Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлнӗ (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем райкомра темиҫе хут ҫеҫ тӗл пулнӑ, пӗр-пӗрне ытларах сӑмах-юмах тӑрӑх анчах пӗлнӗ пулсан та, Тубянскри «Красный луч» колхоз председателӗ Никифор Поляница — хальччен Днепропетровскри металлурги завочӗсенчен пӗринче токарьте ӗҫленӗ ҫӗртен ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килнӗскер — колхоз правлени ҫуртӗнче Давыдова тахҫанхи пӗлӗш-юлташӗ пекех кӗтсе илчӗ:

Хотя они встречались в райкоме всего лишь несколько раз и больше знали друг друга понаслышке, председатель тубянского колхоза «Красный луч» Никифор Поляница — двадцатипятитысячник, бывший токарь на одном из металлургических заводов Днепропетровска — принял Давыдова в доме правления колхоза как старого приятеля:

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Революци мӗне пӗлтернине пӗлнӗ, а «сицилиста» — пӗлмен, ҫавӑнпа та ун чухне эпӗ вӑл чи кӳренмелли, чи тарӑхмалли сӑмах тесе шутланӑ…

Революцию — это знал, что она означает, а «сицилист» — не знал, и подумал я тогда, что это самое что ни на есть подсердечное, тяжелое ругательство…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ватӑ тимӗрҫ ватӑ улпут майри пекех вӑл: хӗвеле юратмаҫҫӗ вӗсем, пӗтӗм ӗмӗрне — кашни хӑй пӗлнӗ пек — сулхӑнра ирттереҫҫӗ.

— Старый кузнец — все одно как старая барыня: не любители они солнышка, всю свою живуху в холодке — всяк по-своему — прохлаждаются…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ тин ҫуралнӑ ачасен кӑвапине касма та стариксен грыжине тӗксе кӗртме пултаратӑн, а нервӑсене вара така турӑ кӗнекине пӗлнӗ пекех пӗлетӗн!

Ты можешь только новорожденным пупки резать да старикам грыжи вправлять, а в нервах ты разбираешься, как баран в библии!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, ҫакӑ вӑл ҫаплах пулнӑ пулӗ, анчах Макар хӑй хуйхине пытарма пӗлнӗ, эпӗ вара пӗлместӗп, пултараймастӑп.

Наверное, так оно и было, но Макар умел скрывать свои переживания, а я не умею, не могу.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кирлӗ ӗҫпе пулсан — тархасшӑн, утах хӑв пӗлнӗ пек, мӗншӗн те пулин йӑлӑнтарса каять пулсан вара — ҫамрӑккине те, илемлӗ сӑн-питне те пӑхмасӑр, бригадӑн пирвайхи пухӑвӗнчех хӗртес пулать.

Если по уважительной причине идет — пожалуйста, шагай себе на здоровье, а если через какой-нибудь каприз — взгреть на первом же бригадном собрании, невзирая ни на ее молодость, ни на красивую личность!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ырӑ сӑмахшӑн тавтапуҫ, — халӗ ӗнтӗ кулмасӑр-тумасӑр каларӗ Давыдов, хӑй вара: «Вӑт шуйттан ачи! Пурне те пӗлнӗ…» — тесе шутларӗ.

— Благодарю на добром слове, — уже серьезно сказал Давыдов, а сам подумал: «Вот чертов сын! Все пронюхал…»

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук, Давыдовӑн арҫын кӑмӑлне илӗртмен ҫак ҫамрӑк хӗр юратӑвӗ, ун ҫинчен тахҫанах пӗтӗм бригада пӗлнӗ ӗнтӗ, анчах вӑл халӗ кӑна малтанхи хут илтсе пӗлчӗ.

Нет, не льстила мужскому самолюбию Давыдова эта простенькая девичья любовь, о которой давно уже знала вся бригада, а он услышал и узнал впервые только сейчас.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ унӑн кашни утӑмне сӑнаса тӑнӑ; ӑҫта ҫӳрет вӑл, ӑҫта каять, — эп йӑлтах пӗлнӗ

Каждый шаг его мне был известный; куда он пошел, куда поехал — я все знал…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атте темле путсӗр пулнӑ пулин те, вӑл асма та пӗлнӗ, ӗҫлеме те пӗлнӗ.

Какой бы отец непутевый ни был, но он умел погулять, умел и поработать.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, упӑшки ҫак ӗҫ ҫинчен пӗлнӗ.

Ну, муж ее прознал про это дело.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫур ҫӗр ҫитеспе, хутор ҫине ним сас-чӳ илтӗнми шӑплӑх ансан, Ҫӑрттан мучипе иккӗшӗ малтанхи автансем авӑтнине чаплӑн итлерӗҫ, вӗсен юррипе кашни хӑй пӗлнӗ пек хытӑ хӗпӗртерӗ.

Около полуночи в нерушимой тишине, стоявшей над хутором, они с дедом Щукарем торжественно прослушали первых петухов, порознь восторгаясь их слаженным пением.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав ӗне тенине, хам пӗлнӗ пек, чӗччисенчен енчен енне турткалӑп, сӑвасса, йӗксӗке, сӑватӑпах!

Буду эту пропащую коровенку тягать за дойки из стороны в сторону, но уж как умею, а доить ее, проклятую, буду!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кирек мӗнле пулсан та, Лушка хӑйшӗн хӑй тӑма пӗлнӗ, хӑйне хирӗҫ хӗрарӑмсене яланах тивӗҫлӗ отпор панӑ.

Во всяком случае, Лушка умела постоять за себя и всегда давала противницам должный отпор.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, паллах, пӗлнӗ!

Ну разумеется, знал!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кам пӗлнӗ пуль ҫав ҫӳҫшӗн мана та тӳссе курма лекессе!

— Кто бы подумал, что и до меня дойдет очередь…

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Половцев ӗҫсӗр ларманнине, ахальтен мар тем кӗтнине Яков Лукич питӗ аван пӗлнӗ.

От отлично знал, что Половцев вовсе не прохлаждается и чего-то выжидает отнюдь не зря.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӗлетӗр-и, ун амӑшӗсӗр пуҫне урӑх никам та ҫуккине Хӗрлӗ куҫ малтанах пӗлнӗ, анчах вӑл кассан та пӗр тумлам юн тухми чухӑн пулнине чухлайман.

Красноглазый-то знал, что у него дома только мать-старуха, но что он — нищий, никак не ожидал.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Анне те ҫакна пӗлнӗ пулӗ тетӗп, анчах макӑрнӑ чух вӑл ун пирки ним те шарламарӗ, ҫапла пӳрнӗ пулӗ тесе шутларӗ пулас.

Думаю, что известно, но она ничего не сказала, только плакала, — видимо, считала, что так и следует.

XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

— Майра-патшана вилӗм аллипе парас теместӗп эпӗ, ан тив, хӑй пӗлнӗ пек пурӑнтӑр та хӑй кӑмӑлне кайнӑ ҫӗрте вилтӗр.

— Царицу я не хочу предавать смерти, пусть она живет, как хочет, и умирает, где хочет.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех