Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑнма (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи малтан унӑн пачах вӗрес, ҫиес, пӳлӗмсем тӑрӑх чупас килми, ҫитменнине тата пӑхас килми те пулнӑ; унтан унӑн асне темӗнле паллӑ мар икӗ кӗлетке, те йытӑсем, те ҫынсем, сӑнӗсем те хӑйсен илемлӗ пулнӑ, кӑмӑла кайнӑ, анчах ӑнланмалла мар пулнӑ; вӗсем курӑнма пуҫласан, Тетка хӳрипе вылятнӑ тата ӑна вӑл вӗсене тахҫан, таҫта курнӑ та, юратнӑ та пек туйӑннӑ…

Начиналось с того, что у собаки пропадала всякая охота лаять, есть, бегать по комнатам и даже глядеть, затем в воображении ее появлялись какие-то две неясные фигуры, не то собаки, не то люди, с физиономиями симпатичными, милыми, но непонятными; при появлении их Тетка виляла хвостом, и ей казалось, что она их где-то когда-то видела и любила…

V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Тӳрем ҫеҫенхирсенче хӑвӑрт ирӗлтерчӗ, юр кайнӑ вырӑнсенче хура тӑпраллӑ йӑлтӑркка ҫӗр ҫаралса юлчӗ, ҫурхи шыв ҫулӗсем кӗмӗл шӑнкӑрав сассипе шӑнкӑртатса калаҫма тытӑнчӗҫ, ҫул шӑтӑк-путӑклӑ ланкашкасемпе шатраланчӗ, унтан кӗҫех аякри кӑвак инҫет те ҫуркуннехилле йӑлтӑртатса ҫуталчӗ, Кубань тӗлӗнчи вышкайсӑр аслӑ тӳпе ӑшшӑнрах курӑнма пуҫларӗ.

В равнинных степях дружно таял снег, обнажались жирно блестевшие черноземом проталины, серебряными голосами возговорили вешние ручьи, дорога зарябила просовами, и уже по-весеннему засияли далекие голубые дали, и глубже, синее, теплее стало просторное кубанское небо.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр сехетрен вара, слободара хӑй ҫутисем курӑнма пуҫласан, Григорий Шурӑ Тӑмран Новопокровски еннелле кайма тухрӗ.

А час спустя, когда по слободе уже зажглись огни, Григорий выехал из Белой Глины по направлению на Новопокровскую.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Морозовски станица патӗнче казаксен пирвайхи ҫар чаҫӗсем курӑнма пуҫларӗҫ.

Около Морозовской стали попадаться первые воинские части казаков.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл Дон хӗрринелле ҫывхарса пынӑҫемӗн беженецсен лавӗсем ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ, пӑлхава ҫӗкленнӗ казаксем ҫуркунне Донӑн сулахай ҫыранӗ енне чакса кайнӑ чухнехи ӗҫсемех пулса иртеҫҫӗ: ҫеҫенхир тӑрӑх пур еннелле те килти ӑпӑр-тапӑр япаласене тиенӗ урапасемпе кӳмесем тӑсӑлаҫҫӗ, выльӑхсен пысӑк ушкӑнӗсем мӗкӗре-мӗкӗре иртеҫҫӗ, сурӑх кӗтӗвӗсем, похода тухнӑ кавалери пек, тусан мӑкӑрлантарса куҫаҫҫӗ…

Чем ближе подвигался он к Дону, тем чаще встречались ему подводы беженцев, повторялось то, что было весной во время отступления повстанцев на левую сторону Дона: во всех направлениях по степи тянулись нагруженные домашним скарбом арбы и брички, шли табуны ревущего скота, словно кавалерия на марше — пылили гурты овец…

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дон урлӑ каҫмалли вырӑнсене снарядсемпе патронсем турттарса каякан обозсем Гетман шляхӗ тӑрӑх куллен-кун хӗвеланӑҫ енчен тухӑҫалла тӑсӑлчӗҫ, Дон ҫывӑхӗнчи хуторсенче беженецсем курӑнма пуҫларӗҫ.

По Гетманскому шляху изо дня в день тянулись с запада на восток обозы, подвозившие к переправам через Дон боевые припасы, в обдонских хуторах появились беженцы.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӗ вара тӑна кӗрсе ҫит те ыйт-ха эсӗ хӑвӑнтан: ҫавнашкал элек панӑ хыҫҫӑн ман куҫа курӑнма тата ыйтса ҫӳреме пултаратӑн-и эсӗ?»

А теперь очухайся и спроси себя, можешь ли ты после такой клеветы мне на глаза показываться да со своими просьбами лезть?»

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ывӑлӗсем унпа нимӗн тавлашмасӑр килӗшнӗ, вара Корней хӑйӗн ӑшӗнче савӑнса кайнӑ — ӑхӑ, эсир паттӑрсем пек курӑнма тӑрӑшатӑр та, анчах ытлашши ун пекех паттӑр мар иккен-ха эсир.

Сыновья без спора подчинились его решению, и Корней втайне позлорадствовал: ага, выходит, не такие уж вы герои, какими желаете казаться.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мана урамра курӑнма та намӑс.

Мне стыдно показаться на улице.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун ҫумне Ырхан Сыроваткин кладовщик тӗршӗннӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл хисеплӗ те мӑн кӑмӑллӑ курӑнма тӑрӑшать, анчах ӑна кунта пурте питӗ лайӑх пӗлнӗ: Лузгин ҫӑварне уҫсанах, хуть те анасласа ҫеҫ илтӗр Сыроваткин самантрах улшӑнать те хӑлхисене чанк тӑратать.

К нему жался щуплый кладовщик Сыроваткин, временами он напускал на лицо степенную важность, хотя провести здесь ему было некого: все наперечет знали — стоит буркнуть Лузгину, даже зевнуть, как Сыроваткин мгновенно преобразится и навострит уши.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малта вӗтлӗх курӑнма пуҫларӗ, часах машинӑна икӗ енчен те ӑвӑссемпе тирексем сырса илчӗҫ, ҫутӑра ҫул хӗрринех чупса тухнӑ ҫара хурӑнсем курӑнчӗҫ те ҫавӑнтах вӑтаннӑ пек сӗмлӗхре ҫухалчӗҫ.

Впереди зачернел перелесок, и скоро машину с обеих сторон обступил густой частокол осинок, тополей, обнажились на свету босоногие березки, выбежавшие к самой обочине, и тут же стыдливо скрылись в темноте.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Роман шавлама юратнӑ, халӑх куҫ умӗнче ыррӑн курӑнма тӑрӑшнӑ пек туйӑннӑ, пысӑк ӗҫ укҫипе те, таҫта алран туяннӑ, ҫавӑнпа хӑй раснах пысӑка хурса хакланӑ сайра тӗл пулакан япаласемпе мухтаннӑ.

Жил Роман всегда шумно, крикливо, словно напоказ, любил прихвастнуть и высокими заработками, и редкими вещами, купленными где-то с рук и потому особенно им ценившимися.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫак ҫын хӑйне яланах курнӑҫуллӑрах, сумлӑрах кӑтартасшӑн ҫунни паллӑ пулнӑ, анчах, вӑл хӑй ҫулӗнчен аслӑрах курӑнма, мӑн сасӑпа ҫирӗппӗн калаҫма тата кирлӗ мар ҫӗртенех куҫ харшисене пӗркелентерме тем пек тӑрӑшнӑ пулин те, вӑл хӑйӗн ҫамрӑклӑхне пытарса никама та улталайман.

Было заметно, что он жаждал казаться представительным, солидным, но, несмотря на непреклонное желание выглядеть старше своих лет, говорить внушительным баском и без нужды строго хмурить брови, ему никого не удавалось обмануть и сркрыть свою молодость.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мухмӑр чӗртнӗ хыҫҫӑн вӑл курӑнма хӑрать-ха!

Боится после опохмелки показываться!

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вунӑ сехет ҫитнӗ тӗлелле тислӗклӗ ҫул ҫинче шыв кӳлленчӗкӗсем курӑнма пуҫларӗҫ.

Часам к десяти на унавоженной дороге показались лужи.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурне те ҫырма тӗпӗнчи хӗрлӗ тӑмлӑ пырлан айккинчи ланкашкана илсе тухрӗ, тытӑнчӑклӑн, анчах лӑпкӑнрах курӑнма тӑрӑшса, ҫапла сӗнчӗ:

Всех вывел под вымоину в красноглинистом боку яра, предложил, заикаясь, но стараясь сохранить спокойный вид:

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑнпах повстанецсен ҫӗлӗкӗсем ҫинче те пӗр шурӑ хӑю е катанпир татӑкӗ вырӑнне халӗ иккӗ — хӗреслӗ ҫӗлесе хунӑ шурӑпа хӗрлӗ хӑюсем курӑнма пуҫлаҫҫӗ…

Поэтому-то на папахах повстанцев вместо одной нашивки или перевязки белой — появлялись две: белая накрест с красной…

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья хӑвӑрт ун еннелле ҫаврӑнчӗ, хӗпӗртенипе ҫуталса кайнӑ пичӗпе хӑйне мӗн хушасса кӗтнӗ пек, ҫав хушӑрах сӳрӗк те сивлек сӑнлӑ пек курӑнма тӑрӑшрӗ.

Аксинья живо повернулась, стараясь придать своему просиявшему лицу выражение услужливости и равнодушия.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Старик Ольгӑпа юнашар ларчӗ, мӑйӑхне тутӑрпа шӑлса илчӗ те васкамасӑр, маттуррӑн курӑнма тӑрӑшса, ывӑлне сӑнаса пӑхрӗ.

Старик сел рядом с Ольгой, платком вытер усы и сдержанно, с кажущейся молодцеватостью оглядел сына:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫ пулнӑ ҫӗре каллех аяк пӗрчисем курӑнма пуҫланӑ.

К вечеру — снова ребра наружу.

Ҫӗнӗ пушмаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех