Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ӳсентӑран витӗмлӗрех

Автор: Сывлӑх

Ҫӑлкуҫ: «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Хушнӑ: 2016.03.20 12:46

Пуплевӗш: 42; Сӑмах: 338

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Хулӑн пыршӑри полипсенчен хӑтӑлма фитотерапевтсем килти сиплевре эмел курӑкӗсемпе усӑ курма сӗнеҫҫӗ.

Аир.

Унӑн препарачӗсем варвиттирен, метеоризмран пулӑшаҫҫӗ, хулӑн пыршӑн усал шыҫҫипе аптрасан ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ, ҫӗртекен микрофлорӑран хӑтараҫҫӗ.

Аирӑн 1 апат кашӑкӗ вӗтетнӗ типӗ тымарне тин вӗренӗ ҫур литр шыва ямалла, шыв мунчине лартса 30 минут вӗретмелле, илсен 10 минутран сӑрӑхтармалла. Кунне 3 хут 2-шер апат кашӑкӗ ӗҫмелле. Нумай вӑхӑт сипленмелле.

Ӳт илен курӑк.

Витӗмӗ питӗ анлӑ, унпа вар-хырӑмӑн чылай чирӗнчен сипленме юрать. Вӑл язвӑна ӳт илтерет, юн кайнине чарать. Препарачӗсене усал шыҫӑ чухне те ӗҫме юрать. Вӑрах сипленмелле.

× 1 апат кашӑкӗ вӗтетнӗ типӗ курӑка 1 стакан шыва ямалла, вӑйсӑр ҫулӑм ҫинче 3-4 минут вӗретмелле, илсен икӗ сехетрен сӑрӑхтармалла. Кунне 3 хут апат умӗн 1-2-шер апат кашӑкӗ ӗҫмелле.

× Ӳт илен курӑкӑн 2 чей кашӑкӗ вӗтетнӗ типӗ тымарне тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, икӗ сехетрен сӑрӑхтармалла. Кунне 3-4 хут апат умӗн 1-ер апат кашӑкӗ ӗҫмелле.

× Курӑкӑн 1 чей кашӑкӗ чечекне тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сӑрӑхтармалла. Кунне 3 хут апат умӗн ҫуршар стакан ӗҫмелле.

Шапа пӑтти.

Иммунитета вӑйлатакан курӑксен йышӗнчен, пыршӑлӑхран наркӑмӑшсене сӑхса илет, вӗсене организмран кӑларать.

1 апат кашӑкӗ типӗ шапа пӑттине /ряска/ 1 стакан шыва ямалла, вӗреме кӗртмелле те ҫулӑм ҫинчен илмелле. Пӗр сехетрен сӑрӑхтармалла. Кунне 3-4 хут апат умӗн ҫуршар стакан ӗҫмелле.

Е ҫӑнӑх пуличчен вӗтетнӗ шапа пӑттине пылпа чуста пек пуличчен хутӑштармалла, пӑрҫа пысӑкӑш ҫаврашкасем йӑваламалла, духовкӑра питӗ пӗчӗк ҫулӑм ҫинче типӗтмелле. Кунне 2 хут икшер пӑрҫа ҫимелле. Нумай вӑхӑт сипленмелле.

Шурӑ ҫирӗк.

Шурӑ ҫирӗк /ольха серая/ пыршӑлӑхра йӳҫсе-ҫӗрсе тӑнине чакарать, тула тухассине, пыршӑлӑх микрофлорине йӗркене кӗртет.

2 апат кашӑкӗ типӗ йӗкелне е хуппине тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сӑрӑхтармалла. Кунне 3 хут апат умӗн ҫуршар стакан ӗҫмелле. Сиплев — чылайччен.

Аслати курӑкӗ.

Аслати курӑкӗ /фиалка полевая/ хулӑн пыршӑ ракӗпе чирлесен шыҫҫа хирӗҫле витӗм кӳнипе палӑрса тӑрать.

1 апат кашӑкӗ типӗ курӑка тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, икӗ сехетрен сӑрӑхтармалла. Кунне 3-4 хут 1-ер апат кашӑкӗ ӗҫмелле.

Шӗпӗн курӑкӗ.

100 грамм чӗрӗ шӗпӗн курӑкне /чистотел/ сивӗ шывпа лайӑх ҫумалла та вӗрекен шывпа чӳхесе илмелле. Вӗтетмелле /алла перчетке тӑхӑнмалла/, 2 литр банкине хумалла, вӗренӗ сивӗ шыв 1 литр хушмалла. 1 сехетрен сӑрӑхтармалла. Ҫур литр шӗвекпе кунне пӗрре 1 сехетлӗх клизма лартмалла. Курс — 10 процедура. 10 кун тӑхтанӑ хыҫҫӑн тепӗр курс ирттермелле. Ҫапла сываличченех сипленмелле.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех