Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑшт ҫеҫ кивелнӗ, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилотка ӑна лӑп та шӑп пулчӗ, тӑхӑнасса та вӑл ӑна ҫар уставӗнче кӑтартнӑ пек, куҫхаршинчен пӗр икӗ пӳрне хӑварса сулахай тӑнлавӗ ҫине пусарах лартса, тӑхӑнса ҫӳретчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Куҫӗсем умӗнче кирлӗ тата питӗ кирлӗ тесе ҫырнӑ пакетсем вӗлтлетсе илме пуҫласан, хӑйне тӗрлӗрен справкӑсем, выпискӑсем ҫырма, делосенче чакаланма, мӑшкӑлланӑ пекех «запискӑсем» тесе ят панӑ икӗ пӳрне хулӑнӑш тетрадьсем ҫырса тултарма хушсан — Обломов тата хытӑрах шухӑша кайнӑ; ҫитменнине ӑна пурте хыпалантарнӑ, пурте таҫта васканӑ, нимӗн ҫинче те чарӑнса тӑман: аллинчи пӗр ӗҫне пӑрахма та ӗлкӗреймен, каллех теприне ярса тытнӑ, вӑл пуринчен кирлӗреххи тейӗн, ӑна туса пӗтерсен, ун ҫинчен манса кайнӑ та виҫҫӗмӗшне алла илнӗ, нихҫан та ҫакнашкал ӗҫсен вӗҫӗ-хӗрри курӑнман.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кача пӳрне пысӑкӑш кӑна пулнӑ вӑл.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ку сӑмахсене илтсен преступник куҫне хӗссе тем шутласа илчӗ, унтан каллех пӳрне вӗҫне чӗркенӗ ҫӳҫе туртса карӑнтарчӗ.Глаза преступника сузились, он весь напрягся и опять потянул волосы пленницы:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Усал этем Маргаритӑна питӗнчен ачашласа илчӗ, унтан унӑн ҫӳҫ пайӑркине пӳрне ҫине чӗркесе хӑй патнелле туртрӗ.— Злодей погладил Маргариту по щеке, затем намотал на палец ее волосы и потянул к себе.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Хытӑрах шаккама пуҫларӑм, пӳрне шакӑлчакӗсемпе мар, чӑмӑрпах.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӳрне тӑршшӗ-сарлакӑшӗ универсаллӑ виҫе ҫеҫ мар, сӑпайлӑх виҫи те.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Пусма таткисенчен пӳрне сарлакӑш ҫурнӑ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Эпӗ мантӑм та мӗн каламаллине, приемнӑйра чухнех пурне те астуса тӑраттӑм та вӗт, пӳрне ҫинчех шутласа хунӑччӗ-ха.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ахаль мар ӑна вырӑссем «тӗллев» пӳрне теҫҫӗ те, — сӑмах хушрӗ Расщепей, шӗвӗр пӳрнине ҫӗклесе.— Не случайно русские его Указательным называют, — сказал Расщепей и поднял палец.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ашшӗ вара пур ывӑлне те ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ: аслине — пуҫ пӳрни ҫине, иккӗмӗшне — шӗвӗр пӳрни ҫине, вӑталӑххине — вӑта пӳрни ҫине, ун хыҫрине — ятсӑр пӳрне ҫине, кӗҫӗннине — кача пӳрни ҫине.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑйӗнне турӗ пулсан, урӑх вӑл вӑйне те памасть, пӳрне ҫине те лармасть.Как он сослужит свое, так на палец уже обратно не наденется и сила его пропадет.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Халӗ сирӗн вӗренес пулать, хӑвӑр алӑпа кӑвар туртма хӑнӑхӑр, кайран вара пурнӑҫӑрта хӑвӑра пӳрне чӑн-чӑн ӗҫе тупсан, ӑна ҫутатмалӑх та, ӑшӑтмалӑх та сирӗн вӑй пулӗ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӑхӑр, ҫав ҫӑлтӑр Кассиопея, акӑ, акӑ, ҫапла тӑрас пулать, ман пӳрне вӗҫҫӗн пӑхӑр… — Ҫӑлтӑр йӑвашшӑн, алла вӗреннӗ кайӑк пек, унӑн пӳрни ҫине пырса ларчӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑй вӑл, чунтан хура-шур курса тӳснӗ салтак пек пулма тӑрӑшса, шӑл витӗр суркаланӑ, кӑштах хӑйӑлтатакан сассипе вӑрҫкаласа илнӗ, пӳрне хулӑмӗш чикаркӑсем чӗркенӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хуллен кӑна тӑрса ун патне утса пычӗ те, ӑна пуҫӗнчен ыталаса, аллипе шӑлса ачашлама тытӑнчӗ, унӑн хытӑрах ҫӳҫ пайӑркисем пӳрне хушшисемпе шӑвӑна-шӑвӑна тухрӗҫ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сирен икӗ ура мар, икӗ пӳрне ҫеҫ ҫук пулнӑ пулсан та эпӗ сире хӑвӑр тӗллӗн вӗҫме яма пултараймастӑп.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем ҫынсене пӗчӗк кӑлтӑксемшӗнех — алӑра икӗ пӳрне ҫитменшӗн, нервӑсем хавшама тытӑннӑшӑн е ура тупанӗ лаптак пулни палӑрнӑшӑнах авиацирен кӑларса янисене аса илчӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Михайла мучи вӑл кинжала яланах ҫавӑркаласа пахатчӗ, хӑйраса ҫивӗчӗшне пӳрне вӗҫҫӗн тӗреслетчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗтӗм алӑ кӗрсе кайрӗ, анчах йӗрке тӑрӑх икӗ пӳрне ҫеҫ кӗмелле.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948