Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрмантан таврӑнсанах Элекҫей икшер витре шыв ӑсса килчӗ те Эльзӑна хирӗҫ ҫӗр улми шуратма кукленсе ларчӗ, ӑна вырӑн парас тесе повар урисене хыҫалалла шутарчӗ те вӑчӑраллӑ хӗресӗ кофта хӗрринчен тухса витрене перӗнсе чанклатрӗ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
3. Вӑл вӗсене каланӑ: ҫул ҫине нимӗн те — туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, кӗмӗл те — ан илӗр, тумтир те икшер ан пултӑр; 4. пӗр ҫурта кӗрсен ҫавӑнтах тӑрӑр, кайнӑ чухне ҫавӑнтанах тухса кайӑр.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хаяр ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра Антиох ҫӗнтерме тытӑнсассӑн, Арсиноя ҫӳҫне-пуҫне арпашӑнтарса ярса ҫар тӑрӑх куҫҫульпе йӗрсе ҫӳренӗ, ҫарҫӑсене харпӑр хӑйшӗн, ачисемпе арӑмӗсемшӗн харсӑртараххӑн ҫапӑҫма чунтан ӳкӗтленӗ, ҫӗнтерсессӗн кашнине икшер мина ылтӑн пама пулнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Шӑтӑкра ҫичӗ арӑслан пурӑннӑ, вӗсене кулленех икшер ӳтпе икшер сурӑх пӑраха-пӑраха панӑ; Даниила ҫисе яччӑр тесе, ҫав вӑхӑтра вӗсене нимӗн те паман.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсем яланах кунне икшер хут пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анӑҫ енчи картишӗнче тӑватӑ хуралҫӑ, картиш енне каякан ҫул ҫинче икшер хуралҫӑ тӑнӑ.18. К западу у притвора на дороге по четыре, а у самого притвора по два.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тухӑҫ енче кунсерен — ултшар левит, ҫурҫӗр енче кунсерен — тӑватшар, кӑнтӑр енче кунсерен — тӑватшар, пурлӑх управӑшӗсем патӗнче икшер левит тӑнӑ.17. К востоку по шести левитов, к северу по четыре, к югу по четыре, а у кладовых по два.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ун ҫумӗнчи хӗрарӑмсем, ӑслисем, ӑна хуравлаҫҫӗ, вӑл та хӑйне хӑех хуравлать: 30. «Ахӑртнех, вӗсем тупнӑ тупӑша уйӑраҫҫӗ пулӗ, ҫар ҫыннисене кашнине — пӗрер хӗр, икшер хӗр; Сисарӑна вара тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ — тыткӑна лекнӗ ҫын ҫинчен сӳсе илнӗ, икӗ енчен те тӗрленӗ тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ».
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енӗ валли ҫавӑн пек пӑрӑссем ҫирӗм тунӑ, 24. ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ чӗмек валли икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ чӗмек валли икӗ тӗп тунӑ; 25. кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енӗ валли те, ҫурҫӗр енӗ валли, ҫирӗм пӑрӑс, 26. хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ тӗп; 27. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс тунӑ, 28. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗ валли икӗ пӑрӑс тунӑ; 29. вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ: вӗсене иккӗшне те икӗ кӗтесе ҫапла туса лартнӑ; 30. ҫапла сакӑр пӑрӑс, вунултӑ кӗмӗл тӗп пулнӑ, кашни пӑрӑс айне икшер тӗп.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унтан кӗлӗ чатӑрӗ валли ситтим йывӑҫӗнчен тӳрӗ тӑратса лартмалли пӑрӑссем тунӑ: 21. кашни пӑрӑсӗн тӑршшӗ вунӑ чике, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ пулнӑ; 22. кашни пӑрӑсне икшер чӗмеклӗ тунӑ, вӗсем пӗр-пӗринпе тӗлме-тӗл: кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсене вӑл пурне те ҫапла тунӑ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Улттӑмӗш кунне вара ҫав ҫӑкӑра икӗ хут ытларах, кашни ҫын пуҫне икшер гомор, пухнӑ.22. В шестой же день собрали хлеба вдвое, по два гомора на каждого.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Ноя каланӑ: эсӗ ху та, санӑн мӗнпур кил-йышу та карап ӑшне кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫак ӑру хушшинче эсӗ Манӑн умӑмра тӳррине Эпӗ куртӑм; 2. пур таса выльӑхран ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, таса мар выльӑхран икшер аҫапа икшер ама ил; 3. ҫавӑн пекех тата пӗтӗм ҫӗр валли йӑх упраса хӑвармашкӑн [таса] вӗҫен кайӑксенчен ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, [пур таса мар вӗҫен кайӑкран икшер аҫапа икшер ама] ил, 4. мӗншӗн тесессӗн ҫичӗ кунран Эпӗ ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ хушши ҫумӑр тӑкӑп; Хам мӗн пултарнине пурне те ҫӗр ҫинчен пӗтерӗп, тенӗ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунне 2 хут икшер пӑрҫа ҫимелле.
Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№