Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантсенче (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лавкка тытакан еврей патне, пулӗ ӗнтӗ, пӗр-пӗрне ӑнланайман самантсенче вӗсем яланах ун патне кайнӑ.

Вероятно, к еврею-лавочнику, который в трудных случаях служил им переводчиком.

XI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Иннокентий Даниловичӑн сӑнӗ тӑруках улшӑнчӗ: вӑл тӗксӗмленчӗ — ватӑ ҫынсен темӗнле ырӑ самантсенче ҫеҫ пулакан ҫутӑ сӑн питӗнчен ҫухалчӗ.

Лицо Иннокентия Даниловича тотчас же изменилось: не было на нем прежнего сияния, того самого, которое бывает только в светлые какие-то минуты у стариков.

Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫав самантсенче Петька чӗри хӑранипе тата телее туйнипе ыррӑн хӗсӗнсе илет.

В такую минуту Петькино сердце сладко сжималось от страха и счастья одновременно.

Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Пурте шӑпланчӗҫ; пурте ӑшшӑн кулчӗҫ, хӑйсем мӗншӗн кулнине вара никам та пӗлмерӗ… кашниех уйрӑличчен мӗн те пулин каласшӑн пулчӗ (паллах ӗнтӗ, хуҫа арӑмӗпе хӗрачисӗр пуҫне: вӗсем алчӑраса ҫеҫ пӑхса ларчӗҫ), кашниех туйрӗ: ҫакӑн пек самантсенче ниме тӑман сӑмахсем кӑна калама пулать, кирли ҫинчен тата ӑслӑ та чӗререн тухакан сӑмах темшӗн вырӑнсӑр, суя пулнӑ пулӗччӗ.

Все умолкли; все улыбались напряженно, и никто не знал, зачем он улыбается; каждому хотелось что-то сказать на прощанье, и каждый (за исключением, разумеется, хозяйки и ее дочери: те только глаза таращили), каждый чувствовал, что в подобные мгновенья позволительно сказать одну лишь пошлость, что всякое значительное, или умное, или просто задушевное слово было бы чем-то неуместным, почти ложным.

XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Каннӑ самантсенче шӑнса кӳтнӗ алӑсене ӑшӑтатпӑр, йӗпе пурттенккесене типӗтетпӗр.

В короткие часы передышки грели у печки закоченевшие руки, сушили мокрые портянки.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак самантсенче кӗсменсемпе ишекенсем тата пикенсе ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та кимӗсем ишнӗ пек мар, вӗҫнӗ пек пыраҫҫӗ.

В такие минуты гребцы удваивали усилия, и пироги не плыли, а летели по поверхности реки.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кун пек самантсенче Билль Галлей хӑйӗн каютинчен сиксе тухса «Дункан» ҫинчи ырӑ матроссене темтепӗр ылханса вӑрҫать.

В таких случаях Билль Галлей выскакивал из своей каюты и осыпал честных матросов «Дункана» отчаянными проклятиями.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр чухне Павел шухӑша каять, ӑна асаилӳсем ҫавӑрса илеҫҫӗ, ҫакӑн пек самантсенче Галя унӑн куҫхаршисем чӗтренине, шухӑшран шухӑша куҫнӑ май куҫӗсем улшӑннине курать те, унӑн Павел суккӑр иккенне ӗненес те килми пулса каять: ара унӑн тап-таса куҫшӑрҫисенче пурӑнӑҫ вылять-ҫке.

В те минуты, когда Павел задумывался, подпадал под власть воспоминаний, Галя наблюдала, как вздрагивают его ресницы, как меняются его глаза, отражая смену мыслей, и как-то не верилось, что он не видит: ведь в чистых, без пятнышка, зрачках была жизнь.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кун пек самантсенче нихҫанхинчен те ытларах шӑплӑх тӑнӑ пек туйӑнать.

В такие мгновения тишина казалась особенно глубокой.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑш-пӗр самантсенче ӑна тӗттӗм ҫӗрте вут ҫути мӗлтлетнӗ пек те туйӑнать.

Временами ему даже казалось, что он видит во тьме мерцающие огоньки.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Эпӗ хӑҫан ҫакӑн пек яваплӑ самантсенче шӳтлешсе калаҫнӑ?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эх, пиреччӗ ҫавӑн пек кин, — тӗкет амӑшӗ май килнӗ самантсенче Кирюка.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Хӑйне ҫав тери юратаканскер, эпӗ ӑна ҫиллентернӗ самантсенче те килӗшетчӗ вӑл мана.

Самолюбивая до крайности, она привлекала меня, даже когда я сердился на нее.

VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Тарӑхса ҫитнӗ самантсенче Сергей протезне урайне вӑркӑнтарса ярать те ӑна халтан кайичченех, урисем кӑвакарса-ҫунса тухичченех тапать вара, ҫапать, хӗнет.

И когда подступало отчаяние, Сергей сбрасывал протез на пол и бил его, бил до изнеможения, до кровавых ссадин на собственных ногах.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кӑшт канса янӑ самантсенче Сергей сивӗ те вилӗ пӳрнисене, чӗрӗ пек курса, пичӗ ҫумне тыта-тыта тӑчӗ, пӗр хут кӑна мар йӑлӑнчӗ, тархасларӗ:

В короткие минуты передышки, прижимая к щеке холодные, мертвые пальцы, Сергей, словно живых, просил их:

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Тӑн килкелесе кӗнӗ самантсенче Ларин старик кашнинчех пуҫне сестра енне ҫавӑратчӗ те: — Чим-ха, сестричка, чим, эпир ҫапӑҫӑпӑр-ха… — текелетчӗ йӑваш сасӑпа.

В редкие минуты, когда к нему возвращалось сознание, он неизменно поворачивал голову к сестре-сиделке и слабым голосом говорил: — Ничего, сестричка, мы еще повоюем…

14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Тӗксӗмленнӗ самантсенче чӗрӗпӗсем йӗпписене тӑратаҫҫӗ те пӗр-пӗрне халь-халь чиксе пӑрахас пекех чӑрсӑрланса каяҫҫӗ.

Когда Егорыч хмурился, ежи шевелили иголками и тянулись уколоть друг друга.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Тупӑ сассисем уҫҫи-хупписӗр кӗрӗслетсе тӑраҫҫӗ, вӗсем шӑпланнӑ самантсенче пулеметсем хӗрсе кайсах шӑтӑртатни илтӗнет.

Глухо погромыхивали орудия, в интервалах между выстрелами чуть слышался жаркий треск пулеметов.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юрӑ пуҫлаканни ҫаврӑмсен малтанхи сӑмахӗсене уҫҫӑн та чӗререн ҫӗкленсе юрланӑ самантсенче кустӑрмасем ҫаврӑннӑ тата ут чӗрнисем пылчӑк ҫӑрса пынӑ сасӑсем кӑна илтӗнсе тӑчӗҫ.

Лишь стук колес да чавканье месящих грязь конских копыт слышались в те минуты, когда запевала, старательно выговаривая, выводил начальные слова.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав самантсенче вара Наталья куҫӗсенче темскер ҫӗнни, халиччен пулманни тата хӑратаканни сисӗнсе тӑчӗ…

Что-то новое, незнакомое и пугающее, проскальзывало во взгляде Натальи в эти моменты.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех