Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем, пӗрне пуҫлӑх туса, икшер ҫӗрӗн, виҫшер ҫӗрӗн, ултшар ҫӗрӗн пуҫтарӑнса, Атӑлпа Дон тӑрӑх кимӗсемпе ҫӳренӗ.Соберутся шайками по 200, 300, 600 человек, выберут атамана и плавают на стругах.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Кашни йӗкӗт патӗнчех икшер хӗрарӑм: пӗр енчен хӗр, тепӗр енчен амӑшӗ.На скамейках чинно сидят парни, возле каждого две женщины: с одной стороны девушка, с другой — мать.
«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Туземецсем е тискер кайӑксем тапӑнассинчен хӑрамалли ҫук, ҫавӑнпа хурала икшер сехетрен улшӑнмалла пӗрер ҫын анчах тӑратрӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӑй вӑл салтак тумӗпе, гимнастерка петлицисем ҫинче икшер кубик.Сам он был одет в солдатскую форму, по два кубика на петлицах гимнастерки.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Каллех икшер ҫӑмарта пухмалла пулать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Черетлӗ взнос пухасси ҫинчен пӗлтерсенех, коммунарсем кашниех икшер чӑх ҫӑмарти илсе пыраҫҫӗ те вӗсене хӑваран явса тунӑ пӗчӗкҫӗ корзинкӑна хураҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Каҫпа ачасем черетпе икшер сехет хурал тӑчӗҫ.
10 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ытти шӑммисем тата… вӗсене тӗпчесе пӑхмалла-ха, анчах пӑхӑр-ха: янахӗнче икшер шӑмӑ, ку та ҫынсеннинчен начартарах, пулсах ҫи-теймен.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Удэхеецсем темиҫе вак касрӗҫ те кашнинех икшер тетел ячӗҫ.Удэхейцы сделали несколько прорубей и спустили в них двойную сеть.
Хӗлле пулӑ тытни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 125–127 с.
Икшер хутлӑ чул ҫуртсене курсан чарӑна-чарӑна пӑхать.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗрер те икшер хутлӑ чул ҫуртсем йышлӑччӗ унта, сӑрласа пӗтернӗ крыльцасемпе хапхасем темӗн чухлӗччӗ.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫу вӑхӑтӗнче кун сиктермесӗр тенӗ пек, канӑҫне-мӗнне пӗлмесӗр, Володьӑпа иккӗшӗ ӗҫлерӗҫ: вӑрмана ҫӳрерӗҫ, пушӑт касрӗҫ, витри-витрипе ҫырла пуҫтарса, хӑйсем ҫимесӗр курка вӗҫҫӗн сутса, пус ҫумне пус хушӑнтарчӗҫ, ҫӑпата тӑва-тӑва сутрӗҫ, черченке чӗркуҫҫийӗсене кантрапа ҫыха-ҫыха юн кӑлариччен шӑйӑрттарса пӗтерчӗҫ, хирте, ана пуҫӗсенче, курӑк ҫӑла-ҫӑла кӗлтелерӗҫ, кӗлтисене Упи пасарне ҫӳрекенсемпе ҫул майӑн илсе кайса икшер те виҫшер пуса сутрӗҫ.
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Аялта, йӗри-тавра, икшер вӗрлӗкпӗ лутра карта тытса, сурпан вӗҫӗсем, питшӑллисемпе сӗлкӗсем карнӑ, чечеклӗ чаршавсемпе катанпир тӑрӑхӗсем ҫака-ҫака тухнӑ.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗсем Петӗр патша ӗмӗрӗнче лашмана та ыттисенчен ытларах ҫӳренӗ, хырҫӑ-куланая икшер хут тӳленӗ тата тем-тем асапне те нумай чӑтса ирттернӗ…
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сӑмахсене, хӑй сисмесӗрех, икшер хут калама юратать вӑл.
I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫинҫешке вӑрӑм турачӗсем, тӗттӗмри чӗрӗ сулхӑна пула, ҫулҫине те чипер сарса ӗлкӗреймен, вӑхӑтсӑрах сарӑхтарса янӑ: хӑшпӗр туна тӑрринче ҫеҫ пӗрер те икшер ҫулҫӑ тӑкӑнаймасӑр юлнӑ та, вӗсем кивелсе кӗҫеленнӗ ярапа пек усӑна-усӑна аннӑ.
I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӑҫат, сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ полушубкӑ, ваткӑпа ҫӗленӗ ӑшӑ шӑлавар, хулпуҫҫи урлӑ уртса янӑ трехлинейнӑй винтовка, хӑшӗн-пӗрин винтовка вырӑнне автомат-пӑшал, пиҫиххирен ҫакса янӑ икшер ҫӗр патрон, алшӑлли, михӗ ӑшне чикнӗ вӗрен, консервӑсем, ҫӑкӑр, шпик, ҫу, сахӑр тата пӗрер фляга спирт — мӗнпурӗ пӗрле пӗр ҫын пуҫне ҫирӗм кило тивет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Шипунпа Свист ҫамрӑкчӗ те пысӑках марччӗ, — икшер метр тӑршшӗ кӑначчӗ, — ҫавӑнпа та ҫынсемшӗн хӑрушӑ марччӗ.
Теплоход ҫинчи зоопарк // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Педагогсен канашӗ вара, Вахнова икӗ эрнелӗхе арестлесе, куллен икшер сехет лармалла тунӑ.И педагогическим советом Вахнов был приговорен к двухнедельному аресту по два часа каждый день.
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма аялтан, икшер пусма урлӑ, пикенсех утса хӑпарнӑ: лешӗ ҫавӑн ҫине пӑхса, ҫӳлте нимӗн чӗнмесӗр ӑна сӑнаса, тӑнӑ пулнӑ.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.