Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тута сăмах пирĕн базăра пур.
тута (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Зверков г-нӑн сӑн-сӑпатӗнче хӑйне савӑнӑҫ кӳрекен илем ҫукчӗ; тӑватӑ кӗтеслӗ сарлака пичӗ ҫинчен шӑши куҫӗсем чеен пӑхаҫҫӗ, пысӑк каҫӑр сӑмси шӑтӑкӗсем ялан уҫӑ тӑраҫҫӗ, кӗске кастарнӑ кӑвак ҫӳҫӗ картлӑ ҫамки ҫийӗн шӑрт пек вирелле ҫӗкленет, ҫӳхе тута хӗррисем пӗр вӗҫӗмсӗр йӑпӑлти кулӑпа ейӗлеҫҫӗ.

Наружность самого г. Зверкова мало располагала в его пользу: из широкого, почти четвероугольного лица лукаво выглядывали мышиные глазки, торчал нос, большой и острый, с открытыми ноздрями; стриженые седые волосы поднимались щетиной над морщинистым лбом, тонкие губы беспрестанно шевелились и приторно улыбались.

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Эпӗ пурин ҫинчен те манса кайрӑм, ӑна хам ҫума туртса илтӗм — унӑн алли мана парӑнса итлерӗ, пӗтӗм ӳт-пӗвӗ вара алли хыҫҫӑн туртӑнчӗ, шел тутӑрӗ хулпуҫҫи ҫинчен шуса анчӗ, пуҫӗ майӗпен манӑн кӑкӑр ҫине, манӑн ҫунакан тута айне выртрӗ.

Я забыл все, я потянул ее к себе — покорно повиновалась ее рука, все ее тело повлеклось вслед за рукою, шаль покатилась с плеч, и голова ее тихо легла на мою грудь, легла под мои загоревшиеся губы…

XVI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Йӗкӗлтесерех кулнӑран унӑн куҫ харшисем, сӑмсипе тута хӗррисем кӑшт чӗтреҫҫӗ; тӗксӗм куҫӗсем пӗр чӑрсӑрланса та пӗр савӑнса хӗсӗнеҫҫӗ.

Странная усмешка слегка подергивала ее брови, ноздри и губы; полудерзко, полувесело щурились темные глаза.

IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Манӑн тута хӑйне хӑй ейӗлсе тӑракан пулчӗ.

Мои губы сами собой раздвинулись в улыбке.

Хӑна хӗр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 33–37 с.

Манӑн тута паян хӑйне хӑй кулса тӑрать: эпӗ улттӑ тултаратӑп!

Сегодня мои губы сами собой расползаются в улыбке: мне исполнилось шесть лет!

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

Вӗҫӗсем хӗвелпе ӗннӗ куҫ тӗкӗсем ун кӑшт кӑна сисӗнмелле сиккелесе илеҫҫӗ, ҫӑт ҫыртнӑ шурӑ шӑлӗсене ҫаралтарса, ҫӳлти тута хӗрри майӗпен хускалкалать.

Черные ресницы его, с сожженными солнцем кончиками, чуть вздрагивали, шевелилась верхняя губа, обнажая плотно сомкнутые белые зубы.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорин тута кӗтессисем мӗкӗлтетсе илчӗҫ, ҫӑт ҫыртнӑ шурӑ шӑлӗсем хаяррӑн ҫуталса курӑнчӗҫ.

У Григория дрогнули углы губ, в злобном оскале обнажились белые плотные зубы.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична чылайччен тута хӗррисене сасӑсӑр мӗкӗлтеттерсе тӑчӗ, унтан, урисене йывӑррӑн илсе пусса, тӗпел кӗтессине иртрӗ.

Ильинична долго беззвучно шевелила губами, потом, тяжело передвигая ноги, пошла в передний угол.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах Ильинична ҫак «чун-иллин» сӳнӗк куҫӗсем пӗчӗк Мишатка ҫине пӑхнӑ чух ачашшӑн та ӑшшӑн ҫуталнине, вӗсенче самантлӑха савӑнӑҫпа ачашлӑх хӗмӗсем хыпса илсе сӳннине, тута кӗтесӗсенче вара татах вӑрах хушӑ кӑшт сисӗнмелле ӑшӑ кулӑ пытанса тӑнине тӗлӗнсе асӑрхарӗ.

Но Ильинична с удивлением заметила, что потухшие глаза «душегуба» теплели и оживлялись, останавливаясь на маленьком Мишатке, огоньки восхищения и ласки на миг вспыхивали в них и гасли, а в углах рта еще долго таилась чуть приметная улыбка.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Куҫӗ те, куҫ харшийӗсем те шӑпах ҫавӑн, ҫӳлти тута хӗррине те ҫавнашкалах ҫӗклет…

И глаза, и брови, и верхнюю губу также подымает…

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Куҫ харшийӗсене хӑй салхуллӑн шӑмарнӑ, тута кӗтессисене хурлӑхлӑн пӗркелентернӗ.

Но брови ее были нахмурены, а в углах губ лежали горькие складки.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗрӗшнӗ улӑмпа ирӗлнӗ хура тӑпра шӑрши ытла та ҫывӑх та ыррӑн туйӑннӑран вӑл, тарӑннӑн сывласа илсе, тута вӗҫӗсемпе ейӗлсе кулчӗ; тӑри чепчеммӗн тӑрӑлтатнӑ юрӑ, таҫтан тӗтреллӗ ҫеҫенхиртен килсе илтӗннӗскер, унӑн ӑшӗнче уҫӑмсӑр тунсӑх вӑратрӗ.

Запах прелой соломы и оттаявшего чернозема был так знаком и приятен, что Аксинья глубоко вздохнула и улыбнулась краешками губ; незамысловатая песенка жаворонка, донесшаяся откуда-то из туманной степи, разбудила в ней неосознанную грусть.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохор пӗр витре кӗрекен кӑкшӑма чылайччен ҫавӑркаласа пӑхрӗ, этикетка ҫинчи ют ҫӗршыв сӑмахӗсене вулама хӑтланса, тута хӗррисене тертлӗн мӗкӗлтеттерчӗ.

Прохор долго держал в руках ведерный кувшин, мучительно шевелил губами, стараясь разобрать иностранную надпись на этикетке.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий, чӗлхине йывӑррӑн хускатса, ҫунса кайнӑ тута хӗррисене ҫулласа илчӗ, ҫӑвара хӑй пӗлекен таварсӑр тутӑллӑ ҫӑра сивӗ шӗвек юхса аннине туйрӗ.

Григорий, еле шевеля языком, облизал спекшиеся губы, почувствовал, как в рот ему льется густая, со знакомым пресным привкусом, холодная жидкость.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Камсем ҫывӑраҫҫӗ сан патра? — шӑнса кайнӑ тута хӗррисене аран мӗкӗлтеттерсе ыйтрӗ пӗри, сӑн-пичӗ сивве пула чугун пек хуралса ларнӑскер.

— Кто у тебя ночует? — спросил один из них, чугунно-черный от мороза, с трудом шевеля замерзшими губами.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тута кӗтессисем ун ҫилӗллӗн туртӑнса илчӗҫ.

Углы рта у него нервически подергивались.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсене сӗтел ҫине лартнӑ май тута вӗҫӗсепе кулса илчӗ, хулӑн сасӑпа темскер каларӗ.

Ставя их на стол, улыбнулся краешком губ, что-то пробасил.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӳллӗ те тапчам кӗлеткеллӗ ҫамрӑк лейтенант Григорие ура ҫине тӑрса кӗтсе илчӗ; унӑн чалӑшшӑн ҫурса янӑ ҫӳлти тута хӗрри мамӑк пек хура мӑйӑхпа ҫӳхен витӗннӗ, тӗссӗртерех кӑвак куҫӗсем пӗр-пӗрне ҫывӑх вырнаҫнӑ.

Навстречу Григорию поднялся молодой рослый и плотный лейтенант, с пушистыми черными усиками, прикрывавшими наискось рассеченную верхнюю губу, и близко поставленными серыми глазами.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лаша кӗлет патӗнче чӗлпӗре туртӑнтарса чарӑнса тӑчӗ, ҫӗре нӑш-нӑш шӑршларӗ те, мӑйне малалла тӑсса, ҫӳлти тута хӗррине ҫӗклесе, лаптак сарӑ шӑлӗсене йӗрчӗ, унтан тулхӑрса илсе, малти урисене мелсӗррӗн хутлатма тытӑнчӗ.

Около амбара конь, сопротивляясь поводу, остановился, понюхал землю, вытянув шею и подняв верхнюю губу, ощерил желтые плиты зубов, потом фыркнул и неловко стал подгибать передние ноги.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн пӗркеленчӗк пичӗ ҫинче тута кӗтессисем ҫиллессӗн хутланчӗҫ.

На морщинистом лице ее в углах губ легли строгие складки.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех