӑн маузерне, кам антарса хӑварас, тет, пӗр шухӑшламасӑрах яра пар, — тесе хучӗ Холява, вагонри халӑха хӑратас шутпа.

Поезд тапранса кайрӗ. Пушанса юлнӑ перрон ҫинче Дубава патне Панкратов пырса тӑчӗ.

— Мӗнле шухӑшлатӑн, чӗрӗлӗ-ши?

Ответ пулмарӗ.

— Атя, каяр, Митяй, мӗн пулсан пулӗ, хирӗҫме ҫук. Халь ӗнтӗ пӗтӗм ӗҫшӗн пирӗн ответ тытас пулать. Паровозсене ҫӗрле пушатма тивет, ирпеле вӗсене хӗртсе пӑхӑпӑр.

Холява пӗтӗм лини тӑрӑх хӑйӗн чекист-тусӗсемпе телефонпа калаҫрӗ. Вӑл, сывмар Корчагина вагонран кӑларса пӑрахма ан парӑр тесе, тархасласах йӑлӑнчӗ, вара «памастпӑр» тесе татӑклӑн сӑмах панине илтсен тин ҫывӑрма кайрӗ.

Чугун ҫулсем пӗрлешекен пысӑк станцире пассажир поезчӗн вагонӗнчен пӗр шурӑ ҫӳҫлӗ, палламан ҫамрӑк каччӑ виллине перрон ҫине илсе тухрӗҫ. Вӑл камне, мӗнпе вилнине никам та пӗлеймерӗ. Станцири чекистсем, Холява тархасланине аса илсе, кӑларса пӑрахма парас мар тесе, вагон патне чупса пычӗҫ, анчах каччӑ чӑнах та вилнине кура, вилене эвакоприёмникӗн вилӗсем хуракан пӳлӗмне илсе кайма хушрӗҫ.

Ҫав самантрах, Бояркӑна телефонпа шӑнкӑртаттарса, Холявӑна юратнӑ тусӗ вилни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Губкома Бояркӑран килнӗ кӗске телеграмма Корчагин вилни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Алеша Коханский чирлӗ Корчагина тӑванӗсем патне илсе ҫитернӗ те хӑй тифпа чирлесе ӳкнӗ.

Январӗн 9-мӗшӗ

Мӗншӗн-ха ҫав тери йывӑр? Сӗтел хушшине лариччен, эпӗ макӑртӑм. Кам шутлама пултарӗ Рита та ҫавӑн пек ӗсӗклесе макӑрма пултарать тесе? Е куҫҫуль вӑл яланах ҫемҫе кӑмӑла пӗлтерекен паллӑ-и вара? Паянхи куҫҫулӗн сӑлтавӗ — вӗри хуйхӑ. Мӗншӗн килчӗ-ха вӑл? Мӗншӗн ҫак хуйхӑ паян, ҫак пысӑк ҫӗнтерӳ кунӗ, сивве ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн, станцири складсем вутӑпа тулса ларнӑ хыҫҫӑн, эпӗ халь ҫеҫ ҫӗнтерӳ уявӗнче паттӑр строительсене чысласа пухнӑ хула Совечӗн пысӑк пленумӗнче пулнӑ хыҫҫӑн килсе ҫитрӗ? Ҫӗнтерӳ чӑнах та пулчӗ, анчах уншӑн иккӗн: Клавичёкпа Корчагин хӑйсен пурӑнӑҫӗсене пачӗҫ.

Корчагин вилни мана чӑн япалана уҫҫӑнах кӑтартса пачӗ: маншӑн вӑл хам шухӑшланинчен нумай хаклӑрах пулнӑ-мӗн.

Ҫакӑнпа ҫырма чарӑнатӑп. Пӗлместӗп, хӑҫан та пулсан тепӗр хут ҫырма пуҫлӑп-ши. Ыран Украинӑри комсомолӑн Центральнӑй Комитетӗнче ӗҫлеме килӗшни ҫинчен Харькова ҫыру ҫырса яратӑп».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех