Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳхӗм сăмах пирĕн базăра пур.
хӳхӗм (тĕпĕ: хӳхӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗ йӑваш, ырӑ кӑмӑллӑ, ҫав тери хӳхӗм пулнӑ, амӑш пулас текен инкесем юри ун патне кӗре-кӗре тухнӑ, ҫуралас ачисене чипер тӑвасшӑн, нумайччен ун ҫине тинкерсе ларнӑ, Палан Тӑван ҫак хӗре чунтан-вартан юратса пӑрахать, хӗрӗ хӑй те ҫак паттӑр та савӑнӑҫлӑ качча ырӑ юратупа чыс тӑвать.

Она была так добра и ласкова, так хороша собой, что женщины, которые собирались стать матерями, приходили к ней и подолгу смотрели на ее лицо, чтобы дети у них рождались такими же красивыми, Брат Указательный всем сердцем полюбил эту девушку, и она ответила сильному и веселому человеку такой же славной любовью.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ун пек хӳхӗм тумланнине пирвайхи хут куртӑм эпӗ.

Таким нарядным я видел его впервые.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫамрӑкки ҫухаллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, хӳхӗм мӑйӗ тавра ҫӑмӑл кӑна пурҫӑн тутӑр явӑнса тӑрать.

На второй было закрытое платье gris de perles, легкая шелковая косынка вилась вокруг ее гибкой шеи.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл хӑйӗн вӑрӑм ҫӳҫӗнчен тинӗс шывне пӑрса кӑларать, йӗпеннӗ кӗпи унӑн хӳхӗм пӳ-сине, ҫӳллӗ кӑкӑрӗсене аванах палӑртса тӑрать.

Она выжимала морскую пену из длинных волос своих; мокрая рубашка обрисовывала гибкий стан ее и высокую грудь.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑй питех те ҫӑмӑл тумланнӑ, хӳхӗм пӗвӗ ҫине пысӑках мар тутӑр уртса янӑ.

Ее одежда была более легкая, небольшой платок опоясывал ее гибкий стан.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унӑн ҫав тери хӳхӗм пӗвӗ, пӗр хӑйне ҫеҫ килӗшекен майпа пуҫ тайни, вӑрӑм та сарӑ ҫӳҫӗ, кӑшт ҫеҫ хӗвелпе пиҫӗхнӗ ӗнсипе хул пуҫҫийӗсем темле ылтӑнӑн йӑлтӑртатса тӑни, уйрӑммӑнах турӗ сӑмси — ҫаксем мана пурте ытармалла мар илӗртрӗҫ.

Необыкновенная гибкость ее стана, особенное, ей только свойственное наклонение головы, длинные русые волосы, какой-то золотистый отлив ее слегка загорелой кожи на шее и плечах и особенно правильный нос — все это было для меня обворожительно.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Алӑк уҫӑлчӗ те, кабинета пӗр вӑтӑр икӗ ҫулсене ҫитнӗ хӳхӗм ҫын кӗчӗ.

Двери отворились, и вошел мужчина лет тридцати двух, прекрасный собою.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хӳхӗм ҫанталӑк, таса сывлӑш, ял варринчи йывӑҫсем, каҫкӳлӗм яла кӗтӳ кӗни, мунча шӑрши!..

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Хамӑр ҫийри хӳхӗм тум, килти тулӑх сӗтел, куҫа илӗртекен ҫурт-йӗр, ҫуркунне ҫитсен ҫеҫке ҫуракан сад — ӗҫ вӑл ҫакӑ, ушкӑнпа тунӑскер.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ак мӗнле хӳхӗм иккен вӑл, северный олень…

Вот какой он, северный олень…

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Лариса, питӗ хӳхӗм ят.

Лариса, красивое имя.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

«Куракансем кӑмӑлланӑ пике» ята Олеся Никитина тивӗҫрӗ, «Ҫепӗҫ пике» ята - Диана Карпова, «Хӳхӗм пике» ята - Ольга Зайцева, «Ӑс-пике» ята - Анастасия Матвеева.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

«Ахаяс», «Шапӑртӑк», «Хора тяппа», «Ухинккелсен» тата ытти чылай хӳхӗм ташӑ, манӑҫлӑхран тухса, хальхи пурнӑҫпа сыпӑнчӗҫ.

«Ахаяс», «Шабырдык», «Черноножки», «Ухинккелсен» и многие другие прекрасные танцы, выйдя из забвения, присоединились к сегодняшней жизни.

Чӑваш хореографийӗ уншӑн йӗрет… // Геннадий Дегтярев. https://chuvash.org/blogs/comments/4752.html

Ҫав хушӑрах пирӗн хуласен хӳхӗм сӑн-сӑпатне сыхласа хӑварни те пӗлтерӗшлӗ.

При этом важно сохранять неповторимый архитектурный облик наших городов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Кунта Азиз хӳхӗм хӗрпе паллашнӑ, туслӑх юратӑва куҫсан - ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Чӗри вӑхӑтсӑр тапма чарӑнчӗ пулин те хастар чунлӑ поэт хӑйӗн чӗрӗ ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан илемлӗ пултарулӑхӗпе, ытарма ҫук хӳхӗм сӑвви-юррипе яланах пурӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Суя — паян-ыран качча кайма хатӗр хӳхӗм хӗрупраҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫав университетри халӑхсен хутшӑнӑвӗсен пайӗн ӗҫченӗ Линь Цзиньцзинь халӑх ташшине хӳхӗм ташларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Унччен хулара ыр курса пурӑннӑ /пысӑк должноҫри хуняшшӗ, хӳхӗм арӑм, автомашина, карьера...

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

3. Эсир ҫӳҫӗре ҫивӗтлесе, ылтӑн эреш ҫакса е хӳхӗм тумланса тулашӗнчен ҫеҫ илемлӗ пулма ан тӑрӑшӑр; 4. хирӗҫ чӗнмесӗр тӑрса, йӑваш кӑмӑллӑ пулса чӗрере куҫа курӑнмасӑр тӑракан пӗтес ҫук илемпе илемленӗр — Турӑ умӗнче ҫавӑ хаклӑ.

3. Да будет украшением вашим не внешнее плетение волос, не золотые уборы или нарядность в одежде, 4. но сокровенный сердца человек в нетленной красоте кроткого и молчаливого духа, что драгоценно пред Богом.

1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех