Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш хореографийӗ уншӑн йӗрет…

Автор: Геннадий Дегтярев

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/blogs/comments/4752.html

Хушнӑ: 2019.01.14 13:44

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 310

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Культура

Ҫук, чӑваш халӑх ташшисене тӗпчемен вӑл, халӑх ташшисене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелемен. Ҫитмӗл ҫул каялла вӑл хӑйӗн аслӑ ывӑлне ҫуратнӑ – чӑваш халӑх ташӑ ӳнерне Ӑстаҫӑ парнеленӗ.

Менелниксенче эпир пурне те ҫӗр ҫула ҫитиччен пурӑнма сывлӑх сунатпӑр. Куславкка районӗнчи Мушар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Александровна Милютина тус-тӑванӗн шанӑҫне ку тӗлӗшпе те тӳрре кӑларма тӑрӑшатчӗ (ара, каланине мӗн пӗчӗкрен итлеме хӑнӑхнӑ-ҫке-ха!). Шел, ҫӗр ҫула 5 уйӑх пурӑнса ҫитереймерӗ вӑл…

2014 ҫулта Елена Александровна хӑйӗн 95 ҫулне тӑван ялта ывӑлӗ-кинӗпе, мӑнукӗсемпе, мӑнукӗн ачисемпе, пӗтӗм ял-йышпа паллӑ тунӑччӗ. Аслӑ урам хаваслӑ юрӑ-ҫемӗпе кӗрлесе тӑчӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе техӗмленчӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ капмар чечек ҫыххи тыттарчӗ, Путин саламне вуласа пачӗ… Ҫавра ҫулне паллӑ тӑвакан Амӑшӗ ячӗпе чӑваш ӳнерӗн ӑстисем юрӑ хыҫҫӑн юрӑ янраттарчӗҫ, ташӑ хыҫҫӑн ташӑ ҫаптарчӗҫ. Пӗри тепринчен маттуртарах: Александр Васильев, Людмила Семенова, Виталий Адюков, Хурамалти фольклор коллективӗ, Елчӗкри «Волжаночка» ансамбль…

Елена Александровна хӑй вӑхӑтӗнче ял Совечӗн секретарӗнче тата культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, икӗ ывӑл ҫуратса ҫунат панӑ. Вӗсенчен пӗри – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, пултаруллӑ педагог-балетмейстер, ӑста этнохореограф Владимир Аркадьевич Милютин. Ҫак ҫын чӑваш халӑх ташӑ ӳнерне ҫӗнӗ сывлӑш вӗрсе кӗртрӗ, ӑна ҫӳллӗрех пусӑма ҫӗклерӗ. Вӑл вун-вун ҫул ӗнтӗ мӑн асаттесемпе мӑн асаннесен ташшисене шыраса тупать, ҫырса кӑтартать, тӗпчет, сӑн кӗртет, сцена ҫине кӑларать. «Ахаяс», «Шапӑртӑк», «Хора тяппа», «Ухинккелсен» тата ытти чылай хӳхӗм ташӑ, манӑҫлӑхран тухса, хальхи пурнӑҫпа сыпӑнчӗҫ. Вӗсене Владимир Аркадьевич Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн, «Уявӑн» тата ытти пултарулӑх коллективӗн репертуарне кӗртрӗ. Ҫак ташӑсем Испанипе Итали, Франципе Бельги, Турципе Египет, Японипе Мексика тата ытти нумай-нумай ҫӗршыв кураканӗн чӗрине хӳхӗмлӗхӗпе тыткӑнларӗҫ.

Чӑваш халӑх ташӑ ӳнерӗн Ӑсти – Владимир Аркадьевич Милютин – пурнӑҫ парнеленӗ ҫынна ҫухатрӗ. Йӗрет вӑл. Анне кирек хӑҫан кайсан та – пысӑк ҫухату. Эпир те Владимир Аркадьевичпа пӗрле хурланатпӑр. Унӑн амӑшӗ хӑй ывӑлӗшӗн ҫеҫ мар, чӑваш хореографийӗшӗн те пӗлтерӗшлӗ: ҫак хӗрарӑм пулман пулсан халӑхӑн ташӑ ӳнерӗн сӑнӗ чылай тӗксӗмрех пулӗччӗ.

Елена Александровна Милютина ҫуралнӑ чухне – ҫу уйӑхӗнче – ҫӗмӗртсем шап-шурӑ ҫеҫкере ларнӑ. Паян та вӗсем шуралнӑ – пас тытнӑ вӗсене…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех