Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татрӗ (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйӗн концертне татрӗ те, кӑштах итлесе тӑчӗ, мӗн иккенне ӑнланнӑ хыҫҫӑн вӑрӑммӑн: — Эй, кунта-а! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Он прервал свой концерт, прислушался, понял все и протяжно закричал: — Эй, сюда-а!

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

Рябчиков ҫаврӑнса пӑхрӗ те чунӗ тӑвӑннипе тата ҫилӗ килнипе хӗҫ ҫаккине туртса татрӗ: сӑртсем ҫинчен хӗрлӗармеецсен сапаланчӑк речӗсем чупа-чупа анаҫҫӗ.

Рябчиков оглянулся, в отчаянии и ярости скомкал, оторвал темляк на шашке: с гор текли цепи красноармейцев.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохор ахлатса илме те ӗлкӗреймерӗ — вӑл, хӗҫпе чалӑшшӑн сулса ярса, кӑкшӑм мӑйне чӗрӗк пайӗ таран касса татрӗ, ҫавӑнтах хыттӑн кӑна: «Тытӑр, тавай савӑтсене!» — тесе кӑшкӑрчӗ.

Прохор не успел ахнуть, как он, косо замахнувшись, срезал шашкой горло кувшина на четверть, громко крикнул: «Подставляй посуду!»

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пулӑшнӑшӑн пире тухтӑр спиртпа тӳлесе татрӗ, ку банкисене ак Прохор йӑкӑртса килчӗ, турӑ курать, ним суймасӑр калатӑп!

Спиртом доктор расплатился за нашу помочь, а банки эти Прохор наворовал, накажи господь, не брешу!

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл хӑйӗн кивӗ кӗпе ҫухи тӳмисене сӑтӑрса татрӗ, ҫухине сирсе уҫрӗ те карса хунӑ ҫӑварӗпе сывлӑша антӑхса кайса ҫӑтма тытӑнчӗ.

Он оторвал пуговицы на воротнике своей старенькой рубахи, распахнул ворот и стал жадно вдыхать воздух широко раскрытым ртом.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий, вӑшт! ҫеҫ йӗнер ҫинчен сиксе анса, утне йӗвен антӑрлӑхӗнчен ярса татрӗ.

Григорий поспешно соскочил с седла, взял коня под уздцы.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пробатовпа тӗл пулни Мажаровӑн мӗн пур иккӗленӗвӗсен тӗввине касса татрӗ, ӑна, пӗрре ача чухнехи асран кайми ҫулсенче илсе тухнӑ пек, хӑй пурнӑҫ тӑршшипех шыранӑ-ӗмӗтленнӗ ҫӗр ҫине илсе тухрӗ.

Словно одним своим появлением Пробатов разрубил узел всех его сомнений и выводил, как уже сделал однажды, в памятные годы детства, к той земле обетованной, которую Мажаров страстно искал всю жизнь.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫемҫе саслӑн шӑнкӑртаттарни ун шухӑшӗсене татрӗ.

Пронзительная трель звонка оборвала его раздумья.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫапах та, Иван Фомич, леш ҫын путлӗ марах! — кӗтмен- ҫӗртен татрӗ ун шухӑшне машинӑра хыҫалта ларса пыракан Васильев.

— А все-таки, Иван Фомич, мужик этот хлюст порядочный! — неожиданно прервал его раздумье сидевший позади в машине Васильев.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Апла кам, эппин, унӑн пурнӑҫне татрӗ?

— А кто же со света его перевел?

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохор витерен хӗл каҫнӑ ула путеке сӗтӗрсе тухрӗ, Харлампий Ермаков — касас-турас енчен йывӑр алӑллӑскер — хӗҫӗпе путек пуҫне кач! кӑна касса татрӗ те ҫавӑнтах, аслӑк айӗнче, тирне сӳсе ӑшчиккине кӑларчӗ.

Прохор ощупью поймал в катухе ярку-перетоку, а Харлампий Ермаков — тоже рубака не из последних — шашкой отсек ей голову и тут же под сараем освежевал.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Саккун вӑйне илчӗ халь сӗмсӗрлӗх, — терӗ те лӑпкӑн Кавказ этеме мӗн те пулин хирӗҫлесе каласса кӗтмесӗрех калаҫӑва татрӗ:

Хамство получило право законности, — спокойненько сказал подполковник-кавказец и, не дожидаясь возражений, закончил разговор:

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл гимнастерка тӳмисене туртса татрӗ, аялтан тӑхӑннӑ таса мар кӗпе ҫухине ҫурса ячӗ.

Он оборвал на вороте гимнастерки пуговицы, порвал воротник грязной нательной рубахи.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юнланса пӗтнӗ ӳт татӑкӗнчен намӑссӑрӑн мӑшкӑлларӗҫ, юлашкинчен пӗр конвоирӗ месерле ҫавӑрса пӑрахнӑ кӗлеткен кӑкӑрӗ ҫине хӑпарса тӑчӗ те, хӗҫӗпе пӗррех сулса, Лихачевӑн пуҫне чалӑшшӑн касса татрӗ.

Надругались над кровоточащим обрубком, а потом один из конвойных наступил на хлипко дрожавшую грудь, на поверженное навзничь тело и одним ударом наискось отсек голову.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыпарҫӑсем таҫтан, — терӗ те паҫӑрхи казак, лайӑхрах тинкерсе пӑхса, Вешенскине илни ҫинчен пуҫланӑ сӑмаха татрӗ.

Гонцы откель-то, — всматриваясь, сказал казак и оборвал рассказ о взятии Вешенской.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман кӗҫ-вӗҫ алӑран вӗҫерӗнсе куҫран ҫухаласран е вӑл куҫа ахаль кӑна курӑнакан мӗлке пулса тӑрасран шикленнӗ пек, Мишка тӑтӑшах ӑна шинель ҫаннинчен яра-яра татрӗ.

Мишка часто хватался за рукав штокманской шинели, будто опасаясь, что вот оторвется Штокман и скроется из глаз или растает призраком.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ура пӳрни чӗнтӗртен ҫакланнипе темле ҫеҫ арча ҫине кайса ӳкмерӗ, унтан, хальхинче чӑнласах тарӑхса, йӗмӗн йӗсмисене турта-турта татрӗ, тинех ирӗке тухрӗ.

Большим пальцем ноги зацепился в кружевах, чуть не упал на сундук и, уже разъярясь всерьез, разорвал завязки, выбрался на волю.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Чим-ха! — ҫилӗллӗн касса татрӗ Григорий, ун шухӑшне тавҫӑрнипе вут пек вӗриленсе кайса.

— Погоди! — сурово перебил его Григорий, обожженный догадкой.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах ҫул айккинче тӑракан илемлӗ вӑкӑр, ӑратшӑн усраканскер, ун шухӑшне тепӗр хут татрӗ.

Но внимание его вновь на минуту отвлек стоявший у дороги племенной красавец бугай.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эппин каям эпӗ, — калаҫӑва сасартӑк татрӗ те вӑл хӗлӗхрен явнӑ мӑйкӑч пӑвнӑ пек тӑвӑнса килнӗ пырне Анна сисиччен йӑваласа илчӗ.

Ну, я пойду, — резко оборвал он рассказ и незаметно для Анны потер горло, затянутое, как волосяным арканом, жесткой спазмой.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех