Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм

Автор: Валентина БАГАДЕРОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хушнӑ: 2016.06.21 12:52

Пуплевӗш: 142; Сӑмах: 1234

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫын тата шӑпа... Ҫак ҫыхӑну тӗрлӗрен пулать: телейлӗ, йывӑр... Пӗрисем ырлӑхра ӗмӗрне ирттереҫҫӗ. Теприсен кун-ҫулӗ тумхахлӑ, инкек-синкерлӗ. Апла пулин те пуҫӗсене усмаҫҫӗ ҫавӑн йышшисем. Шӑпа пӳрнӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыракансен кӑмӑлӗ ҫирӗпленет, чун-хавалӗ вӑйланать, ӑс-хакӑлӗ пуянланать. Хастарлӑхпа, ырӑ кӑмӑлпа, ӑшпиллӗхпе палӑрса тӑракансен, ҫынна ырӑ тӑвассишӗн ҫунакансен йышне Чӑваш Республикинчи Салтак амӑшӗсен комитечӗн председательне Лариса Егоровӑна кӗртессӗм килет. Ҫак хӗрарӑм ҫичӗ «тамӑк хуранӗнче» вӗренӗ, анчах хуҫӑлман. Пурнӑҫа юратни, ҫынсене хисеплени Лариса Ивановнӑна чӗрӗлӗх парса тӑрать, общество ӗҫне хастар хутшӑнма вӑй хушать.

Ҫурҫӗр Кавказра 23 хутчен пулнӑ.

Беларуҫ Республикинче ҫуралса ӳснӗ Лариса Егорова чӑваш ҫӗрне 70-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче килнӗ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн ӑна кунта ӗҫлеме янӑ. Кунтах пулас мӑшӑрне тӗл пулнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ, пурнӑҫ авӑрне кӗрсе кайнӑ. Анчах вӑл амӑшӗ пӗчӗкрен вӗрентсе ӳстернине — юлашки татӑка ҫурмалла пайла, юттине ан хапсӑн, ан ӑмсан — нихӑҫан та манман. Ҫак сӑмахсем ӑна пурнӑҫ ҫулне тытса пыма пулӑшаҫҫӗ ахӑртнех.

— Калининград ҫывӑхӗнчи поселокра пурӑннӑ чухне анне патне ҫамрӑк хӗрсем, нумай ачаллӑ амӑшӗсем кӗпе, ытти япала ҫӗлеттерме пыратчӗҫ. Никамран та пӗр пус та ыйтман вӑл. Турӑ парать тетчӗ яланах, — аса илчӗ Лариса Ивановна.

Ку тарана ҫитсе вӑл пысӑк чинлӑ ҫынпа сахал мар паллашнӑ, такампа та усӑллӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ, анчах пӗрре те хӑйшӗн мар, инкеке лекнисене пулӑшассишӗн тӑрӑшнӑ. Ҫак ӑнтӑлу ӑна Салтак амӑшӗсен комитетне илсе ҫитернӗ.

— Комитета Надежда Котькова ертсе пынӑ вӑхӑтра хаҫатсенче час-часах тӗрлӗ статья пичетленетчӗ: пӗри салтакран аманса таврӑннӑ, теприсене пулӑшу кирлӗ, унта ачасем тӑлӑха юлнӑ... Май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ. Хӑҫан икҫӗр тенкӗ, хӑҫан виҫҫӗр тенкӗ параттӑм. Ҫӑнӑх, кӗрпе, хуҫалӑхра кирлӗ ытти япалапа та пулӑшнӑ, — хӑй общество ӗҫне кӳлӗннӗ ҫулсене аса илсе калаҫрӗ Лариса Егорова.

Ҫуккине те ҫурмалла пайлама хатӗр ҫынна 2002 ҫулта комитета ертсе пыма шаннӑ. Ҫав самантранпа вӑл ывӑлӗсене салтак атти тӑхӑнтартнӑ хӗрарӑмсемшӗн кӑна мар, инкеке лекнӗ ҫемьесемшӗн, тӑлӑхсемпе пурнӑҫӑн тумхахлӑ ҫулӗ ҫинче такӑннӑ ҫынсемшӗн чӑн-чӑн тӗрев, ҫӑлӑнӑҫ пулса тӑнӑ.

Лариса Ивановна Ҫурҫӗр Кавказ ҫар округӗнче, Бесланра, Буденовскра, Ханкалара 23 хутчен пулнӑ. Яланах унта ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан чӑваш каччисене, вӗсен ҫемйисене хавхалантарассине, пулӑшассине тӗпе хунӑ. Чечня Республикинче, хӗрӳ ытти вырӑнта ҫӗр-ҫӗр ҫамрӑк ҫапӑҫнӑ, пӗрисем пуҫ хунӑ, теприсем хыпарсӑр ҫухалнӑ... Лариса Ивановна хӑй те салтак амӑшӗ: ывӑлне ҫара ӑсатнӑ хӗрарӑмӑн чӗри мӗнле тапнине аван ӑнланать.

Анне чӗри пысӑк.

Егоровсем 13 ачана воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Ҫиччӗшӗ хӑйсен, улттӑшне усрава илнӗ. Халӗ Лариса Ивановнӑн ултӑ хӗрпе ултӑ ывӑл тата 12 мӑнук. Пӗр ывӑлӗ 2007 ҫулта пурнӑҫран сарӑмсӑр уйрӑлнӑ. Ҫулталӑкран мӑшӑрне юлашки ҫула ӑсатнӑ.

— Ҫичӗ тамӑк хуранӗнче вӗренӗ эпӗ, — иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсене Лариса Ивановна пӑлханмасӑр аса илеймест. — Ҫӗнйӗркелӳ пуҫлансан укҫа вырӑнне тавар пама пуҫларӗҫ. Анчах хуҫалӑхра кӗреҫепе витре, ҫӑнӑхпа кӗрпе кӑна кирлӗ мар-ҫке. Ачасемпе ир-ирех вӑрмана тухса каяттӑмӑрччӗ. Мӗн чухлӗ сиплӗ курӑк пухнӑ-ши эпир? Аптекӑна кайса параттӑмӑрччӗ. Ҫав укҫапа ачасене тумтир, ытти япала туянса панӑ. Пире никам та пулӑшман. Тата эпӗ яланах выльӑх усранӑ.

Лариса Ивановна хӑшпӗр хӗрарӑмран тӗлӗнет, вӗсене ӑнланма пултараймасть:
— Амӑшӗн правинчен хӑтарма пуҫлаҫҫӗ те эх тытӑнаҫҫӗ вара: «Ачасене чей вӗретсе ӗҫтерме те укҫа ҫук!»
Тархасшӑн, кай вӑрмана. Унта мӗн чухлӗ сиплӗ курӑк. Ҫӗр ҫырли, хурлӑхан ҫулҫисене пуҫтар. Хӗлӗпе чей ӗҫме ҫитет. Тӳлевсӗр тата сиплӗ. Кахал пулни пӗтерет.

Лариса Ивановна — республикӑри салтак амӑшӗсен хӳтлӗхӗпе тӗрекӗ. Уйрӑмах Чечня Республикинчи хӗрӳ тапхӑрта унран пулӑшу ыйтакан йышлӑ пулнӑ. Никама та хирӗҫлемен вӑл: килти ӗҫе пӑрахса тухса кайнӑ, вырӑна ҫитсе ҫивӗч ыйтусене татса панӑ. Мирлӗ пурнӑҫра та салтак атти тӑхӑннӑ каччӑсемпе тӗрлӗ инкек сиксе тухма пултарать. Паян та Лариса Ивановна ҫар чаҫӗсенче час-часах пулать. Йывӑр ыйтусене хускатнисӗр пуҫне чӑваш каччисене парнесемпе, ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарма тӑрӑшать.

Унӑн хӑйӗн те ултӑ ывӑлӗ Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ. Шел, Лариса Ивановна тӗлне те инкек сиксе тухнӑ: ывӑлне службӑра пӗрле тӑракансем вӑйлӑ хӗненӗ. Эх, анне чӗри! Чӑтать вӑл тата каҫарма пӗлет.

— Ывӑла хӗненӗ салтакпа тӗл пуласшӑнччӗ, ӑна куҫран пӑхасшӑнччӗ. Анчах мана ун патне кӗртмерӗҫ. Вара апат-ҫимӗҫ, куллен кирлӗ ытти япала туянса патӑм. Тӳрех тухса каймарӑм-ха, тем кӗтнӗн пӗр хушӑ ҫавӑнтах тӑтӑм. Офицер тухса печени чӗркенӗ хут татӑкне тыттарчӗ. Унта хайхи ача каҫару ыйтса ҫырнӑ, — Лариса Ивановна калаҫнӑ чухне куҫӗнчен куҫҫуль тухать. — Каҫартӑмӑр. Ывӑл та усал сунмарӗ. Ҫапах та ӑна икӗ ҫуллӑха дисбата ӑсатрӗҫ.

Пурне те укҫапа виҫеймӗн.

— Сирӗн Сочире дача та пур пулӗ-ха? — тесе ыйтакансем те ҫук мар.

— Ӗненетӗр-и: ҫук, — яланах ҫапла хуравлать Лариса Егорова.

Сехетпе е уйӑхпа шутласа тӳлеҫҫӗ-и? Кунашкал ыйту та пӗр хутчен кӑна пулман. «Эпӗ тӳлевсӗр ӗҫлетӗп» тени те чылайӑшне тӗлӗнтерет.

Чӑнах та унӑн пуянлӑхпа мухтанмалли ҫук. Ҫулталӑк каялла Шупашкарта ҫурчӗ ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл Етӗрне районӗнчи Исментер ялӗнче кивӗ йывӑҫ пӳрт туяннӑ.

— Хуҫи вунӑ ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ. Халӗ ҫурта майӗпен йӗркене кӗртсе пыратпӑр-ха. Ачасем пулӑшаҫҫӗ. Акӑ, выльӑхсем валли сарай туса пачӗҫ. Мунча хутса яратпӑр кӗҫех. Пӳрт умӗнчи пахча картине хамах тытрӑм, — хуҫалӑхне кӑтартса ҫӳрерӗ Лариса Ивановна.

Выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усрать вӑл. Ӗне, пӑру, качакасем, виҫӗ сысна, тӑватӑ кролик, карта тулли хур-кӑвакал, чӑх-чӗп... Пахчара речӗпе йӑрансем туса тултарнӑ. Кашни кун виҫӗ сехетре ура ҫине тӑрать вӑл.

— Тӑххӑрччен ҫывӑрсан чире каятӑп. Ӗне сумалла, сӗт памалла, выльӑх каяшӗсене тасатмалла. Ҫак ӗҫсене ачасем килсе туса парасса кӗтейместӗн. Тата виҫӗ мӑнук ман патра пурӑнать, вӗсене те пӑхмалла. Акӑ ирех япалисене ҫуса ҫакрӑм, типнӗ те ӗнтӗ, — вӑл е ку ӗҫе тунӑ хушӑра манпа калаҫма ӗлкӗрет Лариса Ивановна.

Вӑр-вар ҫак хӗрарӑма пӑхатӑп та... тӗлӗннӗҫем тӗлӗнетӗп. Вӑл вӗт вырӑнпа выртнӑ ҫын. Йывӑр чир ӑна ураран ӳкернӗ. «Хам тӗллӗн утса ҫӳрекен пулнӑшӑн кашни кун Турра тав тӑватӑп. Ҫын куҫӗнчен пӑхса пурӑннинчен пысӑкрах нуша ҫук. Чӑтма ҫук ырату вӑл», — тет Лариса Ивановна. Мӗн таран пысӑк хӑват, вӑй-хал тапса тӑрать унӑн чун-чӗринче. Хӑйне хӑй ҫеҫ мар, ыттисене те хавхалантарма, пулӑшма мехел ҫитет унӑн. Укҫа ыйтмасӑр, тав сӑмахӗ кӗтмесӗр... Лариса Егорова пурнӑҫӗнчи ҫакна ҫирӗплетекен тепӗр тӗслӗх асӑма килчӗ.

…Пӗррехинче Патӑрьел тата Комсомольски районӗсенчен салтака кайнӑ ачасем Челябинск тӑрӑхӗнче ҫухалнӑ. Амӑшӗсемпе пӗрле вӗсене шырама Лариса Ивановна та ҫула тухнӑ. Чулхулана ҫитиччен таксипе кайнӑ.

— Салтак амӑшӗсен комитечӗн председательне миҫе тенкӗ тӳлерӗр? — кӑсӑкланнӑ таксист.

— Пин тенкӗ, — хуравланӑ хӗрарӑмсем.

Арҫыннӑн куҫӗсем чарӑлнӑ:
— Сирӗн умӑрта пуҫа таятӑп!

— Ҫак сӑмахсенчен пахи мӗн пултӑр, — тет Лариса Ивановна. — Ӑнланатӑр-и: мӗнпур япалана укҫапа хаклаймӑн. Юрӗ, вунӑ пин илӗп ҫав ҫынсенчен. Кайран чун ӳкӗнме пуҫлать-ҫке. Мӗнле нушапа тупнӑ вӗсем ҫав укҫана? Мӗн ҫини, мӗн ӗҫни пӗлтерӗшлӗ мар. Ҫак пурнӑҫра хӑвӑн хыҫҫӑн мӗнле йӗр хӑварни пӗлтерӗшлӗрех.

Суйнине, улталанине чӑтма пултараймастӑп.

Манӑн шухӑшӑмпа — Чӑваш Республикин Салтак амӑшӗсен комитечӗн председателӗ пирки усал калакан тупӑнмастех. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесен, салтак амӑшӗсен нуши-тертне ҫӑмӑллатассишӗн вӑй хурать, ҫӗнӗ ӑру Тӑван ҫӗршыва хисеплекен, юратакан ҫынсем пулса ӳсчӗр тесе тӑрӑшать. «Эпӗ урӑхла пултараймастӑп», — Валентина Толкунова юрринчи ҫак сӑмахсем уншӑн пурнӑҫ никӗсӗ пулса тӑнӑ.

— Шел, юлашки ҫулсенче ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ хавшаса пырать. Ачасем 3-4-мӗш ӑрури тӑвансене мар, тепӗр чухне аслашшӗ-асламӑшӗн ячӗсене те пӗлмеҫҫӗ. Мӑшӑрсем уйрӑлаҫҫӗ те аслашшӗ-асламӑшне мӑнукӗсемпе тӗл пулма, вӗсенчен канфет та пулин илме чараҫҫӗ. Ҫакнашкалли чуна ыраттарать, — тет Лариса Ивановна.

Паян Лариса Егорова патриотизм ыйтӑвӗсемпе ӗҫлессине пысӑка хурать. Ҫак тӗллевпе вӑл вӗренӳ заведенийӗсене час-часах тухса ҫӳрет, пулас салтаксемпе, нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулусем йӗркелет, парнесемпе хавхалантарать. Юсанмалли учрежденисенче те, республикӑри тӗрлӗ ял-хулара та ӑна час-часах курма хӑнӑхнӑ. Поэзи те ют мар уншӑн, 600 ытла сӑвӑ ҫырнӑ вӑл. Аннесене халалласа гимн хайланӑ. «Баллада о жизни» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ.

Лариса Егорова Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейре, Чечня Республикинче паллӑ ҫын. 2007 ҫулта унӑн ятне «Раҫҫейри чи лайӑх ҫынсем» энциклопедине кӗртнӗ. Ҫемйинчи ултӑ ҫын Кавказра службӑра тӑнӑшӑн наградӑсене тивӗҫнӗ. Раҫҫей Федерацийӗнче кун пекки урӑх ҫук. Хӑйне Чечня Республикинчи пархатарлӑ ӗҫсемшӗн ҫичӗ хутчен тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ.

— Пурнӑҫри кашни саманта хаклатӑп. Ҫитмӗл ҫула ҫывхарса пыратӑп. Хама ҫӗр ҫулччен пурӑнма хушу панӑ эпӗ, — пӗлтерет Лариса Ивановна. — Пӑхӑнма юратмастӑп. Ҫирӗп кӑмӑллӑ эпӗ, хушӑран хытӑ ятлама та пултаратӑп. Тепӗр чухне вара эпӗ питӗ ырӑ. Ҫывӑх ҫынсем икӗпитленнине, суйнине чӑтма пултараймастӑп, ҫавӑн йышшисене нихӑҫан та каҫарас ҫук. Этемӗн ҫын сӑн-сӑпачӗллӗ кӑна пулмалла мар. Чун-чӗринче ыркӑмӑллӑх, шеллеме пӗлни, пулӑшма тӑрӑшни тӗп вырӑн йышӑнмалла. Ҫак пахалӑхсем пулмасан этем мар вара вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех