Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1

Пай: Лӑпкӑ Дон. 1-мӗш кӗнеке –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Илле Тукташ

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хушнӑ: 2020.02.10 23:22

Пуплевӗш: 336; Сӑмах: 3327

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Март уйӑхӗнче, 1914 ҫулта ҫурхи сар хӗвеллӗ хаваслӑ кун Наталья хуняшшӗсем патне пычӗ. Пантелей Прокофьевич вӑкӑр тӗксе ҫӗмӗрнӗ ҫатан картана вӗтӗ туратлӑ кӑвак-симӗс тӗслӗ ҫапӑпа юсаса тӑрать. Ҫурт тӑррисенчен тумла тумлать, кӗмӗл пек пӑр шереписем йӑлтӑртатаҫҫӗ, карниз ҫинче тахҫан юхнӑ шыв йӗрӗсем тикӗт тӗслӗ ярӑм-ярӑм курӑнса выртаҫҫӗ.

Юрӗ ирӗлнӗ сӑрт ҫумне ӑшӑ хӗвел ачаш тына пӑру пек лӑпчӑнать. Ҫӗр кӳпчесех пырать, Дон хӗрринчи сӑрт тӑрӑх кукшаланса анакан шур чуллӑ сӑмсаксем ҫинче ир шӑтса тухнӑ курӑк ем-ешӗл ешӗрет.

Наталья, чылаях улшӑнса, начарланса кайнӑскер, хуняшшӗ патне хыҫалтан пырса тӑчӗ, нӗрсӗрленсе юлнӑ мӑйне пӗшкӗртрӗ.

— Сывӑ пурӑнатӑр-и, атте?

— Наталья-ҫке ку? Сывах-ха, чунӑм, сывах! — вӗткеленсе ӳкрӗ Пантелей Прокофьевич. Ун аллинчен тухса ӳкнӗ ҫапӑ хулли сӳтӗлсе, тӳрленсе выртрӗ. — Эсӗ мӗншӗн пӗрре те килсе курмастӑн? Ну, пӳрте кӗрер, аннӳ епле савӑнса ӳкӗ, акӑ, эсӗ килнишӗн…

— Килессе эпӗ, атте… — Наталья аллине тӗлсӗр сулса илчӗ те пӳрт еннелле ҫаврӑнчӗ. — Хӑваласа ямастӑр пулсан, пуҫӗпех сирӗн патӑра юлатӑп.

— Мӗн калаҫатӑн, мӗн калаҫатӑн, эсӗ, чунӑмҫӑм! Ай эсӗ пирӗншӗн ют ҫын-им? Григорий те, авӑ, ҫырать ҫырӑвӗнче… Вӑл, хӗрӗм, сан ҫинчен пӗлтерме ыйтса янӑ.

Пӳрте кӗчӗҫ. Пантелей Прокофьевич уксахскер, хаваслӑн та хыпаланса утса ҫӳрет.

Ильинична Наталйӑна ыталаса илчӗ. Куҫҫуль тумлатса, ҫапла пӑшӑлтатрӗ:

— Ача кирлӗччӗ сана… Ача ӑна шухӑшлаттарнӑ пулӗччӗ, вӑл ҫаврӑннӑ пулӗччӗ. Ну, лар. Эпӗ акӑ икерчӗ лартса парам?

— Христос ҫӑлтӑр, анне. Эпӗ ӗнтӗ акӑ… килтӗм… Ҫунса тухас пек хӗрлӗ пит-куҫлӑ Дуняшка картишӗнчен кухньӑна ыткӑнса кӗчӗ те, ҫапӑнса ӳкес пек чупса пырса, Наталйӑна чӗркуҫҫийӗнчен ыталаса тытрӗ.

— Намӑса пӗлменскер! Пирӗн ҫинчен мансах кайрӑн-ҫке!

— Уртӑн-им, амашка! — Юриех ҫиллессӗн хӑтӑрса тӑкрӗ ӑна ашшӗ.

— Епле ӳссе кайнӑ эсӗ… — терӗ ерипен Наталья, Дуняшкӑн аллисене вӗҫерсе тата питӗнчен сӑнаса пӑхса.

Пӗрне-пӗри пӳле-пӳле, ҫав хутранах тата шӑпланкаласа, пӗр самантрах пурте калаҫма тытӑнчӗҫ. Ильинична, питҫӑмартине аллаппипе тӗрелесе, ӗлӗкхи тӗсӗ те юлман Наталья ҫине чунне ыраттарса пӑхса илчӗ, шӑлт кулянса кайрӗ.

— Пуҫӗпех-и пирӗн пата? — тӗпчеме тытӑнчӗ Дуняшка, инкӗшӗн аллине силлесе.

— Кам пӗлтӗр ӑна…

— Мӗн калаҫмалли унта, Григорин тӑван арӑмӗ-ҫке, ӑҫта пурӑнмалла тата! Юлах! — терӗ Ильинична хӑйӗн шухӑшне пӗлтерсе. Унтан, икерчӗ хурса тултарнӑ тӑм тирӗке кинӗ умне шутарса лартса, ӑна сӑйласа хӑналама пуҫларӗ.

Хуняшшӗсем патне Наталья нумайччен иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн тин пычӗ. Ашшӗ ӑна унта ярасшӑн пулмарӗ, килтех пурӑнма ӳкӗте кӗртес тесе, кӑшкӑрса та, намӑслантарса та пӑхрӗ, анчах та Наталие сывалса ҫитнӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн тӑванӗсем ҫине пӑхса, хӑйне хӑй тахҫан тӑван пулнӑ ҫемьере ют ҫын вырӑнне туйса тӑма аван мар пулса ҫитрӗ. Хӑйне хӑй вӗлерме пикенни ӑна тӑванӗсенчен ютшӑнтарчӗ. Пантелей Прокофьевич, Григорие службӑна ӑсатнӑранпах, ӑна ялан хӑй патне йыхӑрса пурӑнчӗ. Вӑл татӑклӑнах, Наталие хӑй патне илсе, Григорие ҫураҫтарма шут тытрӗ.

Наталья Мелеховсем патне пурӑнма юлчӗ. Дарья хӑй кӑмӑлсӑрланнине ҫиелтен нимӗнпе те палӑртмасть; Петро унпа тӑван пекех ӑшӑ кӑмӑллӑ. Дарья хутран-ситрен Наталья ҫине шурӑ куҫсемпе пӑхкаласа илет пулин те, Дуняшка ҫав тери вӗри чӗреллӗн туслашрӗ унпа, карчӑкпа старик ӑна хӑйӗн тӑван ашшӗ-амӑшӗ пекех юратаҫҫӗ.

Наталья хуняшшӗсем патне куҫнӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех Пантелей Прокофьевич Дуняшкӑна, сӑмахӗсене хӑй каласа ларса, Григорий патне ҫыру ҫыртарчӗ.

«Сывӑ-и, пирӗн хаклӑ ывӑлӑмӑр Григорий Пантелеевич! Эпир сана питӗ пысӑк салам тата санӑн аннӳ Василиса Ильниничнӑпа иксӗмӗр пӗтӗм чӗререн аҫу-аннӳ пиллӗхӗ яратпӑр. Санӑн пиччӳ Петр Пантелеевичпа унӑн арӑмӗ Дарья Матвеевна та сана салам яраҫҫӗ тата ырлӑхпа сывлӑх сунаҫҫӗ: тата сана йӑмӑку Евдокия тата пӗтӗм килтисем салам яраҫҫӗ. Санӑн ҫырӑвна, февраль уйӑхӗн пиллӗкмӗш числинче янӑскерне, эпир илтӗмӗр, уншӑн чӗреренех тав тӑватпӑр.

Лаша уксахлать, тесе ҫыратӑн эсӗ. Апла пулсан, эсӗ унӑн урине сыснан ӑшчиккинчи ҫӑвӗпе ҫыхса ларт, мӗнле тумаллине эсӗ хӑвах пӗлетӗн; ҫӗр йӑплака пулсан, нумаях пӑрланса ларман пулсан, хыҫалти урисене ан таканла. Санӑн арӑму Наталья Мироновна пирӗн патӑмӑрта пурӑнать тата сывах та тӗрӗс-тӗкелех.

Аннӳ сана типӗтнӗ чие ҫырлипе пӗр мӑшӑр ҫӑм чӑлха, кунсӑр пуҫне тата салӑпа тӗрлӗрен кучченеҫсем парса ярать. Эпир пурте сывах та тӗрӗсех, анчах Дарья ачи вилчӗ, ҫавӑн ҫинчен пӗлтеретпӗр. Пӗркун Петропа иксӗмӗр сарайсем витрӗмӗр те, вӑл сана лашуна йӗркеллӗ тыткалама, служба ӗҫӗнче лайӑх пулма сунать. Ӗнесем пӑруларӗҫ; ватӑ кӗсре тапратса тултарать, ҫиллине антарчӗ, варӗнче тиха епле тапаланни те курӑнать. Ӑна станица витинче «Донец» ятлӑ ӑйӑрпа чуптартӑм, пиллӗкмӗш эрнере хӑмласа парасса кӗтетпӗр. Эпир лайӑх службӑшӑн тата сана пуҫлӑхсем ырланӑшӑн савӑнатпӑр. Эсӗ тивӗҫлипех служит ту. Патша служби вӑл ҫухалмасть. Наталья халӗ пирӗн патӑмӑрта пурӑнма тытӑнать, эсӗ те ҫавӑн ҫинчен шухӑшла. Тата тепӗр инкек пулчӗ, ҫӑварнире виҫӗ сурӑха кашкӑр тытрӗ. Ну, сывӑ пул, турӑ сыхлатӑр сана. Арӑму ҫинчен манса ан кай, ман приказӑм ҫапла. Вӑл вашават хӗрарӑм тата санпа законлӑ пӗрлешнӗ. Эсӗ апла-капла ан хуҫкалан, йӑрана ан пӑс, аҫуна итле. Санӑн аҫу, аслӑ урядник,
Пантелей Мелехов».

Халлӗхе Григорисен полкӗ Российӑпа Австри хушшинчи чикӗрен тӑватӑ ҫухрӑмра тӑрать, Радзивиллово ятлӑ местечкӑра. Киле Григорий хутран-ситрен ҫеҫ ҫырать. Наталья пурӑнма куҫрӗ тесе пӗлтернине хирӗҫ Григорий виҫеллӗн кӑна ответлерӗ, ӑна салам ҫырса ячӗ; хӑйӗн ҫырӑвӗсенче шухӑша татӑклӑн каламасӑр, пӑтранчӑк ҫырать вӑл. Пантелей Прокофьевич ҫав ҫырусене Дуняшкӑна е Петрона темиҫе хутчен вулаттарать, Григорин ҫыру йӗркисем хушшинчи пытанчӑк вӑрттӑн шухӑшӗсене тупас тесе, шухӑша путса итлесе ларать. Мӑнкун умӗн янӑ ҫырӑвӗнче вӑл Григорирен тӳп-тӳрех ҫакӑн ҫинчен пӗлтерме ыйтрӗ: пурӑнать-и вӑл службӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн хӑйӗн арӑмӗпе е ӗлӗкхи пекех Аксинйӑпа юлать-и?

Григорий час ҫырмарӗ. Троица хыҫҫӑн унтан кӗске ҫыру илчӗҫ. Дуняшка, ҫырури сӑмахсен вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта, ӑна хӑвӑрт вуласа тухрӗ те, Пантелей Прокофьевич, Григорин вӗҫӗмсӗр саламӗсемпе ыйтӑвӗсене ним вырӑнне хумасӑр ирттерсе ярса, аран-аран унӑн тӗп шухӑшне ӑнланса илчӗ. Ҫырӑвӑн вӗҫӗнче Григорий Наталья пирки каланӑ:

«…Эсир ман патӑма, эпӗ Наталипе пурӑнма шутлатӑп-и, е ҫук-и, тесе ҫырса янӑ. Анчах та эп сире, батя, ҫакна калатӑп: пӗрре касса илнӗ ҫӑкӑр сӑмсине тепӗр хут ҫыпӑҫтарма ҫук. Мӗнпе ҫураҫтарам эпӗ халь Наталие? Манӑн, хӑвӑр пӗлетӗр, ача ҫуралчӗ-ҫке. Эпӗ ӑна нимӗнле сӑмах пама та пултараймастӑп, ун ҫинчен калаҫма та халӗ мана лайӑх мар. Нумай пулмасть чикӗре пӗр контрабандӑна каҫакана тытрӗҫ те, ӑна эпир те кайса куртӑмӑр; вӑл каласа панӑ тӑрӑх, часах австрисемпе вӑрҫӑ пуҫланмалла. Австри патши, чикӗ патне пырса, вӑрҫа хӑш вырӑнтан пуҫласа ярассине тата епле ҫӗрсем туртса илессине пӑхса ҫӳренӗ, имӗш. Вӑрҫӑ тапрансан, тен, эпӗ те чӗррӗн юлаймӑп, малтанах нимӗн шутласа хумалли те ҫук».

Наталья хуняшшӗсем патӗнче, хӑйӗн хавшаса ҫитнӗ чун хавалӗпе пӗтӗмпех пӗр ӗмӗт ҫине — упӑшки таврӑнасси ҫине шанса, ҫав ӗмӗте хӑй сисмеслех эпеклесе ӳстерсе, ӗҫлесе пурӑнать. Хӑй вӑл Григорий патне пӗр ҫыру та ҫырмасть, анчах та унтан хӑйӗнчен ҫыру килессе Наталья пек тунсӑхлӑн та ӑша вӑркаттарса кӗтсе тӑраканни ҫемьере урӑх пӗри те ҫук.

Хуторта пурнӑҫ хӑйӗн кулленхи нимӗн улшӑнми йӗркипе пырать: хӑйсен срокне служит туса ирттернӗ казаксем ҫартан таврӑнчӗҫ. Ахаль кунсене илес пулсассӑн — пӗр евӗрлӗ ӗҫ вӑхӑта нимӗн сиссе юлмалла мар ирттерсе ярать, вырсарникун вара ирхине ирех ҫынсем, пӗтӗм ҫемйи-ҫемйипе кӗпӗрленсе, чиркӗве тӑкӑлса тулаҫҫӗ; мундирсем тата праҫник шӑлаварӗсем тӑхӑннӑ казаксем утаҫҫӗ, тӗрлесе пӗтернӗ кофтӑсемпе пӗвӗсене ҫӑтӑ-ҫӑтӑ туртса лартнӑ хӗрарӑмсем тӗрлӗ-мӗрлӗ тӗслӗ юбкисен кӑштӑртатакан вӑрӑм аркисемпе тусана шӑлса ҫӳреҫҫӗ.

Тӑваткал площадь йӗри-тавра урапасен туртисем ҫӳлелле кармашӑнса тӑраҫҫӗ, лашасем ҫуйӑхашаҫҫӗ, тӗрлӗрен ҫынсем вӗркесе ҫӳреҫҫӗ; пушар сарайӗ аяккинче болгар-плантаторсем вӑрӑм лавкка речӗсем хушшине вырнаҫнӑ та пахча ҫимӗҫ таврашӗсемпе сутӑ тӑваҫҫӗ; вӗсем хыҫӗнче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пӗчӗк ачасем, тӑварса янӑ тӗвесем ҫине, пасар вырӑнӗ йӗри-тавралла куҫӗсене мӑнаҫлӑн вылянтарса сӑнаканскерсем ҫине пӑхса, кӗшӗлтетсе тӑраҫҫӗ тата хӗрлӗ кӑшӑллӑ картузсемпе, тӗслӗрен тӗслӗ хӗрарӑм тутӑрӗсемпе хутшӑнса арпашӑнса кайнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем каллӗ-маллӗ кумса ҫӳреҫҫӗ. Тӗвесем кунта, тутисене кӑпӑклантарса, хыт курӑка чӑмласа, хӑйсен яланхи ӗҫӗнче чигирь ҫинче ӗҫлесе ывӑннӑскерсем, канаҫҫӗ, вӗсен симӗсрех йӑлтӑркка куҫӗсем ыйхӑллӑн сӗнксе хытса кайнӑ.

Каҫсерен урамсем кӗптӗр-кӗптӗр янӑраса йынӑшса тӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен вӑййисене юрӑсем, хут купӑс кӗввисемпе ташланисем кисретеҫҫӗ, сӗм-ҫӗрле кӑна каҫхи ӑшӑ та типӗ сывлӑшра ҫунса пӗтнӗ пек тамалаҫҫӗ хутор вӗҫӗнчи юлашки юрӑсем.

Наталья вӑйӑсене ҫӳремест, ун ҫинчен Дуняшка пӗр чеелӗхсӗр, нимӗн пытармасӑр каласа панисене кӑна хавасланса итлет. Дуняшка, сисмен хушӑрах стайлӑн ӳссе хӗр пӳне ҫитрӗ те хӑйне евӗр илемлӗ пике пулса тӑчӗ. Ир ӗлкӗрекен панулми евӗр, час пиҫсе ҫитрӗ. Ку ҫулта ӑна хӑйӗнчен аслӑ хӗр-юлташӗсем, ачалӑхран уйӑрса, хӗрсен ушкӑнне йышӑнчӗҫ. Дуняшка ашшӗ пек пулчӗ: тапчам лутака кӗлеткеллӗ, хӑмӑр ӳтлӗ.

Унӑн ҫавракалансах ҫитеймен ҫинҫерех кӳлепине улӑштармасӑрах вунпиллӗкмӗш ҫуркунне иртсе кайрӗ. Дуняшка пӗвӗнче мӗскӗн ачалӑхпа чечекленсе пыракан айван ҫамрӑклӑх иккӗш те пӗр хутӑшах: кофтисем айӗн пысӑках мар кӑкӑрӗсем кӗретӗнех ӳссе ҫӗкленсе пыраҫҫӗ, хулпуҫҫийӗсем сарӑлма пуҫларӗҫ; анчах вӑрӑм та кӑшт кӑна чалпашларах куҫ хушӑкӗсенче ҫав-ҫавах именчӗклӗ те чӑрсӑр йӑм-хура куҫсем, сенкертерех куҫхаршиллӗскерсем, хӗлхемленеҫҫӗ. Вӑйӑсенчен таврӑнсан хӑйӗн ним хайлавсӑр вӑрттӑнлӑхӗсене вӑл пӗр Наталйӑна ҫеҫ каласа парать.

— Наташа, эпӗ сана пӗр сӑмах каласа парас тетӗп.

— Ну, кала.

— Мишка Кошевой ҫӗркаҫ ҫӗрӗпех гамазинсем умӗнчи юман каска ҫинче манпа ларчӗ.

— Ма хӗрелсе кайрӑн-ха уншӑн?

— Нимӗн те хӗрелмен!

— Пӑх-ха тӗкӗр витӗр — ҫулӑмпа пӗрех, хӗп-хӗрлӗ.

— Чим, тӑхта! Ху вӑтантаратӑн та…

— Кала, кала, урӑх вӑтантармӑп.

Дуняшка, пӳрнисемпе тӑнлавӗсене чӑмӑртаса, вут пек тӗлкӗшсе тӑракан питҫӑмартисене хӑмӑр аллаппипе йӑваларӗ те, нимӗн сӑлтавсӑр, ҫамрӑк куллине чӑнкӑлтаттарчӗ.

— «Эсӗ — элккем сенкер чечек пек!..» — тет.

— Чӑнах-и? — хавхалантарать ӑна Наталья, ҫын савӑнӑҫӗпе савӑнса, хӑйӗн иртнӗ, лутӑрканса юлнӑ савӑнӑҫӗ ҫинчен манса кайса.

— Эпӗ ӑна: «Ан сӳпӗлтет, Мишка!» — тетӗп. Вӑл хӑй турра-хӗвеле асӑнать. — Дуняшка пӗтӗм горницӑна шӑнкӑрав пек янӑратса кулса ячӗ, пуҫне ухса илчӗ; унӑн хиврен ҫивӗтлесе лартнӑ хура ҫивӗчӗсем хулпуҫҫийӗ урлӑ ӳксе, ҫурӑм тӑрӑх калта пек явӑнса анчӗҫ.

— Тата мӗн ҫинчен сӳпӗлтетрӗ-ха вӑл?

— Сӗлкӗ, сӗлкӗ пар асӑнмалӑх, тет.

— Патӑн-и?

— Ҫук, памастӑп, — тетӗп. — Хӑвӑннинчен, савса пурӑнакан кральӑран кайса ил, — тетӗп. Вӑл Ерофеев кинӗпе пӑшӑлтатма юратать-ҫке-ха…

— Эсӗ асту, унран пӑрӑнарах ҫӳре.

— Эпе халӗ те пӑрӑнатӑп. — Дуняшка, тапса тӑракан куллине вӑйпах путарса, малалла калама тытӑнчӗ. — Вӑйӑран киле таврӑнатпӑр ӗнтӗ, виҫӗ хӗр хамӑр… Пире ӳсӗр Михей мучи хӑваласа ҫитрӗ. «Чуптӑвӑр, савнӑ чунӑмсем, ҫичшер пус паратӑп!» — тесе шавлать. Пӗрех сиксе ӳкрӗ пирӗн ҫинелле, Нюрка яра пачӗ ӑна ҫапӑпа ҫамки урлӑ. Аран тарса ӳкрӗмӗр!

Типӗ ҫу кунӗсем йӑсӑрланаҫҫӗ. Хутор тӗлӗнче Дон шывӗ ӑшӑхланса пырать. Ӗлӗк урӑм-сурӑм шавлӑ юхӑм выртнӑ вырӑн халӗ пачах ӑшӑхланса юлчӗ, вӑкӑрсем ҫурӑмӗсене йӗпетмесӗрех леш енне каҫаҫҫӗ. Каҫсерен сӑрт хысакӗсем тӑрринчен хутор ҫине ҫӑра пӑчӑ сывлӑш шӑвӑнса анать, ҫилпеле сывлӑша ӗнӗк курӑкӑн ҫӗвек шӑрши тулса ларать. Пусура типсе ларнӑ хыт курӑксем ӗнсе ҫунаҫҫӗ те Дон ҫыранӗсем ҫийӗнче куҫа курӑнми шӑналӑк евӗрлӗн пылаклӑ шевле вӗлтӗртетсе тӑрать. Каҫсерен Дон хыҫӗнче хура пӗлӗтсем ҫӑралаҫҫӗ, типпӗн шартлаттарса ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ пек, уяр аҫа кӗмсӗртетет. Анчах та вӗри сывлӑшпа хӗрсе тӑракан ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗр тумлам та ӳкмест, пӗлӗте шӗвӗр кӗтеслӗ сенкер татӑксене таткаласа, ҫиҫӗм йӑлкӑшать.

Чиркӳ чанӗ патӗнче кашни каҫах ӳхӗ ӳхӗрет. Хӑрушшӑн янӑраса тӑрать хутор ҫинче унӑн сасси, ӳххи хӑй чиркӳ чанӗсем патӗнчен пӑрусем таптаса йӗрлентерсе пӗтернӗ масар ҫине вӗҫсе каҫать, курӑкпа мӑкланнӑ хӑмӑр вилтӑприсем ҫинче нӑйкӑшать.

— Ырра мар ку япала, — инкек ҫитесси ҫинчен малтанах каласа параҫҫӗ стариксем, масар ҫинче ӳхӗ кӑшкӑрнине илтсе.

— Вӑрҫӑ пулать.

— Турккӑ вӑрҫи умӗн те ӳхӗ ҫакнашкал ӳхӗрчӗ…

— Тен, каллех халер пулать-и?

— Ырра ан кӗт, чиркӳ тӑрринчен масарти вилесем патне вӗҫет.

— Ах, пӳлӗхҫӗмӗр, Микул-турӑ…

Шумилин Мартин, хулсӑр Алексейӗн тӑванӗ, ҫак ылханлӑ кайӑка масар карти ҫумӗнче икӗ каҫ хуралласа тӑчӗ, анчах та ӳхӗ — куҫа курӑнми ытарлӑ кайӑк — нимӗн сасӑсӑр ун пуҫӗ ҫинченех вӗҫсе каҫать, масарӑн тепӗр пуҫӗнчи хӗрес ҫине кайса ларать, ыйхӑллӑ хутор ҫине каллех хӑйӗн сехрене хӑпартакан сассисене сапалама тытӑнать. Мартин темиҫе хутчен намӑс сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ, шӑвӑнса иртекен хура пӗлӗтӗн усӑнса тӑракан мӑкӑрӑлчӑкӗ ҫине пӑшалпа персе ячӗ, унтан килне таврӑнчӗ. Пурнасса вӑл ҫавӑнтах, масарпа ҫумма-ҫуммӑнах, пурӑнать.

Унӑн хӑравҫӑ та халсӑр арӑмӗ, кролик ами пек ҫуллен ача ҫуратаканскер, упӑшкине ӳпкелешме тытӑнчӗ.

— Ухмах, каснӑ-лартнӑ ухмахах ӗнтӗ! Мӗн вӑл сана, кала-ха, чӑрмантарать-им? Турӑран хӑрасчӗ. Хамах юлашки кунсем йывӑр ҫӳретӗп, е саншӑн, шуйттан пуҫӗ пирки, ҫӑмӑлланаймасан, вара мӗн?

— Чарӑн, эсрелӗ! Ҫуратмӑн таҫта… Пичке-каткаҫӑ учӗ пек ӗрӗхсе кайрӑн. Мӗншӗн тивес мар ҫав имлӗ кайӑка? Салхулӑх сарса ҫӳрет, мур илесшӗ. Инкек йыхӑрать вӑл, шуйттан. Вӑрҫӑ тухӗ те акӑ — тӳрех илсе кайӗҫ, эсӗ, авӑ, мӗн чухлӗ ҫурласа тултаратӑн, — Мартин аллипе кӗтеселле, сарса хунӑ кӗҫҫе ҫинче харлаттарса выртакан ачисем ҫинелле сулса кӑтартрӗ.

Мелехов Пантелей майданра стариксемпе халапланӑ чух, витӗмлӗн ӗнентерсех, ҫапла каларӗ:

— Пирӗн Григорий ҫырать: Австри патши чикӗ хӗррине пынӑ, тет те, хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пӗр вырӑна хӑваласа пухма, унтан Мускавпа Петербург ҫине тухма приказ панӑ, тет.

Стариксем иртнӗ вӑрҫӑсене аса илчӗҫ, малашне мӗн пуласси ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ:

— Пулма пултараймасть вӑрҫӑ, тырпул епле пулнинченех вӑл паллӑ.

— Тырпул кунта нимӗне те пӗлтермест-ха.

— Студентсем пӑтратаҫҫӗ пулӗ ҫав.

— Ун пекки ҫинчен эпир кайран тин пӗлекен.

— Япони вӑрҫи вӑхӑтӗнчи пек.

— Ывӑлна валли ут туянтӑн-и-ха ху?

— Васкамаллиех ҫук пулӗ-ха…

— Суя вӑл пӗтӗмпех!

— Кампа пулать-ха вара вӑрҫи?

— Турккӑсемпе, тинӗс пирки. Тинӗсе ниепле те пайлаймаҫҫӗ.

— Мӗн пайламалла марри пур унта? Хамӑр ҫаран валеҫнӗ чухнехи пек тӑваткалӑн-тӑваткалӑн делянкӑласа ҫырса тухмалла та, тыт та пайла!

Калаҫӑва шӳт сӑмахсемпе ирттерсе ячӗҫ те стариксем килӗсене саланчӗҫ.

Ҫынсене васкавлӑн ҫулмалли ҫаран ути кӗтсех тӑрать, Донӑн леш енче ҫеҫенхиртипе танлаштарма ҫук нимӗн шӑршӑсӑр хӗнчӗр-хенчӗр ҫемҫешке курӑксем юлашки чечеке ларчӗҫ ӗнтӗ. Ҫӗрӗ пӗрех, курӑкӗ тӗрлӗрен сӗткен илет иккен; сӑрт хыҫӗнче ҫеҫенхирте пирчек хура тӑпра, кимӗрчек евӗрлӗ; ут кӗтӗвӗ чупса иртсен те — пӗр ура йӗрӗ кураймӑн; ҫӗрӗ чул пекех хытӑ, ҫапах та курӑкӗ аван ӳсет унта, вӑйлӑ, лайӑх шӑршӑллӑ; Дон ҫийӗпе унӑн леш хӗрринче, нӳрӗ те кӑпка тӑпра пулин те, ниме юрӑхсӑр, киллентермеллех мар кӑна ӳсеҫҫӗ, хӑш-хӑш ҫулсенче выльӑхсем те ҫиме йӗрӗнеҫҫӗ вӗсене.

Хуторта ҫавасем туптама тытӑннӑччӗ, кӗрепле аврисем савалама пуҫланӑччӗ, хӗрарӑмсем утӑ ҫулакансене йӑпанма кӑвассем йӳҫӗтсе лартнӑччӗ. Шӑп ҫак самантра хутора пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитичченех хумхантарса пӑрахнӑ ӗҫ сиксе тухрӗ: становой приставпа следователь тата халиччен курман тум тӑхӑннӑ тепӗр хура шӑллӑ лутра офицер килчӗҫ; чӗнтерчӗҫ атамана, понятойсене чӗнсе килчӗҫ, унтан тӳрех чапрас Лукешка патне тухса кайрӗҫ. Следователь хайӗн форма значокӗ ҫыпӑҫтарнӑ чӗрӗ пир картузне хывса аллине тытнӑ. Урамӑн сулахай енчи ҫатан картасем ҫумӗпе пыраҫҫӗ. Сукмак ҫинче хӗвел ҫути лаптӑкӗсем выртаҫҫӗ. Следователь, тусанланса пӗтнӗ ботинкисемпе ҫав лаптӑксем ҫине пуса-пуса, автан пек малалла йӑпӑртатса иртнӗ атамантан ыйта-ыйта тӗпчет:

— Кунта таҫта аякран пурӑнма килнӗ Штокман килтех-и?

— Так точно, ваше благородие.

— Мӗн ӗҫлесе пурӑнать вӑл?

— Паллах ӗнтӗ, маҫтӑр… пурӑнать ӑпӑр-тапӑр саваласа, якаткаласа.

— Нимӗн те асӑрхаман-и, вӑл мӗнле пурӑнать?

— Нимех те асӑрхаман.

Пристав ик куҫхарши хушшине сиксе тухнӑ пӳрлешкине утса пынӑ ҫӗртех пӳрнисемпе пӑчӑртаса кӑларчӗ; пустав мундир тӑхӑннӑ пирки тарпа йӑшса кайнипе сывлӑшне хашлаттарса вӗрсе кӑларчӗ. Хура шӑллӑ офицер улӑм пӗрчипе шӑлне чакалама пуҫларӗ, хӗрелсе пиҫӗхсе тӑракан куҫ хӗррисене пӗркелентерсе илчӗ.

— Камсем ҫӳреҫҫӗ ун патне? — тӗпчет следователь, шав малалла ирте-ирте каякан атамана аллипе тытса чарса.

— Ҫӳреҫҫӗ, так точно. Тепӗр чухне картла выляҫҫӗ.

— Камсем-ха?

— Армантан ытларах пыраҫҫӗ, рабочисем.

— Палӑртса каласан, кам-кам?

— Машинист, весовщик, вальцовщик Давыдка тата пирӗн казаксенчен пӗр-иккӗшӗ тӑтӑшах пулкалаҫҫӗ.

Следователь, каярах юлнӑ офицер ҫитессе кӗтсе, чарӑнчӗ, сӑмса сыппи ҫинчи тарне картузӗпе шӑлса илчӗ. Вӑл, офицер мундирӗн тӳмине тытса пӗтӗркелесе, ӑна темскер каларӗ, унтан атамана пӳрнипе юнарӗ. Лешӗ, сывлама чарӑнса, чӗрне вӗҫҫӗн чупса пычӗ. Хӑйӗн мӑйӗ ҫинчи ермекленсе пӗтнӗ юн тымарӗсем кӳпчесе кайнӑ та чӗтресе тӑраҫҫӗ.

— Икӗ ҫын ил те, кайса арестле вӗсене. Правление илсе кай, эпир халех пыратпӑр. Ӑнлантӑн-и?

Штокман тӳмисене вӗҫертсе янӑ аялти кӗпе вӗҫҫӗнех алӑк патнелле тӳртӗн ларнӑ та фанертан алӑ пӑчкипе темле кукӑр тӗрӗ касса кӑларма тӗрмешет.

— Тӑрӑр ура ҫине. Эсир арестленнӗ шутланатӑр.

— Мӗн пирки?

— Эсир икӗ пӳлӗм йышӑнатӑр-и?

— Ҫапла.

— Эпир сирӗн патӑрта обыск тӑватпӑр. — Офицер, алӑк умне сарса хунӑ пӗчӗк кавиртен шпорӗпе ҫакланса, сӗтел патне иртрӗ те, куҫне хӗссе, алла лекнӗ пирвайхи кӗнекене илчӗ.

— Кӳрӗр ҫак арчан уҫҫисене.

— Мӗнпе тивӗҫ пултӑм эпӗ, господин офицер?..

— Эпир сирӗнпе калаҫма ӗлкӗрӗпӗр.

— Понятой, ну-ка!

Иккӗмӗш пӳлӗмрен Штокман арӑмӗ пуҫне кӑларса пӑхрӗ, алӑкне пач хупмасӑрах хӑварчӗ. Следователь, ун хыҫӗнчен писарь вӑл пӳлӗме кӗрсе кайрӗҫ.

— Ку мӗскер? — шӑппӑн ыйтрӗ офицер, сарӑ хуплашкаллӑ кӗнекене ҫӗклесе кӑтартса.

— Кӗнеке. — Штокман хулпуҫҫийӗсене ҫӗклентерсе илчӗ.

— Ҫивӗч сӑмаххусене кӑшт майлӑрах чухне калама сыхласа усра. Эпӗ сана ыйтусене хирӗҫ урӑх йӗркепе каласа пыма ыйтатӑп.

Штокман кӑмака ҫумне сӗвенсе тӑчӗ те, тути хӗррине чалӑштарса, кӑштах ейӗлсе илчӗ. Пристав офицер хулпуҫҫийӗ урлӑ кармашса пӑхрӗ, унтан Штокман ҫине куҫне ҫӗклерӗ.

— Вӗренетӗр?

— Интересленетӗп, — терӗ Штокман сиввӗн, хура сухалне пӗчӗк турапала икӗ пӗр пек пая тураса уйӑрса.

— Апла-а…

Офицер кӗнеке листисене уҫкаласа тухрӗ те сӗтел ҫине пӑрахрӗ; иккӗмӗш кӗнекине ҫиелтен пӑхса тухрӗ; ӑна аяккалла хурса, тетрадьсен хуплашкисене вуласа пӑхрӗ, унтан Штокман еннелле ҫаврӑнчӗ:

— Тата ӑҫта выртать санӑн кун пек литература? Штокман сулахай куҫне пӑшал пенӗ чухнехи пек хӗстерчӗ.

— Мӗн пурри пӗтӗмпех ҫакӑнта.

— Суятӑн! — татӑклӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ офицер, кӗнекипе хӑмсарса.

— Эпӗ хампа йӗркеллӗ…

— Шырӑр!

Пристав, хӗҫне аллипе тытса, арча ӑшӗнчи кӗпе-йӗмсемпе тумтирсем хушшинче чаваланакан, пулса иртекен ӗҫ пирки хӑраса ӳкнӗ шатрарах казак-сиделец патне пырса тӑчӗ.

— Эпӗ хампа этемле калаҫма ыйтатӑп, — каласа пӗтерчӗ пуҫланӑ сӑмахне Штокман, хӗстернӗ куҫӗпе офицерӗн сӑмси сыппийӗнчен тӗллесе пӑхса.

— Шӑлна ҫыртӑр, лайӑх ҫын.

Штокманпа арӑмӗ пурӑнакан пӳлӗмре, мӗн кӑна пӑлхатса ухтарма май пур, пӗтӗмпех пӑлхатса тухрӗҫ. Мастерскойра та ухтарчӗҫ. Ытлашшипех тӑрӑшакан пристав мастерскойӑн стенисене те кукӑртнӑ пӳрнипе шаккаса тухрӗ.

Штокмана правление илсе кайрӗҫ. Вӑл, хӑрах аллине кивӗ пиншак ӑшне чиксе, теприне — пӳрни ҫине ҫыпӑҫнӑ пылчӑка уйӑрса пӑрахас тенӗ пек сулкаласа, урам варрипе сиделец умӗнчен утса пычӗ; ыттисем ҫатан карта ҫумӗнчи, хӗвел ҫутипе пӑч-пӑч тӗрленсе выртакан сукмакпа кайрӗҫ. Следователь ку хутра та хӗвел тӗрленчӗкӗсем ҫине хӑйӗн мӑянпа симӗсленсе пӗтнӗ ботинкисемпе малтанхи пекех пусса пычӗ, картузне кӑна ку хутра аллине тытман вӑл, шупка хӑлха кимӗрчекӗсем ҫине шанчӑклӑн пусса лартнӑ.

Штокмана чи кайран допрос турӗҫ. Малти пӳлӗмре хурал аллинче Иван Алексеевич, мазутпа вараланса пӗтнӗ аллисене ҫума та ӗлкӗрейменскер, айӑплӑн кулкалакан Давыдка, хулпуҫҫийӗ ҫине пиншак уртса янӑ Валет тата Кошевой Михаил лараҫҫӗ. Вӗсенчен ыйтса пӗтернӗ ӗнтӗ.

Следователь, хӗрлӗ папка ӑшӗнче темӗн чакаланса, сӗтелӗн тепӗр енче тӑракан Штокмана ыйтусем пама пуҫларӗ:

— Арманта ҫын вӗлернӗ ӗҫ пирки эпӗ сире допрос тунӑ чух эсир хӑвӑр РСДРП членӗ иккенне мӗншӗн пытартӑр?

Штокман, нимӗн шарламасӑр, следователь пуҫӗ ҫийӗн ҫӳлелле пӑхса тӑрать.

— Ку ӗҫе татӑклӑнах палӑртнӑ. Эсир хӑвӑр ӗҫӗрсемшӗн тивӗҫлипех ответлетӗр, — хӗрӳленчӗ следователь, Штокман чӗнменнипе вӗчӗрхенсе кайнӑскер.

— Сиртен эпӗ допрос пуҫлама ыйтатӑп, — терӗ Штокман. Унтан, пушӑ пукан патне чалӑшса пырса, ларма ирӗк ыйтрӗ.

Следователь нимӗн те чӗнмерӗ; хучӗсене кӑшӑлтаттарса, лӑпкӑнах вырнаҫса ларакан Штокман ҫине куҫ айӗн пӑхса илчӗ.

— Хӑҫан килтӗр эсир кунта?

— Иртнӗ ҫул.

— Хӑвӑр организаци заданийӗпе-и?

— Нимӗнле заданисӗрех.

— Хӑҫантанпа тӑратӑр хӑвӑр парти членӗнче?

— Мӗн ҫинчен калаҫатӑр?

— Эпӗ ыйтатӑп, хӑҫантанпа РСДРП членӗнче тӑратӑр, тетӗп? — Следователь «эпӗ» тенӗ сӑмахне юриех ытларах палӑртса каларӗ.

— Эпӗ шутлатӑп…

— Эсир мӗн шутланине пӗлме мана пачах та интереслӗ мар. Ыйтни пирки калӑр. Кутӑнланса тӑни усӑсӑр, усӑсӑр ҫеҫ те мар, сиенлӗ те. — Следователь пӗр хут татӑкне уйӑрса илчӗ те ӑна шӗвӗр пӳрнипе сӗтел ҫумне пусса хучӗ. — Акӑ эсир Ростовра ҫав партире тӑнине кӑтартса паракан справка.

Штокман хытӑ хӗстернӗ куҫӗсемпе шурӑ хут ҫине пӑхрӗ, пӗр самант ҫаплипех чарӑнса тӑчӗ, унтан, аллисемпе чӗркуҫҫийӗсене шӑлкаласа, ҫирӗппӗн ответлерӗ:

— Пин те тӑхӑрҫӗр ҫиччӗмӗш ҫултанпа.

— Апла. Эсир кунта хӑвӑр парти хушнипе килнине йышӑнмастӑр?

— Ҫапла.

— Апла пулсан, эсир кунта мӗн тума килнӗ?

— Кунта слесарь ӗҫӗпе ӗҫлекенсем кирлӗччӗ.

— Мӗншӗн эсир, урӑх вырӑна мар, ку района суйласа илтӗр?

— Ҫав сӑлтавпах.

— Ҫыхӑну тытатӑр-и е тытнӑ-и эсир ку хушӑра хӑвӑр организаципе?

— Ҫук.

— Эсир кунта килнине пӗлеҫҫӗ-и вӗсем?

— Пӗлеҫҫӗ-тӗр.

Следователь, тутипе мӑкӑртатса, перламутр авӑрлӑ пекӗпе кӑранташне шӗвӗртрӗ; Штокман ҫине пӑхмарӗ.

— Эсир, хӑвӑрӑннисенчен кампа та пулин ҫыру ҫӳрететӗр-и?

— Ҫук.

— Ухтарнӑ чухне тупнӑ ҫыру мӗне пӗлтерет?

— Вӑл ҫырӑва нимӗнле революцилле организаципе те хутшӑнман юлташ ҫырнӑ.

— Ростовран мӗнле те пулин директивӑсем илнӗ-и эсир?

— Ҫук.

— Мӗн шутпа пухӑнатчӗҫ сирӗн пата арманта ӗҫлекен рабочисем?

Штокман, ку ыйту ӑнсӑртлӑхӗнчен тӗлӗннӗ пек пулса, хулпуҫҫийӗсене сиккелентерсе илчӗ.

— Пухӑнса ларкаланӑ… хӗллехи каҫсенче… Ахалех… вӑхӑт ирттерме. Картла вылянӑ…

— Закон вулама хушман кӗнекесем вуланӑ, — тесе хушса хучӗ следователь.

— Ҫук. Вӗсем пурте хута сахал вӗреннӗскерсем.

— Ҫапах та арман машинисчӗ тата ыттисем те пурте вӑл факта пытармаҫҫӗ.

— Ку тӗрӗс мар.

— Ман шухӑшпа эсир, тӳррипе каласан, элементарлӑ япаласене нимӗн чухлӗ те ӑнланаймастӑр… — Штокман ку вырӑнта йӑл кулса ячӗ те, следователӗ, калаҫӑва кӑштах урӑхлатса, хӑй сӑмахне виҫерен тухми ҫилӗллӗн пӗтерчӗ:  — Уррӑн шухӑшлама пӗлместӗр! Хӑвӑра-хӑвӑр сиен тӑватӑр, тӳррӗн каламасӑр кутӑнланатӑр. Такам та ӑнланмалла: сире кунта казаксем хушшинче пӑтравлӑ ӗҫсем тума, вӗсене правительство аллинчен туртса илме хӑвӑр парти янӑ. Эпӗ ӑнланаймастӑп, мӗне кирлӗ-ха кунта тунса тӑни? Пурпӗрех вӑл сирӗн айӑпӑра сирсе ярас ҫук…

— Ку вӑл — эсир шутлани. Туртма юрать-и?.. Тавтапуҫ сире. Куна эсир ҫапла шутлатӑр, анчах та апла шутлама нимӗнле сӑлтав та ҫук.

— Чим-ха, чим, вуласа панӑ-ҫке эсир хӑвӑр патӑра ҫӳрекен рабочисене ак ҫак кӗнекене? — Следователь, пӗчӗк кӑна кӗнеке ҫине аллаппине хурса, унӑн заглавине хупларӗ. Кӗнеке хуплашкин ҫӳлти хӗрринче шурӑ хут ҫинче кӑмрӑк пек хура саспаллисемлӗ «Плеханов» тенӗ сӑмах курӑнса кайрӗ.

— Эпир сӑвӑсем вуланӑ, — хашлатса сывларӗ Штокман, унтан, кӑшӑллӑ-кӑшӑллӑ шӑмӑ мундштукне пӳрнисем хушшине хытӑ хӗстерсе тытса, пирус тӗтӗмне вӑрӑммӑн ӑша ҫӑтрӗ…

Тепӗр кунне сӳрӗк те тӗтреллӗ ирхине хутортан пӗр пар лаша кӳлнӗ пуштӑ тӑрантасӗ тухса кайрӗ. Тӑрантас хыҫне Штокман вырнаҫса ларнӑ та, сухалне ҫулланса пӗтнӗ пальтон мӑтьӑк ҫухавийӗпе витсе, тӗлӗркелесе пырать. Унӑн икӗ аяккинче аллисене хӗҫсем тытнӑ сиделецсем хӗсӗнкелесе ларса пыраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, шатра питлӗ те кӑтра ҫӳҫли, шурӑ куҫӗсемпе Штокман ҫине хӑравҫӑллӑн чалӑшса пӑхса, шӑнӑрлӑ вараланчӑк пӳрнисемпе ӑна чавсинчен чӑмӑртаса тытнӑ, сулахай аллине виселенсе пӗтнӗ хӗҫ йӗнни ҫине хунӑ.

Тӑрантас урам хушшипе тусан кӑларса вичкӗннӗн пырать. Мелехов Пантелей килӗ хыҫӗнче вӗсене тутӑрпа кӗптеннӗ пӗр пӗчӗк хӗрарӑм ҫатан карта ҫумне сӗвенсе кӗтсе тӑнӑ.

Тӑрантас ун ҫывӑхӗнчен тусан мӑкӑрлантарса иртрӗ те, хӗрарӑм, аллисене кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, хыҫалтан ыткӑнса чупма пуҫларӗ.

— Ося!.. Осип Давыдыч! Ах, епле-ха капла?!. Штокман ӑна аллипе сӗлтме пикенчӗ, анчах шатра питлӗ сиделец ӑна чарчӗ. Вӑл, йӑлтах сиксе илсе, унӑн пӳрнисене ҫатӑртаттарса тытрӗ те хӑйӑлтатакан тискер сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:

— Ан хускал! Касса пӑрахатӑп!

Хӑйӗн нимӗнсӗр иртекен пӗтӗм пурнӑҫӗнче те пӗрремӗш хут кӑна курать иккен вӑл патшана хирӗҫ пыракан этеме.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех