Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кӑвайт чӗртме юрамасть

Автор: В.ПРОКОПЬЕВ

Ҫӑлкуҫ: «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Хушнӑ: 2016.05.11 10:54

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 131

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Ҫу кунӗсем пуҫланнӑранпа хӗвел самаях сапалать хӑйӗн ӑшшине. Кун пек ҫанталӑк вара ҫынсене уҫӑ сывлӑша йыхравлать тейӗн. Чылайӑшӗ канӑва усӑллӑ та интереслӗ ирттерес тӗллевпе вӑрмансене шашлӑка тухать е ытти ҫӗрте кӑвайт чӗртет. Ҫакӑ вара пушар тухас хӑрушлӑха ӳстерет. Инкекрен асӑрхаттарас тата унран сыхланас тӗлӗшпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов ятарлӑ постановлени кӑларнӑ. Унта апрелӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа районта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе уйрӑмах ҫирӗп йӗрке йышӑннине палӑртнӑ.

Асӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн кӑвайтсем чӗртме, коммуналлӑ хытӑ каяшсене, ҫӳп-ҫап, ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче, вӑрмансем, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫывӑхӗнче типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть.

Асӑннӑ йӗркесене пӑхӑнманнисене РФ административлӑ майпа явап тыттарасси ҫинчен калакан Кодексӑн 20.4-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттараҫҫӗ. Граждансене 2-3 пин тенкӗ, ӗҫлӗ ҫынсене 15-20 пин, юридици ҫыннисене 200-400 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Районта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе уйрӑмах ҫирӗп йӗрке пулнӑ тапхӑрта ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен те ку енӗпе хушма мерӑсем йышӑнмалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех