Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйрӑмах сăмах пирĕн базăра пур.
уйрӑмах (тĕпĕ: уйрӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑяршӑн вара — уйрӑмах спаҫҫибӑ.

А за огурчики — особое спасибо.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫӗр ҫийӗпе те ҫӳреме вӑтанать, ӑҫтан унта ҫамрӑк-кӗрӗме, уйрӑмах пирӗнне тата, итлеттерме!

Она по земле ходить стесняется, где уж ей там с молодежью, да особенно с нашей, управиться!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗҫ вӑйне лартса тухасси, ҫак вӑя бригадӑсем тӑрӑх пӗр пек пайласси пирки — малашне асту, утӑ ҫулнӑ чухне хуть, уйрӑмах вара тыр-пул пуҫтарса кӗртнӗ чух.

А что касается расстановки сил, равномерного распределения этих сил по бригадам — учти на будущее, хотя бы на время сенокоса, и особенно — в уборку хлебов.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Майданниковсен автанӗн генерал басӗ ӑна уйрӑмах килӗшет, автансен пӗтӗм хорӗнче вӑл юлашки аккорд пек пулнӑн туйӑнать.

Особенно нравился ему генеральский бас майданниковского петуха, служивший в общем петушином хоре как бы заключительным аккордом.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ вӑл, кӑкӑр ӗмӗртекен ҫамрӑк ача амӑшӗ пек, — уйрӑмах чечен, лӑпкӑ, кӑштах ӗшеннӗ, талкӑшпех ырӑ, телейлӗ, таса амалӑх сӑнӗпе ҫиҫсе, йӑлкӑшса выртать.

Была она теперь, как молодая, кормящая грудью мать, — необычно красивая, притихшая, немного усталая и вся светящаяся прекрасной, счастливой и чистой улыбкой материнства.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсенчен пӗри уйрӑмах хаяр вара.

Один из них был особенно злым.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Гремячий Лог хуторне, уйрӑмах Гремячири хӗрӳпраҫсене тӗлӗнтерекен юлашки хыпар — Дымок вилни пулчӗ.

Последней новостью, взволновавшей Гремячий Лог и в особенности гремяченских девок, была смерть Дымка.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑмсем уйрӑмах ҫивӗччӗн ун майлӑ тӑчӗҫ.

Особо ретиво его поддержали бабы.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн хӑлхине юн юхмаллах ҫурса пӑрахрӗҫ, сӑмси-тутисене ҫапса ватса пӗтерчӗҫ, анчах вӑл, малти шӑлӗ ҫуккине кӑтартса, шыҫса хӑпарса тухнӑ тутисемпе ҫапах та кулкалать-ха, хӑй ҫумне уйрӑмах хаяррӑн пырса ҫулӑхакан хӗрарӑмсене васкамасӑр, вӑйсӑррӑн тӗрте-тӗрте ярать.

Ему до крови рассекли ухо, разбили губы и нос, но он все еще улыбался вспухшими губами, выказывая нехваток переднего зуба, неторопливо и несильно отталкивал особенно свирепо наседавших баб.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр ҫӗре пӗрлешсе сӗрлекен нумай-нумай сасӑсем хушшинче ҫав ҫинҫе сасӑ кӗркунне малтанхи тӑмсем ӳксе сарӑхтарнӑ вӑрманта тискер кайӑкӑн ҫӗнӗ йӗрри тӑрӑх хӑйӗн эшкерӗпе хӑваласа пыракан вӗшле ама йытӑ ыттисенчен уйрӑмах ҫуйкӑнланса, антӑха-антӑха кайса хаяррӑн йӗрсе-ӳлесе вӗрнӗ пекех яр уҫҫӑн уйрӑлса илтӗнет.

Он резко выделялся из слитной массы голосов, как выделяется из общего гона осенью в лесу, тронутом первыми заморозками, страстный, захлебывающийся, яростно плачущий лай гончей суки, идущей вместе со стаей по горячему следу красного зверя.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тухакансем уйрӑмах иккӗмӗш бригадӑран нумай пулчӗҫ, унта мӗн пурӗ те ҫирӗм тӑхӑр хуҫалӑх кӑна тӑрса юлчӗ, вӗсен шутӗнче те, Любишкин бригадир калашле, «тухса тарма хатӗрех тӑраканнисем» темиҫе ҫын пур.

Особенно сильный отлив был из второй бригады, в которой осталось всего-навсего двадцать девять хозяйств, да и из этого числа несколько человек были «на ваканции к бегству», как говорил бригадир Любишкин.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑнах та, пурне те каламан эпӗ, анчах хӑшпӗрисене, хӑйсен чунӗсемпе пире хирӗҫ уйрӑмах хытӑ вӗчӗрхенсе тӑраканнисене, каланӑ.

Правда, не всем, но иным говорил, какие в душе против нас особенно напряженные.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир партизан чирне пурте чирлесе ирттернӗ, уйрӑмах пирӗннисем, флотрисем унпа хытӑ чирлӗччӗ, ну, паллах, эпӗ те чирлесе курнӑ ӗнтӗ.

Все мы партизанщиной были больны, особенно наши флотские, ну, и я конечно.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шухӑ подпоручикӗн савӑнӑҫлӑхӗ Яков Лукича пӗр япала пулса иртнӗ хыҫҫӑн уйрӑмах килӗшмерӗ.

Веселость лихого подпоручика пришлась не по душе Якову Лукичу особенно после такого события.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл уйрӑмах паха, ҫутӑ, ачалла тӗлӗксем курса выртать пулмалла; уншӑн пурӑнма канлӗ, сывлама ҫӑмӑл.

Во сне она, наверное, видит свои особые, светлые, детские сны; ей легко живется, легко дышится.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Уйрӑмах ҫакна хӗрарӑмсем хирӗҫ пулчӗҫ.

Особенно возражали бабы.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Уйрӑмах ҫакна хӗрарӑмсем хирӗҫ пулчӗҫ.

Особенно возражали бабы.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗррехинче, уйрӑмах тӗттӗм ҫӗрле, вӑл ӑна арпалӑхран ҫавӑтса тухрӗ, йӗнерлемесӗрех утланса ларчӗ те сиккипех хирелле чуптарса кайрӗ.

Как-то раз, в особо темную ночь, вывел его из мякинника и охлюпкой поскакал в степь.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Уйрӑмах Николай Люшня час-часах пыркаларӗ.

Особенно часто приходил Николай Люшня.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку мелпе уйрӑмах ачасемпе ватӑсене ҫавӑрма пулать.

Особенно это хорошо срабатывает с детьми и пожилыми.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех