Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларма сăмах пирĕн базăра пур.
ларма (тĕпĕ: ларма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ак ӑҫта пурӑнатӑн иккен эсӗ, — терӗ вӑл, эп ӑна ҫемҫе пукан ҫине ларма сӗнсен.

– Вот ты где живешь, – заметил он, когда я вежливо предложил ему кресло.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Гриша пире ларма сӗннӗ вӑхӑтра вӗсем, хӑнасене хисеп туса тухса кайрӗҫ.

Но пока Гриша усаживал нас, они деликатно вышли,

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та эп ӑна килӗшмерӗм пулмалла, вӑл хӗпӗртесех мӑйӑхне шӑлса илчӗ те ларма сӗнчӗ.

Должно быть, я всё-таки понравился, потому что он с удовольствием расчесал усы и велел мне садиться.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ вӑл кровать тӑрӑх куҫкалать, чун хавалӗпе те пулин пӗр вырӑнта ларма тӑрӑшать.

Он начинал ёрзать по кровати, мучительно стараясь усидеть.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анса ларма тӑрсан чума айккине пӑрӑнса кайнӑ чухне шасси распорки ваннӑ пулнӑ.

Сломана была распорка шасси — без сомнения, когда при посадке я шарахнулся в сторону от чума.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Энскинче мана кичемлӗх пусса илчӗ, маншӑн вара Мускава ҫитсе, кӗнекесене тытса ларсанах, кичемленсе ларма вӑхӑт тупӑнас мар пек туйӑна пуҫларӗ.

Я скучал в Энске, и мне казалось — вот приеду в Москву, возьмусь за книги, и не будет у меня времени, чтобы скучать.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн тесен тӗнче литературине пӗлмен филологсем вӗрентме, укол тӑва пӗлмен тухтӑрсем сиплеме, ҫулпа ҫӳрес правилӑсене пӗлмен шоферсем руль умне ларма, йӗрке мӗнне пӗлмен ҫынсем тӑнӑҫлӑха сыхлама тытӑнсан - эсир хӑвӑр кӑравул кӑшкӑрма тытӑнатӑр.

Потому что если начнут учить филологи, не знающих мировую литературу, лечить доктора, не умеющие делать уколы, садиться за руль шофёры, не знающие правил дорожного движения, оберегать мир люди, не знающие режим - вы сами начнёте кричать караул.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Енчен те йӑваран уйрӑлмасан пусма ларма ҫирӗп шухӑш тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех