Шырав
Шырав ĕçĕ:
Апла пулин те патшалӑхӗнчи ҫыннисене никама та юратнӑ туррине парне кӳме чарман вӑл, унран та ытларах, питӗ хӳхӗм, шутлавлӑ Эллаан — маовитянка, ун чухне патшан чи савнӑ арӑмӗ пулнӑскер — ыйтнипе, хӑй те Ҫуллӑ ту ҫинче Хамос капищине, маовитсен йӗрӗнӗҫне, тутарнӑ-ха.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Кусене мӑшӑрлантарса ярсан хӳхӗм пулмалла, — терӗ мана директорша шӑппӑн.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Чӑрсӑр ҫилӗ тулхӑрать те, хумсене пӳлсе ҫӗклет те — капӑр ҫырана ҫапать, хӳхӗм чулсене ватать.
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Ҫак хӳхӗм ял каччи унӑн ӑшӗнче темскерле туйӑм хускатрӗ…
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ӑна ҫак, пӗчӗк ачанни пек ҫутӑ куҫлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ та хӳхӗм йӗкӗт часах килӗшрӗ.Ему сразу понравился этот здоровый добродушный парень с ребячьими светлыми глазами.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Кун пак чух унӑн вӑрӑм харпакӗсем, ҫутӑ пичӗ ҫине кӑвак сӑн ӳкерсе, ҫуррине ҫити шӑппӑн анса ларнӑ та куҫӗсенче, хура кевер хӗлхемӗсем евӗр, ачаш, ҫепӗҫ кулӑ хӗмленсе ҫунма пуҫланӑ; ҫак кулла куракан ҫынсем вара уншӑн ӳчӗпе чунне те ним шутламасӑрах пама хатӗр тӑнӑ — ӳкерсе кӑтартма ҫукла хӳхӗм пулнӑ вӑл.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Каярах галерейӑсен карлӑкӗсемпе пусмисене, музыка инструменчӗсемпе тӗн кӗнекисен хуплашкисене тунӑ ҫӗре кайнӑ хӗрлӗ йывӑҫа вара Соломона, ҫунтармалли техӗмлӗ курӑксемпе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе те хаклӑ йышши духисемпе пӗрле, Сав майра-патши, ӑслӑ та калама ҫук хӳхӗм Балкис, парнелесе панӑ, унашкал парнене Израильте ҫак тарана ҫитсе те курман пулнӑ-ха.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Мӗн тери хӳхӗм пике!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ан хӑра, ман ҫунатӑм, — терӗ вӑл сӑмахпа каласа пама ҫук хӳхӗм ҫепӗҫлӗхпе те чуна пырса тивекен хаюллӑхпа.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ пурӗ те пӗрне ҫеҫ, Олеҫҫӑн шурса кайнӑ пичӗ хам еннелле хӑвӑрттӑн ҫаврӑннине ҫеҫ, питӗ лайӑх астӑватӑп, ҫак калама ҫук хӳхӗм, маншӑн ҫӗнӗ пит ҫине, пӗр-пӗрне ылмаштарса, иккӗленӳллӗ аптӑравлӑх та, хӑрани те, сехӗрленӳ те, юратӑвӑн йӑлтӑртатса ҫиҫекен ачаш кулли те туха-туха тӑчӗ пӗр самант хушшинчех…
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Ҫакна куратӑр-и? — терӗ вӑл, хӳхӗм перчеткеллӗ аллине кӑтартса.— Видели это? — спросил он, показывая руку, как вылитую в перчатке.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Хӳхӗм пӑшал.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Тӗнчере ҫук хӳхӗм эс, тупа тӑватӑн! — чунтан-вартан каласа хучӗ Амед.— Ты большую красоту имеешь, честное даю тебе слово! — заговорил Амед убежденно.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Амед каласа пачӗ мана, — ыйтса тӗпчет Табашников, — Питӗ хӳхӗм картина.Амед давеча сказал, — любопытствовал Табашников, — Очень замечательная картина.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан нар айӗнчен тӗлӗнмелле хӳхӗм Чарджуй дынине туртса кӑларчӗҫ, Курбан ӑна майлӑн кӑна ҫӗҫӗпе касса ҫурчӗ, вара вагон тулли ырӑ шӑршӑ сарӑлчӗ.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӑх-ха, Вячеслав, калама ҫук, хӳхӗм!
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах эпӗ ҫырни Амеда пӑшӑрхантармастчӗ, тепӗр ҫырурах вӑл: «Тархасшӑн хӑвӑн ырӑ тусусене, уйрӑмах — ҫивӗч чӗлхе-ҫӑварлӑ та ӑслӑ юлташа Р. Каштана, ман чӗре саламне ҫитер, Ман Дюльдяль йӑлтах сывалса ҫитрӗ, ҫӗмӗрттерет кӑна, паян кӑкарнӑ ҫӗртен татса кайрӗ. Вӑл калама ҫук хӳхӗм. Ман шутпа, пӗтӗм Туркменире те унтан лайӑх ут ҫук пулас. Курасчӗ эсӗ ӑна, ытла та илемлӗ-ҫке!..» — тесе ҫырса янӑччӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Манпа курнӑҫма тесе вӑл чунне кӑна мар, ӳтне те хатӗрленӗ пулмалла, ун пек хӳхӗм тумланса кӗнине халиччен курманччӗ-ха эпӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вара вӑл мана Николай Антоныч кабинетне ертсе кӗртрӗ те стена ҫинчи капитан портретне вӗҫертсе илчӗ — питӗ хӳхӗм портрет, сарлака кӑна ҫамкаллӑ моряк тутисене хӗссе хупнӑ, куҫӗсем йӑлкӑшса тӑраҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вара шурӑ гетрлӑ, ҫыхса тунӑ жилет тӑхӑннӑ питӗ хӳхӗм те кӑмӑллӑ Гришка Фабер — Мускаври драма театрӗн артисчӗ пырса кӗчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951