Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыру сăмах пирĕн базăра пур.
ҫыру (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амедран ҫыру ҫитрӗ — вӑл ирӗккӗн утлӑ ҫара ҫырӑннӑ.

Пришло письмо от Амеда — он сообщал, что его зачислили добровольцем в кавалерию.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӗнмесӗр тӑнӑшӑн хама-хам ятласа, пӗр харӑс вунултӑ страницӑллӑ ҫыру ҫырса ятӑм.

Ругательски себя ругая за молчание, ответила Амеду письмом на шестнадцати страницах.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ҫакӑн хыҫҫӑн Амеда питӗ ҫилентӗм, нумайччен ҫырмасӑр тӑтӑм, Туркменирен ҫине-ҫине виҫӗ ҫыру киличчен вӑл характера тытрӑм-тытрӑмах, виҫҫӗмӗш ҫыруне вара ытла та пӑшӑрханса, туслӑха тем пекех хисеплесе ҫырнӑччӗ; эпӗ тӳсеймерӗм.

Я тогда так обиделась на Амеда, что долго ему не отвечала и выдержала характер, пока не пришло из Туркмении уже третье письмо, полное такой тревоги, озабоченности и дружбы, что я не выдержала.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хампа пӗрле ҫӳрекен хӗр-тантӑшсем те манӑн аякра тус-йӗкӗт пуррине вӑл мана ҫыру ҫырсах тӑнине пӗлеҫҫӗ.

И подруги мои знали, что у меня есть где-то далеко друг джигит, который шлет мне письма.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах унпа эпир ҫыру ҫӳретсех тӑратпӑр.

Но мы с ним аккуратно переписывались.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тен иленсе те ҫитрӗ пуль ҫав ӗҫе, мӗншӗн тесен часах эпӗ унран йӑлтах урӑхла сасӑпа ҫырнӑ ҫыру илтӗм.

Но, очевидно, он увлёкся этой работой, потому что вскоре я получила от него совсем другое письмо.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку пӳлӗм ытти пин пӳлӗм евӗрлех: сенкер репспа сӑрса тунӑ диванлӑ, ярапалӑ шторӑсем пур, пӗчӗкҫӗ ҫыру сӗтелӗ, ун ҫийӗнче кӗленче выртать — пурпӗрех-ха ку пирӗн чи малтанхи ҫуртчӗ, эп ӑна ӗмӗрлӗхех асӑмра тытасшӑн пултӑм.

Она была похожа на тысячу таких же комнат: с диваном, обитым голубым репсом, со шторами, обшитыми каймой с шариками, с маленьким письменным столом, на котором лежало стекло, — всё равно: это был наш первый дом, и я хотела запомнить его навсегда.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Саньӑна кӗтсе илнӗ кунсене лайӑхах астуса тӑратӑп, курнӑҫнӑ кунсене кӑна та мар, ҫыру илнӗ кунсене те астӑватӑп.

Я помню по числам все наши встречи с Саней, не только встречи, но и письма.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, пире Саша патне кӗртмерӗҫ, эпир ӑна каллех ҫыру патӑмӑр та ответ илтӗмӗр, хальхинче вӑл пире Петьӑна чарма сӗнетчӗ, вӑл «пурне те йӑлӑхтарса ҫитернӗ» имӗш, кунта ӗҫлекен хӗрарӑмсем те вара «ку социализм чухнехи упӑшка» теҫҫӗ.

Конечно, к Саше нас не пустили, но мы опять передали ей записку и получили ответ, на этот раз с просьбой унять Петьку, который «всем надоел», работающие здесь женщины говорили, что это «муж эпохи социализма».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ун патне хайхи телефонпа пӗлтерсех тӑракан карчӑка ятӑмӑр та вӑл Сашӑран пӗчӗкҫӗ ҫыру илсе килсе пачӗ.

Мы подослали к ней сиделку, ту самую, что звонила, и она принесла от неё записочку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗтнинчен пин хут та лайӑх пулса иртрӗ, ирхине эпир Сашӑна ҫыру ятӑмӑр, тӗрлӗ конфет, магазинра чи пысӑк кунтӑ чечек туянса ятӑмӑр.

Всё обошлось в тысячу раз лучше, чем можно было ожидать, и наутро мы уже послали Саше письмо, конфеты и корзину цветов — самую большую, какая только нашлась в магазине.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Олечкӑпа Ларӑран ҫыру илтӗмӗр, — терӗ вӑл кулмасӑр, — «Хуҫалӑх ӗҫне ан кӗр» тесе ҫыраҫҫӗ, мана йывӑр килет теҫҫӗ.

— От Олечки с Ларой письмо получила, — сказала она строго, — Пишут «не входи, не входи в хозяйство», что это мне теперь тяжело.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫта-ха сирӗн карттӑ? — ыйтрам эпӗ; Арктикӑн тем пысӑкӑш картти ҫыру сӗтелӗ патӗнчех ҫакӑнса тӑратчӗ иккен, хам та пӗрмаях ун ҫине пӑхса тӑраттӑм, анчах, шухӑшӑма пула, ӑна эпӗ асӑрхаман та.

Где у вас карта? — спросила я, хотя огромная карта Арктики висела над письменным столом и я всё время смотрела на неё, но, должно быть, не видела от волнения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунсерен эпӗ Ромашовран пӗрер, е икшер те, ҫыру илетӗп.

Каждый день я получала письмо, а то и два от Ромашова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саньӑна эп кашни кун ҫыру ҫырма пултӑм, анчах кашни кун ҫырмаллӑх нимӗнех те ҫукчӗ: ӗлӗкхи пекех эпӗ Кира патӗнче пурӑнаттӑм, нумай вулаттӑм та ӗҫлеттӗм, ӗҫлемелли вырӑнӑм майлах та марччӗ, коллекци ещӗкӗсем тӗпелтех тӑратчӗҫ, карттӑна та рояль ҫинчех ҫырмалла пулчӗ.

Я обещала Сане писать каждый день, но каждый день писать было не о чем: по-прежнему я жила у Киры, много читала и работала, хотя это было не очень удобно, потому что ящики с коллекциями так и стояли в передней, а карту приходилось чертить на рояле.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла эппин эпир пӗрне-пӗри ҫыру та ҫырмалла мар ӗнтӗ, ҫапла мар-и?

И чтобы мы не переписывались, не правда ли?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ урасене хӗреслетсе ларса пирус туртрӑм, ҫыру сӗтелӗ ҫинчи кӗленче айне вырнаҫтарнӑ «Килнӗ ҫынсемшӗн ҫырнӑ правилӑсене» пикенсех вула пуҫларӑм.

Но я сидел, положив ногу на ногу, курил и с глубоким вниманием изучал «Правила для приезжающих», лежавшие под стеклом, которым был покрыт письменный стол.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ Географически обществӑран килнӗ ҫыру та — ӑна вӑлах ҫырнӑ пирки нимӗн иккӗленӳ те ҫук.

 — Вот письмо из Географического общества — это, без сомнения, он.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Портье патне ҫӑраҫҫи илме чарӑнтӑм та: — Сирӗн валли ҫыру пур, — терӗ вӑл мана.

Я подошел к портье за ключом, и он сказал: — Вам письмо.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ темиҫе статья ҫыртӑм: «Гражданла авиаци» журналне хаяр ҫилтӑман вӑхӑтӗнче самолета мӗнле майпа креплени тӑвасси ҫинчен, «Правда» хаҫата — штурман дневникӗсем ҫинчен ҫырса ятӑм, Главсевморпутьне докладлӑ ҫыру ҫыртӑм.

Я написал несколько статей: о моем способе крепления самолета во время пурги — в журнал «Гражданская авиация», о дневниках штурмана — для «Правды» и докладную записку — в Главсевморпуть.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех