Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвах пӗлетӗн, пирӗн кунта тепӗр чух лаша хырӑмне ҫити юр тултарса хурать.Ты знаешь, у нас иной раз так навалит, особо в лесах, что по брюхо коню.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Дятлова тата унӑн хырӑмне пӑхса илсен, вӑл Андрее хулпуҫҫирен тӗртрӗ.Взглянув на Дятлова и его живот, она тронула Андрея за плечо.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сулахай йӗм пӗҫҫийӗ ҫурӑк, вӑл ӑна чӗркуҫҫирен ҫӳлелле пӗтӗрсе, ҫыхса лартнӑ, хытканрах ури хырӑмне юнпа тӗрленсе пӗтнӗ пир татӑкӗпе чӗркесе ҫыхкаланӑ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах шап! шаплатса ӳкнӗ те хырӑмне ыраттарнӑ, ахлатнипе кӑкӑрне тата ҫӑвар ӑшне тултарнӑ сывлӑш йӑлтах тухса кайнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан вӑл утиялне сирме хушрӗ те кӑкрине тишкерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн чирлӗ ҫын хырӑмне сӑтӑркаласа илчӗ.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Лешӗ, анасла-анасла, куҫӗсене хӗскелесе, е ҫурӑмне, е хырӑмне хыҫкаласа, аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн ҫех тухса тӑчӗ.Тот вышел в одном нижнем белье, зевая, щурясь и почесывая себе то спину, то живот.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл тытӑҫӑва тухать иккен, эпӗ ӑна тытатӑп та хырӑмне пуля шаплаттаратӑп, вара каллех ачасене нимӗн ҫыртма ҫук…А вышел он на поединок, я ему влеплю пулю в живот, и опять детям кусать нечего…
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӑна тискер этемсем хӑйсен яланхи хатӗрӗпе — чукмарпа е йывӑҫ хӗҫпе пуҫран ҫапрӗҫ курӑнать; ҫавӑнтах мӗскӗне иккӗн-виҫҫӗн пырса сырӑнчӗҫ те ӗҫе тытӑнчӗҫ: унӑн хырӑмне касса ҫурчӗҫ, касса вакларӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Йӗме эпӗ ҫав тери ватӑ качака тирӗнчен ҫӗлерӗм, ҫӑмӗ ытла та вӑрӑмччӗ вӑл ура хырӑмне ҫурри таран витсе тӑратчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Мойсей Мойсеич та тӑчӗ, хырӑмне аллисемпе тытса, болонка йытӑ вӗрнӗ пек ҫинҫе сасӑпа кулма тытӑнчӗ.Мойсей Мойсеич тоже поднялся и, взявшись за живот, залился тонким смехом, похожим на лай болонки.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Лешӗ, Денискӑпа тахҫантанпах паллашнӑ пек, хӑйӗн хыпкӑч пек пысӑк янах шӑммисене ним пӑлханмасӑр хускаткаларӗ те шӑнан хырӑмне татса ҫирӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл, тӗксӗм хырӑмне ҫурӑк кӗпе айне именчӗклӗн пытарса, ҫаплах ӳпкелешрӗ:Он стыдливо запахивал на смуглом животе располосованную рубаху, сетовал:
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ выҫӑллах тӑратӑп, а вӑл вӑкӑр хӑмпи пек хӑпарса каять, вара хырӑмне каҫӑртса выртать те пӗтӗм ҫеҫен хире янратса иклетме пуҫлать.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗм айӗнче выртакан Ҫӑрттан мучи бригадӑра хӑйне мӗнле апат ҫитерме пултарасси пирки нумайччен шутларӗ, унтан вара пӗр сӑлтавсӑрах хӑй Яков Лукич амӑшне асӑннӑ ҫӗрте епле апат ҫисе тултарнине аса илчӗ, унта ҫинӗ апат ҫинчен шухӑшласа кӑмӑлне пӗтӗмпех пӑснипе, сасартӑк хырӑмӗ ҫав тери выҫнине туйрӗ, вара унӑн ыйӑхӗ самантрах сирӗлсе кайрӗ, вӑл тарӑхнипе лач! сурса хучӗ те, сухалне шӑлса тасатса, пӗрӗннӗ хырӑмне хыпашлама тытӑнчӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Варя унӑн ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ хырӑмне хуть кӑшт та пулин курма пултарасси ҫинчен шутласан, Давыдов вӗриленсе ӳкрӗ, вӑл тельняшкин уҫӑлса кайнӑ аркисене тачӑрах пӗрлештерсе витрӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ик аллипе те хырӑмне хупласа, вӑл пушӑ шайкка шыраса тупрӗ, пуҫне супӑньлерӗ — вара шӑп ҫав самантра хӑй ҫумӗнчех, аялта, такам шӑппӑн кулнине илтрӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫырса хур ӑна паянтан пӗтӗм юр-вар илсе тӑма, эсӗ, стрепке, ӑна пӑтӑ антарса пар, хырӑмне кӗриччен ҫимелӗх!
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах Лушка, мӗнле пуҫланӑ, ҫавӑн пекех кӗтмен ҫӗртен сасартӑк кулма чарӑнчӗ, урисене тӑсса хучӗ те, алтупанӗпе пӗҫҫисене тата хырӑмне шӑлкаласа, кӑштах хӑйӑлтатакан пулнӑ телейлӗ сассипе, шухӑша кайса, ҫапла каларӗ:
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хир чӑххисен шӑршинче пӗр ҫӗре таччӑн ҫыпӑҫса пӗтӗҫнӗ тем тӗрлӗ шӑршӑ сӗвемӗсем те пур, ҫавӑнпа та тилӗ аҫин, ҫавсене шӑршласа тӑранас тесен, тӗмеске ҫинчен анмалла, ҫӑлтӑр пек йӑлтӑртатса выртакан юр ӑшӗнчен урисене кӑлармасӑр, ҫӑмӗ пӑрланнӑ ҫӑмӑл хырӑмне хытхура тӑррисем тӑрӑх сӗтӗрттерсе, пӗр аллӑ чалӑша яхӑн йӑпшӑнса шӑвӑнмалла.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мамычиха карчӑк ӗнтӗ, ҫапса ҫӗмӗрнӗ чӳлмекӗшӗн кулянса, йӗрмӗшме тытӑннӑччӗ кӑна, мучи хырӑмне кӗпипе витрӗ те тӑрса ларчӗ.Едва лишь бабка Мамычиха запричитала над разбитой махоткой, он опустил рубаху, приподнялся.
17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959