Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунпиллӗкмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.27 19:41

Пуплевӗш: 77; Сӑмах: 696

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Кӗрешер те шырар, тупар та парӑнар мар

Ҫулҫӳрекенсем вунпӗр-вуниккӗре пулсан, вӗсем вагон айӗнче пытанса уйӑхӗ-уйӑхӗпе ҫӑвӑнмасӑр ҫӳресен, мӗнпур ҫулҫӳревсем пурте пӗр пекех. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланса ҫӳрекен ачасем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене уҫса тухсан ҫакна лайӑхах куратӑн. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпӗ хамӑр Энскран Мускава кайни ҫинчен ҫырса кӑтартас теместӗп.

Даша инке вӗрентсе каланӑ сӑмахсене эпир кӗҫех манса каймарӑмӑр. Эпир харкашма, ҫапӑҫма, табак туртма пуҫларӑмӑр. Хӑш те пӗр чухне вара табак вырӑнне, ӑшӑнас тесе, тислӗк туртрӑмӑр. Хӑшпӗр ҫынсене эпир инкепе Оренбурга тӑвар илме кайсан, ҫул ҫинче аташса юлтӑмӑр е вӑрҫӑран асанне патне Мускава тарса каятпӑр, тесе суйрӑмӑр. Эпир, Петькӑпа иксӗмӗр, хамӑра пӗр тӑвансем тесе кӑтартрӑмӑр. Пӗр тӑвансем иккенне пӗлсен, ҫынсем пире тата ытларах хӗрхенетчӗҫ. Юрлама пӗлейместӗмӗр эпир. Анчах та эпӗ поездсем ҫинче инҫетри ҫулҫӳревсен штурманӗн ҫырӑвӗсене вулаттӑм. Вышний-Волочок станцийӗнче темӗнле кӑвак ҫӳҫлӗ те ҫамрӑкрах сӑнлӑ моряк мана ҫав ҫырӑва тепӗр хут калама хушрӗ.

— Тӗлӗнмелле, — терӗ вӑл, хӑмӑр куҫӗсемпе ман ҫине шӑтарас пек пӑхса. — Седов лейтенантӑн экспедицийӗ? Тӗлӗнмелле.

Ҫапах та эпир ҫапкаланчӑксем мар. Эпир Гаттерас капитан пек (Петька мана ун ҫинчен темӗн те каласа панӑ, хӑшпӗр вырӑнсене Жюль Верн тӗлӗкӗнче те курман пулӗ) малтан малалла каятпӑр. Эпир Туркестанра ҫӑкӑр мар (кунта ӗнтӗ вӑл ҫук), ҫӗнӗ ҫӗршыв, хӗвеллӗ хула, пысӑк-пысӑк садсене тупма каятпӑр. Эпир пӗр-пӗрин умӗнче тупа турӑмӑр.

Тупа туни мӗн чухлӗ пулӑшмарӗ-ши пире!

Пӗррехинче эпир, Старая Русса патне ҫитес чухне, вӑрманта аташса кайрӑмӑр. Эпӗ юр ҫинче куҫа хупса выртатӑп. Петька ятлать, кашкӑрсемпе хӑратать, хӗнесе те пӑхать мана — нимӗн те тӑваймасть. Анчах эпӗ пӗр утӑм та ярса пусаймастӑп. Унтан вӑл ҫӗлӗкне хыврӗ те юр ҫине печӗ.

— Санька, тупа тунӑ-и эсӗ? — терӗ вӑл. — Кӗрешер те шырар, тупар та парӑнар мар. Апла эсӗ халӗ айӑплӑ ҫын. Хӑйӗн сӑмахӗ ҫине тӑрайман ҫынна каҫару пулмӗ тесе ху каларӑн вӗт эсӗ.

Эпӗ йӗрсе ятӑм, пурпӗрех ура ҫине тӑтӑм. Сӗм ҫӗр варринче яла ҫитрӗмӗр. Ялӗнче авалхи тӗнпе пурӑнаҫҫӗ, ҫапах та пӗр карчӑк пире лайӑх йышӑнчӗ, мунча та хутса пачӗ.

Ҫапла ӗнтӗ эпир ялтан яла, станцӑран станцӑна тенӗ пек кайса Мускава ҫитсе кӗтӗмӗр.

Ҫул ҫинче эпир Энскран илсе тухнӑ япаласене пурне те тенӗ пекех улӑштарса, ҫисе ятӑмӑр. Петькӑн кинжалне те кивӗ ата хунчинчен тунӑ йӗнни-мӗнӗпех икӗ татӑк студеньпе улӑштарса ҫирӗмӗр.

Юнпа «П. С.», «А. Г.» тесе ҫырнӑ тупа тунӑ хут, унтан Петька пиччӗшӗн адресӗ ҫеҫ хамӑрпа пӗрле тӑрса юлчӗ.

Пичче! Мӗн чухлӗ кӑна калаҫман-ши эпир ун ҫинчен! Юлашкинчен вӑл маншӑн темле пӑравус патши пек туйӑнма пуҫларӗ: сухалӗ ҫилпеле варкӑшать, тӗтӗмӗ трубаран варкӑшать, хурантан йӗс те пӑс ыткӑнать…

Акӑ ӗнтӗ — Мускав! Февральти шартлама сивӗ каҫ эпир вагонри узорнӑй чӳречинчен тухатпӑр. Юлашки перегона уборнӑйӗнчех ирттерсе яма тӳрӗ килчӗ пире. Мускава курма ҫук, тӗттӗм. Ӑна курма кирлех те мар. Мускав вӑл — Мускавах, пичче Мускав-товарнӑйӗнче, ҫиччӗмӗш депора, ремонт тумалли мастерскойра пурӑнать. Икӗ сехет хушши эпир шпалсем тӑрӑх, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе, уйрӑлса каякан рельсӑсем хушшинче анраса ҫӳрерӗмӗр. Ҫиччӗмӗш депон тӗттӗм чӳречеллӗ, тӗксӗм алӑклӑ (ҫӳлӗ алӑкӗ ҫинче ҫӑраҫҫи ҫакӑнса тӑрать) тӗксӗм ҫурчӗ пирӗн умма тухса тӑнӑ вӑхӑтра тул ҫутӑлма пуҫларӗ. Пичче ҫинчен никамран та ыйтса пӗлме май ҫук. Ирхине эпир ҫиччӗмӗш депо комитетӗнче пичче фронта кайнине пӗлтӗмӗр.

Пӗтрӗ ӗнтӗ! Эпир эстакада ҫине тухса лартӑмӑр.

Сывӑ пулӑр, апельсинлӑ урамсем, сывӑ пулӑр, уҫӑ пӗлӗт айӗнчи каҫсем, сывӑ пул, хам ҫумра ҫакса ҫӳрес ҫӗҫӗ, сывӑ пул, кӗмӗлленӗ кукӑр хӗҫ!

Петька, аптӑранӑ енне, комитета тепӗр хут кӗрсе «Пичче авланман-и?» тесе ыйтса пӗлчӗ. Ҫук, авланман иккен вӑл. Пичче, темле вагонра пурӑннӑ-мӗн, ҫав вагонпах фронта тухса кайнӑ.

Тул ҫутӑлса ҫитрӗ, халӗ ӗнте Мускав лайӑхах курӑнать: ҫуртсем, ҫуртсем (маншӑн вӗсем пурте вокзал пек туйӑнаҫҫӗ), темӗн пысӑкӑш юр кӗрчӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, трамвайсем сайра пӗрре кӑна иртеҫҫӗ. Каллех ҫуртсем, ҫуртсем.

— Мӗн тумалла?

Ҫапла пуҫланчӗҫ ӗнтӗ пирӗн ырӑ мар кунсем. Мӗн кӑна тумарӑмӑр-ши эпир! Эпир черетре те тӑратпӑр, юр тасататпӑр. Ун чухне кашни ҫыннах ҫакӑн пек ӗҫ хушнӑччӗ. Эпир циркри лаша витинче тислӗк тасатрӑмӑр. Эпир алӑксем патӗнче, ҫӑва ҫинче, маччасем ҫинче ҫӗр выртса пурӑнтӑмӑр.

Сасартӑк пурте улшӑнса кайрӗ…

Пӗрре эпир ҫапла, ӑшӑнма тесе, вут шыраса Божедомкӑпа пыратпӑр; ун чухне Кузнецкинче вут хуркалатчӗҫ. Анчах ҫук, тӗл пулаймарӑмӑр! Юр, тӗттӗм, сас-чӗв те ҫук! Сивӗ каҫ. Ӑҫта кӑна пӑхмастӑн, алӑксене пур ҫӗрте те хупа-хупа лартнӑ. Эпир чӗтресе ним чӗнмесӗр утатпӑр. Тен, Петькӑна каллех ҫӗлӗкӗпе ҫӗре ҫапма тӳрӗ килнӗ пулӗччӗ, анчах та ҫак самантра эпир халӗ ҫеҫ иртсе кайнӑ хапха хыҫӗнчен ӳсӗр ҫынсен сасси илтӗнчӗ. Петька картишне кӗчӗ, эпӗ тумба ҫинче шӑла шаккаса, чӗтрекен пӳрнесене ҫӑвара чиксе лартӑм. Петька калле таврӑнчӗ.

— Атя! — терӗ вӑл, савӑнса. — Кӗртеҫҫӗ!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех