Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен

Автор: Николай КОНОВАЛОВ

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хушнӑ: 2016.06.01 18:11

Пуплевӗш: 84; Сӑмах: 841

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Политика

Кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче республикӑра промышленноҫ производствин индексӗ 114% танлашнӑ. «Ку — «Трактор завочӗсем» концерн предприятийӗсем йӗркеллӗ ӗҫлейменнине пӑхмасӑр. Пурпӗр промышленноҫ ӗҫӗ ӳсӗмлӗ», — кӑмӑллӑн палӑртрӗ ӗнер ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата хуласемпе районсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлӑва уҫнӑ май.

Икӗ утӑм малалла, пӗрре — каялла.

«Трактористсен» ӗҫ-хӗлӗ вара чӑннипех ҫӑмӑл мар. 9,5 пин ҫын ӗҫлеймест. Чӑн та, концерн ертӳҫисем каланӑ тӑрӑх — йышӑн 35-40% пурпӗр куллен ӗҫе тухать-мӗн. Ял хуҫалӑх производстви те ӳсӗмлӗ — 111%. Патшалӑх отрасле аталантарма пысӑк укҫа хывать, аграрисен продукцийӗ аван сутӑнать, ҫакӑ вара апат-ҫимӗҫ рынокӗнчи хаксем тӑруках ӳссе каясран сыхланма пулӑшать. Строительство отраслӗ вара, шел те, уксахлать-ха. Михаил Игнатьев ҫынсем хваттер туянасси тепӗр хут вӑй илме тытӑннине палӑртрӗ, апла пулин те пӗрремӗш кварталта ҫурт-йӗр строительстви иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртин 87,6% кӑна танлашнӑ. Чӑннипех — пӗр утӑм каялла... Хваттер черетӗнчи йыш та ҫав-ҫавах пысӑк — 71 пин ҫын.

Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхри кӑтартӑвӗсемпе уйрӑм министрсем пайӑррӑн паллаштарчӗҫ. Вице-премьер — экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин производствӑна тӑруках ӳстернӗ чылай промышленноҫ предприятине асӑнчӗ. «Акконд», «Етӗрнесӗт», Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ, КАФ, Чӑвашхлебопродукт тата ыттисем. «ЭКРА» тата ШЗСА ӳсӗмӗ — 2,5 хут! Кусем ӗҫе ҫапла ӑнтарса яни чи малтанах оборона саккасӗсемпе ҫыхӑннӑ. «ЭКРА» кӗҫех ҫӗнӗ завод хута ярать. Производство лаптӑкӗ 15 пин тӑваткал метрпа танлашать, инвестици калӑпӑшӗ — 400 млн тенкӗ. Ҫӗнӗ 300 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Вӑрнар химикӗсем те лайӑх ӗҫлеҫҫӗ. «Август» та ҫӗнӗ химзавод уҫасшӑн иккен. Чӑн та, Чӑваш Енре мар, Китайра. Унта ҫӗнӗ производство уҫассипе ҫыхӑннӑ тӑкак тӗнчипе те чи пӗчӗкки — ҫавӑнпа ҫав ҫӗршыва суйласа илнӗ.

Ҫак условисенче республикӑра суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ чакни тӗлӗнмеллерех те илтӗнчӗ. Суту-илӗвӗн ҫӗнӗ 119 обӗекчӗ уҫӑлнӑ — пурпӗр тавар сахалрах сутӑннӑ. Министр Чӑваш Енре асӑннӑ тапхӑрта ӗҫ укҫи 4,2% пысӑкланни пирки пӗлтернине те журналистсем пӑшӑлтаткаласа-иккӗленсе йышӑннӑн туйӑнчӗ. Апла-и, капла-и — республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи 20,8 пин тенке ҫитнӗ-мӗн. Шалупа ҫыхӑннӑ парӑмсем — 15,6 млн тенкӗ. Ҫак виҫен тӗп пайӗ — конкурс производствинчи Шупашкарти 1-мӗш типографин. Ку темӑна аталантарнӑ май Михаил Игнатьев Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Ульяновск облаҫӗнче шалу парӑмӗсем пирӗннинчен чылай пӗчӗкреххине палӑртрӗ, ыйтӑва куҫран вӗҫертме юраманни пирки асӑрхаттарчӗ. Ҫирӗп ыйтма хушрӗ: «Парӑмлӑ предприятисен пуҫлӑхӗсем чаплӑ машинӑсемпе ҫӳреҫҫӗ. Тутӑхма пуҫланӑ «Жигулипе» ҫӳренине курман. Машинисене сутчӑр, парӑмсене татчӑр!» Тепӗр тесен, Михаил Васильевич ҫапла хальччен те пӗрре кӑна мар каланӑ. Шел те, пӗр пуҫлӑх та хаклӑ иномаркӑран ҫирӗп ВАЗ ҫине куҫса ларнине курман-ха.

Ҫӗрулми хисепӗ чакать.

Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫуракине пӗтӗмлетрӗ. Ҫурхи культурӑсене пӗтӗмпе 350 пин гектар акнӑ — палӑртнин 97,9% чухлӗ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен кӑшт пысӑкрах. Улатӑр, Вӑрнар, Куславкка районӗсенче ӗҫсем тӑсӑларах кайнӑ. Елчӗк тата Патӑрьел районӗсенче ака лаптӑкӗсем пӗлтӗрхинчен 15% хушӑннӑ. Ҫӗрулми вара хисепрен тухать пулас. Министр пытармарӗ: «Чылайӑшӗ иккӗмӗш ҫӑкӑр лаптӑкӗсене ӳстересшӗн мар». Ку енӗпе Патӑрьелсем кӑна ырӑ сӑмаха тивӗҫ. Вӗсем лартса хӑварнӑ ҫӗрулми лаптӑкӗсем республикӑра ҫак культура йышӑнакан пӗтӗм лаптӑкӑн пиллӗкмӗш пайӗпе тан.

Ҫамрӑксемшӗн паян хӗрӳ тапхӑр — Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытаҫҫӗ. Ӗҫе мӗнле йӗркеленипе вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Петрова паллаштарчӗ. Экзаменсем ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех пуҫланнӑ. Тӗрӗслев ҫирӗп. Малтанхи экзамена кӗсье телефонӗсем илсе кӗнӗшӗн 9-мӗш класс пӗтерекен 7 ачана кӑларса яма тивнӗ иккен. «Малтанах вӗсем пирӗн сыхлӑха тӗрӗслес терӗҫ пуль... — палӑртрӗ Светлана Владимировна. — Ун хыҫҫӑн ҫавнашкал тӗслӗхсем пулман». Чӑн та, «ҫӳле» ӗнерхи вырӑс чӗлхин экзаменӗ умӗн хӑшӗсем тӗрӗслевре пулӑшма тивӗҫ хатӗрсене ППЭ пунктне пӗр кун маларах кӗртсе хуни пирки пӗлтернисем пулнӑ-мӗн. Паллах, кунашкал чеелӗх те тӳрре тухайман.

Телефонпа тытнӑ ҫамрӑксен экзамена ҫӗнӗрен тытмалли право пулмасть — ҫитес ҫулччен кӗтме тивӗ. Акӑ мӗншӗн Михаил Игнатьев та пусӑм тусах палӑртрӗ: «Ҫапла хӑтланса ачасем хӑйсене сиен кӳреҫҫӗ». Светлана Петрова та ҫаплах шутлать: «Ку — экзамен кӑна, уншӑнах ҫапла иккӗленӳллӗ ҫул ҫине тӑма кирлӗ мар. Ача вӗренӳре йӗркеллӗ ӗлкӗрсе пынӑ-тӑк — экзамена та тытатех». Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗн те хӑйсен тӗпренчӗкӗсене кун пирки асӑрхаттармалла.

Шупашкарта ҫак кунсенче иртнӗ кинофестивале культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев пӗтӗмлетрӗ. «Хыпар» фестивале анлӑн ҫутатнине кура тӗплӗн калани кирлех мар-тӑр, ҫакна ҫеҫ калам: фестиваль вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре ӳкернӗ сакӑр кинофильма кӑтартни — чӑннипех ӑнӑҫу. Михаил Игнатьев Чӑваш Енре тепӗр фильм ӳкерессине те ҫирӗплетрӗ. «Нарспи» — ӑна экранизацилемелле. Правительство пуҫлӑхне укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене шута илме сӗнчӗ. Фестиваль пирки калас-тӑк — хӑнасем тӗлӗннӗ-мӗн: кинозалсем кӑнтӑр кунӗнче те тулли пулнӑ — Чӑваш Енре халӑх кинона ҫӳрет. Ытти чылай регионта апла мар-мӗн. Хӑшӗсем, чӑн та, кун пирки йӗкӗлтешме те пултарӗҫ: ӗҫсӗр ҫыннӑн кинона ҫӳремелли ҫеҫ юлать...

Ашшӗ ывӑлӗшӗн яваплӑ.

Канашлу вырсарникун Шупашкарта пулнӑ пӑтӑрмаха сӳтсе явнипе вӗҫленчӗ. Михаил Игнатьев тӗп хула ертӳҫисенчен пӗрин ывӑлӗ авари туни пирки сӑмах пуҫарчӗ. Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин пӗлтернӗ тӑрӑх — инкек ҫурҫӗр хыҫҫӑн 20 минутра залив таврашӗнче пулнӑ. 17 ҫулти ҫамрӑк «Фольксваген Поло» автомобильпе умри машинӑран иртме тӑнӑ май ҫулӑн транспорт хирӗҫ килекен енне тухнӑ та — ВАЗ автомобильпе ҫапӑннӑ. Водительсем иккӗшӗ те суранланнӑ. «Поло» рулӗ умӗнчи ҫамрӑк урӑ е ӳсӗр пулнине ҫирӗплетмешкӗн медицина тӗрӗслевне кайма килӗшмен. Тепӗр водителӗ, 26 ҫултискер, ӳсӗр пулман.

— Аслисен хӑйсен ачисемпе ӗҫлемелле. Хамӑртан пуҫламалла — хамӑрӑн ачасемшӗн тӗслӗх пулмалла. Унсӑрӑн вӗсем ашшӗ-амӑшӗн ятне яраҫҫӗ. Ку тӗслӗхре 17 ҫулти ҫамрӑкӑн водитель прави пулман. Ӑна машина панӑ ҫын, транспорт хатӗрӗн хуҫи, тӗлӗшпе те ҫирӗп яваплӑх пулӗ, — терӗ министр.

Ҫав ача — Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ. Акӑ мӗншӗн пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ пирки федераци телеканалӗсенче те пӗлтерчӗҫ. Кун пирки каланӑ май Михаил Игнатьев хайхи телеканалсем «Шупашкар шарламасть» тенине те асӑнчӗ: «Эпир пытарман, ПАИ сайтӗнче те тивӗҫлӗ хыпар ҫийӗнчех пулнӑ». Ладыков кунашкаллине «яланах йышӑнни» пирки каланӑ май администраци пуҫлӑхне сӗнӳ те пачӗ: «Кун пек чухне ҫийӗнчех йышӑнмалла е хирӗҫлемелле». А.Ладыков вара ҫапла тунӑ та — маларахах МИХсен представителӗсене тивӗҫлӗ комментари панӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех