Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиксе (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Давыдов, затвора уҫса хупса, кӗпҫене патрон кӗртсе лартрӗ те, пистолетне пиншак кӗсйине чиксе, ҫапла каларӗ:

Давыдов передернул затвор и, заслав в ствол патрон, сунул пистолет в карман пиджака, сказал:

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗрене чиксе йӗплени часах иртсе кайрӗ, пуҫӗ пӑртак ҫаврӑнни те иртрӗ.

Колющая боль в сердце скоро утихла, прошло и легкое головокружение.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Половцев чӗнмерӗ, вӑл хӗҫӗн хурҫи ҫине сывлать, ун ҫинчи кӑвакрах сӗм епле сарӑлса майӗпен пӗтсе пынине сӑнать, унтан вара хӗҫе сӑрӑ толстовка аркипе шӑлать те ӑна кивӗ йӗнне сыхлануллӑн, ҫемҫен чиксе хурать.

Не отвечая, Половцев дышал на мертвую сталь шашки, смотрел, как растекается и медленно тает на ней синеватая тень, а затем подолом серой толстовки вытирал шашку и осторожно, даже нежно, без пристука, опускал ее в потертые ножны.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан каллех выртрӗ, вӑрахчен ҫавӑрӑнкаласа, плащне хӑй айне пур енчен те чиксе, ҫаплах мӑкӑртатрӗ:

Щукарь снова лег, долго ворочался, со всех сторон подтыкал под себя плащ, бормоча:

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ним тума аптраса ӳксе, кӗтмен хыпара илтнипе тӑнран тухса, чӗри чиксе ыратнине туйса, вӑл Варя аллине шарламасӑр чӑмӑртарӗ, вара, кӑшт каялла чакса, унӑн пӗшкӗртнӗ йӗп-йӗпе пичӗ ҫине ним калама пӗлмесӗр пӑхса тӑчӗ.

Растерянный, онемевший от неожиданности, чувствуя острую боль на сердце, он молча сжал Варины руки и, слегка отшатнувшись, смотрел на ее склоненное заплаканное лицо, не зная, что сказать.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Питне кайса ҫусамччӗ хӑть, атту эсӗ чиксе пӑрахнӑ сысна пек юн юхтаратӑн!

Ты бы хоть пошел умылся, а то льет из тебя, как из резаного кабана!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсир, тархасшӑн, ан кӳренӗр, кунта ӗҫ эпир сире шанманнинче мар, анчах пирӗншӗн пит пысӑк пӗлтерӗшлӗ операцие тӗп тума право ҫук пирӗн, — ӑнлантарса пачӗ Бойко-Глухов, Нагульнов та курнӑ хӗрлӗ кӗнекине кӗсьене чиксе.

Вы, ради бога, не обижайтесь, тут дело не в том, что мы вам не доверяем, но, к сожалению, иногда так бывает, а рисковать операцией, имеющей для нас весьма важное значение, мы не имеем права, — снисходительно пояснил Бойко-Глухов, пряча в карман красную книжечку после того, как с ней ознакомился и Нагульнов.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ура пакӑлчакӗнче тем хыттӑн чиксе кайнине пула, мучи хӑяккӑн кайса ӳкрӗ, чула ҫав-ҫавах аллинчен пӑрахмасӑр, чи киревсӗр сӑмахсемпе вӑрҫа-вӑрҫа илчӗ.

Острая боль прострелила щиколотку, и дед свалился на бок, ругаясь самыми непотребными словами, но все же не выпуская камня из руки.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн вӑрӑмӑшӗнчен унта тахҫан винтовка чиксе усрани палӑрчӗ.

Судя по длине его, в нем когда-то хранилась винтовка.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл пӗр ури ҫинче вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, тусӗсене чӗнсе пулмалла, икӗ пӳрнине ҫӑварне чиксе вӑрӑ-хурахла ши! шӑхӑрчӗ, унтан ҫил пек вӗҫтерчӗ, тусан витӗр унӑн хура ура тупанӗсем мӗлтлетни ҫеҫ курӑнса юлчӗ.

Повернувшись на одной ноге, он свистнул по-разбойничьи, в два пальца, очевидно созывая друзей, и дал такого стрекача, что в облачке пыли только черные пятки замелькали.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аллине сылтӑм кӗсйине чиксе, Нестеренко панӑ парнене — пистолета — туртса кӑларчӗ, ӑна Устин чӗркуҫҫи ҫине хучӗ.

Опустив руку в правый карман пиджака, он вынул пистолет — подарок Нестеренко — и положил его на колени Устину.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй яланах чиксе ҫӳрекен ҫырмалли хулӑм кӗнеки халӗ те ҫумра пулни Давыдова мӗн тери юрарӗ!

До чего же на этот раз пригодилась Давыдову объемистая записная книжка, с которой он почти никогда не расставался!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Устин ун умӗнче аллисене йӗм кӗсйине чиксе, урисене саркаласа тӑрать…

Устин стоял против него, небрежно засунув руки в карманы штанов, широко расставив ноги…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ пирӗншӗн миххе чиксе килнӗ кушак пек пултӑн…

Тебя привезли, как кота в мешке…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нагана кӗсьере сакӑр ҫул чиксе ҫӳрерӗм, темиҫе кӗсье ҫӗтрӗм, ҫитет!

Поносил наган в кармане восемь лет, подырявил карманов несчетно, а зараз хватит!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пар-ха вӑхӑтлӑха михӗ, ӑна чиксе кайма.

Дай мне на время мешок, чтобы упрятать его.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл хашлатса йывӑр сывлани, сӗтел ҫинче унӑн кӗсьене чиксе ҫӳрекен пысӑк сехечӗ шаккани ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

Слышно было только, как тяжело, с сапом, он дышит да тикают на столе его большие карманные часы.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Любишкин бригадине Щукарь мучие чиксе хутӑр, мана Лушка Нагульновӑна патӑр…

— Любишкину деда Щукаря в бригаду вперли, мне — Лушку Нагульнову…

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов пӗшкӗнчӗ те пӳрнисене кӑпка та чӗрӗ тӑпраллӑ йӑран хушшине чиксе пӑхрӗ.

Давыдов нагнулся, сунул пальцы в мягкую и липкую борозду.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр чӑххине какӑртрӑн пулсан, ӑна миххӳне чиксе хурах ӗнтӗ.

Раз уж ты пошкодил одну курочку, то клади ее в мешок.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех