Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑрах куҫлӑ тетте, хура упа, пуҫне салхуллӑн сӗнксе шкап тӑрринче ларать, кӗтесре роллер выртать, лутра ҫавра пукан ҫинче темӗнле коллекцисем пуҫтарнӑ, — вара эпӗ Р. пӗчӗк чухне мӗнле пулнине тӗшмӗртсе чухларӑм — ҫавӑн пекех вичкӗн те виҫеллӗ хӗрӳ, ҫӳҫне малалла казакла усӑнтарса янӑ, ҫавра питлӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӗнӗве кӑнттам, анчах вичкӗн сӑмахсемпе ҫырнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хура халӑх ӑстӑнне хӑрушшӑн пӑлхатма пултарнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗсем Мускавра 40 ҫулхи вичкӗн ҫынсене ҫеҫ итлесе пурӑнаҫҫӗ.Они в Москве только и питаются, что сорокалетними остряками.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн сӑн-питӗнче вӑл ӑсран кайнине палӑртаканни нимӗн те ҫук; ӑсран кайма мар-ха, унӑн чӗрӗ те вичкӗн куҫӗ ман ҫине шӑтарас пек пӑхать, темле магнитла туртӑм хӑвачӗ пур пек туйӑнать мана унӑн куҫӗнче, кашни пӑхмассерен вӑл мӗн те пулин ыйтасшӑн пек туйӑнать.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак пӑтрашура опытлӑ вичкӗн куҫлӑ ҫын ҫеҫ хӑйӗн мӗн тумаллине курма пултарнӑ.Только опытный глаз мог разобраться в этой сутолоке, что ему делать.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗ вулама та, вӗренме те тытӑнтӑм, вӗренесси те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ; ӗнтӗ чап та, телей те вӗсенчен килмест иккен, терӗм эпӗ, мӗншӗн тесен чи телейлӗ ҫынсемех тӑмсай ҫынсем пек курӑнчӗҫ, чаплӑ пулас-ха тени вара — ӑнсӑртран ӑнӑҫни кӑна, ӑна тупас тесен, вичкӗн ҫеҫ пулмалла.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Сан лашуна пӗрремӗш хут курнӑ чух, — терӗ Азамат малалла, — вӑл сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса, айӑнта ташласа ҫеҫ тӑратчӗ, чӗрни айӗнчен вут сирпӗнсе вылянатчӗ, ҫавӑнтан вара хама та паллайми пултӑм эпӗ, мана нимӗн те илӗртми пулчӗ: аттен чи лайӑх урхамахӗсем ҫине эпӗ те йӗрӗнсе пӑха пуҫларӑм, вӗсене утланса тухмашкӑн та намӑсчӗ, йӑлтах хуйха кайнӑччӗ-ҫке эпӗ, кунӗ-кунӗпе чул ту ҫинче кулянса лараттӑм, минутсерен тенӗ пек ман ума санӑн хура урхамаху хӑйӗн илемлӗ уттипе, ҫӗмрен пек тӳрӗ, яка ҫурӑмӗпе тухса тӑрсассӑн туйӑнатчӗ; вӑл сӑмах каласшӑн пек, вичкӗн куҫӗсемлӗ мана куҫран пӑхнӑ пекчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сасартӑк Владимир ҫынсем хушшине сиксе тухрӗ те вичкӗн сасӑпа: — Лекарь кирлӗ мар, атте вилчӗ, — терӗ.Вдруг Владимир явился между людьми и отрывисто сказал: «Не надобно лекаря, батюшка скончался».
IV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл палатӑри юлташӗсем ҫине лӑпкӑн, интереспа пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра Мересьев унӑн ансӑр та питӗ вичкӗн куҫӗсем хӑйне ҫав тери тинкерсе, тӗрӗсленӗ пек пӑхнине сисрӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫуллапа кӗркунне хула ҫинелле вичкӗн хир ҫилӗсем вӗрнӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ӑнӑҫсӑр атакӑланӑ истребитель ҫинче опытлӑ та вичкӗн куҫлӑ летчик ларнӑ-мӗн.На истребителе, который он так неудачно атаковал, сидел опытный и наблюдательный летчик.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавсенчен сарӑлнӑ та ӗнтӗ хайхи вичкӗн те шиклентерекен шӑршӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ку шӑршӑ, ирӗлекен юрӑн таса та уҫӑ шӑрши ҫумне хутшӑннӑ вичкӗн те йывӑр тата шиклӗхе систерекен шӑршӑ — ҫакӑнтисем вӑрманшӑн ют.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Картусӑн тӳрӗ сӑмси айӗнчен Ваня ҫине кӑштах хӗснӗ вичкӗн куҫсем пӑхнӑ.Из под прямого козырька кепки на Ваню смотрели немного суженные пронзительные глаза.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсем ваттисен сӑмахӗсенче те тӗл пулаҫҫӗ: «Тытман пуртӑ тутӑхать», «Вичкӗн пуртӑ та хӑйӗн аврине касаймасть», «Туптаман ҫава - ҫава мар», «Пурнӑҫ пуласси кӗреҫе авринчен килет, тенӗ», «Кил хушшинче кӗвенте хуҫӑкӗ те кирлӗ», «Кӗнчелепе тӗнче тытаймӑн», «Сухапуҫ тӑрантарать, тарӑху пӑхӑнтарать», «Витмен кусарпа ҫурт пурас ҫук», «Инҫе ҫула йӗп те йывӑр», «Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать» тата ытти те.
Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26
Чӑн та чӑн тенӗрен, хай пуянӑн суя сӑмахне чисти чӑна кӑларсан кӑна, ку ҫӗнӗ пуянӗ, ҫукран пур пулнӑскер, каллех халӑхсем енне ҫавӑрӑнса ларсан: «Итлӗр-халӗ, ватӑсем, пуянсем, ӗлӗк, эпӗ ҫук ҫын чухне, сире темӗн тӗрлӗ тӗрӗсне кала-кала параттӑм, эсир уп чухне манӑн ӑслӑ сӑмахӑмсене сума сумасӑр, шанмасӑр, манах ухмах тесе вӑрҫаттӑр; халӗ эпӗ сирӗн пек пуян пулсан, сирӗнпе пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чухне, сире суя суйса каланӑ сӑмахсене те эсир: «Пулӗ те ҫав, ах вӑл епле пит вичкӗн шӑллӑ шӑши пулнӑ-ши?» – тесе, чӑна кӑларса тӗлӗнсе ларатӑр», – тет вӗсенчен кулса.
Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/
Хӑй ҫумӗнче ларакан пуянӗсем: «Пулӗ те ҫав, ах, вӑл епле алла, пит вичкӗн шӑллӑ пулнӑ пулӗ шӑшийӗ?» – тесе тӗлӗнӗ пуҫларӗҫ, тет.
Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/
Агаков-сатирикӑн чӗлхи вичкӗн.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ватӑрах писательсенчен пӗри, хӗрӳллӗ публицист, лайӑх тӑлмач, вичкӗн шухӑшлӑ калавҫӑ В. Иванов-Паймен юлашки ҫулсенче хастарлӑ ӗҫлет.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.