Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ура сăмах пирĕн базăра пур.
Ура (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Степа майӗпен ҫеҫ ура ҫине тӑчӗ те, чӗркуҫҫине тасаткаланӑ хыҫҫӑн, Валькӑна питӗнчен ҫупса ячӗ, куҫӗнченех тивертрӗ пулмалла, Валька суккӑр пек аллисене сулкаларӗ.

Степа медленно встал, почистил колени и ударил Вальку в лицо. Он страшно ударил его, кровь сразу залила все лицо и, должно быть, попала в глаза, потому что Валька, как слепой, замахал руками.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч ура ҫине тӑчӗ, куҫлӑхлӑ, кӑтра ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ питлӗ ачана (ачин сӑмси айне, питҫӑмартисене те хура мамӑк пусса илнӗ) хулпуҫҫинчен тытрӗ.

Он встал и обнял за плечи мальчика в очках, черного, курчавого, румяного, с черным пухом на щеках и пол носом.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн вӑрӑм кӑна форменнӑй тужуркӑна хам тавра тепре ҫавӑрса тӳмелемелле пулать, вӑрӑм шӑлавар ҫапкаланса кӑна пырать, атӑ пуҫӗнчен манӑн ура пӳрнисем курӑнаҫҫӗ.

Длинную форменную тужурку можно было обернуть вокруг меня еще раз, длинные штаны болтались вокруг сапог.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ йӗрсе ятӑм, пурпӗрех ура ҫине тӑтӑм.

Я заплакал, но встал.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке ура ҫине тӑчӗ.

Тетя Даша встает.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пылчӑклӑ ура йӗрӗсем тата вӑл тӗрлӗ булавкӑсем, запонкӑсем хуракан пушӑ шӑвӑҫ савӑт, «Катык» пирус савӑчӗ кӑна тӑрса юлчӗ.

Остались только грязные следы на полу да пустая жестянка от папирос «Катык», в которой он держал запонки и цветные булавки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ аран-аран ура ҫинче тӑратӑп, Даша инке ахлатса, хӑшлатса сывлать.

Я чуть стоял на ногах, тетя Даша охала и вздыхала.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартак лавҫӑ ура ҫине сиксе тӑчӗ, лашине хистеме тытӑнчӗ…

И вдруг кучер привстал, замахнулся…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ура ҫине тӑратӑп.

Я встаю.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Иваныч тахҫанах тухса кайнине, унӑн ура йӗрӗсем уйра икӗ кун ҫеҫ выртнине, вӗсене юр шӑлса кайнине пӗлетӑркачах, Иван Иванычпа та темскер калаҫнӑ пек.

и, помнится, разговаривал с Иваном Иванычем, хотя отлично знал, что он давно ушел и даже что его следы держались в поле только два дня, а потом их завалило снегом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ура йӗрӗсем сайраланнӑҫемӗн сайралса пыраҫҫӗ, пӗве тӗлне ҫитерехпе вара вӗсем хӗрарӑмсем кӗпе чӳхеме анакан сукмакпа хутшӑнаҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ.

Все меньше становились они и, дойдя до пруда, исчезли на тропинке, по которой бабы ходили полоскать в проруби белье.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн ура йӗрӗсем, кӑшт ҫеҫ юрпа витӗннӗскерсем, ҫул ҫине лекмесӗр-тумасӑр, хирелле каяҫҫӗ.

Его следы, уже слегка запорошенные снегом, шли прямо в поле, минуя дорогу, лежавшую в другой стороне.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Улӑм тӳшекӗ урайӗнчех, ун ҫинче пуҫ, хулпуҫҫи, ура вырӑнӗсем, выртса лапчӑтнӑ тӗлсем палӑрсах тӑраҫҫӗ.

Сенник лежал на полу, и еще видны были примятые места: голова, плечи, ноги.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уйрӑммӑнах вӑл ҫӗрле кашни ура сасси пулмассеренех вӑранса, чавси ҫине тӗренсе итлесе выртнӑ чухне эпӗ чӗнменнине юрататчӗ.

особенно когда он по ночам просыпался от каждого скрипа шагов за окном и долго лежал, опершись на локоть и прислушиваясь.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӗтел хушшинчен тухсассӑн, эпӗ чух ҫеҫ ура ҫинче тӑнине туйрӑм; ҫурҫӗр тӗлӗнче Зурин лав тытса мана трактире ӑсатрӗ.

Встав из-за стола, я чуть держался на ногах; в полночь Зурин отвез меня в трактир.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унтан ура ҫине тӑчӗ, тутӑр уртса ячӗ те тухса кайрӗ.

Потом встала, накинула платок и ушла.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Атте ура ҫине тӑчӗ, пурте чарӑнчӗҫ.

Отец встал, я все замолчали.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна пӑхкалама ӗлкӗртӗм кӑна, ура сасси те илтрӗм: тӑкӑрлӑкран икӗ казак чупса тухрӗҫ, пӗри ман пата пырса тӑчӗ те: эсир сысна хӑвалакан ӳсӗр казака курман-и, тесе ыйтрӗ.

Едва я успел ее осмотреть, как услышал шум шагов: два казака бежали из переулка, один подошел ко мне и спросил, не видал ли я пьяного казака, который гнался за свиньей.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗлейместӗп пулӗ халӗ: те ӗненетӗп ӗнтӗ эпӗ пӳрнӗ тенине, те ҫук, анчах ҫак каҫхине эпӗ ӑна пӗр иккӗленмесӗрех ӗненнӗ: ҫав тери ӗненмелле пулса тухрӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа эпӗ хамӑрӑн ватӑ асаттесенчен, вӗсене пулӑшма юратакан астрологинчен кулкаларӑм пулин те, ирӗксӗрех вӗсен ҫулӗ ҫине лекрӗм, анчах эпӗ ҫав хӑрушӑ ҫул ҫинче шӑпах вӑхӑтра чарӑнтӑм, хам нимӗнрен йӗрӗнмен, нимӗскере те курмасӑр ӗненмен йӑлана тытса метафизикӑна аяккалла пӑрса ятӑм та хамӑн ура айне пӑхкаларӑм.

Не знаю наверное, верю ли я теперь предопределению или нет, но в этот вечер я ему твердо верил: доказательство было разительно, и я, несмотря на то, что посмеялся над нашими предками и их услужливой астрологией, попал невольно в их колею; но я остановил себя вовремя на этом опасном пути и, имея правило ничего не отвергать решительно и ничему не вверяться слепо, отбросил метафизику в сторону и стал смотреть под ноги.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ҫитӗ ӗнтӗ! — терӗ вӑл ура ҫине тӑрса.

— Однако же довольно! — сказал он, вставая.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех