Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухать (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Марье тухать, ҫакскерсене ҫимелли парать.

Выходит Марье, даёт им поесть.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Унта хайхи ача каҫару ыйтса ҫырнӑ, — Лариса Ивановна калаҫнӑ чухне куҫӗнчен куҫҫуль тухать. — Каҫартӑмӑр.

Там тот парень попросил извинения, - Когда говорит у Ларисы Ивановны слезы текут. - Простили.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Юр ҫӑвать-и, ҫумӑр-и — пурпӗр тухать.

Снег идет или дождь - все-равно выходит.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Куҫ умне мӑн асаттесен йывӑр, анчах чыслӑ чуна киленӗҫпе шанӑҫ кӳрекен ҫӗр ӗҫӗ тухать.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Анчах «Оргсинтез» ГК гендиректорӗ Ярослав Кузнецов палӑртнӑ тӑрӑх — халӗ ку ыйтӑва татса пама йывӑр, мӗншӗн тесен Волгоградри предприяти панкрутлӑхӗпе ҫыхӑннӑ чӑрмавсем пур: «Ӗҫ-пуҫ икӗ ҫул тӑсӑлать ӗнтӗ. Предприяти ӗҫлемест, оборудовани тутӑхса юрӑхсӑра тухать».

Куҫарса пулӑш

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӑл йӗпе-сапара та урамсене кӗрсе тухать.

Он и в слякоть заезжает на улицы.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫӗрулми вара хисепрен тухать пулас.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Калӑпӑр, ӑнӑҫлӑ вырӑнта ҫул темиҫе ҫул та «сӑнне» ҫухатмасть, япӑхрах условире вара кӗске вӑхӑтрах юрӑхсӑра тухать, вӗсен пахалӑхне ҫанталӑк улшӑнӑвӗ витӗм кӳни куҫ кӗретех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Нумай ҫулхи опыт кӑтартнӑ тӑрӑх — ҫав лаптӑксенчен тухӑҫ тӑватӑ-пилӗк центнер сахалрах тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пӗр енчен, бюджет укҫи перекетленет, тепӗр енчен, ку тӗслӗхре килте стенасем те сиплеҫҫӗ тени тӳрре тухать, — палӑртать Вячеслав Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Чылайӑшӗ канӑва усӑллӑ та интереслӗ ирттерес тӗллевпе вӑрмансене шашлӑка тухать е ытти ҫӗрте кӑвайт чӗртет.

Многие с целью провести полезный и интересный отдых выходят в леса на шашлыки или разводят костер в других местах.

Кӑвайт чӗртме юрамасть // В.ПРОКОПЬЕВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

1944 ҫулта вара салтак ячӗ тухать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Ирсерен ҫӑкӑр турттаракан тӑватӑ машина ҫула тухать.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Нимӗн те ҫухалмасть, хыпар пӗлтерӗшӗ вара сумлӑрах, вӑйлӑрах, ҫӑрарах пулса тухать.

Ничего не теряется, а значимость информации получается важной, сильной, насыщенной.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Халӗ ҫав вырӑнсенче ҫуркунне карта кӑмпи шӑтса тухать.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Пусма ларнӑ кӑвакал апатланма тата ҫӑвӑнма вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн йӑваран тухать.

Куҫарса пулӑш

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

20 градус ӑшӑра 10-15 талӑк упраннӑ кивӗ ҫӑмартасенчен чӗп ытларах тухать.

Куҫарса пулӑш

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх - мускус кӑвакал айӗнчи ҫӑмартасен 40-50 процентӗнчен ҫеҫ чӗпӗ тухать.

Куҫарса пулӑш

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Вӑл Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ айӗнчен юхса тухать, 2. тӗп урам варрипе юхать, юханшывӑн ку енче те, леш енче те чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ӳсет; вӑл ҫулталӑкра вуникӗ хут ҫимӗҫ ӳстерсе уйӑхсерен ҫимӗҫ кӳрет; йывӑҫ ҫулҫисем — халӑхсене сиплемешкӗн.

2. Среди улицы его, и по ту и по другую сторону реки, древо жизни, двенадцать раз приносящее плоды, дающее на каждый месяц плод свой; и листья дерева - для исцеления народов.

Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Хама кӑтартнине курса тӑнӑ чухне эпӗ лашасемпе вӗсене утланнисене ҫакӑн евӗрлӗ куртӑм: вӗсем ҫийӗнче вут-ҫулӑм тӗслӗ, гиацинт тата кӳкӗрт тӗслӗ вӑрҫӑ тумтирӗччӗ; лашисен пуҫӗ — арӑслан пуҫӗ пек; вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм, тӗтӗм, кӳкӗрт тапа-тапа тухать.

17. Так видел я в видении коней и на них всадников, которые имели на себе брони огненные, гиацинтовые и серные; головы у коней - как головы у львов, и изо рта их выходил огонь, дым и сера.

Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех