Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл кӗпине ҫӑм лапчашки пек арпашӑнса пӗтнӗ пӗчӗк сухалӗ таранах тавӑрса уҫса хунӑ, шупка ӳтлӗ ырханкка хырӑмӗ ҫине пӗр ултӑ литра яхӑн кӗрекен тӑм чӳлмек ӳпӗнтернӗ, чӳлмеккин ҫӳхе хӗррисем ун хырӑмне кассах кӗрсе ларнӑ.
17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл кӗпине ҫӑм лапчашки пек арпашӑнса пӗтнӗ пӗчӗк сухалӗ таранах тавӑрса уҫса хунӑ, шупка ӳтлӗ ырханкка хырӑмӗ ҫине пӗр ултӑ литра яхӑн кӗрекен тӑм чӳлмек ӳпӗнтернӗ, чӳлмеккин ҫӳхе хӗррисем ун хырӑмне кассах кӗрсе ларнӑ.
17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл, пӗр вӗрмесӗр-тумасӑрах, малалла ыткӑнчӗ, шап-шурӑ мамӑк тӗклӗ хырӑмне ҫутӑлтарса, кайри урисем ҫине тӑчӗ, унтан, мӑйкӑчи пырне пӑвӑнтарса лартнипе антӑхса, уҫҫӑнах тухман сассипе харлатма пуҫларӗ.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗр ҫиле тӳртӗн ҫаврӑнкаласа тӑркаличчен пӗтӗмпех-пӗтӗмпех, ҫаппа-ҫарамас чухнехи пек, тумӗ айӗнчи мӗнӗпех, курса юлать вара патша ӑна самантлӑха, ҫӳллӗ те йӑрӑсскере, вунвиҫ ҫулхи чи вӑйлӑ ешерекенскере; курать унӑн пӗчӗк чӑп-чӑмӑр та ҫирӗп кӑкӑрӗсемпе ҫитса тӗрлӗ еннелле пайӑркӑн-пайӑркӑн карӑнтарнӑ ӗмкӗч пуҫӗн хӑпарӑнчӑкӗсене, хӗрупраҫла ҫавра хырӑмне, чашӑк евӗрскере, урисене аялтан пуҫласа ҫӳле ҫити уйӑрнӑ тарӑн йӗре, лере, купарча мӑкӑрӑлчӑкӗсем патнелле, икке пайланса каяканскере.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл, кун-каҫиччен кавлесе, хырӑмне тем чухлӗ тӗрлӗрен апат чыхса тултарнӑ та, халӗ ӑна пӑчӑ, ҫывӑрма кансӗр, вӑл хӑрушӑ, усал тӗлӗксем курать.Оно слишком много пожрало за день разной пищи, ему жарко, неловко и снятся дурные, тяжелые сны.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Тӗмсене сиретӗп те курах каятӑп — шӗшкӗ тӗмӗ ҫумне сӗвенсе, хайхи хӗрарӑм, сарӑ тутӑрли, лара парать, пуҫне хулпуҫҫи ҫине пӑрса хунӑ, ҫӑварне йӗркесӗр карса пӑрахнӑ, куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, ухмаха ернӗ ҫынӑнни пек; вӑл аллисемпе пысӑк хырӑмне ярса тытнӑ та майсӑр хӑрушӑ, йывӑррӑн сывлать; хырӑмӗ шӑнӑр туртнӑ евӗр сиккелет; хӗрарӑм, ӑна аллисемпе тытса, кашкӑрӑнни пек сарӑ шӑлӗсене йӗрсе, хуллен йынӑшать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Сар тутӑрли, яланхи пекех, чӗнмесӗр, мӑйне тӑсса, хӑй хырӑмне тинкерсе пӑхса ларатчӗ, анчах тепӗр чухне сасартӑк, кӗтмен ҫӗртенех, ӳркевлӗ те хулӑн, хӑйӑлти арҫын сассипе хурлӑхлӑн сӑвӑласа юрлама тытӑнатчӗ:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Хуҫа, тачка та шыҫмак ҫын, тӗрлӗ тӗслӗ куҫлӑскер, хӗрарӑм сӑн-питлӗскер, хырӑмне силлентерсе, мӑнтӑр та кӗске урисемпе урайне кисрентерсе, сассине йынӑштарса ҫухӑратчӗ:
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Харпӑр хӑй хырӑмне тӑрантарма темиҫе кӗрепенке ҫӑкӑр ӗҫлесе тупасшӑн, хулпуҫҫийӗсем ҫинче пиншер пӑтӑн тырӑ йӑтса пӑрахутсен тимӗр хырӑмне тултаракан грузчиксен речӗсем ҫине пӑхма ҫав тери кулӑшла.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Маргарита унӑн хырӑмне пӳрнипе пусрӗ те, пӳлӗмре мультфильмри юрӑ янӑраса кайрӗ: «Теперь я Чебурашка, мне каждая дворняжка при встрече сразу лапу подает».
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ун ура хырӑмне ҫавӑнтах Женьӑн кроссовкин сӑмси ҫитсе тӑрӑнчӗ.Точечным ударом носком другой ноги Женя врезала ему по ноге прямо над ступней.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Калас пулать, камбаласен хырӑмӗ сысна ҫури тӗслӗ, ӑвӑс тӗслӗрех, анчах ку пулӑ, хырӑмне нихҫан та кӑтартмасть, яланах шыв тӗпӗнче хырӑмӗпе хӑйӑр ҫумне лӑпчӑнса выртать.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ача вӗҫтере пачӗ, пуҫне каҫӑртса, хырӑмне мӑкӑртса, халь-халь кӗҫенсе ярас пек тапӑртатса, тусан кӑларса чупрӗ.А малыш убежал, закинув голову, выпятив живот, топоча пятками и выворачивая ими пыль.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗрре вӑл хырӑмне аллипе тытса, выртса кӑтартать, тепре аллисене сарса ярса малалла тапса сикет.То он ложился, хватаясь за живот, то подпрыгивал и кидался вперёд с поднятыми руками.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗҫӗ интереснӑй унӑн: вӑл сӑсар хырӑмне касса пӑхнӑ, вӗсем мӗн ҫисе пурӑннине пӗлнӗ.У него была интересная работа: он потрошил желудки соболей и выяснял, из чего состоит их пища.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хырӑмне касаҫҫӗ те чакаланма пуҫлаҫҫӗ вара.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӑнтӑрскӗр, куҫӗсене чарса пӑрахса, хырӑмне: чӗтретсе, вӑл пурте йӗркеллех-и, мӗн те пулин ҫухалман-и тесе, эпир ӗҫлекен сарай патне пыра-пыра пӑхатчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алексей умӗнче нимӗҫ самолёчӗн хӗвел ҫутатнӑ кӑвак хырӑмӗ йӑпӑртлӑх кӑна курӑнсан, вӑл пур гашеткӑсем ҫине те пӗр харӑс пусрӗ те, виҫӗ ярӑм вут сапса, нимӗҫ самолёчӗн хырӑмне ҫурса пӑрахрӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лармалли вырӑнӑн хыҫӗ ҫинче выртса, Алексей пӗр самантлӑха прицел хӗресӗнче «ҫӑпатаҫӑн» ула-чӑла хырӑмне, унӑн хулӑн кустӑрмисене хупласа тӑракан кулӑшла ҫӑпатисене, вӗсем ҫумне аэродромра ҫыпӑҫнӑ тӑм катӑкӗсене те курчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эксперимент ирттеретӗп: юн ӗмсе тӑраннӑ вӑрӑмтуна хырӑмне тултарнӑ хыҫҫӑн мӑн чухлӗ вӑхӑт пурӑнать?
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив