Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑ ҫӗкленчӗ, сӗтеле ҫӑмӑллӑн кӑна лӑпкаса илчӗ, унтан каллех малтанхи вырӑна выртрӗ.

Рука поднялась, слегка похлопала по столу и спокойно легла на прежнее место.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Катьӑпа иксӗмӗр ҫаплах коридорта калаҫса тӑратпӑр, шӑнса пӑрланнӑ кантӑк ҫине пӳрнесемпе инициалсене, унтан сӑмахӑн малтанхи саспаллийӗсене ҫыратпӑр.

а мы с Катей все еще стояли и разговаривали в коридоре. Мы писали пальцами по замерзшему стеклу — сперва инициалы, а потом первые буквы слов.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра чи малтанхи хут ҫавӑн пек лав тытса (ура вӗҫӗнче корзинка та пур ман) пуян каятӑп.

Первый раз в жизни я так богато ехал: на извозчике, с корзинкой в ногах.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пире ӑнӑҫсӑрлӑх йӗрлет, малтанхи ӑнӑҫсӑрлӑх вӑл — эпӗ экспедици валли япаласем хатӗрлеме Николая хушни.

Неудачи преследовали нас, и первая неудача — та, что снаряжение экспедиции я поручил Николаю.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи йӗркесене шыв ҫуса тӑкнӑ.

Первые строки были размыты.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, эпир ирӗксӗрех малтанхи шухӑшсене, Владивостока Ҫӗпӗр ҫыранӗсем тӑрӑх ҫаврӑнса тухассине, пӑрахӑҫа кӑлартӑмӑр.

Таким образом, волей-неволей мы должны были отказаться от первоначального намерения — пройти во Владивосток вдоль берегов Сибири.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Машенька! — терӗ малтанхи карчӑк.

— Машенька! — вопила первая старуха.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл чи малтанхи ырӑ мар калаҫу пулчӗ.

Это был первый неприятный разговор.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи тӗлпулупа малтанхи хут ыйӑх вӗҫсе кайни-ха вӑл — малтанхи ырӑ пурнӑҫах.

Первое свидание и первая бессонница — это была все-таки еще прежняя, хорошая жизнь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи тӗлпулу.

Первое свидание.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ташла пӗлменшӗн хамӑн пурнӑҫра чи малтанхи хут ӳкӗнсе илтӗм.

Впервые в жизни я пожалел, что не танцую.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех хӑйӗн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшне (эпӗ Марья Васильевна хӑйӗн вилнӗ упӑшкине Ваня тесе чӗннине чи малтанхи хут илтрӗм), ӑна хӑйне йывӑр килнӗ самантсенче те пулӑшнӑ пулать иккен.

Всю жизнь он заботился о своем двоюродном брате (я впервые услышал, как Марья Васильевна назвала покойного мужа Ваней), в то время как ему самому подчас приходилось туго.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна чи малтанхи хут куракан ҫын унӑн тӗксӗм куҫӗсенчен хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗ.

Я подумал, что тот, кто увидел бы ее впервые, мог бы испугаться этого мрачного взгляда.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ манӑн малтанхи актра Марья Васильевна ҫине пӑхма вӑхӑт тупӑнмарӗ.

Поэтому в первом акте мне некогда было смотреть на Марью Васильевну.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, чӑнах та, ун чухнех эпӗ халӗ хама пӗтӗмпех тыткӑна илекен шухӑшсем пирки чи малтанхи хут шутланӑ пулӗ.

Должно быть, и в самом деле тогда я впервые подумал о том, что теперь занимало все мои мысли.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫурҫӗре малтанхи хут вӗҫсе кайни ҫинчен ҫырнӑ заметкӑсене хаҫатсенчен каса-каса илеттӗм, вӗсене кивӗ кӗнеке ҫине ҫыпӑҫтарса пыраттӑм.

Я вырезывал из газет заметки о первых полетах на север и вклеивал их в старую конторскую книгу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гришка та пӗлнех пулӗ ҫав, мӗншӗн тесен, вӑл хӑй кайран каласа ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Зала ура ҫине тӑратас» — тесе чи малтанхи сӑмахранах ҫухрашма тытӑнчӗ.

Должно быть, и Гришка чувствовал, потому что с первого слова он начал страшно орать, чтобы «поднять зал», как он потом объяснил.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку манӑн, кӑвайт умӗнчи саманта, Степа Иванов влаҫне аркатнине шутламасан, халӑх ҫинчи чи малтанхи ӗҫ пулать.

Это — мое первое общественное выступление, если не считать случая у костра, когда была низвергнута власть Степы Иванова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи хут хӑрушӑ япала ку.

В первый раз — это страшно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи пӳлӗм — секретаршӑн, халӗ вӑл кунта ҫук.

Это была комната секретарши, ее сейчас не было тут.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех