Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана ураран ҫапса ӳкерчӗҫ, анчах эпӗ каллех тӑрса пӑлхавҫӑсемпе пӗрле крепӑҫе кӗтӗм.Меня сшибли было с ног, но я встал и вместе с мятежниками вошел в крепость.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вилӗм батальонӗпе доброволецсем Совет влаҫне хирӗҫ тӑнӑ, вӗсене те ҫапса аркатнӑ.Батальон смерти и добровольцы выступили против него и были разбиты.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сковородников, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе, анне патне пычӗ, ӑна хулпуҫҫинчен ҫапса: — Эх, Аксинья, тупрӑн ҫав! — терӗ.Старик Сковородников, крепко выпив, подошел к ней и ударил по плечу. – Эх, Аксинья, променяла ты…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗтесре савӑт-сапа шкапӗ ларать; стена ҫинче, рамкӑллӑ кантӑк айӗнче, офи-цер дипломӗ ҫакӑнса тӑрать; ун тавралла вак-тӗвек картинӑсем ҫапса тултарнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл, куҫлӑхлӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ, лӑпсӑрккаскер, пӗчӗкҫӗ те хура кухньӑра сӑран ҫапса тунӑ лутра пукан ҫинче атӑ-пушмак ҫӗлесе ларать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсӗ кама шыратӑн, тӑванӑм? — тесе ыйтнӑ Вулич, лешӗ тӳрех: — Сана, — тенӗ те ҫавӑнтах ӑна хӗҫпе ҫапса хул пуҫҫийӗнчен чӗри патне ҫитиччен касса татнӑ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ драгун капитанне пуҫӗнчен чышкӑпа ҫапса ураран ӳкертӗм те йывӑҫ темисем хушшине кӗрсе ҫухалтӑм.Я ударил последнего по голове кулаком, сшиб его с ног и бросился в кусты.
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Яланах сыхӑ тӑмалла, кашни куҫ мӗнле пӑхнине, кашни сӑмах мӗне пӗлтернине туймасӑр ирттермелле мар, ҫынсен шухӑшӗсене чухламалла, пӗр каварлӑха ҫапса хуҫмалла, улталаннӑ пек те пулмалла, унтан вара сасартӑк чеелӗхӗмпе усал шухӑшсенчен тунӑ пысӑк та йывӑр ҫурта пӗрре тӗртсех пӗтӗмпех ӳпне тӳнтермелле — акӑ мӗне пурнӑҫ тетӗп эпӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Чӑнах та-ши? — терӗ вӑл, хӑйне ҫамкинчен ҫапса, — сыв пул… эпӗ ӑна хапха умӗнче кӗтсе тӑрам-ха… —— В самом деле? — сказал он, ударив себя по лбу, — прощай… пойду дожидаться ее у подъезда.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл ҫивчӗ чӗлхеллӗ ҫын: унӑн эпиграммисем час-часах йӑпантарма пултараҫҫӗ, анчах нихҫан та кирлӗ ҫӗре лекеймеҫҫӗ, усал та мар вӗсем: вӑл никама та пӗр сӑмахпа ҫапса хуҫаймасть; ҫынсене те, вӗсен айван енӗсене те пӗлеймест вӑл, мӗншӗн тесен хӑй ӗмӗрӗнче вӑл хӑй ҫинчен кӑна шухӑшлать.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпир сан улпутупа туслӑ пулнӑ, — терӗ вӑл, лакее хул пуҫҫийӗнчен кӑмӑллӑн ҫапса, лешӗ сулӑнсах кайрӗ…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпир тӗл пулнӑ хыҫҫӑн вӑл Орёл патӗнче тӑшманӑн виҫӗ самолётне ҫапса антарнӑ, унтан, Прибалтикӑшӑн ҫапӑҫнӑ ҫӗрте пулса, тата икӗ машина ҫапса антарнӑ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей Мересьев хӑйӗн калавне вӑл нимӗҫсен «Рихтгофен» текен сывлӑшри эскадринчи виҫӗ самолета ҫапса антарнӑ куна ҫитиччен, ҫавна пула хӑйне каллех ыттисемпе пӗр тан лётчик тесе шутлама тытӑнни патне илсе ҫитерчӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паян кӑна ултӑ боевой вӗҫев тунӑ, тӑшманӑн икӗ самолётне ҫапса антарнӑ лётчик!Летчик, только сегодня совершивший семь боевых вылетов и сбивший два самолета!
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Туйи унӑн алли ҫинче, чавса тӗлӗнче ҫакӑнса пычӗ, ӑна вӑл тӗл пулакан шӑна кӑмписене ҫапма е хӗрлӗрех тӑрӑллӑ курӑксене ҫапса хуҫма ҫеҫ тыткаларӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак ҫапӑҫусенче вӗсем хӑйсем пилӗк машина тата виҫӗ ҫын ҫеҫ ҫухатнӑ, мӗншӗн тесен ҫапса антарнӑ пирӗн лётчиксенчен иккӗшӗ парашютсемпе сиксе, хӑйсен полкне ҫуран таврӑннӑ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Орёл патӗнчи ҫапӑҫу хӑйӗн ҫӗнтерӳллӗ вӗҫӗ патнелле ҫывхарса пынӑ кунсенче, ҫурҫӗр енчен наступлени тӑвакан полксем Красногорск тӑвӗ ҫинчен ҫунакан хулана куратпӑр тесе пӗлтернӗ чух, Брянск фрончӗн штабне ҫав районта ҫапӑҫакан гвардейски истребительнӑй полк юлашки тӑхӑр кун хушшинче тӑшманӑн хӗрӗх ҫичӗ самолётне ҫапса антарни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Паян эпӗ виҫӗ нимӗҫе ҫапса антартӑм.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Эсӗ паян вӑл миҫе самолёт ҫапса антарнӑ тесе ҫыратӑн? тет. «Иккӗ», тетӗп.Говорит: «Ты сколько ему сегодня сбитых записал?» Отвечаю: «Два».
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Икӗ «фокке-вульфа» ҫапса антартӑм.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950