Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

питӗрӗнсе (тĕпĕ: питӗрӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта пиратсем суйланӑ ҫӗнӗ капитан, виҫӗ матрос тата юнга, карап ҫинчи шӑй-шая илтсенех, питӗрӗнсе ларнӑ.

Там при первых же звуках тревоги заперся новый капитан, выбранный пиратами, и с ним два матроса да юнга.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Егорушка халь ӗнтӗ сывлӑшӗ пачах, пачах питӗрӗнсе ларнине туйрӗ; вӑл — кун пекки унӑн нихӑҫан та пулманччӗ-ха — сасартӑк пӗтӗм кӗлеткипе чӗтреме пуҫларӗ те урине тапрӗ, ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:

Егорушка почувствовал, что дышать уже нечем; он — никогда с ним этого не было раньше — вдруг затрясся всем телом, затопал ногам и закричал пронзительно:

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хӑранипе пыр та питӗрӗнсе ларнӑ, эс кӑшкӑрма тен…

У нас от страху и глотку завалило, не до крику тут…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вӑл хӑй пӳлӗмӗнче питӗрӗнсе ларчӗ те мӗн тӗттӗм пуличчен кӗнеке вуларӗ, вуланӑ хушӑра та хӑш-пӗр вырӑнсене кӑранташпа паллӑ тумашкӑн ҫеҫ чарӑнкаласа тӑчӗ.

Он заперся у себя в комнате и до самого вечера читал, прерывая чтение лишь для того, чтобы делать карандашные пометки на полях книги.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вера Павловна тӗттӗм пулса ҫитичченех питӗрӗнсе ларчӗ.

До позднего вечера Вера Павловна просидела запершись.

XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл васкасах хӑйӗн пӳлӗмне кайрӗ те питӗрӗнсе ларчӗ.

Она быстро ушла в свою комнату и заперлась.

XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир питӗрӗнсе ларсах вӗрентӗр пуль ӗнтӗ.

Наверно, занимались в уединении?

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Экзаменсем пӗтнӗ хыҫҫӑн Чэнь Ши-чэн куҫӗнче темле расна ҫутӑ палӑрнине, ун пек чух ӑна чӑрмантарма юраманнине, киле иртерех питӗрӗнсе лармаллине ҫывӑхра пурӑнакансем ытти ҫулсенчи тӗслӗхсенченех лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Живший здесь мелкий люд по опыту прежних лет знал, что с окончанием ежегодных экзаменов, после того как вывесят списки, в глазах у Чэня появляется особый блеск, и тогда лучше поменьше судачить о чужих делах и пораньше запереть двери.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Сывлӑшӗ питӗрӗнсе ҫитрӗ.

Трудно стало дышать.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла, кӑштах ӗҫлесен е тӑвалла хӑпармалла пулсан, тӳрех сывлӑш питӗрӗнсе ларать, чӗре сикме пуҫлать…

Как поработаю или на гору подыматься — зараз же задвохнусь, сердце застукотит…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫаплах, — терӗ Ольга: — эпӗ шӑнӑп та — вӗрилетсе пӑрахӗ; эсӗ кунта килӗн — эпӗ пулмӑп, пирӗн пата кайӑн — чирлӗ, тесе калӗҫ; тепӗр кунне каллех ҫавӑн пек пулӗ; чӳрече хупписем питӗрӗнсе тӑрӗҫ манӑн; тухтӑр пуҫне пӑркалӗ; Катя сан патна чӗрне вӗҫҫӗн утса, макӑрса тухӗ те: чирлӗ, вилет, тейӗ пӑшӑлтатса.

— Да, — говорила она, — я простужусь, сделается горячка; ты придешь сюда — меня нет, пойдешь к нам — скажут: больна; завтра то же; ставни у меня закрыты; доктор качает головой; Катя выйдет к тебе в слезах, на цыпочках и шепчет: больна, умирает…

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсӗ тата, математика учителӗпе пӳлӗме питӗрӗнсе ларса, ҫаврашкасемпе тӑваткал кӗтеслӗхсене мӗншӗн пӗлме кирли ҫинчен пӗлесшӗн пултӑн, анчах ҫуррине ҫитсен пӑрахрӑн та тӗпчесе пӗлеймерӗн.

А как ты запирался с учителем математики, хотел непременно добиться, зачем тебе знать круги и квадраты, но на половине бросил и не добился?

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫитменнине Верхлевӑри ҫурт та ҫулталӑк хушшинче ытларах пушӑ, питӗрӗнсе ларать, анчах ашкӑнчӑк ача час-часах унта кӗркелет те вӑрӑм пӳлӗмсемпе галерейӑсене, стена ҫинчи тӗксӗм портретсене курать, вӗсем тӳрккес мар, пысӑк та куштӑрканӑ алӑсемлӗ мар, — ывӑннӑ пек ачашшӑн пӑхакан кӑвак куҫсене, пудрӑпа сапнӑ ҫӳҫсене, ачаша тухнӑ шурӑ питсене, тулли кӑкӑрсене, чӗтресе тӑракан ҫӳхе манжетлӑ, шпагӑн эфесӗсем ҫине мӑнаҫлӑн хунӑ кӑвак юн тымарлӑ ачаш алӑсене курать; ырӑ йӑхран тухнӑ ҫынсен ним усӑсӑр киленсе пурӑннӑ несӗлне, ука та кӗмӗл, бархат та чӗнтӗрле тум тумланнӑскерсене курать.

Да и в самом Верхлёве стоит, хотя большую часть года пустой, запертой дом, но туда частенько забирается шаловливый мальчик, и там видит он длинные залы и галереи, темные портреты на стенах, не с грубой свежестью, не с жесткими большими руками, — видит томные голубые глаза, волосы под пудрой, белые, изнеженные лица, полные груди, нежные с синими жилками руки в трепещущих манжетах, гордо положенные на эфес шпаги; видит ряд благородно-бесполезно в неге протекших поколений, в парче, бархате и кружевах.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сӑмахран, ӑна хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнчи мачча ҫурӑкӗ хӑратман: вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ; пӳлӗмре яланах пӑчӑ сывлӑш пулни тата ниҫта тухмасӑр питӗрӗнсе ларни ҫын сывлӑхӗшӗн каҫхи нӳртен те сиенлӗ пулни унӑн пуҫне пырса та кӗмен; кашни кунах ытлашши ҫини хуллен-хулленех вилӗм патне илсе пырать, анчах вӑл ҫакна та хӑнӑхнӑ, унран хӑраман.

Его не пугала, например, трещина потолка в его спальне: он к ней привык; не приходило ему тоже в голову, что вечно спертый воздух в комнате и постоянное сиденье взаперти чуть ли не губительнее для здоровья, нежели ночная сырость; что переполнять ежедневно желудок есть своего рода постепенное самоубийство; но он к этому привык и не пугался.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Питӗрӗнсе ларса та ҫил уласа ашкӑннине итлесе, эпӗ калама ҫук хытӑ тунсӑхласа ҫитрӗм.

Сидя взаперти и прислушиваясь к вою ветра, я тосковал страшно.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ӑна Чебурашкӑна тупса пытарса хума, хӑйне вара эпир ҫитиччен питӗрӗнсе ларма хуштӑр.

чтобы она нашла Чебурашку, спрятала его и заперлась в квартире до нашего возвращения.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ванна пӳлӗмне питӗрӗнсе ларса, вӑл ҫӗҫӗ вӗҫӗпе банка ӑшӗнчи укҫасене пӗтӗмпех кӑларчӗ, унта кӗмӗл те пӑхӑр укҫасем пӗтӗмпе хӗрӗх виҫӗ пус пулнӑ.

Запершись в ванной, он столовым ножом извлек из коробки все сбережения — сорок три копейки медью и серебром.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл темӗн каласшӑнччӗ, анчах унӑн пырӗ питӗрӗнсе ларчӗ.

Он хотел что-то сказать, но горло сжалось.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ашшӗ станицине кайнӑ пулнӑ та вӗсене: пӳрте никама та ан кӗртӗр тесе, питӗрӗнсе тӑма хушнӑ.

отец накануне ушёл на станцию, а им приказал запереться и никого не пускать.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ак пӗррехинче Саня ӑна хӑй патне илсе кайрӗ, мана хуса ячӗ, вара вӗсем питӗрӗнсе ларсах ҫӗр хута иккӗш ларнӑ.

Но вот однажды Саня увёл его к себе, а меня прогнал, и, запершись, они провели вдвоём целый вечер.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех