Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манас (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Светри хӗвӗшӳ ӑна кӑшт ҫеҫ сӗртӗнчӗ, вӑл вара, унти мӗнле те пулин йывӑр, ют япаласене манас тесе, каллех хӑй кӗтесне васкарӗ, каллех килти пурнӑҫӑн вак-тӗвек чӑрмавӗсемпе аппаланчӗ, кунӗ-кунӗпе ачасен пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, ачасемшӗн амӑшӗ те, няня та пулчӗ е Андрейпе пӗрле тимлесе вуларӗ, «ӑслӑ тата кичем» япаласем ҫинчен калаҫрӗ, иккӗшӗ поэтсене вуларӗҫ, Италие каясси ҫинчен калаҫкаларӗҫ.

Суета света касалась ее слегка, и она спешила в свой уголок сбыть с души какое-нибудь тяжелое, непривычное впечатление, и снова уходила то в мелкие заботы домашней жизни, по целым дням не покидала детской, несла обязанности матери-няньки, то погружалась с Андреем в чтение, в толки о «серьезном и скучном», или читали поэтов, поговаривали о поездке в Италию.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Тата корица илме ямашкӑн манас марччӗ.

Еще не забыть за корицей послать.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Манас тесен те манаймӑн вӗсене.

Даже если захочешь, не сможешь их забыть.

Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тӑван ҫӗр-шывӑн шанчӑклӑ ывӑлӗсен паттӑрлӑхне вырӑс халӑхӗ нихӑҫан та манас ҫук.

Бессмертный подвиг верных сынов Родины навсегда остался жить в сердцах русского народа.

Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

…Ҫав ире нихҫан та манас ҫук ҫав — ҫӗр ҫинче вӑл хӑйӗн шурка та ҫав вӑхӑтрах маншӑн хӑюллӑ сӑнпа ҫуталан малтанхи ир пек туйӑннӑшӑн мар ӗнтӗ.

…Никогда не забуду этого утра — и вовсе не потому, что своими бледными и в то же время смелыми красками оно представилось мне как бы первым утром на земле.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку уява Петя нихӑҫан та манас ҫук!

Петя никогда не забудет этого праздника.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Суранӑм чӑтма ҫук сурнине шӑла ҫыртса тӳссе, пусма тарӑх анса, вагон айне выртнӑ чухнехи туйӑма эпӗ нихҫан та манас ҫук.

Никогда не забуду чувства, с необычайной силой охватившего меня, когда, преодолевая мучительную боль, я спустился с лесенки и лёг под вагон.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакна нихҫан та манас ҫук.

Навсегда запомнилось мне.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл сӑмахсене эп ӗмӗрне те манас ҫук.

Его слова мне не забыть вовеки.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара эпӗ ӑна ҫав «ача чухнехи халлапсене» хам ӑшӑмра вӑл вӗсене нихҫан та манас ҫуккине пӗлсех тӑраттӑмччӗ пулин те пӗрле манӑпӑр терӗм.

И я дала ему слово, что мы вместе забудем об этих «детских сказках», хотя была уверена в том, что он не забудет о них никогда.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах дневникрен ҫырса илнӗ вырӑнсене пӗтӗмпех пичетленӗ: «Ҫавӑн чух уйрӑлнине нихҫан та манас ҫук эпӗ, вӑл хавхаланнӑ сӑнарлӑн инҫете тинкерсе пӑхни нихҫан та асран каяс ҫук.

Но выдержки из дневника были напечатаны полностью: «Никогда не забуду этого прощанья, этого бледного вдохновенного лица с далеким, взглядом.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫав сывпуллашнӑ саманта, ҫав шурса кайнӑ сӑн-пите, унӑн инҫе-инҫе пӑхакан куҫӗсене нихҫан та манас ҫук.

Никогда не забуду этого прощанья, этого бледного, вдохновенного лица с далёким взглядом!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла малалла кайрӑмӑр ӗнтӗ эпир, ӑна эпӗ ӗмӗрне те манас ҫук: эпир йӗркеллӗ, урасене пӗр пек улӑштарса, пурте пӗр вӑхӑтрах малалла талпӑнса, кӑкӑрсемпе лямка ҫинелле уртӑнса, хӑрах алӑпа кимӗ хӗрринчен тытса, утатпӑр.

Вот картина нашего движения, которой я никогда не забуду: мы идём мерно, в ногу, одновременно покачиваясь вперёд, налегая на лямку грудью и держась одной рукой за борт каяка.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн тата Катьӑпа сывпуллашса, «аннӳне пытарнӑ чухне эсӗ пӑрӑнса тӑнине эпӗ нихҫан та манас ҫук», тесе калас килсе кайрӗ.

Мне хотелось еще проститься с Катей и сказать ей, что я никогда не забуду, как она отвернулась от меня на похоронах.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урӑх тӗл пулма тӳрӗ килӗ-и, ҫук-и, ӑна пӗр турӑ кӑна пӗлет, анчах та эпӗ сана ӗмӗрте те манас ҫук; хам мӗн ҫӗре кӗричченех пӗр эсӗ кӑна ман чӗрере пулӑн», — терӗ вӑл шӑппӑн.

Придется ли нам увидаться, или нет, бог один это знает; но век не забуду вас; до могилы ты один останешься в моем сердце», — сказала она тихим голосом.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унӑн юлташне вара эпӗ ӗмӗрӗмре те манас ҫук.

Но ввек не забуду его товарища.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ӑна ҫывӑх пулса, икӗ тантӑш хӗр пек чунтан калаҫнине эпӗ нихҫан та манас ҫук.

Все вспоминался он мне — вот как мы сидели и разговаривали, словно две подруги.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ӗнер пӗрне, нимӗҫ чӗлхи хыҫҫӑн, пӗрех янклаттарса ятӑм, нихҫан манас ҫук!

Я одного вчера после немецкого языка так треснула, будет знать!

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав ҫынна эпӗ нихӑҫан та манас ҫук.

Никогда не забуду этого человека.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хам ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Даша инкен пичӗ мӗнле пулса кайнине эпӗ нихҫан та манас ҫук.

Никогда не забуду, какое лицо сделалось у тети Даши, когда я произнес эти слова.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех