Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗсӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗсӗ (тĕпĕ: тӗсӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӗсӗ кайнӑ сатин кӗпин ҫухине карт туртса вӗҫертрӗ те кӑкӑрӗпе сӗтел ҫине йӑванчӗ, вара, сӑмахсене суйламасӑр, чӗлхе ҫине мӗн килнине пӗтӗмпех хӑвӑртрах каласа пӗтерме васканӑ пек, уҫах мар сасӑпа кӑмӑлсӑррӑн та хӗрхенӳсӗр калаҫма пуҫларӗ.

Расстегнув рывком ворот выцветшей сатиновой рубахи, он навалился грудью на стол и глухо ронял тяжелые и безжалостные слова, не заботясь об их выборе, как бы торопясь поскорее высказать ей все.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хутор унчченхинчен нимӗн те улшӑнман: ҫӳллех мар тӑрӑллӑ кирпӗч чиркӳ ылтӑн тӗсӗ пӗте пуҫланӑ хӗресне ҫав-ҫавах кӑвак тӳпенелле кӑнтарса ларать, пупсемпе купцасен кӗрӗс-мерӗс ҫурчӗсем ӗлӗкхи пекех хутор плацне тӑвӑрлатаҫҫӗ.

Хутор был все тот же: так же поднимала к голубому небу вылинявший позолоченный крест невысокая колоколенка кирпичной церкви, все так же теснили хуторской плац кряжистые поповские и купеческие дома.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ларкӑчӗ кивӗ, саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ, кайри хырӑмсарлӑхӗ — чӗрӗ чӗнтен, йӑранисем тасатсан-тасатмасан та ҫуталмаҫҫӗ: ун ҫинче пӗр эреш-мереш тӗсӗ те ҫук.

Подушка потерта и залатана, задняя подпруга — из сыромятного ремня, стремена — в упорно не поддающейся чистке, застарелой ржавчине.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑм кӑвакӑр тӗсӗ ҫапнӑ тап-таса тутӑрне куҫ таранах антарса ҫыхнӑ.

Баба была по самые глаза закутана свежевыстиранным, голубым от синьки головным платком.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӗсӗ кайнӑ симӗс кӗпи ун, чалӑшшӑн хӑмпӑлчӑланса тухнӑ та, кашни ҫаврӑнмассерен хуп пек кӑштӑртатса илет.

Защитная вылинявшая рубаха его топорщилась, шуршала при каждом повороте.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарья конвоирсем ҫывӑхнерех хӗсӗнкелесе тухрӗ те хӑйӗнчен темиҫе утӑмра, конвоир лашин лачкам йӗпе купарчи хыҫӗнче, Иван Алексеевичӑн чугун тӗсӗ ҫапнӑ питне асӑрхарӗ.

Дарья пробилась к конвойным и в нескольких шагах от себя, за мокрым крупом лошади конвоира увидела зачугуневшее от побоев лицо Ивана Алексеевича.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл тӑнсӑр выртакан карчӑкӗ патне пымарӗ, инҫетренех кукша пуҫӗнчи тӗсӗ кайнӑ казак карттусне хывса тытса, Петропа унӑн юлташне хирӗҫ тӳп-тӳрӗ утса кайрӗ.

Он не подошел к поверженной в прах старухе, а прямиком направился к Петру и его спутнику, издали снял с лысой головы свою выцветшую казачью фуражку.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӗсӗ кайнӑ симӗс гимнастерка симӗсрех хӑмӑр тӑпра тӗсӗпе пӗрлешрӗ: тарӑн мар ҫыран Григорие ҫурхи шывпа юхса килнӗ хӑмӑр юшкӑн купи тӑрринче хӑрах ура ҫинче тӑракан хуралти тикӗш аҫин ҫивӗч куҫӗнчен пытарчӗ.

Вылинявшая защитная гимнастерка сливалась с зеленовато-бурой окраской почвы; ярок прикрывал Григория от зорких глаз сторожевого гусака, стоявшего на одной ноге возле воды, на коричневом бугорке вешнего наплава.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Умра — шӑлӗсене йӗрсе пӑрахнӑ, ҫара ҫамкаллӑ, хӑюллӑ сӑн-пит, бескозыркӑн ҫӳлелле варкӑшса ҫӗкленнӗ хӑювӗсем, карттус кӑшӑлӗ ҫинчи тӗсӗ кайнӑ ылтӑн саспаллисем…

Впереди — оскал на мужественном гололобом лице, взвихренные ленточки бескозырки, тусклое золото выцветшей надписи на околыше…

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ма ӗҫес мар, сикес мар халь, ара, Выльӑх тӗсӗ те юлман-тӑк картара…

Вот таперя нам попить, погулять, Когда нечего на баз загонять…

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗвел сисӗнмеллех хӗрелсе ҫуталчӗ, хевтесӗр сарӑ тӗсӗ хӑпӑланса ирӗлчӗ.

Солнце приметно порыжело, слиняла на нем немощно-желтая окраска.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сарлака чӗнлӗ ут хатӗрӗсемпех тӑракан лашасен тарласа сарӑ кӑпӑк тӗсӗ ҫапнӑ ҫӑмӗ ҫу пек йӑлтӑртатать.

Под широкой ременной упряжью лошадей лоснилась мокрая, желтопенистая от пота шерсть.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кривошлыков, нумай пулмасть ҫеҫ экспедицие хӑваласа ҫитнӗскер, тӗсӗ кайнӑ петлицӑллӑ шинелӗпе кӗптенсе, шӑпӑрт итлесе ларчӗ.

Кривошлыков, только недавно нагнавший экспедицию, молчал, кутался в шинель с выцветшими петлицами.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫ умне мӗн пур япаласем — горницӑн малти кӗтессинче ларакан темӗн чухлӗ турӑш, кравать, пӗчӗкҫӗ сӗтел, кивелсе кайнипе йӗрленсе пӗтнӗ тӗкӗр, сӑн ӳкерчӗксем, пӗчӗкҫӗ сӗтел, ун патӗнчи тӗсӗ кайнӑ лӗнчӗр-ленчӗр венски пукансем, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина, кӑмака сакки ҫинче тахҫантанпа усӑ курмасӑр ларакан кивӗ сӑмавар — шӑвӑнса тухрӗҫ.

Взглядом охватил всю обстановку: тяжелый застав икон в переднем углу горницы, кровать, столик, пятнистое от старости зеркальце над ним, фотографии, несколько дряхлых венских стульев, швейную машину, тусклый, от давнишнего употребления самовар на лежанке.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӳпе тӗлӗнмелле таса та аялта тӑрать; ҫуркуннехи пек кӑвак тӗсӗ ун куҫа ачашлать — ача чухнехи пек курӑк ҫине месерле кайса ӳксе, икӗ-виҫӗ сехет пӑхса выртас килет…

А небо удивительно чистое и низкое; прозрачная голубизна его, какая бывает только весной, ласкает взгляд — хочется, как случалось в детстве, лечь на траву вверх лицом да так и пролежать час или два…

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Невски проспектра ҫын тӗсӗ те ҫук, пушӑ.

Невский проспект пустовал.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Старшина Ҫемен Гончаренко лутрарах та сарлака хулпуҫҫиллӗ, яштака — ун пек ҫамрӑк ҫынсене кӗрнеклӗ теҫҫӗ; Сарӑ ҫын вӑл, куҫӗсем пысӑк та кӑн-кӑвак, — вӗсенче кӑвак пӗлӗт тӗсӗ ытлашши нумай; куҫхаршисем ҫинҫе те ҫав тери ҫутӑ, тӗксӗмрех кунсенче палӑрмаҫҫӗ те, хӗвеллӗ кун лӗпӗш ҫуначӗ пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Старшина Семен Гончаренко был роста невысокого, широкоплечий, — таких юношей обычно называют крепышами; чуб белесый, глаза большие и голубые-голубые, — даже слишком много в них этой небесной голубизны; брови узкие и такие белые, что в пасмурный день их почти не заметно, а в солнечный — они поблескивают, как крылышки бабочки.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсен тусанпа вараланса пӗтнӗ ҫилӗллӗ пичӗсенче стройра чух аслисене хисеп тӑвас йӑлан тӗсӗ те тӑрса юлман.

На их запыленных суровых лицах не было и тени той почтительности, которую видишь в строю.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична, питҫӑмартине аллаппипе тӗрелесе, ӗлӗкхи тӗсӗ те юлман Наталья ҫине чунне ыраттарса пӑхса илчӗ, шӑлт кулянса кайрӗ.

Ильинична, подпирая щеку ладонью, горюнилась, с болью вглядываясь в не похожую на прежнюю Наталью.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳҫ тӗсӗ енчен ҫеҫ мар, пит-куҫӗсем енчен те пӗр сӑнарлисене суйлатчӗҫ.

Не то что волосы, а чтоб и обличьем были схожи.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех