Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑк сăмах пирĕн базăра пур.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре пӗр чӳречинчен, тепре тепӗр чӳречинчен ҫын пӑхса илет; карчӑк хыҫӗнчи алӑк та кӑшт уҫӑлать те хупӑнать; алӑк хушӑкне тӗрлӗрен ҫынсем пуҫ кӑларса пӑха-пӑха илеҫҫӗ.

То из одного, то из другого окна выглянет голова; сзади старухи дверь отворялась немного и затворялась; оттуда выглядывали разные лица.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Алӑкӗ лайӑхах уҫӑлать пулин те, Захар ӑна аран-аран, кӗме май ҫук пек уҫкаларӗ, ҫавна пулах вӑл алӑк патӗнчех тӑчӗ, шала кӗмерӗ.

Хотя дверь отворялась свободно, но Захар отворял так, как будто нельзя было пролезть, и оттого только завяз в двери, но не вошел.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӳлӗм тӑрӑх иртнӗ чух вӑл сӗтеле е пукана, е урипе, е аякӗпе перӗнет, ҫурри уҫӑ алӑка та яланах тӳррӗн пырса кӗреймест, хулпуҫҫийӗпе тепӗр хуппине ҫитсе ҫапӑнать, вара ҫакӑншӑн икӗ хуппине те, е ҫурт хуҫине, е алӑк хупписене тунӑ платнике вӑрҫса тӑкать.

Проходя по комнате, он заденет то ногой, то боком за стол, за стул, не всегда попадает прямо в отворенную половину двери, а ударится плечом о другую, и обругает при этом обе половинки, или хозяина дома, или плотника, который их делал.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унтан мана хам пулӗмпе юнашарти коридорта такам асӑрхануллӑн та ҫине тӑрсах алӑк тыткӑчне пусса тӗртнӗ пек туйӑнса каять, кӑштахран вара вӑл, кӗтмен ҫӗртенех кӑтӑрса хускалса, пӗтӗм ҫурт тӑрӑх вирхӗнме пуҫлать, чӳрече хупписемпе алӑксене шан та шан шанлаттарать е, мӑрьене улӑхса, ҫав тери мӗскӗннн, кичеммӗн те тӑсмаккӑн улать, — сасси хӑйӗн пӗрре, ҫихӗрсе йынӑшнӑ чухнехи евӗр, ҫин-ҫинҫен ҫӗкленсе хӑпарать, тепре, калӑн, унта тискер кайӑк ихӗрет, тейӗн, хулӑннӑн мӗкӗрттерет.

Чудится мне затем, что рядом с моей комнатой, в коридоре, кто-то осторожно и настойчиво нажимает на дверную ручку и потом, внезапно разъярившись, мчится по всему дому, бешено потрясая всеми ставнями и дверьми, или, забравшись в трубу, скулит так жалобно, скучно и непрерывно, то поднимая все выше, все тоньше свой голос, до жалобного визга, то опуская его вниз, до звериного рычанья.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӑл чӗрне вӗҫҫӗн пусса алӑк умне ҫитсе тӑчӗ, алӑка уҫрӗ.

Он на цыпочках прошел в прихожую и открыл входную дверь:

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Алӑк урлӑ каҫма хӑяймасӑр, вӑл алӑк умӗнче нумайччен иккӗленсе тӑчӗ.

Не смея переступить порог комнаты, она долго делала в дверях реверансы.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл алӑк уҫма тухрӗ, эпӗ стена хӗррине, Ромашов кӗнӗ маях мана ан асӑрхатӑр тесе, алӑк патнерех тӑтӑм.

Он вышел в переднюю, а я, помедлив, встал у стены, подле двери, чтобы Ромашов, войдя, не сразу заметил меня.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пысӑк алӑкран кӗрес тесен урамран ҫаврӑнса кӗмеллеччӗ манӑн, эпӗ алӑк патӗнче васкамасӑр чарӑнса тӑтӑм.

Нужно было вернуться на улицу, чтобы зайти в подъезд, и у подъезда я немного помедлил.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара алӑк ҫаклатмаллине ҫаклатса хутӑм та, хупса кайнӑ май, хӑех сиксе питӗрмелле турӑм, алӑка шартлаттарса хупрӑм та вӑл шалтан питӗ лайӑх питӗрӗнчӗ.

Потом пристроил крючок, чтобы он сам упал на петлю, сильно захлопнул дверь, и она превосходно закрылась.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла, сӗтел ҫине ҫаруран тӑрса стена ҫинчи эрешмен картисене тасатас тесе, мелке ҫумне йӗпе ҫӗтӗк-ҫурӑк вырнаҫтарнӑ чух такам алӑка шаккарӗ те, Валя, таса мар шыва витрепе ҫӗклесе, алӑк уҫма васкаса чупрӗ.

Вот так-то, босиком, в подоткнутой юбке, я стояла на столе и наматывала на швабру мокрую тряпку, чтобы смести со стен паутину, когда кто-то постучал и Валя побежал в переднюю, прихватив ведро с грязной водой.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хунарсем хӑйсен пайӑркипе алӑка тирӗнчӗҫ, тимӗр питӗркӗч ҫуталса илчӗ, каллех сивӗ сывлӑш килчӗ, алӑк хупӑнчӗ.

Фонари уперлись лучами в дверь, осветили щеколду, опять пахнуло холодом, дверь захлопнулась.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ вӗсен площадки ҫинче нумай тӑмарӑм, алӑк шӑнкӑравӗн татӑк пралукне тытса пӑхрӑм, алӑк янахӗ ҫинче, метрона аннӑ ҫӗрти пек, Игорь аллипе чӗрсе ҫырнӑ тем пысӑкӑш «М» саспаллине асӑрхарӑм, унтан, хамӑрӑн ҫивитти ҫине хӑпарма ӑс тытса, пусма ҫийӗпе ҫӳлелле сӗнкӗлтетрӗм.

Я постояла на площадке, потрогала оборванные провода дверного звонка, на двери рукой Игоря была выцарапана огромная, словно у входа в метро, буква «М», потом побрела вверх по лестнице и осторожно поднялась на знакомую крышу.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Петя питӗ лайӑх клиника терӗ те, мӗнлине пӗлместӗп, анчах унта приемнӑй пӳлӗм ҫукки мана питӗ тӗлӗнтерчӗ, халӑх аялта, алӑкран кӗнӗ ҫӗртех, пусмаран алӑк патне ҫити хӑма ҫапса пӳлнӗ ҫӗрте кӗпӗрленсе тӑрать.

Не знаю, что это за клиника — Петя сказал, что очень хорошая, — но мне показалось странным, что в ней не было никакой приёмной и все просто стояли внизу в подъезде, отгороженном от лестницы деревянным барьером.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫав самантра мана тумланмалли пӳлӗмре мар пек, сцена ҫинчи пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен Иван Павлыч хӑй сӑмахне каласа пӗтерме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, лутра алӑк уҫӑлчӗ те, алӑкӑн ҫиелти хушӑкӗнчен тивес мар тесе пӗшкӗнсе фон-Вышимирский кӗчӗ.

Но в эту минуту мне показалось, что всё это происходит не в уборной, а на сцене, потому что едва Иван Павлыч произнёс эти слова, как в комнату, нагнувшись, чтобы не удариться о низкий переплёт двери, вошёл фон Вышимирский.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ эпӗ магазин алӑкӗ патнелле ыткӑнатӑп, анчах та пурте пушанса юлнӑ ӗнтӗ, тӗттӗм, кӗленче е алӑк ҫине вара «хупӑ» тесе ҫырса хунӑ.

И вот я бросаюсь к дверям магазина, но всё уже пусто, темно, и на стеклянной двери надпись: «Закрыто».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ суранланнӑ земские алӑк урлӑ туртса илтӗм те, алӑка хупса, шалтан ҫеклӗпе ҫаклатрӑм.

Я перетащил через порог раненого и запер дверь внутреннею петлею.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл тумланнӑ вӑхӑтра эпир пӗр сиккелемесӗр алӑк патӗнче тӑтӑмӑр, кӑвак пӗркенчӗклӗ карчӑк та алӑк патӗнче, пӳлӗмрен нимӗн хӗстерсе тухмалли пулмасан та, пӗр вӗҫӗмрен пирӗн ҫине пӑхса тӑчӗ.

Пока он одевался, мы стояли в передней и боялись пошевелиться, а старуха в чехле тоже стояла и все время смотрела на нас, хотя из передней унести было нечего.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пугачев пӗррех тапрӗ алӑка; ҫӑра татӑлса ывтӑнчӗ; алӑк уҫӑлчӗ те, эпир кӗтӗмӗр.

Пугачев толкнул дверь ногою; замок отскочил; дверь отворилась, и мы вошли.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мастикӑн сарӑ кӳлленчӗкӗсем урлӑ яра-яра пусса, сас тӑвасран асӑрханкаласа, коридор тӑрӑх иртрӗм, пӗр алӑк ҫинче Бодров ятне ҫырнӑ пӗчӗк хӑма пуррине куртӑм, вара ҫав алӑкран хуллен кӑпӑртатса кӗтӗм.

Ступая через желтые лужи мастики, стараясь не шуметь, я прошла по коридору, увидела на дверях дощечку с именем Бодрова и осторожно вошла в дверь.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Алӑка карчӑкӗ уҫрӗ, эп кӗрес тенӗ чух темшӗн вӑл алӑк сӑнчӑрне тыткаласа тӑчӗ.

Мне открыла старушка и как-то придержала цепочкой двери, когда я хотел войти.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех