Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вёшкинче эпир вӗсене икшер, виҫшер салтакӑн сотньӑсем тӑрӑх салатса яратпӑр.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Орудисене икшер кӳлӗмӗн кулчӗҫ: кашни туппа ултӑ лаша туртса пычӗ.Орудия шли в двойной упряжке: шесть пар лошадей тянули каждое.
XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксем винтовка пуҫне икшер обойма пӗтернӗ хыҫҫӑн пеме чарӑнчӗҫ.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кашни атарщика икшер е виҫшер кӗтӳ уйӑрса панӑ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр чух икшер талӑк ут ҫинчен анса курмастӑн.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Акӑ пӗр лав юлчӗ, ун ҫине лумсемпе катмаксем ҫеҫ тиенӗ; тимӗрҫ аллинчен тин кӑна тухнӑ вӗсем, вӗр-ҫӗнӗ; акӑ лутра ҫуна ҫине пӗр купа утӑ хунӑ, утӑ ҫинче пӗр ача йывӑррӑн утакан лашасене хӑратса пырать; ак икӗ лав ҫине аврисене те варалайман вӗр-ҫӗнӗ наҫилккасем тиенӗ; хӗреслетсе хунӑ ҫӑнӑхлӑ михсем шуррӑн курӑнса юлаҫҫӗ; акӑ тата лав ҫинче темле каткасем, пичкесем лараҫҫӗ, тӑварланӑ ҫимӗҫсемпе пулмалла, — ҫиелтен шултӑра сарӑ ҫӗрулми купаланӑ; е урапа ӳречи урлӑ тунсӑх куҫӗсемпе сурӑхсем пӑхса пыраҫҫӗ; е ӳпӗнтернӗ хурансем, кастрюльсем курӑнса каяҫҫӗ, ещӗксенче чашӑк-тирӗк шӑкӑртатать; е лавсем хыҫҫӑн, аран ураран ура ирттерсе, ӗнесем пыраҫҫӗ, — обоз хӑй сӗчӗпе каять; е бричкӑсем ҫине хӑмаран ҫапса тунӑ клеткӑсем икшер рет пӗрин хыҫҫӑн теприне лартса тухнӑ, клеткӑсенче туллиех чӑхсемпе хурсем ларнӑ, ытла тӑвӑртан вӗсен сивӗпе хӗрелсе кайнӑ киккирикӗсем хушӑксенчен тухса пынӑ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Иккӗмӗш хутра вӑл ҫине-ҫинех икӗ пирус туртса ячӗ, унтан, пенснине шӑлкаласа илчӗ те икшер картлашка урлӑ виҫҫӗмӗш хута чупса хӑпарчӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ытти тӑванӗсем — Мартынпа Прохорӗ — каснӑ-лартнӑ Алексей пекех, пӗр сӑнарлӑ: Алексей пекех лутака кӗлеткеллӗ, юман пек сарлака, аллисем ҫеҫ вӗсен икшер.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Халь йӑлтах пӗлетӗп ӗнтӗ: кашни михӗрех икшер ҫын ларнӑ унӑн.Теперь я все знаю: у нее в каждом мешке сидело по два человека.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Шоссерен инҫех мар, вӑрманта, Гитлер валли ятарласа малтанах тимӗрпе бетонран пӗчӗк те ансӑр блиндаж туса хунӑ (вӑл килессе тахҫанах кӗтнӗ пулнӑ); блиндажӑн стенисем — икшер метр хулӑнӑш, маччи — унтан та хулӑнрах, пӗртен-пӗр чӳречине рельссенчен тунӑ решеткепе пӳлнӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эпир вара, икшер кӗрепенкӗ тӗрлӗрен кайӑк-кӗшӗк какайӗ те ытти тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑра-эрех персе пурӑнакансем, — ӑҫта хуратпӑр ҫавсене йӑлтах?Ну а мы, поедающие по два фунта мяса, дичи и всякие горячительные яства и напитки, — куда это идет?
VII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ӗҫ хӗрӳллӗ, предприяти ӳссе, сарӑлса пыратчӗ, ҫӗнӗ ҫынсем пычӗҫ, — Николай Петрович икшер талӑк хваттере пыманни те сахал мар пулнӑ.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Олейник сержант чухласа илчӗ: халех акӑ икӗ шеренги те икшер утӑм малалла ярса пусаҫҫӗ.Сержант Олейник понял, что сейчас обе шеренги сделают два шага вперед.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ӑнсӑртран мӗн те пулин пуласран, Озеров кашни рота хыҫҫӑнах хӗҫ-пӑшал тиенӗ икшер повозка ярас тенӗ.На всякий случай Озеров решил пустить по две повозки с оружием вслед за каждой ротой.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кашни рота хыҫҫӑнах, шӑн тӑпра ҫийӗпе кӗмсӗртеттерсе, икшер тӗреклӗ лаша кӳлсе янӑ икшер нимӗҫ повозки пырать; повозкӑсенчен нумайӑшӗсем ҫинче брезент айӗнчен ломсемпе тимӗр кӗреҫесем курӑнаҫҫӗ!
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Халех икшер тупӑ виҫҫӗмӗш батальона паччӑр!
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗлтерӗр: халех вӗсем патне икшер тупӑ яратпӑр.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Икшер те виҫшер ӗҫсе янӑ хыҫҫӑн, каллех Иван Захарович Котло сӑмах илчӗ.А когда было выпито по второй и по третьей, опять взял слово Иван Захарович Котло.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Паттӑр разведчиксене, паллах, черетсӗрех тата икшер порци.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Палланӑран тесе, икшер порци пама пултарӑп.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.